Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнатӑп (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телефонпа калаҫнӑ чух йӗркеллех пурӑнатӑп терӗр пулин те, тен, мӗн те пулин кирлӗ?

Хотя по телефону вы ответили, что все нормально, но, может быть, в чем-то нуждаетесь?

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Мӗн тейӗн вара, вӑл чӑнласах Полярнӑйра служить тӑвать пулсан, эпӗ, хай, хамӑн тахҫанхи хаклӑ та ҫывӑх, савнӑ тусӑмпа ӗнтӗ виҫӗ уйӑх хушши ҫумма-ҫуммӑнах пурӑнатӑп пулсан?..

Что, если он действительно служит в Полярном и я вот уже три месяца живу бок о бок с моим милым, старым, дорогим другом?..

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑҫта ҫырӑннӑ, ҫавӑнта пурӑнатӑп эпӗ, — терӗ вӑл, — кунта мар.

— Я живу там, где прописан, — сказал он, — а не тут.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хам хальхи вӑхӑтра Коревановӑра, музейре, пурӑнатӑп, мӗншӗн тесен, манӑн Мускаври хваттере бомбӑна аркатнӑ.

А я живу сейчас в Кореванове при музее, как моя квартира в Москве была разбомбленная.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Куратӑн, кунтах пурӑнатӑп.

Вот видишь, живу тут.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗнтӗ ҫур ҫул пурӑнатӑп.

Я здесь уже полгода.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Килмӗн эпӗ, кунта пурӑнатӑп.

— Я не приехал, а я здесь живу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ чӗрӗ юн ӗҫетӗн, эпӗ виле ҫисе пурӑнатӑп, ҫавӑнпа вӑл, тӑванӑм, — тенӗ, тет, ҫӑханӗ.

— Оттого, батюшка, отвечал ему ворон, что ты пьешь живую кровь, а я питаюсь мертвечиной.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗрре ӑмӑрткайӑк ҫӑханран: Кала мана, ҫӑхан тусӑм, мӗнле эсӗ ҫут тӗнчере виҫҫӗр ҫул, эпӗ мӗнпурӗ те вӑтӑр виҫӗ ҫул кӑна пурӑнатӑп? — тесе ыйтнӑ, тет.

Однажды орел спрашивал у ворона: скажи, ворон-птица, отчего живешь ты на белом свете триста лет, а я всего-навсе только тридцать три года?

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Акӑ мӗнле, хӑвна эсӗ пӗр юханшыв хӗрринче пурӑнатӑп тесе шутла, пӗр илемлӗ кун вара ҫыран хӗррине почта сумки тухса выртать.

В общем, так: представь, что ты живешь на берегу реки и в один прекрасный день на этом берегу появляется почтовая сумка.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хам ӑшра хампа мухтанмасӑр ирттереймерӗм: акӑ мӗнле пысӑк усӑ турӑм эп хамӑн туса, ҫапах та нимӗн шарламасӑр пурӑнатӑп, мухтанмастӑп…

Но в душе я очень гордилась собой: вот какую большую услугу я оказала своему другу и не хвастаюсь, молчу…

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗншӗн тесен кунта эпӗ пурӑнатӑп, — терӗ вӑл.

— Потому что здесь живу я, — сказал он.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурӑнатӑп.

— Живу.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сывӑ пурӑнатӑп.

Я здоров и буду жить.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ тахҫантанпах эпӗ чӗрепе мар, пуҫпа кӑна пурӑнатӑп.

Я давно уж живу не сердцем, а головою.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫапах пурӑнатӑп — малалла мӗн пулать-ши тесе: темӗн ҫӗннине кӗтетӗп…

А все живешь — из любопытства: ожидаешь чего-то нового…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл яланах таса перчеткепе те ҫутатнӑ атӑпа ҫӳрет те, хӑй ҫеҫ чаплӑ пурӑнатӑп тесе шутлать.

Он думает, что он только один и жил в свете, оттого что носит всегда чистые перчатки и вычищенные сапоги.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Эпӗ сан патӑнта тыткӑнра пурӑнатӑп, эпӗ санӑн тарҫу, — терӗ вӑл, — эсӗ мана ху мӗн хушнине тутарма пултаратӑн ӗнтӗ», — тесе каллех куҫҫуль тӑкма пуҫларӗ.

— Я твоя пленница, — говорила она, — твоя раба; конечно ты можешь меня принудить, — и опять слезы.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ халь госпитальте казармӑри йӗркесемпе пурӑнатӑп, ҫавӑнпа эсир никама та кансӗрлеместӗр, терӗ.

Она сама находится в госпитале на казарменном положении и он никого не стеснит.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Эсир каҫарӑр мана, эпӗ казармӑри пурнӑҫпа пурӑнатӑп

— Вы извините, я на казарменном положении:

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех