Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах

Автор: И.ДАНИЛОВА

Ҫӑлкуҫ: Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Хушнӑ: 2019.08.17 22:23

Пуплевӗш: 50; Сӑмах: 750

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Кӑҫал халӑха калаҫтаракан тӗп ыйту ҫанталӑк пӑтӑрмахӗсемпе ҫыхӑннӑ тесен пӗрре те йӑнӑш пулмасть пулӗ. «Ҫулла таҫта ҫухалнӑ, ҫуркунне хыҫҫӑн тӳрех кӗркунне килсе ҫитнӗ», — унта та кунта калаҫаҫҫӗ ҫынсем. Ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекенсем уйрӑмах пӑшӑрханаҫҫӗ, синоптиксен асӑрхаттарӑвӗсене ирӗн-каҫӑн тимлесех тӑраҫҫӗ, куҫа уҫнӑ-уҫман чӳречерен пӑхаҫҫӗ — уяр-и паян е ҫук, Интернетра ҫанталӑк прогнозне тишкереҫҫӗ, уй-хирте вӑхӑта вӑрла-вӑрла тенӗ пек ӗҫлеҫҫӗ, мӗн акса-лартса ҫитӗнтернине епле те пулин пуҫтарса илме тӑрӑшаҫҫӗ.

Вырмапа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва иртнӗ тунтикунхи ӗҫлӗ канашлура сӳтсе явнӑ май ЧР ял хуҫалӑх министрӗ С.Артамонов ӗҫҫи тапхӑрӗн пуҫламӑшне йыврӑлӑх кӳнӗ ҫанталӑк условийӗсем малашне те лӑпкӑлӑх кӳмӗҫ, республикӑн пӗтӗм территорийӗнчех вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫумӑр ҫусах тӑрӗ тесе палӑртнӑ. Ҫапах та, министр сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫанталӑк пӑтӑрмахӗсене пӑхмасӑрах, пӗрчӗллӗ культурӑсен, ҫӗрулмипе ытти пахчаҫимӗҫӗн тухӑҫӗ пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан лайӑхрах.

Вӑрмар районӗ пирки калас пулсан кунта та ҫӗр ӗҫченӗсем — уйрӑм кил хуҫалӑхӗсенчен пуҫласа ял хуҫалӑх таварӗсен производителӗсем таранчченех — пурте вӑхӑта сая ямасӑр кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Типӗ ҫанталӑкра уй-хирте ӗҫ вӗресе тӑрать — тырӑ выраҫҫӗ, курӑк ҫулаҫҫӗ, ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, унта та кунта тракторсемпе комбайнсем кӗрлени илтӗнет. Ҫак эрне ӑшӑпа савӑнтарнине кура ӗҫ малалла каять, районти яваплӑ ҫынсем вара кам мӗн тунине тимлесех тӑраҫҫӗ.

Акӑ, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильевич Васильев тата унӑн заместителӗ — райадминистрацин ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн начальникӗ Николай Михайлович Николаев эрнипех тӗрлӗ хуҫалӑхсене тухса ҫӳрерӗҫ, вӗсенчи лару-тӑрупа вырӑнта паллашрӗҫ.

Кӗтеснерсем яланах ӗҫченлӗхпе, харсӑрлӑхпа палӑрса тӑнӑ. Хӑйсен пурнӑҫне ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ҫыхӑнтарнӑ хастарсем сахал мар кунта. Кӗтеснерте пулнӑ май Андрей Васильевичпа Николай Михайлович «Николаев Г.И.», «Владимиров Г.В.» (ӳкерчӗк ҫинче), «Игнатьев А.Ю.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене ҫитсе курчӗҫ.

«Николаев Г.И.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче хӗрсе кайсах ҫӗрулми кӑларатчӗҫ (кунта ӑна кӑҫал 6 гектар лаптӑк ҫинче ҫитӗнтернӗ). Вӗҫсӗр-хӗрсӗр ана ҫинче «Беллароза» сортлӑ хӗрлӗ ҫӗрулми тултарнӑ михӗсем лартса тухнӑ. Шултрине уйрӑм, вӑрлӑхлӑх уйрӑм пуҫтарнӑ. Тулли михӗсене ҫийӗнчех йывӑр машина ҫине тиесе упрама илсе кайса хураҫҫӗ. Юнашар анасем ҫинче — «Коломбо», «Джелли» тата ытти сортлӑ ҫӗрулми. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» кӑҫал аван пулнине пӗлтерчӗ хуҫалӑх пуҫлӑхӗ Григорий Иванович. «Кӗҫех вырмана та тухӑпӑр, 10 гектар ҫинчен кӗрхи тулӑ, 35 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ ҫурхи культурӑсем ҫапса тӗшӗлемелле», — терӗ вӑл. Григорий Ивановичӑн шанчӑклӑ пулӑшуҫи — унӑн ывӑлӗ Андрей. Пӗчӗкренех ашшӗпе пӗрле уй-хир ӗҫӗсене кӳлӗннӗскер, кирек мӗнле техникӑна та парӑнтарма пултарать вӑл. Эпир пынӑ чухне те трактор рулӗ умӗнче ҫӗрулми кӑларатчӗ. «Владимиров Г.В.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Вячеславович ял ҫумӗнчи лаптӑкра ACROS-530 комбайнпа тырӑ выратчӗ. Ӗҫӗ сахал мар хуҫалӑхра — 100 гектар ҫинче урпа, 110 гектар ҫинче ҫурхи тулӑ ҫитӗнтереҫҫӗ кунта. «Ҫанталӑк лайӑх тӑнӑ чухне пӗр минута та сая ярас килмест, ҫавӑнпа иртен пуҫласа каҫчен — хирте. Вырмана хӑвӑрт тата тухӑҫлӑ вӗҫлесси — малти вырӑнта», — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ Геннадий Вячеславович.

«Игнатьев А.Ю.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп енӗ — выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси. Курӑмне хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ кунта, 381 гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче кӗрхи тата ҫурхи тулӑ, урпа, ҫӗрулми, нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫитӗнтереҫҫӗ. Игнатьевсемшӗн кӑҫалхи ӗҫҫи вӑхӑчӗ ырӑ пулӑмран пуҫланнине палӑртас килет: вырма ӗҫӗсене пурнӑҫлама техника маларах ытти хуҫалӑхсенчен тара тытнӑ пулсан халӗ вара пӗтӗмпех хӑйсем ӗлкӗрсе пырӗҫ, мӗншӗн тесен тин кӑна вӗсем ПАЛЕССЕ GS10 комбайн туяннӑ. Андрей Васильевичпа Николай Михайлович хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне Александр Юрьевича саламларӗҫ, харпӑрлӑхри комбайн мӗнпур ӗҫсене ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме пулӑшасса иккӗленменнине палӑртрӗҫ.

Кӗтеснере килсен хӑмла ҫитӗнтерес енӗпе ӗҫлекен «АгроРесурсы» тулли мар яваплӑ обществӑн участокне мӗнле кӗрсе курмӑн-ха? Кунта та кӑҫал ҫӗнӗ техника хута кайӗ — Мускав облаҫӗнче туса кӑларнӑ хӑмла типӗтмелли хальхи йышши агрегат. «АгроРесурсы» ӑна саккас туса туянакансенчен чи пӗрремӗш пулнине палӑртмалла. Яваплӑ ҫынсем пынӑ кун специалистсем ҫӗнӗ агрегата пуҫтарас тӗлӗшпе вӑй хуратчӗҫ. Вӗсенчен пӗри — Виктор Васильевич Шкромада — хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. «Кӑткӑс техникӑна пуҫтарса пӗтерсен вӑл хӑйне ӗҫре мӗнле кӑтартнине тӗплӗн тӗрӗслӗпӗр, унпа усӑ курнӑ чухне нимӗнле кӑлтӑк та сиксе ан тухтӑр», — пӗлтерчӗ вӑл. Сӑмаха май, хӑмла типӗтмелли агрегатпа юнашарах кунта хӑмла татмалли ҫӗнӗ йышши комбайн хӑйӗн вырӑнне тупнӑ. Мӗнпе палӑрса тӑрать-ха вӑл? Кивӗ техникӑпа усӑ курнӑ чухне хӑмла аврине шпалерсем ҫине тӑршшӗн ҫакмалла пулсан, ҫӗнӗ комбайн горизонтальлӗ майпа ӗҫлет. Ятарлӑ пружинӑсем хӑмлана типтерлӗн татаҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑмла тап-таса тухать.

Арапуҫсем те пултарулӑхӗпе кӗтеснерсенчен юлмаҫҫӗ. Арапуҫӑн сарлака урамӗсем тӑрӑх пынӑ чух илемлӗ те капмар ҫуртсем куҫа илӗртеҫҫӗ — хуҫисем хуҫалӑхӗсене ҫирӗп алӑпа тытса пыни, ку ялта ӗҫчен халӑх пурӑнни тӳрех паллӑ. Хӗрӳ ӗҫҫи тапхӑрӗнче Андрей Васильевичпа Николай Михайлович Арапуҫӗнчи лару-тӑрӑва тимлӗхсӗр хӑвармарӗҫ, «Петров Е.Н.» хресчен-фермер хуҫалӑхне кайса курчӗҫ. Кунта 207 гектар ҫинче ӗҫлеҫҫӗ, кӗрхи тата ҫурхи тулӑ, урпа, ҫӗрулми ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӑл кун Лашман кӳлли ҫумӗнчи ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче «Енисей» комбайнпа тырӑ выратчӗҫ, ҫавӑнпа Евгений Николаевич ӗҫлӗ ушкӑна шӑпах ҫавӑнта кӗтсе илчӗ. Калаҫу вырма ыйтӑвӗсем тавра та, кӗрхи ҫӗртме пирки те пычӗ. Малашлӑх тӗллевӗсене те сӳтсе яврӗҫ.

Унтан яваплӑ ҫынсем Арапуҫӗнчи купель ҫумӗнчи территорине кайса курчӗҫ. Ҫав тери илемлӗ те таса кунта, тӗрлӗ тӗслӗ чечексем лартса тухнӑ, яка тротуар тӑрӑх утма кӑмӑллӑ, икӗ енчен — арка евӗрлӗ кӗпер. Ҫапах та ӗҫсем вӗҫленмен-ха, Андрей Васильевич палӑртнӑ тӑрӑх пӗвене тирпей кӗртмелле. Мӗнех, ума лартнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех