Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Халӑх вӑйӗпе

Автор: Елена ХЛЫНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Хушнӑ: 2020.04.02 12:41

Пуплевӗш: 78; Сӑмах: 971

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Валентин Урташ ҫуралнӑранпа 85 ҫул

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ салтаксене лартнӑ палӑксене Грузире сирпӗтсе аркатнӑ вӑхӑтра Тутарстанри Тӑхӑрьялта паттӑр ентешӗсене халалласа Асӑну хӑми уҫрӗҫ. Ҫӗр ӗҫченӗ пуҫарнӑ ырӑ ӗҫе нимӗн те кансӗрлеймест, хаяр сивӗ те палӑк уҫмалли кун ҫывхарнӑ май чакса пычӗ. Декабрӗн 25-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Раккассинче Валентин Андреевич Урташа халалланӑ стелӑна чаплӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Мероприятие Пӑва муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Рафаэль Абузяров, унӑн ҫумӗ, районти Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫи Владимир Бабайкин, Хусантан, Шупашкартан, Ульяновскран килнӗ хӑнасем, районти чӑвашсем пурӑнакан ял хутлӑхӗн ертӳҫисем, культура ӗҫченӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, Тӑхӑрьял поэчӗсемпе халӑхӗ хутшӑнчӗҫ.

Пысӑках мар Раккасси ялӗ варринче тимӗртен эрешлесе тӗрленӗ карта варринче ҫӳллех те мар, ҫирӗп, тӗреклӗ палӑк ларать. Унта хура гранит ҫине шурӑпа ҫак вырӑнта чӑваш поэчӗ, юрӑҫи, вӑрҫӑ паттӑрӗ В.А.Урташ ҫуралса ӳсни ҫинчен пӗлтерсе ҫырнӑ. Ку палӑк Тӑхӑрьял халӑхӗ юратнӑ сӑвӑҫне сума сунин, ӗмӗрлӗхе хӑйӗн асӗнче хӑварнин пӗлтерӗшӗ. Купаланнӑ кашни кирпӗчӗнче, тимӗр картан кашни кукринче чӑваш халӑхӗн чӗринче вырнаҫнӑ юратӑвӗн пӗр пайӗ, ӑшши вырнаҫнӑ тесен те юрать, мӗншӗн тесен палӑк уҫма мулне ялсерен пуҫтарнӑ. Элшелӗнчен — 7355 тенкӗ (ертӳҫи — В.А.Емельянов), Чӑваш Киштекӗнчен — 2180 тенкӗ (ертӳҫи И.А.Павлов), Пӳркелӗнчен — 2000 тенкӗ (ертӳҫи А.И.Юркин), Шемек ял хутлӑхӗнчен — 4000 тенкӗ (ертӳҫи Н.Н.Мешков), Хирти Кушкӑ ял хутлӑхне кӗрекен ялсенчен 3771 тенкӗ (ертӳҫи В.К.Иванов) пухса панӑ.

«Урташ юррисем вилмен, вӗсем халӗ халӑх чӗринче, асӗнче. Сӑвви-юррисем халӗ те ӗҫне малалла тӑваҫҫӗ: Тӑван ҫӗршывӑмӑра, чӗлхемӗре, ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене юратса, хисеплесе пурӑнма вӗрентеҫҫӗ, пӗтӗм пурнӑҫне, ӗмӗтне, халӑх кун-ҫулӗпе ҫыхӑнтарнӑ поэт хӑй те манӑҫмасть», — тесе ҫырать Василий Цыфаркин В.А.Урташ пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалласа кӑларнӑ «Юрӑпа эп пурнӑҫа юратрӑм» кӗнекинче. Вӑл поэт ҫинчен нумай материал семпе унӑн сӑнӳкерчӗкӗсене пуҫтарнӑ. Ҫак пуянлӑха Тӑхӑрьял музейне парнелесе хӑварчӗ.

«Тӑхӑрьял» — тӗлӗнмелле тӑрӑх, кунта чаплӑ ҫынсем кӑна мар, ҫынна хисеплеме пӗлекен халӑх пурӑнать. Урташ — чӑваш сӑмахӗн асамҫи, пире хальхи пурнӑҫра ҫавӑн пек ҫынсем ҫитмеҫҫӗ. Ӑна асӑнса палӑк лартни ҫав тери паха. Урташ вӑл Урташ. Ӑна сӑмах каласа ӳстерме те, чакарма та ҫук. Сиртен вӗренмелли нумай пирӗн. Ку енне ытларах килме тӑрӑшӑпӑр», — терӗ Шупашкар тан килнӗ чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Павлов. Ял хутлӑхӗн, районӑн ертӳҫисем саламласа сӑмах каланӑ хыҫҫӑн уяв ялти клубра тӑсӑлчӗ. Ӑна Евгений Афанасьев таврапӗлӳҫӗпе Наталья Охотина вӗрентекен илсе пычӗҫ. «Укӑлча умӗнче шурӑ хурӑн» юрӑ композицийӗпе пуҫланчӗ асаилӳсемпе, концерт номерӗсемпе илемлетнӗ, ӑшӑлӑхӗпе нихҫанхинчен лайӑх уяв. Сцена ҫинчен ҫак кун В.Урташ сӑвви-юрри янӑрарӗ, залта ларакан халӑх та юратнӑ юрӑсене юрламасӑр тӳсеймерӗ.

«Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев Валентин Урташ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисем ачаранах манӑҫми пулса тӑни ҫинчен каларӗ. Хусанта тухса тӑнӑ «Хӗрлӗ ялав» корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ чухне В.Урташ ҫивӗч сӑмахӗсенчен ертӳҫӗсем, тӳре-шарасем хӑраса тӑнӑ. Валентин Андреевич килессе пӗлсен тарса пытаннисене те калаҫаҫҫӗ халӑхра. «Эпир Урташ ӗҫне малалла тӑсма тӑрӑшатпӑр, йӗплес-чӗпӗтес тесен, камран тӗслӗх илмелли пур», — терӗ редактор «Сувар» ҫырӑнакансене тӗрӗс суйлав тунӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ май.

Николай Зимин поэт: «Ку палӑк хӑйӗн юратӑвне, туйӑмне, сӑвӑ-юрӑ ҫырса парнеленӗ поэта кӑна мар, ку палӑк вӑрҫӑра аманнӑ, сусӑрланнӑ фронтовикпа унӑн вӑрҫӑран таврӑннӑ е таврӑнайман юлташӗсене те асӑнса уҫнӑ палӑк тесе шутлатӑп. Пурӑннӑ чухне В.Урташа чӑваш халӑх поэчӗ ята паман. Пур паян пирӗн «халӑх поэчӗ» ята илнӗ сӑвӑҫсем, анчах вӗсен сӑввисене юрра хывма мар, пӑхмасӑр пӗлекен те ҫук пулӗ. Анчах указпа ҫак ята илни кирлӗ-и? Валентин Урташа пӗтӗм чӑваш тӗнчи пӗлсе, юратса тӑнӑ, ӑна халӑх поэчӗ вырӑнне хунӑ», — терӗ Раҫҫей тата Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ. Чӑваш Республикинчи Культура министерстви ҫак ӗҫе хутшӑнайманшӑн питӗ пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ Николай Трофимович.

Тӑхӑрьял поэчӗсем хӑйсене ҫырма хавхалантарса тӑнӑ поэта халалласа хайланӑ сӑввисе не вуларӗҫ, тӗлпулӑвӗсене аса илсе калаҫрӗҫ.

Валериан Ашкеров поэт Урташра сӑмах туйӑмӗ, сӑмаха чухлас вӑй питӗ аталаннине палӑртрӗ. 1973 ҫулта ака уйӑхӗнчи юлашки тӗлпулӑвне аса илчӗ сӑвӑҫ. «Эпӗ тӑвансем пе, тӑван ялпа сывпуллашма килтӗм, хам тӗнчерен уйрӑласса сисетӗп», — тенӗ ун чухне Урташ тусӗпе те сывпуллашса.

Николай Дворов та хӑйӗн аса илӗвӗсемпе паллаштарчӗ. Ҫак палӑка уҫнӑ ҫӗрте тӳпи пысӑк пулчӗ унӑн. Миҫе хут хутланчӗ-ши Шемекпе Раккасси хушши. Ӗҫ ҫинчен шухӑшланӑ каҫсенче ҫӗнӗ сӑвӑсем ҫуралнӑ.

Анатолий Малышев: «Урташ пурӑннӑ ҫулсенче ертӳҫӗсемпе те, чиновниксемпе, пит килӗштереймен. Чӗлхине пулах чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвне те кайран, вилес умӗн кӑна илчӗҫ». Шухӑшӗсене пӗтӗмлетсе ҫапла каларӗ:

Эх, чӑвашсем!

Сӑвӑҫсене сума сума пӗлетӗр эсир!

Сыв чух ҫынна хисеплемесӗр,
Вилсен — мухтав палли тума!

Михаил Вериялов таврапӗлӳҫӗ чӑваш тӗнчипе ҫыхӑннӑ паллӑ ятсене асӑну хӑмисем уҫасси малалла пыни ҫинчен каларӗ. Унӑн шучӗпе тата ҫакнашкал 30 яхӑн ӗҫ тӑвасси пур.

— Тӑхӑрьял халӑхӗ хӑй тытӑнса тӑрӑшман пулсан ҫак палӑк пулмастчӗ. Кун пек чаплӑ палӑк районта пӗрремӗш. Ӗҫлес ӗҫсем тата пур-ха, малашне те ҫапла хамӑра хамӑр сума суса пурӑнар. Пирӗн халсем пур, пӗрле эпир темӗн те тӑваятпӑр, — терӗ вӑл.

Уявра В.Урташӑн ҫывӑх тӑванӗсем те хутшӑнчӗҫ. Ульяновск хулинчен куккӑшӗн палӑкӗ умӗнче пуҫ туйма Улька ятлӑ йӑмӑкӗн виҫӗ хӗрӗ килчӗҫ. Аслӑ пиччӗшӗн хӗрӗ Е.Л.Петрова нумай ҫул хушши Раккасси шкулӗнче вӗрентекен, директор пулса ӗҫленӗ. Куккӑшӗ ҫинчен ӑшшӑн аса илсе калаҫнӑ хыҫҫӑн, хӑй ҫырнӑ сӑввине вуласа пачӗ.

Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Анатолий Тимофеев Раккасси шкулне Урташ ятне пама сӗнчӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ пуху ятӗнчен Чӑваш Республикин Президент Аппаратне Валентин Урташа Чӑваш халӑх поэчӗн ятне пама ыйтса ҫырасси ҫинчен шухӑш пачӗ. Урташ фондне йӗркелес си ҫинчен каланине те халӑх хапӑл туса йышӑнчӗ.

Мӗнле ӗҫ те ӗҫлемесӗр ӳсӗнмест. Ҫутҫанталӑк иртӗнчӗкӗсене те, раштав сиввисене те пӑхӑнмарӗҫ тӑхӑрьялсем. В.Мамакин, В.Садовников, Н.Львов, Ю.Силин, А.Нестеров, А.Морозов, В.Осипов, Н.Степанидин строительсен бригади кӑвайт чӗртсе ӗҫлесен те ӗҫе вӑхӑтра, маҫтӑрла тирпейлӗ вӗҫлеме тӑрӑшрӗ. Халӑх, поэтӑн тӑванӗсем Пӑва муниципаллӑ район ертӳҫине Р.Х.Абузярова, Чернов ячӗллӗ агрофирма ертӳҫине Р.Р.Гисматова, Пӑвари машинӑсем тӑвакан завод ертӳҫипе А.А.Никифоровпа тимӗрҫӗ цехӗнче тӑрӑшакансене, ҫурт-йӗр тӑвакан компанийӗн ертӳҫине Ю.П.Чернова, Элшел ялӗнче пурӑнакан Ю.Е.Антонов усламҫа тав сӑмахӗсем калаҫҫӗ. Ӗлӗк ваттисем каларӑшле: «Пуҫӗсене — сывлӑх, мулӗсене — перекет!»

Пысӑк ӗҫ пулчӗ. Мухтавлӑ. Чаплӑ. Сумлӑ ӗҫ. Пуҫарса яраканӗ — Элшел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ульяновск облаҫӗнчи Нагаткино поселокӗнче пурӑнакан Владимир Дедушкин. Элшел ял хутлӑхӗн ертӳҫине В.А.Емельянова, Тӑхӑрьял музейӗн директорне Е.И.Афанасьева, ЧНКЦ ертӳҫине В.П.Бабайкина, Раккассинчи тӗп пӗлӳ паракан шкулти вӗренекенсен коллективне, вӗренекенсене те, культура ӗҫченӗсене, пурне те ҫӗнӗ ҫулта ҫӗнӗ савӑнӑҫсемпе ҫӗнӗ туйӑмсемпе ырлӑх курса сывлӑхпа пурӑнма сунатпӑр.

«Юрӑҫа вилӗм тивмест», — тенӗ В.Урташ. Уҫӑ та витӗмлӗ сассипе вӑл хӑйӗн юррисене артист пекех юрланӑ. Поэтӑн вилӗмӗ — пурнӑҫ тӑсӑмӗ пулчӗ.

Юрӑпа эп пурнӑҫа юратрӑм,
Юрӑпа сыватрӑм сурана.

Юрӑпа эп ӑраскал шӑратрӑм,
Юрӑпа юратчӑрччӗҫ мана.

К.Малышев сӑнӳкерчӗкӗсем.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех