Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яланах сăмах пирĕн базăра пур.
яланах (тĕпĕ: яланах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫавӑнтан вара яланах ҫапла ятлӑ пулнӑ-ши?

— И всегда ходил под этим названием?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сан пекех пулма ӗмӗтленеттӗм, эсех пуласшӑнччӗ, эсӗ яланах пур ҫӗрте манран ҫӳлерех те вӑйлӑрах иккенне курса асапланаттӑм.

Я мечтал стать таким, как ты, стать тобою, и мучился, потому что всегда и во всём ты был выше и сильнее, чем я.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫав хут ҫинче эпӗ сана мӗн шкулта вӗреннӗренпех паллатӑп тесе ҫыртӑм, эсӗ яланах маньякчӗ терӗм.

— Я написал, что ты маньяк со своей идеей найти капитана Татаринова,

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Манӑн яланах ӑнса пычӗ, мӗншӗн тесен пур ҫӗрте те ухмахсем.

 — Мне всегда везло, потому что кругом дураки.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иккӗмӗшӗ вара, кабинетра чӑтма ҫук сивӗ, мана кунта сехет ҫурӑ хушши тытрӗҫ те, шӑнса та пӑсӑлтӑм пулас, мӗншӗн тесен каҫ пуласпа темӗн аташса калаҫма тытӑнтӑм — температура ҫӗкленни манӑн яланах ҫакӑнтан паллӑччӗ.

Во-вторых, в кабинете был дьявольский холод, а меня держали часа полтора, и я, должно быть, простудился, потому что уже к вечеру заметил, что несу вздор, — это у меня всегда было первым признаком повышения температуры.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эс мана яланах асап кӑтартрӑн!

 — Ты всегда мучил меня!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ мана яланах пур ҫӗрте те кансӗрлеттӗн-ха, ҫавна ҫеҫ калама юлтӑм эпӗ.

— Я остался, чтобы сказать, что ты мешал мне всегда и везде.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Энск чаҫӗнчи летчиксем сталинла соколсене — Григорьев капитана — коммуниста, Карпенко стрелок радиста тата сывлӑшра перекен Ершова — яланах асра тытса тӑрӗҫ, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки минучӗччен тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешрӗҫ».

Лётчики энской части всегда будут хранить память о бесстрашных соколах — коммунистах капитане Григорьеве, штурмане Лури, стрелке-радисте Карпенко и воздушном стрелке Ершове, до последней минуты своей жизни боровшихся за отчизну».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун чунӗнче яланах темӗн янраса тӑратчӗ, ҫав ҫамрӑк янрава итленӗ чух пурӑнмашкӑн та ҫӑмӑлтарах пулатчӗ.

Всегда у него что-то звенело в душе, и легче становилось жить, как, бывало, прислушаешься к этому молодому звону.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Энск чаҫӗнчи летчиксем сталинла соколсене — Григорьев капитан коммуниста, Лури штурмана, Карпенко стрелок-радиста тата сывлӑшра перекен Ершова яланах асра тытса тӑрӗҫ, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки минучӗччен тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешрӗҫ».

Лётчики энской части всегда будут хранить память о бесстрашных соколах — коммунистах капитане Григорьеве, штурмане Лури, стрелке-радисте Карпенко и воздушном стрелке Ершове, до последней минуты своей жизни боровшихся за отчизну».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тревога вӑхӑтӗнче пытанакан ҫӗрте эпӗ яланах салхуланаттӑм, акӑлчансем каларӗшле, «пӳрмен пулсан», ан тив, вилсен те таса сывлӑш ҫинче, Ленинград тӳпи айӗнче пулса ирттӗр, теттӗм.

В бомбоубежищах на меня всегда находила тоска, и я давно решила, что, если мне «не повезёт», пускай это случится на свежем воздухе, под ленинградским небом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петенькӑна эпӗ яланах хам ывӑл вырӑнне хунине вӑл лайӑх пӗлетчӗ.

Он знал, что я всегда считала Петеньку за сына.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак йӑлтах урӑх тӗнчеллӗ ҫынсен ушкӑнӗ мана яланах интереслентерчӗ — вӗсем театр тӗнчинчен, литературӑпа искусство тӗнчинчен-ҫке.

Меня всегда интересовал этот круг людей совсем другого мира — мира театра, литературы, искусства.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Саня яланах ирпе ҫиччӗмӗш сехетре тӑратчӗ, эпир ирхи апатченех шыва кӗме ҫӳреттӗмӗр.

…Саня всегда вставал в седьмом часу, и мы ещё до завтрака шли купаться.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл яланах кинона ҫӳреме юрататчӗ-ха, халӗ ӑна эпӗ кайса килӗр терӗм те, вӑл хӑраса ӳкрӗ.

Всегда она очень любила ходить в кино, а теперь даже испугалась, когда я её пригласила.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мухтанма пӗлменни мана яланах тӗп тӑвать…

Скромность всегда меня губила…

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пирӗн шкул каҫӗсен традицийӗсем тӑрӑх, Зарубин, килсен-тусан, яланах сӑмах калаканччӗ, е хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа параканччӗ.

По традиции наших школьных вечеров, Зарубин всегда произносил речь или что-нибудь рассказывал из своей богатейшей жизни.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑ сухал пуснӑ чӗлӗмҫӗ ӗлӗк чух яланах таса тумланса, тирпейлӗн хырӑнса, одеколон шӑрши сарса ҫӳрекен пирӗн математик пулнӑ иккенне ниепле те тавҫӑрса илеймӗн.

Трудно было узнать в этом заросшем, прокуренном человеке нашего математика, всегда аккуратно застегнутого, тщательно выбритого, пахнувшего одеколоном…

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта эп ку яхӑнта кӗркелех тӑтӑм, анчах яланах тенӗ пек усӑсӑр: шкул ҫуртӗнче темӗнле ҫар пайӗн штабӗ вырнаҫнӑ, классенче ҫыру машинкисем татти-сыпписӗр ҫатӑртатаҫҫӗ; учительсен пӳлӗмне питӗрсе илнӗ, директора хӑҫан тата ӑҫта курма май пурри ҫинчен никам та тӗплӗн калаймасть.

Несколько раз я уже заходила туда, но всегда безрезультатно: в здании стоял штаб какой-то части, в классах стучали машинки, а учительская была на замке, и никто толком не знал, где и когда можно застать директора.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускава юлнӑ тӑванӗсем тата пӗлӗшӗсем патне ӗҫ хыҫҫӑн яланах кая-кая килетӗп.

После работы обхожу по очереди всех его родных и знакомых, кто остался в Москве.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех