Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Саккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.21 15:40

Пуплевӗш: 50; Сӑмах: 508

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Никам та пӗлес ҫук

Ача чухне эпӗ питӗ кӑраччӗ, вӑрҫтарма юрататтӑм. Хама хам ирӗк тыткалаттӑм та, ҫав ирӗклех туйӑмӗ хӑрушӑ пулин те, савӑнса тӑраттӑм. Ҫакӑн пек туйӑм пулчӗ манӑн хальхинче те. Ромашова итле-итле пуҫӑм та кӑшт ҫаврӑна пуҫларӗ. Мана хама хам лӑпкӑ пулма хушмаллаччӗ, эпӗ хушрӑм та. Унтан вара систермесӗрех аллӑма ҫурӑм хыҫнелле тытрӑм, костыль ҫине хутӑм.

— Хам чӗрри ҫинчен эпӗ чаҫе ҫырма ӗлкӗрнине пӗлсе тӑнӑ пул, — терӗм эпӗ пӗр тикӗс сасӑпа. — Ҫав заметка ҫине кӑлӑхах шанса тӑратӑн эсӗ.

— Эшелон вара?

Айван савӑнӑҫпа пӑхса илчӗ вӑл ман ҫине. Пирӗн поезд ҫине пенӗ хыҫҫӑн эпӗ ҫухални ҫинчен калама ытла ҫӑмӑл тесшӗнччӗ ӗнтӗ вӑл. Епле вӑл мана курайман иккенне ҫак минутра ӑнланса илтӗм вара, тен, шкулта вӗреннӗ чухнех эпӗ вилессе ӗмӗтленнӗ пуль-ха вӑл.

— Эппин ҫапла та пултӑр, анчах сана мӗн усси пур ҫапла туса, — терӗм эпӗ, вӑхӑта кӑштах тӑсма тӑрӑшса мӗн те пулин калас тесе.

Сулӑнса ҫапмашкӑн вутӑ пуленкки кансӗрлетчӗ мана. Ӑна систермесӗр кӑштах сикмеллеччӗ те, тӳрех тӑнлавӗнчен ҫапас тесен, хӑяккӑнтарах тӑмаллаччӗ.

— Усси пулӗ-и, пулмӗ-и, калаҫмӑпӑр ӗнтӗ! Эсӗ пурпӗрех пӗтетӗн. Акӑ халех сана персе пӑрахатӑп. Ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Вара вӑл ман пистолета туртса кӑларчӗ.

Мана чӑннипех те персе пӑрахма пултарать, тесе эпӗ шухӑшланӑ пулсан, вӑл мана персе те пӑрахнӑ пулӗччӗ. Вӑл ҫакӑн пек пулнине курманччӗ-ха эпӗ. Анчах ӑна эпӗ питӗнчен суртӑм та:
— Пер! — терӗм.

Турӑҫӑм, епле анрашса та чӑкрашланса кайрӗ вӑл, епле шӑлне шатӑртаттарчӗ! Вӑл хӑравҫӑ та путсӗр иккенне пӗлсех тӑратӑп та, ытти ҫыншӑн пулсан хӑратмаллах курӑннӑ пулӗччӗ вӑл. Хӑйпе хӑй ҫапӑҫрӗ, — мӗскӗн, перес-и, перес мар-и, терӗ — ак мӗне пӗлтерчӗ вӑл ҫапла хӑтланни. Пистолет пӗҫертет ун аллине, вӑл ӑна темиҫе хут та ман ҫине ҫӗклерӗ, хӑй чӗтрерӗ те, йӑнӑшпа ку чӑнах та персе ан ятӑр тесе, эпӗ чанах та пӑшӑрхана пуҫларӑм.

— Пӗтме маннӑскер! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Эс мана яланах асап кӑтартрӑн! Пӗлесӗнччӗ, ху пурнӑҫӑшӑн эсӗ кама тивӗҫлине, йӗксӗк, путсӗр! Турӑҫӑм, пултарайсанччӗ эпӗ! Мӗншӗн сан пурӑнмалла, мӗншӗн? Пурпӗрех уруна татаҫҫӗ. Урӑх вӗҫейместӗн эсӗ.

Ку кулӑшла пек те туйӑнать, анчах унӑн пӗтӗм ирсӗр ятлаҫӑвӗнче мана чи кӳрентерекенни — эпӗ урӑх вӗҫеймӗп тени.

— Ҫӳлте пуринчен ытла эпӗ сана кансӗрлерӗм пуль ӗнтӗ, — терӗм эпӗ, хамӑн сассӑм хӑрушшӑн илтӗннине туйса, ҫапах та ним пулман пек каласшӑнччӗ-ха эпӗ — Ҫӗр ҫинче эпир иксӗмӗр Орестпа Пилад пулсаттӑмӑр.

Халӗ вӑл ман енчен хӑяккӑнтарах тӑратчӗ, сулахай аллаппипе куҫне хупнӑ, мана вилмешкӗн килӗштерейменнипе тарӑхса ҫитнӗ пек. Шӑпах юрӑхлӑ саманта пула эпӗ ӑна костыльпе яра патӑм. Ӑна сӑнӑ пӑрахнӑ пек ямаллаччӗ, хыҫалалла туртӑнарах тӑрса, аллӑма сулӑнтарса, пӗтӗм пӗвӗмпе малалла туртӑнмаллаччӗ. Хам мӗн пултарнине пурне те турӑм эпӗ, анчах тӑнлавнех тивертейменшӗн кулянса илтӗм, хулпуҫҫинчен кӑна ҫапрӑм та, вӑл та пулин ыраттармаллах пулмарӗ.

Ромашов кенгуру пек тапса сикрӗ. Унтан ман еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, чӑн калатӑп, хай пек кӑмӑллӑ ҫынна пӗр хисеплемесӗр костыльпе асӑнтарнӑшӑн кӳреннӗ пек пӑхрӗ.

— Апла-и-ха! Юрӗ! — тесе ятлаҫса илчӗ вӑл. Хутаҫҫисене васкамасӑрах майлаштарчӗ. Ҫӗклесе пыма майлӑ пултӑр тесе, ҫавӑрса ҫыхрӗ те, пӗрне сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне ҫакрӗ. Унтан ҫӗрелле пӗшкӗнсе темле хулӑ илчӗ, ӑна аллинче выляткаласа шурлӑх еннелле утрӗ. Вара унӑн пӗкӗннӗ пӗвӗ пилӗк минутранах ӑвӑссен хушшинчен вӗлтлетни курӑнчӗ. Эпӗ алӑ ҫине таянса лараттӑм, ҫӑвар типнӗччӗ, «Ромашов, ҫаврӑн каялла» тесе каламасӑр чӑтрӑм, мӗншӗн тесен, паллах, апла калама май та ҫукчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех