Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паман (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учительсене вара вӗсем канӑҫ паман.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Вӑл ӗнерхи ҫинчен те никама та каласа паман!

Он даже никому не пожаловался на вчерашнее!

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Иккӗмӗш вырӑна та иртнӗ ҫулхи пекех Апас районӗ никама та паман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпрелсем кӑҫал та малта // Светлана САДЫКОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7 стр.

Ун куҫӗ умӗнчех «Святослав» пӑрахутӑн пусми ҫинче хӑйне пӑрахут ҫине ларма вырӑн паман отставкӑри ватӑ полковник перӗнсе вилчӗ.

На его глазах у сходен «Святослава» застрелился пожилой отставной полковник, которому отказали в месте на пароходе.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑнтӑрта, Донӑн сулахай ҫыранӗнче, повстанецсен икӗ дивизийӗ траншейӑсенче тымар янӑ пек ҫирӗпленсе ларнӑ, хӗрлӗармеецсен йышлӑ батарейисем хӑйсем ҫине пӗр вӗҫӗм тенӗ пек хаяррӑн персе тӑнӑ пулин те, вӗсене шыв урлӑ каҫма паман; ытти виҫӗ дивизийӗ повстанецсен территорине хӗвеланӑҫӗнчен, ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ енчен хӳтӗленӗ, пур ҫӗрте те, уйрӑмах ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ участокӗнче, вышкайсӑр пысӑк ҫухатусем тӳснӗ, ҫапах та каялла чакман, Хопер округӗн чиккисенчех тытӑнса тӑнӑ.

На юге, по левому берегу Дона, две повстанческие дивизии упорно отсиживались в траншеях и не давали противнику переправиться, несмотря на то что на всем протяжении фронта многочисленные красноармейские батареи вели по ним почти беспрерывный ожесточенный огонь; остальные три дивизии ограждали повстанческую территорию с запада, севера и востока, несли колоссальный урон, особенно на северо-восточном участке, но все же не отступали и все время держались на границах Хоперского округа.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пурӑннӑ чухне В.Урташа чӑваш халӑх поэчӗ ята паман.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Виҫҫӗмӗш килте тӑватӑ пӗчӗк ача пулнӑ, ҫав шавлӑ ҫемье амӑшӗн ирӗксӗрех вӗсемпе кунӗ-кунӗпе килте ларма тивнӗ, мӗншӗн тесен Аникей, халӑх темиҫе хут ыйтнӑ пулин те, ача сачӗ уҫса паман.

В третьей избе было четверо малышей, и мать этого шумного семейства вынуждена была сидеть с ними целыми днями, потому что Аникей почему-то упорствовал и, несмотря на неоднократные просьбы, не открывал детского сада.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кил хуҫи Дымшаковпа туслӑ пурӑннӑ, ҫавӑнпа вутӑ е пӳрт тӑррине витме улӑм турттарса килме Лузгин час-часах лаша вӑхӑтра паман.

Глава семьи поддерживал дружеские отношения с Дымшаковым, а Лузгин поэтому часто отказывался вовремя дать лошадь, чтобы привезти дров или соломы покрыть крышу.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вара ун пӑвнӑ пек йывӑр ҫилли каплана-каплана килет те, вӑл Серафимӑна кӑшкара-кӑшкӑра пӑрахать, ӑна кашни вак-тӗвекшӗнех чи усал сӑмахсем каласа хӑртать — е кашӑка апла паман иккен, е ларасса кирлӗ ҫӗре ларман, е калама пӗлмен… арӑмӗнне куҫҫуль кӑлармасӑр та лӑпланмасть.

Тогда наваливалась тяжелая, как удушье, злоба, и он орал на Серафиму, ругал ее последними словами за каждую мелкую оплошность — не так подала ложку, не туда села, не то сказала… и не успокаивался, пока не доводил жену до слез.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ытах та питӗ ҫулӑхма тытӑнсан — вӑл никама та сӑмах паман вӗт! — каялла хулана вӗҫтерет, ҫавӑ ҫеҫ.

А по крайности, станут уж очень приставать, — он никому зарок не давал! — смотается обратно в город, и вся недолга.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Дымшаковсемпе туслӑ ҫынсене Лузгин пӗрмаях тӑрӑннӑ, чи йывӑр ӗҫе янӑ, час-часах, пӗчӗк япала ыйтсан та, паман.

А к тем, кто дружил с Дымшаковым, Лузгин вечно придирался, посылал на самые тяжелые работы, часто отказывал в простых просьбах.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Нимӗнле фактсемпе те ҫирӗплетсе паман иккӗленӳллӗ шухӑша вара кам ӗненет-ха пирӗн вӑхӑтра?

А кто в наше время станет верить каким-то подозрениям, не подкрепленным никакими фактами?

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пирӗн чи малтан колхозра пуху ирттерме паман дезорганизаторсемпе карма ҫӑварсене парӑнмалла мар.

Главная наша забота — это ни в чем не уступить дезорганизаторам и горлопанам, которые сорвали собрание в колхозе.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр колхозник та тухса каламан, правлени ӗҫне те, председатель ӗҫне те хак паман».

Ни один колхозник не выступил, не оценил ни работу правления, ни председателя».

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫак шухӑш Ксение пӗртте канӑҫ паман.

Мысль об этом лишала Ксению душевного покоя.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ мана ан хӑрат, мана ӑна эсӗ паман, туртса илессе те эсӗ илместӗн.

— А ты меня не стращай, не ты мне его давала, и не тебе его отбирать.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Архивсене чиксе хунӑ, авторӗсемсӗр пуҫне никама та усӑ паман пиншер диссертаци ҫумне ҫын шухӑшнех тепӗр хут калакан тепӗр диссертаци хушма-и?

— Чтобы прибавить еще одну диссертацию, повторяющую чужие мысли, к тысячам других, которые погребены в архивах и никому не сослужили пользы, кроме самих авторов?..

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Диплом ӗҫне те вӑл хӑй ӗҫӗпех ҫыхӑнтарма шутланӑ, анчах кунти коллективӑн штачӗ пӗчӗк пулнипе университет ирӗк паман.

Дипломную работу она тоже решила связать со своей работой, но из-за того, что здесь штата коллектива мал, университет не разрешил.

Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Татса паман ыйтусемпе проблемӑсем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пулар! // Константин Яковлев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836)

Ксени секретарь хушнине тӑваймасран хӑраман, вӑл хӑйне ҫавнашкал ҫӑмӑл мар ӗҫ шанса панишӗн савӑннӑ та темелле, анчах ун хӑйне канӑҫ паман, иккӗлентерекен шухӑшӗсене каласа парас, колхоза кайнӑ чухне ӑшӗ вырттӑр тесе, мӗнле те пулин ҫирӗп шухӑш патне пырас килнӗ.

Ксения не боялась не справиться с тем, что поручал ей секретарь, скорее она даже гордилась: ей доверяют такое, и общем, нелегкое дело, но хотелось поделиться сомнениями, которые тревожили со, утвердиться в чем-то, чтобы охать и колхоз со спокойной душой.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех