Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: L

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.20 00:06

Пуплевӗш: 183; Сӑмах: 1909

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Григорий Мелехов Татарскинче пилӗк талӑк пурӑнчӗ, ҫак хушӑра хӑйсенне тата хунямӑшӑнне темиҫе теҫеттин тырӑ акрӗ, унтан хуҫалӑх пирки хуйхӑрса начарланнӑ, пыйтланса кайнӑ Пантелей Прокофьевич сотньӑран таврӑнсанах ҫаплах-ха Чир тӑрӑхӗнчех тӑракан чаҫне кайма хатӗрлене пуҫларӗ. Кудинов Сердобск полкӗн командованийӗпе калаҫу пуҫлани ҫинчен ӑна секретлӑ ҫырупа пӗлтерчӗ, чаҫе таврӑнса дивизие йышӑнма ыйтса янӑ.

Ҫав кун Григорий Каргинскине кайма хатӗрленнӗччӗ. Кӑнтӑрла тӗлӗнче, ҫул ҫине тухас умӗн, утне Дон хӗррине шӑварма ҫавӑтса анчӗ, пахча картисем таранах тулса хӑпарнӑ шыв еннелле утса пынӑ чух Аксиньйӑна курчӗ. Туйӑнчӗ-и Григорие ҫапла е Аксинья ӑна кӗтсе илесшӗн юри ҫапла ӳркевлӗн йӑраланса шыв ӑсса хӑтланчӗ-и, анчах Григорий ирӗксӗрех уттине хӑвӑртлатрӗ, Аксинья патне ҫывхарса ҫитнӗ кӗске хушӑрах ун пуҫӗнче тунсӑхлӑ асаилӳсен ҫутӑ ҫунатлӑ ушкӑнӗ вӗҫсе иртрӗ…

Аксинья ура сасси илтӗннӗ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, сӑнӗнче — паллах, юри-ха ӗнтӗ ку — тӗлӗнни палӑрчӗ, анчах хӑй Григорие курнӑшӑн хӗпӗртесе кайнине тата уншӑн кулянса пурӑннине пытараймарӗ. Аксинья хӑйӗн мӑнаҫлӑ сӑн-пичӗшӗн пачах килӗшӳллӗ мар мӗскӗн те тӗлсӗр кулӑпа ейӗлчӗ те, Григорий чӗри вара ӑна шелленипе тата юратнипе хыттӑн кӑртлатса илчӗ. Тунсӑх чӗпӗтнипе асапланаканскер, капланса килнӗ асаилӳсем тыткӑнланӑскер, вӑл утне тӑратса шӑппӑн каларӗ:

— Сывӑ-и, хаклӑ Аксинья?

— Сывах-ха.

Аксиньйӑн шӑппӑн тухнӑ сассинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман, чи тӗрлӗ йышши туйӑмсем сисӗнчӗҫ: унта тӗлӗнни те, ачашлӑх та, хурланни те пӗрлех пулчӗ.

— Чылай пулать иксӗмӗр курса калаҫманни.

— Питӗ чылай.

— Эпӗ сан сассуна та маннӑ ӗнтӗ…

— Хӑвӑрт!

— Хӑвӑрт-ши-ха?

Григорий кӑкӑрӗпе хӑй ҫинелле хирӗнекен утне йӗвен айӗнчен тытса тӑчӗ. Аксинья, пуҫне пӗшкӗртсе, картлӑ кӗвенте тимӗррипе витре хӑлӑпне ҫаклатасшӑн пулчӗ, ниепле те ҫаклатаймарӗ. Пӗр минут пек шӑпӑрт тӑчӗҫ. Вӗсен пуҫӗсем ҫийӗн, ухӑран персе янӑ пек вӑшлатса, шӑркалчӑ вӗҫсе иртрӗ. Кӑвак акшар чулӗсене тӑранма пӗлми ҫулласа, чӑнкӑ ҫыран ҫумӗнче хум ҫатӑлтатрӗ. Вӑрмана шыв айне тунӑ ейӳ тӑрӑх шурӑ сурӑх ҫӑмӗ евӗр кӑтра хумсем явӑнса чупрӗҫ. Ҫил тусан пек вӗтӗ шыв сирпӗнчӗкӗсене, анаталла хӑватлӑн ыткӑнса юхакан Донӑн тӑварсӑр шӑршине варкӑштарса килчӗ.

Григорий, куҫне Аксинья ҫинчен илсе, Дон ҫинелле пӑхма пуҫларӗ. Шыв айне пулнӑ тӗссӗр шупка вулӑллӑ тирексен ҫара тураттисем ҫилпе силленеҫҫӗ, капӑр кӑчкӑсемпе элккеммӗн кӳпчесе мамӑкланнӑ хӗрлӗ ҫӳҫесем вара шыв ҫинче тураттисене вышкайсӑр ҫӑмӑл та симӗс пӗлӗт ластӑкӗсем пек шукӑллӗн кӑнтарса лараҫҫӗ.

— Мӗн-ха?.. Иксӗмӗрӗн ним ҫинчен те калаҫмалли ҫук-и? Ма нимӗн те чӗнместен? — кӑштах кӳренсе, пӑшӑрханнӑ сасӑпа ыйтрӗ Григорий.

Анчах Аксинья хӑйне алла илсе ҫитерчӗ ӗнтӗ.

— Эпир хамӑрӑнне калаҫса ирттернӗ, ахӑр… — Ҫак сӑмахсене каланӑ чух унӑн сивлекрех сӑн ҫапнӑ пичӗ ҫинче пӗр шӑнӑр ҫиппи те туртӑнса илмерӗ.

— Аплах-ши?

— Ҫаплах пуль ҫав ӗнтӗ! Йывӑҫ вӑл ҫулталӑкра пӗрре ҫеҫ чечеке ларать.

— Пирӗн те чечеке ларса иртрӗ, тетӗн-им?

— Ҫук-и-ха?

— Тӗлӗнмелле ку темле… — Григорий, утне шыв патне ирттерсе, Аксинья ҫине хурлӑхлӑн пӑхса, кулса илчӗ. — Эпӗ ак, Ксюша, халӗ те сана чӗререн кӑларма пултараймастӑп. Ачасем те ав пысӑк, хам та ҫурри кӑвакартӑм, темиҫе ҫул ӗнтӗ пирӗн хушша тӗпсӗр ҫырма пек уйӑрса тӑрать… Ҫапах та пурпӗр сан ҫинчен шухӑшлатӑп. Тӗлӗкре те сана куратӑп, паян кунчченех сана юрататӑп. Тепӗр чухне шухӑша каятӑп та сан пирки, Листницкисем патӗнче мӗнле пурӑннине… иксӗмӗр пӗр-пӗрне мӗнле юратнине… асиле пуҫлатӑп, ҫав асаилӳсене пула вара… Тепӗр чух хам пурӑнса ирттернӗ пӗтӗм пурнӑҫа аса илнӗ май, пӑхатӑп та, — вӑл та тӳнтерле тавӑрнӑ кӗсье пекех пушӑ…

— Эпӗ те… Манӑн та каяс пулать… Ытлашши калаҫса кайрӑмӑр эпир.

Аксинья ҫирӗппӗн витрисене ҫӗклерӗ, пӗкече пек авӑнчӑк шыв кӗвенти ҫине ҫурхи хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ аллисене хурса тӑвалла улӑхма тӑчӗ, анчах сасартӑк Григорий еннелле ҫаврӑнчӗ те, унӑн питҫӑмартийӗсем ҫамрӑк чухнехилле ҫӳхен хӗрелчӗҫ.

— Ак ҫакӑнта, ҫак ҫыр хӗрринче пуҫланчӗ пулас пирӗн юрату, Григорий. Астӑватӑн-и? Казаксене лагере ӑсатнӑччӗ ҫав кун, — ӑшшӑн йӑл кулса калаҫма тытӑнчӗ те вӑл, унӑн ҫирӗпленнӗ сасси савӑнӑҫлӑн янӑрама пуҫларӗ.

— Йӑлт астӑватӑп!

Григорий утне картишне ҫавӑтса кӗрсе сырӑш умне тӑратрӗ. Пантелей Прокофьевич, Григорие ӑсатмалла пирки иртен варах сӳрене кайманскер, аслӑк айӗнчен лӑкӑштатса тухрӗ.

— Мӗнле, кӗҫех тапранатӑн-и? Сӗлӗ парас мар-и лашуна? — ыйтрӗ вӑл.

— Ӑҫта тапранмалла? — Григорий сӳрӗккӗн ашшӗ ҫине пӑхса илчӗ.

— Ха тата! Ӑҫта, тет, — Каргина, ара.

— Паян каймастӑп эпӗ!

— Мӗн тата?

— Ҫаплах… каяс мар шут турӑм… — Григорий ӑшри вӗри сывлӑш хумӗ пырса ҫапнипе типнӗ тутине ҫулласа илчӗ, куҫне тӳпе тӑрӑх шутарса ҫӳлелле пӑхрӗ. — Пӗлӗтсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, ҫумӑр пулать пулмалла. Тӗнче пӗтсе килмест пуль маншӑн ҫумӑр айӗнче исленсе ҫӳреме?

— Тӗнчи пӗтсе килмест-ха вӑл, — килӗшрӗ старик, анчах Григорие ӗненмерӗ, мӗншӗн тесен выльӑх картинчен темиҫе минут каялла ҫеҫ вӑл Аксиньйӑпа иккӗшӗ ҫыр хӗрринче калаҫса тӑнине курчӗ. «Татах варланса каяҫҫӗ, — пӑлханса шухӑшларӗ старик. — Татах Натальйӑпа ан пӑтранччӑрин… Ах, ку йӗксӗк ҫури Гришкӑпа! Кама пӑхса ҫавӑн пек кӗрт аҫи ҫуралнӑ? Хамах пӑхнӑ-ши?» Пантелей Прокофьевич, урапа кашти валли суйласа илнӗ хурӑн вуллине чутлама пӑрахса, хӑй патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ ывӑлӗн пӗкӗрӗлчӗк ҫурӑмӗ ҫинелле пӑхрӗ те, ӗлӗкхисене хӑвӑрт астуса, ҫамрӑк чух хӑй мӗнле пулнине аса илчӗ, унтан ҫапла шут турӗ: «Хамах хывнӑ, эсрел пуҫӗ! Ашшӗнчен те ирттерет, йытӑ хӳри! Тепре Аксинья пуҫне минретме, ҫемье хушшинче пӑтранса пурӑнма пуҫласан ислетмеллеччӗ те-ха ӑна пӗрре, анчах халь мӗнле хӗнӗн ӑна?»

Тепӗр чухне пулсан, Пантелей Прокофьевич, Григорий Аксиньйӑпа ҫынсен куҫӗнчен аякра калаҫса тӑнине курсан, алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа ҫурӑм тӑрӑх туртас пирки шухӑшласа тӑрас ҫукчӗ-ха, халӗ ак — ним тума аптрарӗ, ним сӑмах шарламасӑр ирттерсе ячӗ ҫеҫ те мар, Григорий мӗн сӑлтавпа сасартӑк Каргинскине каяссине тепӗр куна хӑварнине тӗп-тӗрӗс тавҫӑрнӑ ҫинчех ҫакна нимӗн чухлӗ те палӑртмарӗ. Ку ӗнтӗ йӑлтах Григорий халь ӗлӗкхи тӑрпалттай ҫамрӑк казак «Гришка» мар, дивизи командирӗ, пакунсӑр, ҫапах та хӑйне пиншер казака пӑхӑнтаракан, пурте ӑна Григорий Пантелевич тесе чӗнекен «генерал» пулнинчен килчӗ. Мӗнле-ха вӑл, пӗтӗмпе те урядник чинне ҫеҫ ҫитнӗ Пантелей Прокофьевич, ун ҫине алӑ ҫӗклеме пултартӑр? Ывӑлне тӑван ывӑл пулсан та, пурпӗрех генерал-ҫке-ха. Субординаци тени Пантелей Прокофьевича кун пирки шухӑшлама та хӑратрӗ, ҫавӑнпа та Григорий тӗлӗшпе хӑйӗн алли-урине ҫыхса хунӑ пек, унран темле ютшӑннӑ пек туйрӗ. Пӗтӗм сӑлтавӗ те служба енӗпе Григорие аравасӑр хытӑ ӳстерсе яни пулчӗ! Сухара та ав, виҫӗмкун, Григорий ӑна сиввӗн: «Эй, мӗн унта ҫӑвар карса тӑратӑн! Ҫӗкле плуга!..» — тесе кӑшкӑрсан, Пантелей Прокофьевич ҫакна ним сӑмах каламасӑр чӑтса ирттерчӗ… Юлашки вӑхӑтра вӗсем пӗр-пӗрин вырӑнӗпе улшӑнчӗҫ тейӗн: Григорий ватӑлса кайнӑ ашшӗне мӗн ӗҫ те пулин хушса хӑтӑрса тӑкрӗ, Пантелей Прокофьевич вара, унӑн команда панӑ чухнехи пек хӑр-хартарах сассине илтсе, вӗткеленсе ӳкрӗ, аманса пӗтнӗ урипе уксахласа тӗнкӗлтетрӗ, юрама тӑрӑшрӗ…

«Ҫумӑртан хӑранӑ! Ҫумӑрӗ пулмасть те-ха ав: ҫил хӗвелтухӑҫ енчен вӗрет, тӳпе варринче пӗртен-пӗр пӗлӗт татӑкӗ кӑна курӑнать пулсан, ӑҫтан пулас-ха ун! Систерсе хурас-ши Натальйӑна?»

Ҫав тавҫӑрӑвӗшӗн хӗпӗртесе кайнӑ Пантелей Прокофьевич пӳрте кӗме тӑнӑччӗ, анчах кӗмерӗ: харкашу-мӗн пуласран шикленсе, каллех чутласа пӗтермен урапа кашти патне таврӑнчӗ…

Аксинья киле ҫитсенех витрисене пушатрӗ те кӑмака ҫумне тӑмпа сӗрсе ҫыпӑҫтарнӑ тӗкӗр патне утса пычӗ, хӑйӗн ватӑларах панӑ, ҫапах та пурпӗр чипер сӑн-пичӗ ҫинелле вӑрахчен пӑлханса пӑхса тӑчӗ. Унӑн ҫуйкӑнла илемӗ ҫав-ҫавах упранса юлнӑ-ха, анчах кӗр еннелле сулӑннӑ пурнӑҫӗ питҫӑмартисене кӑштах шупкалатса ӗлкӗрнӗ, куҫ хупанкисене сарӑхтарнӑ, хура ҫӳҫӗсем хушшине эрешмен карти майлӑ сайра кӑвак пӗрчӗсем тире-тире хунӑ, куҫӗсене тӗссӗрлетнӗ. Халӗ вӗсем хуйхӑ-суйхӑ ӗшентерсе ҫитернӗ пек сӳрӗккӗн пӑхаҫҫӗ.

Аксинья ҫапла тӑркаларӗ те кравать патне пырса пичӗпе вырӑн ҫине тирӗнчӗ, чуна пусарса ҫӑмӑллатакан вӗри куҫҫульне юхтарса, киленчӗклӗн макӑрса ячӗ. Тахҫантанпа макӑрса курманччӗ вӑл ҫапла.

Халӗ ӑҫта та пулин Дон хӗрринчи чӑнкӑ сӑрт тайлӑмӗнче, ахаль калаҫура «ҫут» текен ҫаврака ту ҫамки ҫинче, витӗр касакан хӗллехи вичкӗн ҫилсем пӗтӗренсе улаҫҫӗ. Вӗсем йӑплака пӑрпа витӗннӗ сӑрт тӑрринчен шурӑ юр кӗрписене кӗртсем патне хӳтерсе пыраҫҫӗ, сийӗн-сийӗн вӗҫтерсе тултараҫҫӗ. Чӑнкӑ ҫыр ҫинчен вара хӗвел ҫинче сахӑр пек йӑлтӑртатакан, каҫ сӗмӗпе кӑваккӑн курӑнакан, ирсерен тӗксӗм сенкертерех, хӗвел тухнӑ чухне шупка хӗрлӗ тӗслӗ пысӑк юр катрамӗ усӑнса тӑрӗ. Вӑл хӑйӗн хӑрушла чӗмсӗрлӗхӗпе сехрене хӑпартӗ, хӑй айӗнчен ҫурхи шыв сӑрхӑнса юхма тапратичченех е ӑна, хӑйӗн йывӑрӑшне аран чӑтаканскерне, чалӑшшӑн вӗрекен ҫил тӗртсе яричченех ҫапла ҫакӑнса тӑрӗ. Унтан вӑл аялалла персе анӗ, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи лутра кӳкен тӗмӗсене, ҫыран ҫумнелле именчӗклӗн йӑпшӑннӑ катӑркас йывӑҫҫине хуҫса антарӗ, тӳпенелле мӑкӑрланса вӗҫекен юр тусанӗн кӗмӗл аркине хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе, янӑравлӑн та ҫемҫен ҫыран тӗпне хаплатса ӳкӗ…

Аксиньйӑн нумай ҫул хушшинче юр кӗрчӗ ҫапла пӗрчӗн-пӗрчӗн хӗвӗннӗ пек пӗчӗккӗн капланнӑ туйӑмне те кӑшт сӗртӗнни кӑна кирлӗччӗ, вӑл вара Григорипе тӗл пулни, Григорий ӑна ҫепӗҫҫӗн: «Сывӑ-и, хаклӑ Аксинья!» тесе сӑмах хушни пулчӗ. Григорий хӑй тата? Хӑй хаклӑ пулман-и вӑл Аксиньйӑшӑн? Ӑна мар-и-ха Аксинья ҫак ҫулсенче кашни кун, кашни сехетре аса илсе пурӑнчӗ? Сирсе сирӗлми шухӑшӗнче ялан ун патне, пӗр ун патне таврӑнмарӗ-и вара вӑл? Кирек-мӗн ҫинчен шухӑшланӑ чух та, кирек хӑш ӑҫе тытсан та, шухӑшӗпе ялт вӑл Григорий ҫумӗнче пулчӗ, унран хӑпма пултараймарӗ, ӑна пӗтӗм чунӗпеле парӑнса юратрӗ. Суккӑр лаша вӑл, шыв уҫласа хӑпартакан уратана ҫавӑрнӑ чух, шӑлтӑрма тавра ҫапла ҫаврӑнать…

Аксинья каҫ пуличченех кравать ҫинче выртрӗ, унтан, куҫҫульпе тӑртаннӑ питлӗскер, вырӑн ҫинчен тӑрса питне ҫурӗ те ҫӳҫне тураса тирпейлерӗ, евчӗсем килес умӗнхи хӗр пек, васкаса тумланма пуҫларӗ. Таса кӗпепе хӗрлӗ ҫӑм юбка тӑхӑнчӗ, тутӑр ҫыхрӗ, хӑй ҫине тӗкӗр витӗр пӑхса илсе, пӳртрен тухрӗ.

Татарски хуторӗ кӑвак ӗнтӗрӗкпе кӗптеннӗ. Таҫта лере, ейу кайнӑ ҫурхи шыв ытамӗнче, тикӗшсем хуйханса какалаҫҫӗ. Дон хӗрринчи тирек йывӑҫҫисем хыҫӗнчен тӗссӗр шупка уйӑх йӑраланса хӑпарать. Шыв ҫинче вӗлтӗркке хӳмсемпе чӳхенекен уйӑх ҫутин сарӑрах симӗс йӗрӗ йӑрӑмланса выртать. Ут кӗтӗвӗ тӗттӗм пулса ҫитмесӗрех ҫеҫенхиртен таврӑнчӗ. Тин шӑтса тухнӑ симӗс курӑка ҫисе тӑранайман ӗнесем картишсенче вӑрӑммӑн мулатса мӗкӗреҫҫӗ. Аксинья хӑйӗн ӗнине сума лармарӗ, ун патне ӑшӑ витерен шурӑ сӑмсаллӑ амӑшай пӑрӑва хӑваласа пычӗ те, пӑру вара хӳрине пӗтӗлтеттерсе, кайри урисемпе ҫӗре тӑрӑн-тӑрӑн тӗревлесе, тутипеле выҫлӑхлансах ӗнен пушӑ ҫилли патне тӗршӗнчӗ.

Дарья Мелехова тин кӑна-ха ӗне суса пӗтерчӗ, сӗт сӗрмелли алапа витре йӑтса, пӳрт еннелле утса кайрӗ. Лӑпах ҫак самантра чӗнчӗҫ те ӑна ҫатан карта хыҫӗнчен:

— Даша!

— Кам ара ку?

— Эпӗ-ха, Аксинья… Кӗр-ха ман пата йӑпӑртлӑха.

— Ма кирлӗ пултӑм тата?

— Питӗ кирлӗ! Кӗр! Турӑ пул, кӗр!

— Сет сӗрем те, кайран пырӑп.

— Эппин, картишӗнче кӗтетӗп сана. Юрать-и?

— Юрӗ!

Тепӗртакран Дарья тухрӗ. Аксинья ӑна хӑйсен калитки патӗнче кӗтсе тӑчӗ. Дарйӑран тин сунӑ ӑшӑ сӗтпе выльӑх карти шӑрши ҫапрӗ. Вӑл Аксинья кӗпе аркине тавӑрса чикменнине, таса та капӑр тумланнине курчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ.

— Хӑвӑрт ӗҫ пуҫтарнӑ эсӗ, кӳршӗм.

— Мӗн ӗҫӗ пултӑр ман Степансӑр. Выльӑххи-мӗнӗ — пӗр ӗне, апат сайра пӗҫеретӗп… Мӗн те пулин типӗлле ҫыртнӑ та — пулчӗ те…

— Эсӗ ма чӗннӗччӗ мана?

— Йӑпӑртлӑха кӗр ман пата пӳрте. Ӗҫ пур…

Аксинья сасси чӗтренерех тухрӗ. Дарья, сӑмах мӗн пирки пулассине тӗтреллӗн тавҫӑрса, ним шарламасӑр ун хыҫҫӑн утса кайрӗ. Аксинья лампа та ҫутмарӗ, курницӑна кӗнӗ-кӗмен арча уҫса темӗн шырарӗ, унтан, типӗ те вӗри аллипе Дарья аллине ярса тытса, унӑн пӳрнине хыпалансах ҫӗрӗ тӑхӑнтартрӗ.

— Мӗн эсӗ? Ҫӗрӗ мар-и ку? Мана-и?..

— Сана! Сана. Манран… асӑнмалӑх…

— Ылтӑн-и? — ним кулмасӑр ыйтрӗ те Дарья, чӳрече патне пырса, уйӑхӑн тӗксӗм ҫутинче пӳрнинчи ҫӗрре ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

— Ылтӑн. Ҫӳре тӑхӑнса!

— Тавтапуҫах, эппин!.. Мӗн кирлӗ, мӗншӗн паратӑн?

— Чӗнсе кӑлар… чӗн ман пата хӑвӑр Григорие.

— Каллех апла? — тавҫӑруллӑн кулса илчӗ Дарья.

— Ҫук, ҫук! Ой, мӗн эсӗ! — хӑраса ӳкрӗ Аксинья, куҫҫуль пӑчӑртанса тухас пек хӗрелсе кайса. — Ман унпа Степан пирки калаҫмалли пур… Тен, отпуск майлаштарса парӗ ӑна…

— Мӗн тата ху пирӗн пата пымарӑн? Ӗҫ пирки пулсан, хамӑр килте калаҫмаллаччӗ, — йӗплесе илчӗ Дарья.

— Ҫук, ҫук… Наталья тем шухӑшлӗ… Аван мар…

— Эппин, юрӗ, калӑп. Шалккӑ мар вӑл мана!

* * *

Григорий каҫхи апат ҫисе кашӑкне сӗтел ҫине хучӗ, шерпет шывӗпе йӗпеннӗ мӑйӑхне ҫулласа илсе ывӑҫ тупанӗпе шӑлчӗ. Ҫавӑн чухне туйрӗ те вӑл сӗтел айӗнче хӑйӗн урине такам ури сӗртӗннине. Пӑхрӗ те Дарья хӑйне кӑшт сисмелле куҫ хӗснине курчӗ.

«Манпа вилнӗ Петрпа пурӑннӑ пек пурӑнасшӑн пулсан тата ҫакӑн пирки мӗн те пулин каласан, — хӗнесе тӑкатӑп! Сӗтӗрсе тухатӑп та анкартине, юбкине пуҫӗ ҫинчен ҫыхса, кӗрт амине ислетнӗ пек ислететӗп!» — тарӑхса шухӑшларӗ Григорий, юлашки вӑхӑтра инкӗшӗ хӑй тавра явкаланнине ҫиллессӗн чӑтса пурӑннӑскер. Вӑл сӗтел хушшинчен тухса чӗлӗм чӗртрӗ, унтан васкамасӑр алӑк еннелле утса кайрӗ. Ун хыҫҫӑнах Дарья та тухрӗ.

Ҫенӗкре Григорий ҫывӑхӗнчен иртнӗ чух ,вӑл утнӑ ҫӗртех ун ҫумне кӑкӑрӗпе тӗршӗнчӗ, хуллен пӑшӑлтатса каларӗ:

— Ӗ-ӗ, усал ҫури! Каях… Чӗнчӗ сана.

— Кам? — хашт ыйтрӗ Григорий.

— Вӑл.

Натальйӑпа ачисем ҫывӑрса кайсан, тепӗр сехетрен, шинельне ҫӑт тӳмелесе тӑхӑннӑ Григорий Аксиньйӑпа пӗрле Астаховсен хапхинчен тухрӗ. Вӗсем тӗттӗм тӑкӑрлӑкра сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗҫ, унтан хускалми шӑплӑхпа, ҫӗрлехи тӗттӗмпе, ҫамрӑк курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршипе илӗртекен ҫеҫенхирелле ним шарламасӑрах утса кайрӗҫ. Шинель аркине сирсе, Григорий Аксиньйӑна хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ, Аксинья вӗттӗн чӗтренине, чӗри кофта айӗнче хыттӑн та сайран кӑртлатса тапнине туйрӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех