Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Эпир — пӗрле!

Автор: Ирина КУЗЬМИНА

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Хушнӑ: 2020.03.25 23:45

Пуплевӗш: 47; Сӑмах: 525

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Ырӑ кун, вулакан! 2010 ҫулта пуҫласа тӗл пулатпӑр, паллах, хальлӗхе куҫа-куҫӑн мар, хаҫат страницисенче. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта хаҫата ҫырӑнакансемпе пӗрле кашни эрнекун ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явӑпӑр, республика, Раҫҫей хыпарӗсене пӗлтерӗпӗр, лайӑх сӑвӑ-калавпа, ятарлӑ страницӑсемпе савӑнтарӑпӑр. Пӗр сӑмахпа, ниме пӑхмасӑр эпир кӑҫал та пӗрле.

Вулаканпа хаҫатӑн туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшнӑ юлташӑмӑрсене, вырӑнти почта уйрӑмӗсен пуҫлӑхӗсене, уйрӑмах почтальонкӑсене, тав тумасӑр чун чӑтмасть. Аксу районӗн почта пуҫлӑхӗ Татьяна Александровна Попова декабрӗн 21-мӗшӗнче шӑнкӑравласа: «Аксу районӗ «Сувар» хаҫата ҫырӑнтарас плана тултарчӗ. Раиса Васильева (Савгачево почта уйрӑмӗ), Людмила Ильина (Емелькино), Елизавета Титова (Кивӗ Ӳсел) почтальонкӑсем ҫырӑнтару кампанийӗнче чи хастаррисем пулчӗҫ», — тесе пӗлтерсенех эпир ҫил-тӑмана пӑхмасӑр ҫула тухрӑмӑр.

Пирӗн пӗрремӗш чарӑну — Савгачево ҫыхӑну уйрӑмӗ. Ак, тамаша, почта пуш-пушах! Унӑн пуҫлӑхӗ Светлана Семенова ҫеҫ хӑй ӗҫ вырӑнӗнче ларать. «Ӗҫлемеҫҫӗ-ши?» — вӗлтлетрӗ пуҫра пӗрремӗш шухӑш. Ҫук, ӗҫлеҫҫӗ, эпир ҫеҫ ытла ир ҫитнӗ иккен, ара, почта машини килмесӗр почтальонкӑн почтӑра ларнин усси ҫук.

— Раиса Васильева ӗҫе килме тухнӑ ӗнтӗ, ҫитсе ӗлкӗреймерӗ ҫеҫ, — лару-тӑрӑва уҫӑмлатать почта пуҫлӑхӗ. Ара, Раиса Витальевнӑн почта уйрӑмне ҫитиччен 7 километр утмалла-ҫке. Хӑй вӑл Заря поселокӗнче пурӑнать, хаҫат-журнала Саврӑшпуҫ ялӗнче салатать, тӗп кантурӗ Савгачевӑра. Ҫапларах унӑн кулленхи маршручӗ. «Сувар» хаҫата ҫырӑнтарас енӗпе те вӑл кунта чи маттурри-мӗн. Почта уйрӑмӗ пӗтӗмпе хаҫата пурӗ 120 экземпляр ҫырӑнтарнӑ пулсан, 50-шӗ Раиса Витальевнӑн ӗҫ кӑтартӑвӗ.

— Пытармасӑр каласан, почтальонкӑсене эпӗ ҫырӑнтару мӗнле ирттермелли пирки каласа та курман, вӗсем хӑйсемех пӗлеҫҫӗ. Плана тултарманни хальччен пулман, — ӗҫченӗсене мухтать Светлана Михайловна. Шел, Раиса Витальевнӑна ҫав-ҫавах кӗтсе илеймерӗмӗр, пирӗн ытти ялсене васкамалла. Ҫавӑнпа «Сувар» парнине почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ С.Семенова почтальонкӑна хӑех пама шантарчӗ.

Ҫиле май вӗҫтерсе кӗҫех Емелькино почта уйрӑмне ҫитрӗмӗр. Кунта Людмила Ильина хӑйне нумай кӗттермерӗ, ҫамрӑк ҫамрӑках ҫав, почта сумкине йӑтса килсе те тӑчӗ.

— Люда пирӗн коллективра чи ҫамрӑкки, — пӗлтерет почта пуҫлӑхӗ Надежда Александровна Ильина. Ҫамрӑк тени опытсӑр тени мар-ха вӑл. Людӑн хут ҫинчи ӗҫ стажӗ ҫеҫ ҫулталӑка яхӑн, пурнӑҫри — вунӑ ҫул ытла. Ара, вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ Вера Даниловна почтальонкӑн хӗрӗ-ҫке. Амӑшне мӗн пӗчӗкрен пулӑшма ҫӳренӗ. Халӗ акӑ хӑй почтальонка. Чӑн та, Людмила ӗмӗрӗпех кунта ӗҫлеме ӗмӗтленмест-ха, вӑл Самарти патшалӑх университечӗн 5-мӗш курс студентки, пулас социолог. Почтальон ӗҫӗ ӑна пулас профессире ҫав тери пулӑшасси иккӗленӳллӗ мар, нумай ҫул почта валеҫекен хӗршӗн ҫынсемпе хутшӑнасси чӑрт сурмалӑх кӑна-ҫке. Диплом ӗҫне те вӑл хӑй ӗҫӗпех ҫыхӑнтарма шутланӑ, анчах кунти коллективӑн штачӗ пӗчӗк пулнипе университет ирӗк паман. Ачаран хӑнӑхнӑ ӗҫ пулнӑран-ши е социолога вӗреннӗрен-ши — хӗр «Сувар» хаҫата ҫырӑнтарассипе пысӑк опытлӑ ӗҫтешӗсенчен те иртсе кайнӑ. «Анне канашпа пулӑшрӗ», — текелерӗ хӑй кун пирки. Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ ваттисем, Люда та акӑ пирӗн парнене хӑй тӑрӑшулӑхӗпе тивӗҫрӗ.

Кивӗ Ӳсел ялӗ район центрӗн тепӗр енче вырнаҫнипе эпир унта кӑнтӑрла тӗлне ҫеҫ ҫитрӗмӗр. Хамӑр ҫапла кая юлнишӗн кӑшт именме те тӳр килчӗ. Мӗншӗн тесен почта ӗҫченӗсем хӗрӳ ӗҫреччӗ. Елизавета Титова почтальонкӑн та ӗҫӗ ҫителӗклехчӗ. Апла пулин те ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ пире тусӑмӑрсем.

Елизавета Петровна почтальон кӑра 30 ҫул ытла тӑрӑшать-мӗн, эппин, унӑн та хӑйӗн ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсем ҫителӗклех, ҫавӑнпа ҫырӑнтару кӑтартӑвӗ те унӑн ӗҫтешӗсеннинчен пысӑк — 42 экземпляр. Чӑн та, вӑхӑтӗнче 62 экземпляра ҫитерни те пулнӑ-ха, анчах ҫакӑн пек шая аннин сӑлтавӗ халӑх хаҫата юратма пӑрахнинче мар, ҫамрӑксем яла юлманнинче-мӗн. Ялта та пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть-тӗр ҫав. Апла пулин те Кивӗ Ӳселте виҫӗ киле пӗр «Сувар» килсе тӑратех. Эппин, эпир пурпӗр пӗрле, ара, килте хаҫата ҫырӑнман пулсан, кӳрше каҫса вулама пулать-ҫке.

Сӑнӳкерчӗкре Кивӗ Ӳселӗнчи почта ӗҫченӗсем.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех