Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лере сăмах пирĕн базăра пур.
Лере (тĕпĕ: лере) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атту лере эпир укҫалла тупӑшса кайрӑмӑр.

А то мы под деньги заспорили…

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Эсир лере ӗнесене те кашни кун суман-тӑр.

«Вы и коров-то, небось, не каждый день доили.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.

Где-то там, в вышних беспредельных просторах, гуляли ветры, плыли осиянные солнцем холодные облака, а на земле, только что принявшей веселого лошадника и пьяницу деда Сашку, все так же яростно кипела жизнь: в степи, зеленым разливом подступившей к самому саду, в зарослях дикой конопли возле прясел старого гумна неумолчно звучала гремучая дробь перепелиного боя, свистели суслики, жужжали шмели, шелестела обласканная ветром трава, пели в струистом мареве жаворонки, и, утверждая в природе человеческое величие, где-то далеко-далеко по суходолу настойчиво, злобно и глухо стучал пулемет.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑрах уру кунта, тепри — лере пултӑр!..

Чтоб одна нога здесь, другая там!..

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йӑлтӑр ҫутӑсем — пӗр-пӗччен мӗлтлетекеннисем е ҫеҫен хир анлӑшӗнче хавассӑн, нумаййӑн сапаланнисем — йыхӑрнӑ пек ҫиҫе-ҫиҫе илчӗҫ, унтан вӗсем сӳнме пуҫларӗҫ, таҫта лере, ҫумӑр лӳшкетнӗ сухаланӑ уйсем хыҫӗнче, пӗр ял хыҫҫӑн тепри ҫывӑра-ҫывӑра кайнӑ, халӗ ӗнтӗ пӳртсен чӳречисем хӑйсемех кӗрӗслеттерсе пыракан поездӑн йӑлтӑркка ҫутине тӗттӗм шыв пек тытнӑ…

Маняще вспыхивали яркие огоньки — то одинокие, блуждающие, то весело и щедро рассыпанные по степному раздолью, потом они стали гаснуть — где-то там, за разбухшими от дождей пашнями, засыпали одна деревня за другой, и уже сами окна изб, как темная вода, ловили блескучий отсвет огней мчавшегося мимо поезда…

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Карчӑк, паллах ҫав ӗнтӗ, таҫта лере анса ларнӑ хӑрушла кайӑк ӑшӗнчен хура сӑран тумлӑ икӗ ҫын тухнине, вӗсем, ним тума иккӗленсе пӗр вырӑнта пӑхкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, картиш еннелле утса килнине курма пултарайман.

Понятно, что она не могла видеть, как наиздальке из страшной приземлившейся птицы вышли два человека в черной кожаной одежде и, нерешительно потоптавшись на месте, озираясь, тронулись ко двору.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулеметпа шӑлтарса пӑхрӗҫ-ха вӗсем пире, анчах курчӗҫ те лектерме ҫуккине, — ма тесен лере вар хӳтӗлет, — хыҫран хӑвалама тытӑнчӗҫ.

Они было полосканули из пулемета, но только видют, что пулеметом им нас не посечь, затем что спасает нас балка, тогда они пошли в угон за нами.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнтах илтетпӗр — вӗсем патӗнче лере команда параҫҫӗ.

Зараз же слышим — команду у них там подают.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта лере, ейу кайнӑ ҫурхи шыв ытамӗнче, тикӗшсем хуйханса какалаҫҫӗ.

Где-то на разливе полой воды тревожно гагакали казарки.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта лере, Дон леш енче, Хопер тӗлӗнчерехре, аслати хӗнтӗртетнӗ сасӑ вӑрӑммӑн янӑраса кайрӗ.

Где-то за Доном, над Хопром разостлался глухой раскат грома.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта лере, хутор тулашӗнчи пусу хыҫӗнче, кая юлса ҫитнӗ тӑрнасем пӗлтӗрхи хӑмӑл ҫине ҫӗр каҫма анса ларнӑ.

Где-то за хутором, за толокой, на прошлогодней стерне опустились ночевать припозднившиеся журавли.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑвӑн пултарулӑхна санӑн лере, позицисенче, кӑтартасчӗ!

Ты бы свои способности там показал, на позициях!

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лере, сарайсем хыҫӗнче, тепӗр пулемет вӗсен!

Там, за сараями, у них другой пулемет!

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тавракурӑмпа пӗрлешсе кайса, таҫта лере, инҫетре, шурӑ така тирӗ пек пӗлӗтсем ҫӗр ҫийӗн хумлӑн-хумлӑн ҫилхеленсе сарӑлнӑ.

Смыкаясь с горизонтом, там, вдалеке, огромным волнистым покровом распростерлись над землей белые барашковые облака.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Автансем ҫуркуннехилле шарлаттарса авӑтаҫҫӗ, таҫта лере, кӑнтӑрлахи шӑрӑхри пек, пӗччен чӑх кӑтиклетни илтӗнет.

Голосили по-весеннему кочета, где-то, как в знойный полдень, одиноко кудахтала курица.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лере, ҫӳлте, ҫаплах пӑшал сассисем кӗрӗслетеҫҫӗ.

Там, наверху, еще постукивали выстрелы.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лере ав, складра, сахӑр валеҫеҫҫӗ.

Там вон, на складе, сахар делют.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта лере, станица хыҫӗнчи хирсем патӗнче, Черная шывӗ енче, пӑшал сассисем хаплатса ҫурӑлаҫҫӗ.

Выстрелы глухо захлопали где-то за станицей, около сосен, в направлении на Черную.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лере калаҫатпӑр акӑ санпа.

— А с тобой мы там поговорим.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта лере, чукун ҫул ҫинче, ҫӑткӑнла выҫлӑхланса, пӑравус хытӑ сасӑпа мӗкӗрет; ҫав пӗр майлӑн йынӑшакан мӗкӗрешӗве таткаласа ҫурнӑ пек, Горчаков кӑшкӑрса чӗнчӗ:

Где-то на путях ненасытно и густо ревет паровоз; разрывая этот однотонный стонущий рев, Горчаков зовет:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех