Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XLV

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.19 23:46

Пуплевӗш: 215; Сӑмах: 1608

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тепӗр кунне Григорий, дивизие пӗр полк командирне хӑварса, Прохор Зыковпа пӗрле Вешенскине кайрӗ.

Каргински хыҫӗнче, тарӑн айлӑмра ҫуталса выртакан Рогожкин пӗвинче, пӗр кӗтӳ канма анса ларнӑ тикӗш ишсе ҫӳрет. Прохор чӑпӑрккипе пӗве ҫинелле кӑтартса кулса илчӗ:

— Пӑсмастчӗ пуль, Григорий Пантелевич, пӗрне тытсан. Мӑй таран сӑмакун пулатчӗ!

— Атя ҫывӑхарах. Персе пӑхам винтовкӑпа. Ӗлӗк начарах пеместӗм.

Вӗсем лапама анчӗҫ. Прохор лашасемпе сӑрт хыҫӗнче тӑрса юлчӗ. Григорий шинельне хыврӗ те, винтовкине предохранитель ҫине лартса, пӗлтӗрхи тӗссӗр кӑвак хыт хура тӗмӗсемпе шӑртланакан тарӑн мар ҫыран хӗррипе шуса кайрӗ. Пуҫне ҫӗклемесӗр тенӗ пек, чылайччен ҫапла шурӗ шӑл; разведкӑра тӑшман секречӗ патне шунӑ пек, Германи фронтӗнче, Стоход шывӗ патӗнче, нимӗҫ часовойне тытнӑ чухнехи пек шурӗ. Тӗсӗ кайнӑ симӗс гимнастерка симӗсрех хӑмӑр тӑпра тӗсӗпе пӗрлешрӗ: тарӑн мар ҫыран Григорие ҫурхи шывпа юхса килнӗ хӑмӑр юшкӑн купи тӑрринче хӑрах ура ҫинче тӑракан хуралти тикӗш аҫин ҫивӗч куҫӗнчен пытарчӗ. Григорий, ҫывӑхарах шуса пырса, кӑштах пуҫне ҫӗклерӗ. Хуралти хур аҫи, ҫӗленӗнни майлӑ, чул тӗслӗ сарӑ пуҫне пӑркаласа, йӗри-тавралла сыхланса пӑхкалать. Ун хыҫӗнче, кайӑк кӑвакалӗсемпе пысӑк пуҫлӑ шӑркалчӑсем хушшинче, хура кӑвак кипке пек курӑнса, хуркайӑксем сапаланса лараҫҫӗ. Пӗве енчен шӑппӑн какаланӑ, кӑвакалсем нартлатнӑ, шыв шӑмпӑртатнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. «Прицела куҫармасӑр пеме пулать» — шухӑшларӗ Григорий хуралти хур аҫине тӗпленӗ май, винтовка кӳпчекне кӑртлатса тапакан чӗрепеле хулпуҫҫийӗ ҫумне чӑмӑртаса.

Персе янӑ хыҫҫӑн ҫунатсем ҫатӑлтатнипе, кӑйӑк хур хыттӑн кикаклатса янипе хӑлхи илтми пулнӑ Григорий ура ҫине сиксе тӑчӗ. Вӑл тӗллесе пенӗ хур аҫи хыпӑнчӑклӑн ҫӳлелле улӑхса пырать, ыттисем ҫӑра ушкӑнпа пӗве ҫийӗн явӑнса вӗҫеҫҫӗ. Кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ Григорий сывлӑша вӗҫсе хӑпарнӑ хуркайӑк карти ҫине татах тепӗр икӗ хутчен персе ячӗ, хӑшӗ те пулин ӳкмест-и тесе куҫӗпе йӗрлесе пӑхрӗ, Прохор патнелле утса кайрӗ.

— Кур-ха! Кур! — хӑвӑрт йӗнер ҫине утланса, пӗтӗм кӗлеткипе каҫӑрӑлса кӑшкӑрчӗ Прохор, сенкер тӳпе ытамӗнче аяккалла кайса пыракан хуркайӑк карти ҫине чӑпӑрккипе кӑтартса.

Григорий пӑхрӗ те хӗпӗртенипе тата сунарҫӑлла хумханнипе чӗри картах сикрӗ: пӗр тикӗшӗ, йӗркеленсе ӗлкӗрнӗ картаран уйрӑлса, хӑвӑрт аялалла анать, майӗпен те чарӑна-чарӑна илсе, ҫуначӗсемпе авӑсать. Чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, Григорий ун ҫинелле куҫне аллаппипе картласа пӑхрӗ. Кайӑк, майӗпен аялалла анса, вӗҫнӗҫемӗн вӑйне ҫухатса, шуйханса кикаклатакан ушкӑнран аяккалла вӗҫрӗ, унтан сасартӑк, питӗ ҫӳлтен, ҫӗрелле чул пек анса кайрӗ; хӗвел ҫинче хур ҫунаттин шурӑ айӗ кӑна куҫа шартарса йӑлтӑртатрӗ.

— Утлан!

Прохор ҫӑвар туллин кулса вӗҫтерсе пычӗ те Григорие чӗлпӗр ывӑтса пачӗ. Вӗсем сӑрт тӗмески ҫине сикӗпе ывтӑнса тухрӗҫ, пӗр сакӑрвунӑ чалӑш пек юртӑпа чуптарса кайрӗҫ.

— Акӑ вӑл!

Хур, ҫак тараватсӑр ҫӗре юлашки хут ыталанӑ пек, ҫуначӗсене сарса пӑрахнӑ, — мӑйне тӑсса выртать. Григорий ӑна ут ҫинченех пӗшкӗнсе илчӗ.

— Ӑҫтарахран тивнӗ-ши? — пӗлесшӗн пулчӗ Прохор. Пуля, хур сӑмсине аялтан витӗр шӑтарса кӗрсе, куҫӗ патӗнчи шӑммине ватса пӑрахнӑ-мӗн. Вилӗм ӑна вӗҫсе пынӑ чух хӑваласа ҫитнӗ, виҫӗ кӗтеслӗн йӗркеленнӗ картаран туртса тухса, ҫӗр ҫине ывтӑнтарнӑ.

Прохор тикӗше йӗнер ҫумне ҫыхса хучӗ. Малалла кайма тапранчӗ. Лашисене Базки хуторӗнче хӑварса, Дон урлӑ кимӗпе каҫрӗҫ.

Вешенскинче Григорий палланӑ старик патне хваттере чарӑнчӗ, тӳрех хур ӑшалама хушрӗ те штаба канса курӑнмасӑрах Прохора кӑмӑшка шырама кӑларса ячӗ. Каҫ пуличчен ӗҫсе ларчӗҫ. Калаҫу хушшинче кил хуҫи ӳпкелешсе илчӗ:

— Вешкинчи пуҫлӑхсем ытлашши иртӗхе пуҫларӗҫ-ха, Григорий Пантелевич.

— Мӗнле пуҫлӑхсем?

— Хамӑрӑн ара… Кудиновпа ыттисем.

— Мӗн тата?

— Казак мар халӑха хытӑ хӗсеҫҫӗ. Хӗрлисемпе каякансем пулчӗҫ-ҫке-ха пирӗн, — вӗсен ҫемйисенчен хӗрарӑмсене, хӗрӗсене, ватӑ ҫынсене тӗрмене хупа-хупа лартаҫҫӗ. Манӑн тӑхлача та ав ывӑлӗшӗн хупса лартрӗҫ. Ку мӗне кирлӗ-ха ӗнтӗ? Ну, калӑпӑр ак, эсир кадетсемпе пӗрле Донец леш енне кайнӑ пултӑр та, хӗрлисем сирӗн аҫӑра, Пантелей Прокофича, касамата питӗрсе хуччӑр, — тӗрӗс пулмасть-ҫке-ха ку?

— Паллах!

— Кунти влаҫсем лартаҫҫӗ акӑ. Хӗрлисем иртрӗҫ, никама кӳрентермерӗҫ, кусем йытӑланса кайрӗҫ ав, ну, йӑлтах чиккинчен тухрӗҫ, эппин!

Григорий ура ҫине тӑчӗ, кравать ҫинче ҫакӑнса тӑракан шинелӗ патне кармашнӑ чух кӑшт сулӑнарах кайрӗ. Вӑл пӑртаках ӳсӗр.

— Прохор! Кӳр хӗҫ! Маузер!

— Эсир ӑҫта, Григорь Пантелевич?

— Сан ӗҫ мар! Кӳр каланине.

Григорий хӗҫне, маузерне ҫакрӗ, шинельне тӳмелесе пиҫиххи ҫыхрӗ те тӳрех площаде, тӗрме патне ҫул тытрӗ Стройра мар казаксенчен уйӑрнӑ часовой, алӑк патӗнче тӑраканскер, унӑн ҫулне пӳлчӗ.

— Пропуск пур-и?

— Яр! Пӑрӑн, тенӗ!

— Пропусскӑр никама та кӗртейместӗп. Хушман. Григорий хӗҫне ҫурри таран та кӑларса ӗлкӗреймерӗ — часовой вӑшт ҫеҫ алӑкран чӑмрӗ. Ун хыҫӗнчен хӗҫ тытнипех Григорий коридора кӗрсе тӑчӗ.

— Тӗрме пуҫлӑхне кунта! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ вӑл. Пичӗ ун шурса кайрӗ, курпун сӑмси хаяррӑн пӗкӗрӗлчӗ, куҫ харшийӗ ҫӳлелле туртӑнса авӑнчӗ…

Надзиратель ӗҫне туса пыракан уксах ураллӑ темле казак вирхӗрсе ҫитрӗ, канцеляри алӑкӗнчен писарьте ларакан арҫын ача пуҫне кӑларса пӑхса илчӗ. Кӗҫех ыйхӑллӑ та ҫиллес сӑнлӑ тӗрме пуҫлӑхӗ персе ҫитрӗ.

— Пропусксӑр — пӗлетӗн, мӗн?! — мӗкӗрсе ячӗ вӑл, анчах, Григорие палласа илсе, ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ те шиклӗн мӑкӑртатса кайрӗ:  — Эсир пултӑр-и ку, ваше пре… Мелехов юлташ? Мӗн пулса иртет кунта?

— Кӳр камера уҫҫисене!

— Камера уҫҫисене?

— Манӑн мӗн, хӗрех хут каламалла-и сана? Ну, кӳр ҫӑраҫҫисене, йытӑ ҫамки!

Григорий тӗрме пуҫлӑхӗ патнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ; лешӗ каялла чакрӗ, ҫапах та ҫирӗппӗн каларӗ:

— Уҫӑсене памастӑп. Ун пек права ҫук сирӗн!

— Пра-ва-а-а?..

Григорий, шӑлне шатӑртаттарса илсе, хӗҫне туртса кӑларчӗ. Хӗҫ, унӑн аллинче ҫивӗччӗн вӑйкӑнса, лутра маччаллӑ коридорта ҫутӑ ункӑ туса илчӗ. Писарьпе надзирательсем шуйханнӑ ҫерҫисем пек тӗрлӗ еннелле тапса сикрӗҫ. Тӗрме пуҫлӑхӗ стена ҫумне лӑпчӑнчӗ, стенаран ытларах шурса кайнӑскер, сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарса каларӗ:

— Хӑтланӑр! Ак, уҫӑсем… Эпӗ шалӑп паратӑп.

— Хӑтлантарӑп эпӗ сана! Кунта, тылра, хӑнӑхнӑ эсир! Эсир паттӑр кунта хӗрарӑмсемпе ватӑ стариксене хупса лартмашкӑн!.. Эпӗ пурсӑра та сире кунтан тасататӑп! Кайнӑ пул позицине, ҫӗлен, атту халех пуҫна касса тататӑп!

Григорий хӗҫне йӗннине чиксе хучӗ, хӑраса ӳкнӗ начальнике ӗнсерен чышса ячӗ, ӑна чӗркуҫҫипе тата чышкисемпе алӑк патнелле тӗртсе, хаяррӑн кӑшкӑрчӗ:

— Фронта!.. Ка-ай!.. Кай!.. Кӗрт пуҫӗ… Тылри пыйтӑ!..

Вӑл начальнике алӑкран тӗрткелесе кӑларчӗ, тӗрмен шалти картишӗнче такамсем шавланине илтсе, унта чупса пычӗ. Кухня алӑкӗ патӗнче виҫӗ надзиратель тӑрать; пӗри яппун винтовкин тутӑхса кайнӑ затворне туртса аппаланать, тарӑхнӑ сасӑпа тӑрӑлтатса кӑшкӑрать:

— …Тапӑнчӗ!.. Хирӗҫ тӑрас пулать!.. Кивӗ уставра мӗн каланӑ?

Григорий маузер кӑларчӗ те, надзирательсем, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, кухньӑна кӗпӗртетсе тарса кӗчӗҫ.

— Ту-у-ух!.. Киле!.. — хыттӑн кӑшкӑрчӗ Григорий, ҫынсемпе чыхса тултарнӑ камерӑсен алӑкӗсене уҫа-уҫа пӑрахнӑ май аллинчи ҫӑраҫҫи ҫыххине силлесе.

Вӑл арестленисене пурне те (ҫӗр ҫынна яхӑн) тӗрмерен кӑларса ячӗ. Тухма хӑраса тӑракансене вӑйпах урама тӗрте-тӗрте кӑларчӗ, пушӑ камерӑсене питӗрсе илчӗ.

Тӗрме умне халӑх пухӑнма пуҫларӗ. Арестленисем алӑксенчен площаде кӗпӗрленсе тухрӗҫ; унӑн-кунӑн пӑхкаласа, кӗлеткисемпе хутланса, килсем тӑрӑх саланчӗҫ. Штабран, хӗҫӗсене ҫапкаланасран ҫума хӗстерсе тытса, хурал взводӗнчи казаксем тӗрме еннелле чупрӗҫ; такӑнкаласа утса, Кудинов хӑй унта кайрӗ.

Пушанса юлнӑ тӗрмерен Григорий чи кайран тухрӗ. Ик еннелле сирӗлсе тӑнӑ халӑх ушкӑнӗ хушшипе иртнӗ чух, пурне те пӗлесшӗн ҫунакан, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса калаҫакан хӗрарӑмсене намӑс сӑмахсемпе ятласа тӑкрӗ, ҫурӑмне мӑкӑртса, васкамасӑр Кудинова хирӗҫ утса кайрӗ. Хашкаса чупса ҫитнӗ хурал взводӗнчи казаксем ӑна тӳрех палласа илчӗҫ, сывлӑх сунчӗҫ. Григорий вӗсене кӑтӑрса тӑкрӗ:

— Кайӑр каялла, ӑйӑрсем! Ну, мӗн кӑпӑк кӑларса чупатӑр? Марш!

— Эпир тӗрмере пӑлхав тӑваҫҫӗ тесе шутларӑмӑр, Мелехов юлташ!

— Писарь чӗппи чупса пычӗ те: «Темле хураскер тӗрмене тапӑнчӗ, ҫӑрасене ватать!» — тет.

— Суя тревога пулнӑ иккен?

Казаксем, пӗр-пӗрин хушшинче кулкаласа калаҫса, каялла тапранса утрӗҫ. Кудинов, карттусӗ айӗнчен тухса кайнӑ вӑрӑм ҫӳҫне утнӑ ҫӗртех майласа чиксе, Григорий патне хыпаланса пычӗ.

— Сывӑ-и, Мелехов? Мӗн пулнӑ?

— Сывах-ха, Кудинов! Сирӗн тӗрмене килсе тустартӑм.

— Мӗн пирки? Мӗнле апла?

— Тытрӑм та пурне те кӑларса ятӑм — ҫавӑ ҫеҫ… Ну, мӗн куҫна чарса пӑрахрӑн? Эсир кунта мӗн тесе казак мар хӗрарӑмсемпе стариксене хупа-хупа лартатӑр! Ку мӗнле япала вӑл? Эсӗ астунӑ пул, Кудинов!

— Эсӗ ан пуҫтахланса хӑтлан. Йӗркене-е пӑ-хӑн-манни ку!

— Пуҫтахлантарӑп сана, амашка пуҫӗ! Халех чӗнсе илетӗп те ак Каргински патӗнчен хам полка, кунта шӑршӑ-маршӑ та юлмасть сирӗнтен!

Григорий сасартӑках Кудинова чӗр сӑран пиҫиххийӗнчен ярса тытрӗ, енчен енне силле-силле тайкалантарса, урса кайнӑ пек чуна ҫӳҫентермелле сиввӗн пӑшӑлтатма пуҫларӗ:

— Кирлӗ-и, паянах фронт уҫатӑп? Кирлӗ-и, халь тесен халь чунна тӑпӑлтарса кӑларатӑп? Ух, эсӗ!.. — Григорий шӑлӗсене кӑчӑртаттарса илчӗ, лӑпкӑн йӑлкӑшса кулакан Кудинова алӑран ячӗ. — Мӗн шӑлна йӗретӗн?

Кудинов, пиҫиххине тӳрлетсе, Григорие хулӗнчен тытрӗ.

— Каяр ман пата. Мӗн эсӗ пит тарӑхрӑн? Курасчӗ халӗ хӑвна: чунилли сӑнлах… Эпир кунта сансӑр тунсӑхларӑмӑр, тӑванӑм. Тӗрме тесен — ҫӑва патне вӑл… Ну, кӑларса янӑ, мӗнех тата?.. Эпӗ каласа хуратӑп-ха ачасене: чӑнах та, пӑртак йӑвашланмалла вӗсен. Атту казак маррисенчен упӑшкисем хӗрлисемпе кайнисен арӑмӗсене пурне те кунта сӗтӗре пуҫларӗҫ… Анчах мӗншӗн эсӗ пирӗн авторитета пӑсатӑн? Ах, Григорий! Ытлашши асар-писер эсӗ! Пымаллаччӗ те каламаллаччӗ: «Алла та капла, тӗрмене пушатас пулать, ҫав-ҫав ҫынсене кӑларса ямалла», темеллеччӗ. Списоксем тӑрӑх пӑхаттӑмӑрччӗ те хӑш-пӗрисене кӑларса яраттӑмӑр. Эсӗ ав — пурне те курттӑмӑн! Юрать-ха, пысӑк преступниксем уйрӑм ҫӗрте лараҫҫӗ, анчах вӗсене те кӑларса янӑ пулсан? Ӑншӑрт эсӗ! — Кудинов Григорие хулпуҫҫийӗнчен лӑпкаса кулса илчӗ:  — Унашкал чух кала сана мӗн те пулин хирӗҫ — тӳрех вӗлеретӗн. Е, турӑсыхлатӑр та, казаксене пӑлханма хӗтӗртен…

Григорий, хулне Кудинов аллинчен вӗҫертсе, штаб ҫурчӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

— Кун-та, пирӗн ҫурӑмсем хыҫӗнче, пурсӑр та паттӑр эсир! Тӗрме тулли ҫын лартса тултарнӑ… Хӑвӑн пултарулӑхна санӑн лере, позицисенче, кӑтартасчӗ!

— Эпӗ ӑна хам вӑхӑтра санран каях кӑтартман, Григорий. Халӗ те лар ак эсӗ ман вырӑна, эпӗ сан дивизие илем…

— Ҫук ӗнтӗ, тавтапуҫ!

— Ҫапла ҫав вӑл!

— Ну, ман санпа пит калаҫмалли темех ҫук. Эпӗ халӗ пӗр эрнелӗхе киле канма каятӑп. Темскер, чирлерӗм эпӗ… Кӑштах тата хулпуҫҫие амантрӗҫ.

— Мӗнпе чирлерӗн?

— Тунсӑхпа, — йӳҫҫӗн кулса илчӗ Григорий. — Чун тӑвӑнса ҫитрӗ…

— Ҫук, кулмасӑр ыйтатӑп: мӗн сан? Пирӗн кунта чаплӑ тухтӑр пур, тен, профессорах та-и. Тыткӑна илнӗскер. Матроссемпе каять-мӗн та, Шумшкински хыҫӗнче ярса тытнӑ ӑна пирӗннисем. Мӑн кӑмӑллӑ питӗ, хура куҫлӑхпа. Тен, пӑхатчӗ вӑл сана?

— Тем тума кирлӗ!

— Эппин, мӗн-ха, каях, как. Дивизие кама хӑвартӑн?

— Рябчикова.

— Чим, эсӗ ӑҫта пит васкатӑн? Каласа кӑтарт, ӗҫсем мӗнле сан? Эсӗ унта питӗ вӑйлӑ туранӑ, теҫҫӗ. Тӗрӗс-и? Мана тахӑшӗ ӗнер каҫ каларӗ-ха: Климовка патӗнче эсӗ шучӗ ҫук нумай матроса вакласа тӑкнӑ, тет. Чанах-и?

— Сывӑ ҫӳре!

Григорий кайрӗ, анчах темиҫе утӑмран чарӑнса тӑчӗ те, пӗвӗпе кӑштах ҫаврӑнса, Кудинова кӑшкӑрса чӗнчӗ:

— Эй! Татах тепре илтес-мӗн пулсан хупса лартни ҫинчен, асту…

— Ара ҫук, ҫук! Тархасшӑн, ан хӑра! Кан!

Кун ҫути, хӗвел хыҫӗнчен шӑвӑнса, анӑҫалла сулӑнчӗ. Дон хӗрринчен, лерен, шыв таппи енчен, сивӗ варкӑш юхса килет. Гриогорий тӗлӗнчен пӗр кӗтӳ шӑркалчӑ вӑшлатса вӗҫсе иртрӗ. Туран, Дон тӑрӑх, таҫтан Казански станица ҫӗрӗ енчен, тулӑ сасси ухлатса ҫитнӗ тӗле шӑпах Григорий картишне кӗрсе кайрӗ.

Прохор хӑвӑрт утсене йӗнерлерӗ; вӗсене чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса пычӗ, ыйтрӗ:

— Килелле-и? Татарскине?

Григорий сӑмах чӗнмесӗр чӗлпӗре алла илчӗ, нимӗн шарламасӑр пуҫӗпе сулчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех