Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ йӗретӗп те куҫҫулӗм тӳрех унӑн хӗвелпе пиҫӗхсе хӑйпӑнкаланӑ сӑмси ҫине тумлать.Я плачу, и слёзы падают прямо на его загорелый, облупившийся нос.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ман куҫ умӗнче йӑмӑхтаракан ҫивчӗ ҫутӑ вылянчӗ те тӳрех чӗреме ҫапрӗ.Белый острый свет мелькнул перед моими глазами и ударил прямо в сердце.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир столовӑйра лараттӑмӑр, вӑл кӗчӗ те аллине тӑсса тӳрех Петя патне пычӗ.Мы сидели в столовой, он появился в дверях и сразу же с протянутой рукой направился к Пете.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Христиновкӑра эпӗ Киева кӗмесӗрех тӳрех Умане каякан санитарнӑй эшелонпа явӑҫрӑм.— В Христиновке я присоединился к санитарному эшелону, который шёл в обход Киева, на Умань.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эппин мӗн пулнӑ-ха, ҫапла ман кукамай Л. станцине ҫитсе антӑр та хӑрах аллине зонтик тытса, тепринче — саквояжпа, вара тӳрех пирӗн паталла утать пулсан?
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан крыльца ҫинче тӑсланкӑ обер-лейтенант курӑнчӗ, вӑл шинельпе, ҫухине тӑратнӑ, аллисенче Ариша аппан алсисем, вӗсене эп, хӗрлӗ йӑрӑмӗсем тӑрӑх, тӳрех палларӑм.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара Жмырев тӳрех пирӗн ҫине сулать, ун хӑйӗн тирне сыхламалла.Тогда Жмырев, конечно, не постесняется запутать нас, чтобы спасти свою шкуру.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пахча карти пӗр тӗлте ишӗлсе выртать, ун урлӑ каҫса кайнӑ танк тӳрех эпир пурӑнакан хурал пӳрчӗ умне чарӑннӑ.Ограда была проломана, прямо перед сторожкой стоял небольшой танк.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Темӗн пысӑкӑш икӗ куҫ тӳрех ман ҫине ӳкнӗн туйӑнчӗ.Мне показалось, что два огромных глаза смотрят на меня, вперившись прямо в лицо.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах: «Григорьев юлташ партие кӗме юрӑхлӑ ҫын-и» тесе ыйтсан, пирӗн вара тӳрех: «Юрӑхлӑ», темелле.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах вӑрҫӑ, нимӗҫ бомбине тӳрех лектерсе, ӑна та манран туртса илчӗ.Но война прямым попаданием немецкой бомбы отняла у меня и это.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӳрех лекнӗ!
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӳрех лектернӗ
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑй кӑларакан улмасене вӑл темӗнле кукӑр-макӑр йӗркелесе пырать, бастионсем тӑвать, унтан вӗсене хӑй енне никам та пӑхманнипе усӑ курса, шултӑра улмасемпе бомбӑлама тытӑнать, тивретмессерен: «Бумм… Тӳрех. Лекрӗ», — тесе сӑмса айӗн мӑкӑртатать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара Екатерина тӳрех чӗрӗлет, килне хӑй тӗллӗнех утса каять имӗш.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Акӑ унӑн шакмаксем сарса тунӑ урам урлӑ каҫса каймалла, кунта ӑна шахмат вӑййи аса килет, чул ҫинчен чул ҫине шахмат лаши пек сикме тытӑнать: икӗ чул тӳрех те, тепӗри — чалӑшла.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗрре ҫапла эп унӑн ҫыруне илсен, хамӑн начар йӑлампа хыпаланса, тӳрех иккӗмӗш страницӑран вулама пуҫларӑм: «Эпӗ санӑн пуҫна пин хут чуп тӑватӑп…» тесе ҫырнӑ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ ҫаврӑнса тӑтӑм, ун ҫийӗн алшӑллийӗ хулпуҫҫинчен шуса ӳкнине асӑрхарӑм, вӑл ӑна ҫӗклесшӗн те пулмарӗ, хӑй тӳрех тӑчӗ, пичӗ хӗрелсе ҫитрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эп ӑна тӳрех куҫран пӑхрӑм, мана хирӗҫ вӑл нимӗн тӑва пӗлмен пек пӑхса илчӗ.Я посмотрел ей прямо в глаза, и она ответила мне озабоченным, недоумевающим взглядом.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Именсех именнӗ пулмалла ҫав эпӗ, мӗншӗн тесен хам темӗн каларӑм та, сассӑм ирӗксӗрех янраса тухрӗ, Катя та ман ҫине тӳрех куҫӑмран пӑхрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951