Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑштах сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑштах (тĕпĕ: кӑштах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлетӗн-и эсӗ, — терӗ сасартӑк Валя, — тен, эпӗ, чӑнах та, йӑнӑшатӑп пулӗ, — ман шутпа вӑл Марья Васильевнӑна кӑштах юратса пӑрахнӑ пек туйӑнать.

— Ты знаешь что, — вдруг сказал Валя, — конечно, может быть, я и ошибаюсь, — мне кажется, что он был немного влюблён в Марью Васильевну.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кӑштах астивсе пӑхрӑм та, хамӑрӑн ача ҫуртӗнчи повар Петя пичче пекех: — А, наркӑмӑш пекех! — тесе хутӑм.

Я попробовал и сказал, как наш детдомовский повар, дядя Петя: — А, отрава!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сухалӗ те унӑн Валькӑнни пекех, кӑштах унӑннинчен ҫӑрарах та хурарах кӑна.

У него тот же самый чёрный Валькин пух на щеках, только погуще и почернее.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ҫын ман ҫине Валька пекех ырӑ кӑмӑллӑ та кӑштах ухмахрах кӑтартакан куҫӗсемпе пӑхнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.

Мне показалось, что этот человек смотрит на меня совершенно так же, как Валька, с таким же добрым и немного сумасшедшим выражением.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӑл лаборатори кунтан кӑштах пысӑкрахчӗ.

Только та лаборатория была немного побольше.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Атте ун патне пырса, лӑпкӑн та кӑштах хумханса илнӗ пек, тав турӗ.

Батюшка к нему подошел и благодарил его с видом спокойным, хотя и тронутым.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн пуҫӑм та, куҫӑм та кӑштах ырататчӗ.

У меня немного болела голова, глаза.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ эпӗ вӑл хамӑр тупнӑ ҫӗр пирки кӑштах ухмаха ернӗ тенинчен нимӗн чухлӗ те иккӗленместӗп.

Я больше не сомневаюсь, что он немного помешан на этой земле, которую мы открыли.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ачалла шухӑш: «Е шанчӑк ҫухалсан, пурнӑҫ хушнипе карапа пӑрахса хӑварма тӳрӗ килсен, эпӗ хамӑр уҫнӑ ҫӗре ҫитӗп» терӗ, ман шутпа, вал юлашки вӑхӑтра ҫак ҫӗр пирки кӑштах тӑнран тухма пуҫларӗ пулас.

И потом эта детская, безрассудная мысль: «Если безнадёжные обстоятельства заставят меня покинуть корабль, я пойду к земле, которую мы открыли», мне кажется, последнее время он был немного помешан на этой земле.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ маншӑн ҫав чӗлхесӗр пулнин юлашки йӗрӗсем хамра кӑштах тытӑнса юлнӑ пек туйӑнчӗ.

Мне казалось теперь, что во мне ещё были последние черты этой немоты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫакӑн пирки кӑштах хӗрелсе те кайрӗ, ҫиленчӗ те мана.

Она даже немного побледнела от огорчения и рассердилась на меня.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шкул начальникӗ кам пек пулма тарӑшнине, юриех кӑштах тытӑнчӑклӑн, лӑпкӑ кӑна баспа калаҫнине те чухлатпӑр.

Мы знаем, кому подражает начальник школы, когда он говорит, немного окая, спокойным басом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Никам та ответ памарӗ, пӗр Нина Капитоновна ҫеҫ кӑштах пуҫне суланҫи пулчӗ.

Никто не ответил, только Нина Капитоновна чуть заметно кивнула.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун хыҫӗнчен столовӑйне кӗрсен, пурте кӑштах хӑранӑ пек пулчӗҫ.

Все немного испугались, когда вслед за ним я появился в столовой.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кӑштах шухӑшласа тӑчӗ.

Он немного подумал.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч мана курсан мӗн шухӑшланине пӗлейместӗп, анчах та алӑк патӗнче манпа тӗл пулсан, вӑл шартах сикрӗ, кӑштах калле чакрӗ.

Не знаю, что подумал, увидев меня, Николай Антоныч, но, появившись на пороге, он вздрогнул и немного отступил назад.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл стена ҫумӗнчи шкапран эрех кӑларчӗ, ҫур стакан тултарчӗ, унтан чӗтӗрекен аллипе кӑштах калле ячӗ.

Он достал из стенного шкафчика водку, налил полстакана и тут же немного отлил назад дрожащей рукой.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл пачах вырӑна килмен тӗлӗнтермӗш сӑмахсем каларӗ, эпӗ чи малтанхи хут, вӑл кӑштах ӑсран тайӑлма пуҫланӑ иккен, тесе шутларӑм.

Потом она сказала совсем странные слова — и вот тут я впервые подумал, что она немного сумасшедшая.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, халӗ вӑл Татаринов капитана «Монтигомо Хурчка Чӗрне» тени кӑштах кулӑшларах тухать пулӗ.

Может быть, теперь это кажется немного смешным, что капитана Татаринова она называла «Монтигомо Ястребиный Коготь».

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Монтигомо Хурчка Чӗрне, — терӗ Марья Васильевна, унӑн сасси пӗрремӗш хут кӑштах чӗтресе илчӗ.

— «Монтигомо Ястребиный Коготь», — сказала Марья Васильевна, и в первый раз голос у нее немного дрогнул.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех