Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑххи сăмах пирĕн базăра пур.
урӑххи (тĕпĕ: урӑххи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен шӑпах ҫав сехетре манӑн театрта пулас пур-и, е нимӗн тумасӑрах ҫывӑрнӑ вӑхӑт пулӗ, е тата кампа та пулин калаҫасси, хальхи пек каласси пулӗ, акӑ бригадир мӗн ҫинчен те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшласа, пуҫа ҫӗклетмесӗр ӗҫлеме сӗнчӗ, эпир пӗчӗк редакторшӑпа пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӑмӑр та кулса ятӑмӑр.

Быть может, в этот час я буду в театре, или буду спать, ничего не чувствуя, или буду разговаривать с кем-нибудь и смеяться, как сейчас, когда бригадир посоветовал нам работать машинально, то есть думая о чём-нибудь другом, и мы с чёрненькой редакторшей посмотрели друг на друга и рассмеялись.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня Испани ҫинчен каласа парать те, мана тахҫан манӑҫнӑ тӗлӗнмелле туйӑм ҫавӑрса илет: такам урӑххи ҫинчен каласа панӑ пек итлетӗп ӑна эпӗ.

Саня рассказывает об Испании. И странное, давно забытое чувство охватывает меня: я слушаю его, как будто он рассказывает о ком-то другом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑнланатӑп эп; сана, кӑмӑлна кура, урӑххи кирлӗ…

— Я понимаю, что тебе по твоему настроению другое нравится…

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тамаша… — тӑсса каларӗ вӑл алчӑранӑн, ахӑрнех урӑххи ҫинчен шухӑшласа.

— Странно… — протянул он рассеянно, думая, видимо, о чем-то другом.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑн пек кӳлесем ҫине ярӑнса аннӑ чух, е ана ҫийӗнех вӗҫсе пырса тулӑ акнӑ чух мана ялхуҫалӑх шухӑшӗсем аптратмаҫҫӗ, йӑлтах урӑххи ҫинчен шухӑшлатӑп эпӗ.

Как ни странно, но совсем другие, не сельскохозяйственные мысли одолевают меня, когда я пикирую над этими озерками или на бреющем полёте сею пшеницу.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑйӗн купӑсӗпе эп мӗн шухӑшланине каламастчӗ, Саня ман упӑшка та эпӗ унӑн арӑмӗ иккенне пӗлтерекен тӗлӗнмелле телейӗм ҫинчен шӑратмастчӗ вӑл, урӑххи ҫинченччӗ унӑн кӗвви, — тахҫан хамӑрӑн ача чухне пулнӑ ҫамрӑкла курнӑҫусем ҫинчен калатчӗ, калӑн ҫав, вӑл пире тӑваттӑмӗш шкулти балра курнӑ тесе, Саня мана ҫавӑнта пӗрремӗш хут чуптуса илчӗ…

Он играл совсем не то, о чём я думала: не это странное счастливое чувство, что Саня — мой муж, а я — его жена, — он играл наши прежние, молодые встречи, как будто видел нас на балу в четвёртой школе, когда Саня поцеловал меня в первый раз…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Урӑххи» вӑл — вӑрҫӑччӗ ӗнтӗ, Арктикӑри вӑрҫӑ, Барендевӑпа Карск тинӗсӗсен ҫыранӗнчи вӑрҫӑ.

«Другое» — это была война, война в Арктике, на берегах Баренцева и Карского морей.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эп урӑххи ҫинчен каласшӑн.

Но я говорю о другом…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нумая тӑсӑлчӗ-ши ҫак, пӗлейместӗп — тен нумаях та пулӗ, мӗншӗн тесен тепӗр каҫ та пулчӗ, унтан вара врачсенчен пӗри, урӑххи, унччен ӑна эпӗ курманччӗ, палатӑран пирӗн пата коридоралла хуллен ҫеҫ тухрӗ.

Не знаю, как долго всё это продолжалось, — должно быть, долго, потому что снова была ночь, когда один из врачей, какой-то новый, которого я прежде не видала, осторожно вышел к нам в коридор из палаты.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кивӗ хаҫатсенче мана урӑххи тӗлӗнтерсе ячӗ: вӗсем пурте пӗр вӑхӑтрах «Св. Мария» шхунӑна пурпӗрех вилӗм кӗтет тесе ҫырнӑ, хӑшпӗрисем аллисене кӑранташ тытса шхунӑ Ҫӗнӗ Ҫӗр патне те аран ҫитме пултарать, тесе шутланӑ.

Другое остановило и поразило меня в старых газетах: в один голос они утверждали, что шхуну «Св. Мария» ждёт неизбежная гибель, иные рассчитывали с карандашом в руках, что она едва дойдёт до Новой Земли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл кулса ячӗ те, Главсевморпутинче Ҫурҫӗр Ҫӗрне атте тупнӑ пулать, вӗсен урӑххи тупнӑ тесе ҫырнӑ, ҫавӑншӑн хӑраса ӳкрӗҫ тет.

Потом он засмеялся и сказал, что в Главсевморпути перепугались, что мой отец открыл Северную Землю, а у них записано, что кто-то другой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмах хӑй тӗрӗсси ҫинчен мар-ха, йӑлтах урӑххи ҫинчен, ӑна манӑн шӑпах хам аннене юратнӑ телейсӗр Иван Павловичран илтмеллечӗ.

Здесь была не личная правда, а совсем другая, и я должна была выслушать её именно от Ивана Павлыча, который любил маму и до сих пор одинок и несчастен.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче вӑл ҫапла хӑй вӗҫнӗ чух епле хӑрушӑ пулнине каласа пачӗ, такам урӑххи ҫинчен каласа панӑ пек итлерӗм ӑна эпӗ.

Однажды он рассказывал об опасном полёте, и я поймала себя на очень странном чувстве — я слушала его, как будто он рассказывал о ком-то другом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫынни вӑл ҫӳлӗ те кӑмӑллӑскер, куҫлӑхпа ҫӳрет, кӑштах чалӑшшӑн пӑхать, аяккинелле пӑхса темӗн урӑххи ҫинчен шухӑшланӑ пек туйӑнать.

Это был длинный внимательный дядя в очках, немного косой, так что всё время казалось, что он смотрит в сторону и думает о чём-то своём.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е кам та пулин айӑплах пулсан, пурпӗрех кам та пулсан урӑххи айӑплӑ — эпӗ мар.

И что если кто-нибудь виноват, так уж во всяком случае, не я, а кто-то другой.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та ку вӑл тӗлӗкри пек кӑна пулчӗ, ӑна сестра мар, кам та пулин урӑххи каларӗ-и, тен?

Но это было уже совсем как во сне, и, может быть, это сказала не она, а кто-нибудь другой.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, вӑл йӑнӑшать, ҫырура ун ҫинчен мар, кам та пулин урӑххи ҫинчен самах пырать тесе те шутланӑ пулӗ.

Может быть, она думала, что я ошибаюсь и что в письме речь идет о ком-нибудь другом.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та мана урӑххи тӗлӗнтерет.

Но совсем другое поразило меня.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑххи ҫинчен калаҫар.

Поговорим о чем-нибудь другом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш-пӗр тӗлте унта урӑххи, циркран чӗнтерни, ман вырӑна ҫӳрет.

Там в некоторых местах другая, из цирка, за меня.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех