Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хуйхӑ (тĕпĕ: хуйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуйхӑ пусать те тивлетлӗх ҫӗклентерет мана ун пирки, вилӗмсӗрлӗхне курса тӑнӑ май чӗрем те тилмӗрсе тапӑнать…

Скорбь и гордость за него волнуют меня, и перед зрелищем бессмертия страстно замирает душа…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хуйхӑ хыҫҫӑн савӑнӑҫ килет, уйрӑлу хыҫҫӑн — тӗлпулу. Пурте лайӑх пулать, мӗншӗн тесен эпир ӗненекен халлапсем те ҫӗр ҫинче пурӑнаҫҫӗ-ха…»

«За горем приходит радость, за разлукой — свиданье. Всё будет прекрасно, потому что сказки, в которые мы верим, ещё живут на земле…»

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Каллех пӗтӗмпех питӗ лайӑх пулать, мӗншӗн тесен сирӗн вӑйлӑ юратӑвӑр умӗнче чи хӑрушӑ хуйхӑ та каялла чакмалла, ҫапла!

 — Всё снова будет прекрасно, потому что у вас такая любовь, что перед ней отступит самое страшное горе:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вырӑн ҫинче выртнӑ вӑхӑтра тупӑпа пенӗрен вилесси пулатчӗ, урамсене пирвайхи юр хӳсе кайнӑччӗ, Ленинград ҫыннисенчен нумайӑшӗ ӑшӑ кунсем чухнех казарма пурнӑҫне куҫнӑччӗ те, килӗсене таврӑнманнипе вӗсен чӳречисем те уҫах тӑратчӗҫ, ҫаксене кура хам шӑпама ӳкнӗ хуйхӑ та ҫӑмӑлтарах пек туйӑнатчӗ.

где можно было попасть под артиллерийский снаряд, лёжа в своей постели, где улицы были занесены первым снегом, а окна стояли открытыми, потому что многие ленинградцы, когда ещё было тепло, перешли на казарменное положение и уже не вернулись домой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Игорь тарни маншӑн йывӑр хуйхӑ пулчӗ.

Бегство Игоря было для меня тяжелым ударом.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хуйхӑ хыҫҫӑн хаваслӑх килет, уйрӑлса пурӑннӑ хыҫҫӑн — курнӑҫу.

— За горем приходит радость, за разлукой — свиданье.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑнӗ унӑн, вӑл ҫав тери пысӑк хуйхӑ курнӑ пулин те, хӗрлӗччӗ.

Она была румяная, несмотря на все ее горе,

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ акӑ, ун ҫине пӑхнӑ май, ҫакӑ вӑл ҫав тери пысӑк хуйхӑ иккенне ӑнланса илтӗм.

Но теперь, глядя на нее, понял, что это — страшное горе!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана вӑл тахҫантанпах чӗнетчӗ, ҫул ҫине валли укҫа та куҫарчӗ, вара аттепе анне, хуйхӑ хыҫҫӑн пӑртак уҫӑлса ҫӳретӗр тесе, мана пӗр ҫул юлташӗ тупса тухса кайма ирӗк пачӗҫ.

Он давно уже звал меня, прислал денег на дорогу, и родители мои, чтобы я немножко рассеялась, разрешили мне поехать вместе с одной знакомой женщиной.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑвах асту, йӗри-тавра ҫавӑн пек хуйхӑ чух, ӑҫтан хамӑр телей ҫинчен шухӑшлӑпӑр?

Разве можно быть счастливыми, когда кругом такое горе?

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Акӑ хайхи, пысӑк хуйхӑ ҫакӑнта пулас», — шутласа та илнӗ Вӑта Тӑван.

Средний Брат сразу догадался: тут, верно, имеется большое горе.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хам таврана юлашки хут пӑхса ҫаврӑннӑ чух чӗрене калама ҫук хуйхӑ пусрӗ.

С какой-то тоской в сердце я оглянулся в последний раз.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ пуҫа усрӑм, тӳсейми тарӑхупа хуйхӑ пусса илчӗ мана; пуҫӑмра сасартӑк пӗр шухӑш вӗлтлетсе илчӗ.

Я потупил голову; отчаяние мною овладело, вдруг мысль мелькнула в голове моей.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тепӗр ирхине манӑн икӗ хуйхӑ пулчӗ.

Два огорчения ожидали меня на следующее утро.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна вӑрттӑн хуйхӑ пусать: тӳррипе каламасть те, анчах эпӗ пӗлетӗп, сӑлтавӗ сирӗнте кунта…

Печаль тайная ее убивает; она не признается, но я уверена, что вы этому причиной…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӗрене мӗнле хуйхӑ пуссан та, шухӑша темӗнле инкек йывӑрлатсан та, пурте пӗр самантрах иртсе каять, чӗрем ҫӑмӑл, ӑс-пуҫ пӑшӑрханнине ҫан-ҫурӑм ӗшенни ҫӗнтерет.

Какая бы горесть ни лежала на сердце, какое бы беспокойство ни томило мысль, все в минуту рассеется; на душе станет легко, усталость тела победит тревогу ума.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл тухса кайсан, чӗреме калама ҫук пысӑк хуйхӑ пусрӗ.

Когда он ушел, то ужасная грусть стеснила мое сердце.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑл ун ҫине пӑхма та хӑнӑхса ҫитрӗ, малтан куҫ айӗпе, чалӑшшӑн пӑхкалатчӗ, хӑй ҫапах та пӗрмай хуйхӑратчӗ, хуллен кӑна хӑйсен юррисене те юрлакалатчӗ, хӑш чухне вара, юнашар пӳлӗмрен унӑк сассине илтсен, мана та хуйхӑ пусатчӗ.

Мало-помалу она приучилась на него смотреть, сначала исподлобья, искоса, и все грустила, напевала свои песни вполголоса, так что, бывало, и мне становилось грустно, когда слушал ее из соседней комнаты.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Турӑ мӗн панипе хӑналарӑм кӑна, ун-кун калаҫса кайрӑмӑр, юлашкинчен Дубровский ҫинчен те сӑмах хускатрӑмӑр — эпӗ ӑна хам хуйхӑ ҫинчен каласа патӑм.

Я угостила его чем бог послал, разговорились о том о сем, наконец и о Дубровском – я рассказала ему свое горе.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку вӑл — хӑйсене пӗр хуйхӑ пӗтӗҫтернӗ туслӑ ҫемье пулнӑ.

Это была дружная семья, сплоченная общим большим горем.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех