Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пурӑнас (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман никама та пӑхӑнас килмест, хам пӗлнӗ пек пурӑнас килет; хама мӗн кирлӗ эпӗ ҫавна тума хатӗр; мӗн кирлӗ мар, вӑл мана кирлӗ мар, тем тусан та, кирлӗ мар.

Я хочу быть независима и жить по-своему; что нужно мне самой, на то я готова; чего мне не нужно, того не хочу и не хочу.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫылӑх мар вӗт-ха вӑл пурӑнас та юратас килни, — мӗншӗн ҫакӑн пек асаплантаратӑн эсӗ мана?

Ведь это не грех хотеть жить и любить, — за что же ты так наказываешь меня?

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Манӑн пурӑнас килетчӗ, манӑн юратас килетчӗ, — турӑҫӑм!

Я хотела жить, я хотела любить, — боже!

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн кӗнекесенче: ун пек пурӑнас мар пулсан, пурне те ҫӗнӗрен йӗркелесе ямалла, тесе ҫырнӑ, хальхи йӗркепе вара вӗсем хушнӑ пек пурӑнма май килмест, — мӗншӗн ҫӗнӗ йӗрке тӑрӑх йӗркелесе ямаҫҫӗ-ха вӗсем?

Да в книгах-то у вас написано, что коли не так жить, так надо все по-новому завести, а по нынешнему заведенью нельзя так жить, как они велят, — так что ж они по новому-то порядку не заводят?

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тимошка ухмах мар, вӑл хуторта пурӑнас ҫук, районтан пӗр-пӗр гепеушник килсенех, вӑл ҫакна ҫийӗнчех пӗлет те унтан тухса тарать.

Тимошка не дурак, и в хуторе он жить не будет, а как только появится хоть один из этих районных гепеушников, он сразу узнает и смоется отсюда.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манпа юраса пурӑнас килсен — Дарья Куприяновна тесе чӗн мана, вара бригадӑра нихҫан та выҫа ҫӳремӗн!

Хочешь со мной в мире жить — зови меня Дарьей Куприяновной, тогда в бригаде сроду голодным не будешь!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Йӗксӗк пуҫӗ пурӑнасшӑн пулмарӗ, пурӑнас килмест-тӗк — килмест пултӑр, ҫав кӑна.

 — Этот негодяй просто не хотел жить, не хотел, вот и все.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

— Малашне епле пурӑнас тетӗн-ха вара эсӗ? — ҫак кӑмӑла кайман тӗлпулуран тӗлӗнсе ыйтрӗ Яков Лукич.

— Как же ты жить думаешь в дальнеющем? — выпытывал неприятно пораженный встречей Яков Лукич.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Половцевпа Лятьевский чикӗ урлах каҫса кайрӗҫ пулмалла», — шухӑшларӗ Яков Лукич, ҫакӑн хыҫҫӑн вара совет влаҫне сирсе ывӑтма май килменшӗн калама ҫук хытӑ тарӑхни ҫумне чуна лӑплантаракан савӑнӑҫ, канлӗ туйӑм килсе хутшӑнчӗ: ҫак вӑхӑтран пуҫласа Яков Лукичӑн пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр пурӑнас пурнӑҫне нимӗнле инкек те хӑратмасть.

«Видно, Половцев и Лятьевский махнули через границу», — думал Яков Лукич, и к острому сожалению о том, что не пришлось стряхнуть Советскую власть, примешивалась спокоящая радость, довольство: отныне уж ничто не грозило благополучному существованию Якова Лукича.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнас тетӗн-и е колхоза кӗретӗн-и?

Единоличным порядком или будешь вступать в колхоз?

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн туса пурӑнас тетӗн-ха унта суха туса пӗтеричченех юлса?

Что ты там будешь делать до конца пахоты?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫук, хаклӑ юлташсем, малтан эсӗ хӑв епле пурӑнас тенӗ, ҫапла пурӑнма пултарнӑ, халӗ ӗнтӗ, ытах эсӗ партире тӑратӑн пулсан, ун пек-кун пек ухмахланма пӑрах.

Нет, дорогой товарищ, допрежь ты мог как желательно жить, а зараз, уж ежели ты в партии состоишь, то ты глупости всякие оставь.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав эпи-карчӑк халӗ те пурӑнас пулсан-и, эпӗ ӑна чӗрӗллех ҫисе янӑ пулӑттӑм!..

Кабы эта повитуха зараз живая была, я бы ее прямо сырую съел!..

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурӑнас ҫынах пулнӑ иккен ҫав, Щукарь мучи!

Живуч оказался дед Щукарь!

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурӑнас ҫынах пулнӑ иккен ҫав, Щукарь мучи!

Живуч оказался дед Щукарь!

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лушка, Нагульнов арӑмӗ, Давыдовпа яланах кӑмӑллӑ, ҫапах та, ҫакна пӑхмасӑрах, Давыдов, пӗркунхине, ӑнсӑртран Макарпа калаҫнӑ чухне, Макар ӑна хӑйӗн арӑмӗ Тимофей Рванӑйпа пурӑнни ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн, ҫав хӗрарӑм ҫине сиввӗн пӑхма пуҫларӗ, вӗсем патӗнче унӑн вӑхӑтлӑха пулин те пурӑнас килми пулчӗ, Ирсенче Давыдов, калаҫӑва хутшӑнмасӑр, час-часах Лушка ҫине куҫ хӳрипе пӑхкаласа илет.

Лушка, жена Нагульнова, была с Давыдовым неизменно приветлива, но, несмотря на это, он после того случайного разговора с Макаром, когда тот открыл ему, что жена живет с Тимофеем Рваным, относился к ней с плохо скрываемой неприязнью, тяготился своим временным пребыванием у них, по утрам Давыдов, не вступая в разговор, часто искоса посматривал на Лушку.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн пурӑнас килет!

Ей хочется жить!

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак янӑравлӑ ха-ха-хапа пӗтӗмпех вӗҫленсе пӗтнӗ вара: хӗр ҫураҫасси те, Беликовӑн ҫӗр ҫинче пурӑнас пурнӑҫӗ те.

И этим раскатистым, заливчатым «ха-ха-ха» завершилось все: и сватовство, и земное существование Беликова.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Апла кашниех ҫырта пуҫласан, тӗнчере пурӑнас та мар.

Ежели каждый будет кусаться, то лучше и не жить на свете…

Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.

Наркӑмӑшлӑ вак-тӗвек суялӑх йӑлана кӗрсе закон пулса тӑнӑ йывӑр тавралӑхран, хӑйсене хӑйсем ҫеҫ юратакан ҫынсенчен, идейӑллӑ сектанствӑран, тӗрлӗрен ултавсенчен, — пӗр сӑмахпа каласан, чуна пӑрлантарса яракан, ӑс-тӑна пӑсакан ниме тӑман ӑпӑр-тапӑртан ӑҫта та пулин тарса хӑтӑлас килмесӗр, пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫав йывӑрлӑха чӑтса пурӑнас тесен, культурлӑ обществӑра ҫуралмалла.

Нужно родиться в культурном обществе для того, чтобы найти в себе терпение всю жизнь жить среди него и не пожелать уйти куда-нибудь из сферы всех этих тяжелых условностей, узаконенных обычаем маленьких ядовитых лжей, из сферы болезненных самолюбий, идейного сектантства, всяческой неискренности, — одним словом, из всей этой охлаждающей чувство, развращающей ум суеты сует.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех