Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Овчери Средна-гора тӑвӗн леш енчи йӑлӑмӗнче-ҫке, унта ҫитиччен малтан тӗрӗксен темиҫе ялӗ витӗр иртсе тухмалла, ҫулӗ ним калама та ҫук, хӑрушӑ.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кедрон кӗперӗ урлӑ каҫать вӑл, Силоам ялӗ хӗррипе ҫаврӑнать те чуллӑ ҫулиа майӗпен-майӗпен Ватн-эль-Хавӑн кӑнтӑр тайлӑмне, хӑйсен иҫӗм пахчине хӑпарать.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӑна чӑнкӑ сӑртран анаталла, юханшыв хӗрринелле ларса тухнӑ, хурӑн, йӑмра, пилеш, ҫӗмӗрт ращинче пытанса ларакан тӑван ялӗ ун пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗҫ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫак ҫамрӑк пӑру хӑйне кӳрентернипе вӑл вӗресе чӗтресе кайрӗ, хӑйпе калаҫнӑ чухне ҫын вырӑнне шутламанскер, халӗ ӗнтӗ ӑна вӑл — унӑн таса сенкер куҫӗшӗн, хӗвелпе пиҫнӗ сывлӑхлӑ сӑн-пичӗшӗн, кӗске те ҫирӗп аллисемшӗн, унӑн таҫта ялӗ пуршӑн, ялта кил-ҫурт тытнӑшӑн, пуян мужик ӑна хӗрӗ патне киле кӗртсе кӗрӳ тума чӗннӗшӗн, — унӑн мӗнпур иртнӗ тата пулас пурнӑҫӗшӗн, пуринчен ытла ҫак ача, Челкашпа танлаштарсан, пӗчӗкҫӗ ача, — ирӗклӗх хакне пӗлменскер, тата ку ирӗклӗх ӑна хӑйне нимӗн тума та кирлӗ мар пулин те — ирӗке юратнӑшӑн, халӗ ӑна курайми пулса тӑчӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑрмар районӗнче 100 ҫул каялла Ваҫук ятлӑ пепке ҫуралсан Кӗтеснер ялӗ пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗ пӗлмелле чапа тухасса шутлама та пултарайман.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Стожартан хулана каймалли ҫул Локтево ялӗ патӗнчен иртет, ҫак ҫул вара кашни ҫумӑр ҫумассерен никам иртсе ҫӳрейми путӑклӑха ҫаврӑнать.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Стожар ялӗ, Пушкин ячӗпе тӑракан колхоз, Катерина Васильевна Коншаковӑна».«Село Стожары, колхоз имени Пушкина, Катерине Васильевне Коншаковой».
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Стожар ялӗ унӑн тӑван кил-ҫурчӗ пулӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Переброд ялӗ чиркӳ тӗлӗшпе урӑх ҫӗре ҫырӑннӑ тесе шутланать, тӗрӗсрех каласан, чиркӗвӗ ун хӑйӗн те пур-ха, анчах унта уйрӑм пуп тытма юрамасть, ҫакна кура вара кунта Кашкӑръелӗнчи таса атте ҫеҫ сайра хутра, типӗсенче те пысӑк уявсенче, киле-киле ҫаврӑнать.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫав хушӑрах барон Ольгӑн пысӑках мар именине тытса тӑрать, барона вӑл пӗр договор йӗркипе темле майпа лекнӗ, унтан Ольга ялӗ те ун аллине куҫнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовка ялӗ Верхлёвӑран пилӗкҫӗр ҫухрӑмра ларнӑ пулсан, тен, Илюша ун патӗнче мӗне те пулин лайӑххӑн вӗренме пулӗччӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ярославскинчи облисполкомра эпӗ Катьӑн адресне ҫырса илетӗп: Верхне-Ядомская станцийӗ, Большие Лубни ялӗ, Шукинский районӗ, Шукинсхий ялсовечӗ, малалла та ҫаплах каять — телеграммӑн ҫирӗм пилӗк сӑмахӗнчен Катя адресӗ вунҫичӗ сӑмах йышӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ялӗ ытти ялсем пекех ӗнтӗ, нимӗн ытла тӗлӗнмелли те ҫук: хӑваран авса тунӑ ҫӗнӗ ҫатансем, вырӑнӗ-вырӑнӗпе унта хӑва папкисем шӑтса тухкаланӑ, картишсенче кирпӗч вучахӗсем, кӗлет алӑкӗсем тӑрӑхла тапсисем ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраҫҫӗ, кӗлетӗнче шалта канӑҫлӑ сулхӑн пек туйӑнать, ҫамрӑк утӑ шӑрши ҫапать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кореваново ялӗ ӗлӗк Кореванов хушаматлӑ улпутӑн шутланнӑ.Деревня Кореваново принадлежала когда-то тому самому помещику Кореванову.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Каярахпа, ҫак хавха ытла та хӑюллӑ, ӗненмеллех мартан, В.Грузинцев 1914 ҫулта кӑларнӑ «Ишек ялӗ» кӗнекинче Ишеке Хусанти темле «Узбек ханпа» ҫыхӑнтарать.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Атте ялӗ Атӑл леш енче, пӗр 30 ҫухрӑмраччӗ.Деревня отца моего находилась в тридцати верстах по ту сторону реки.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Лавӑн кустӑрмисене сӑнчӑрсемпе ҫавӑрса ҫыхрӑмӑр, каялла чакасран хунӑ савӑлсене илтӗмӗр, лашасене ҫавӑтса анма пуҫларӑмӑр, сылтӑмра чул ту, сулахайра ҫав тери тарӑн сакӑлта, тӗпӗнче курӑнакан осетинсен ялӗ чӗкеҫ йӑви пек кӑна палӑрать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ненарадово ялӗ.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Владимир вара хурӑн ращине тата унтан кӑшт сулахаярахри уҫӑ вырӑнта ларакан хӗрлӗ ҫивиттиллӗ, шупкалса кайнӑ ҫурта курчӗ; унӑн чӗри хытӑрах тапма тытӑнчӗ: куҫӗ умне Кистенёвка ялӗ тата ашшӗн чухӑн ҫурчӗ тухса тӑчӗҫ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ялӗ Гвоздев унта ҫитиччен пилӗк кун маларах кӑна ҫунса кайнӑ, нимӗҫсем ӑна колхоз витинче тӑнӑ бензин цистернисене такам вут хыптарнӑшӑн ҫунтарса янӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950