Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайтах сăмах пирĕн базăра пур.
пайтах (тĕпĕ: пайтах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара кунта ӑна чӑннипе кам иккенне пӗлекен те ҫук, вӑл сакӑр ҫул хушши Азири тӗрмесенче ларнӑ, унта ҫанталӑкӗ те йӑлтах урӑхла, сывлӑха йывӑр кӳрет, пайтах хӗн-хур курнипе те унӑн сӑнарӗ самай улшӑннӑ.

К тому же если б кто и знал его раньше, вряд ли узнает теперь, после того как восьмилетнее заточение в Азии, тамошний климат и перенесенные страдания до неузнаваемости состарили и изменили его.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӑван вӑл манӑн, сан пеккисемшӗн пайтах ырӑ ӗҫ тунӑ ҫын…

Он мне родня и сделал много добра таким, как ты…

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара эпир ун стипендиатсем пуррине, ҫавӑн пекех эпӗ халь каласа панинчен ытларах пӗлтӗмӗр, ун ҫинчен пайтах тӗлӗнмелле историсем пӗлтӗмӗр, вара эпир Рахметова лайӑхрах ӑнланма мар, пушшех те ӑнланми пултӑмӑр, вӑл пирӗншӗн питех те тӗлӗнмелле ҫын пулса тӑчӗ; эпир ун ҫинчен пӗр майлӑ шутланӑччӗ, вӑл пур, веҫех тепӗр майлӑ пулса тухать, эпир ӑна питех те типӗ ҫын, туйӑмсӑр-мӗнсӗр ҫын, ун чӗри харпӑр хӑйӗн пурнӑҫӗпе нимӗн чухлӗ те тапмасть тенӗччӗ.

Тогда-то узнал наш кружок и то, что у него были стипендиаты, узнал большую часть из того о его личных отношениях, что я рассказал, узнал множество историй, далеко, впрочем, не разъяснявших всего, даже ничего не разъяснявших, а только делавших Рахметова лицом еще более загадочным для всего кружка, историй, изумлявших своею странностью или совершенно противоречивших тому понятию, какое кружок имел о нем как о человеке совершенно черством для личных чувств, не имевшем, если можно так выразиться, личного сердца, которое билось бы ощущениями личной жизни.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Икӗ уйӑх хушшинче Шырлан ҫырминче пайтах шыв юхрӗ.

Много воды утекло в гремяченской речке за два месяца.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Патша вӑхӑтӗнче эпӗ ҫамрӑк казаксене вӗрентеттӗм те, ҫавӑнпа пайтах куркаланӑ: авланман ҫын сӑнран-питрен те савӑк ҫӳрет, каланине те ӑнланать, анчах ҫамрӑк арӑмне хӑварса пынӑ ҫын пулсан, ун пекки вара, тунсӑхласа ҫитнипе, питӗ хӑвӑрт сӳрӗке тухса каять, тункатапа пӗрех пулса тӑрать.

В царское время я молодых казаков обучал и нагляделся: как парень, так он с лица веселый, понятливый, а как от молодой жены в полк пришел, так он в момент от тоски одеревенеет и становится пенек пеньком.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь Яков Лукича хӑй ӗмӗрӗнче пайтах лаша тытса курнӑ тесе ӗнентерме тӑрсан, Яков Лукич ӑна ӗненме пултарайманнине пӗлсе тӑрать.

Уверяя Якова Лукича, что он, дед Щукарь, немало перевидал на своем веку лошадей, заведомо знал дед Щукарь, что Яков Лукич ему не может поверить.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамӑн ӗмӗрте вӗсене эпӗ пайтах куркаланӑ ӗнтӗ.

Уж я-то их перевидал на своем веку.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун вырӑнне эпир Садовой-Триумфальнӑйри шкул ҫинчен пайтах ырӑ хыпарсем илтрӗмӗр, ҫав шкулта ӗнтӗ Катьӑпа манӑн кун-ҫулӑмра тахҫан асран кайми ӗҫсем пула-пула иртнӗ.

Зато мы узнали много интересного о школе на Садово-Триумфальной, в которой некогда произошли такие важные события в моей и Катиной жизни.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шар пайтах кусса пырать, вӑл кайнӑҫемӗн унӑн сасси вӑйсӑрланать, вара сасартӑк, кӑшт шӑпланнӑ хыҫҫӑн, сарӑ акаци лартса тухнӑ хӳме леш енчен сапаланса кайнӑ кегельсем шӑнкӑртатни илтӗнет.

Шар катился ужасно долго, его шум все слабел и слабел, пока вдруг, после короткой тишины, не долетало из-за ограды, поросшей желтой акацией, легкое музыкальное щелканье рассыпавшихся кеглей.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавна вӑл чапа тухнӑ Манэ ҫӗвӗҫе ҫӗлеттересшӗн пулса пайтах ҫӳрерӗ-ха, ҫӗлӗкӗ те, муфти те тиртенех пулмаллине эп ӑнланманшӑн ман ҫине ҫиленнӗччӗ те.

И ещё хлопотала, чтобы попасть к какой-то знаменитой портнихе Манэ, и ещё сердилась на меня за то, что я не понимал, что шапочка должна быть тоже меховая и такая же муфта.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара пайтах кунсем иртрӗҫ ӗнтӗ.

Прошло всего несколько дней.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫыруне вара йӗпетсе пӗтернӗччӗ, мӗскӗн Кирка ҫыру ҫырнӑ чухне макӑрнӑ ӗнтӗ, вӑрҫӑ пуҫланнӑран вара вӑл пайтах айванланнине пӗле-тӑркачӑ чунтан-вартан хӗрхентӗм ӑна эпӗ.

Письмо было размазанное: бедная Кирка плакала над ним, и я от души пожалела её, хотя было совершенно ясно, что с войной она поглупела.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ халь хӑюллӑрах, нихҫанхинчен те хӑюллӑрах пулӑттӑм, эпӗ халь вӑйлӑрах, мӗн пур пек перекетленнӗ вӑйӑмран вӑйлӑрах пулӑттӑм, мӗншӗн тесен, вӑй кӑшт анчах юлнӑ, каясси вара — пайтах.

Я хотела быть такой: смелее, чем когда бы то ни было, сильнее, чем все мои силы, вместе взятые, потому что их оставалось совсем немного, а идти надо было далеко.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӗрача сӑвӑсем те сассине вылянтарсах вулама пӗлет имӗш, ку ӗҫпе вара Кира амӑшӗ пайтах ӗҫленӗ иккенне сисетӗрех эсир, вӑл вӗт мухтанчӑка тухнӑ Варвара Рабинович шкулӗн йӑлине йӑлтах хирӗҫ пырать.

Девочка уже читает стихи «с выражением», и вы чувствуете солидную школу Кириной мамы, во всём противоположную школе окончательно зазнавшейся Варвары Рабинович.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ — летчик арӑмӗ, манӑн ҫӗнӗрен палланӑ ҫынсем те пайтах — Крымри те Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнчи летчиксен арӑмӗсем вӗсем…

Я — жена лётчика, и у меня много новых знакомых — жён лётчиков в Крыму и на Дальнем Востоке…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара эпир Халтурин урамӗпе иртрӗмӗр — ҫурт ҫумӗнчи хунар айӗнче ҫырнине вуланипе пӗлтӗм ӑна эпӗ — кайран, Эрмитижӑн ҫӳлӗ хапхине хулпуҫҫи ҫинче ҫӗклесе таракан колоссен умӗнче пайтах чарӑнса тӑтӑмӑр.

Потом мы пошли по улице Халтурина — я прочитала название под домовым фонарём — и долго стояли перед колоссами, поддерживающими на плечах высокий подъезд Эрмитажа.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антонович ҫинчен каласан ӗнтӗ, вӑл ҫапла макӑрнине эпӗ пайтах курнӑ, йӑлӑхрӑм та.

Что касается Николая Антоныча, то я уже много раз видела, как он плачет, и мне это надоело.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Часах вӗсем тухса кайрӗҫ, унтан вара та эпӗ пайтах лартӑм-ха, чӗрене хыпса илен салхулӑх вӑхӑт-вӑхӑт ҫаплах пусса тӑчӗ…

Потом они ушли, и я ещё долго сидела и сердилась на себя за тоску, которая нет-нет, да и подступала к сердцу…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗк те пайтах пӗлеттӗм эпӗ.

Я много знала и прежде.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Правда» хаҫатра халь час-часах тӗл пулкаланӑ хушаматлӑ журналист Саня статйи пирки пайтах сӑмах ҫӳрет, тесе пӗлтерчӗ, авторӗ ҫинчен Арктика институтӗнчен те ыйтса пӗлесшӗн имӗш.

И журналист, фамилию которого я часто встречала в «Правде», сказал, что Санина статья вызвала многочисленные отклики и что об авторе пришёл даже запрос из Арктического института.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех