Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫас (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фидель, Роза — мӗнле пушӑ ятсем, анчах та кусем ҫинчен калаҫас мар-ха.

Фидель, Роза — какой пошлый тон! однако ж всё это в сторону.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Ун ҫинчен ялсенче калаҫас пулать, тен, листовкӑсем те ятарласах ҫырмалла…

Конечно, надо будет говорить о них в деревнях, может быть специальную листовку выпустить…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Вӗсен калаҫас та килет-ши вара, — хирӗҫ чӗнмесӗр ҫиленсе шутларӗ Василиса Прокофьевна.

«И охота им еще разговаривать, — не отзываясь, с раздражением подумала Василиса Прокофьевна.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Калаҫас текеннисем ытла та нумай, Катьӑна ҫине тӑрсах шыракан ҫын валли вӑл район тулашӗнчи ҫиччӗмӗш телефона ҫыхӑнтарчӗ.

Слишком много было вызовов, а для этого требовательного голоса, разыскивавшего Катю, она включила уже седьмой загородный телефон.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вара халь хӑйӗн никампа та калаҫас килменнипе, пӗр-пӗччен пулса, тен, савӑннипе, макӑрса тӑранасси килнине туйса илчӗ пуль.

Почувствовала, что ей вовсе не хочется ни с кем говорить: хочется побыть одной, может быть выплакаться от радости.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Эсӗ мана ҫурӑмран пересрен, — терӗ калаҫас килмесӗр Григорий.

Григорий нехотя сказал: — А это — чтобы ты мне в спину не выстрелил.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн калаҫас килчӗ.

Ей хотелось разговаривать.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫук, Кирилл Замятин, санпа Семен Ложечкин урӑх нихҫан та пӗр сӑмах калаҫас ҫук!

Нет, Кирилл Замятин, никогда-никогда Семен Ложечкин больше не скажет с тобой ни слова!

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Вӗсем, пӗрле вӑрахрах пулас, калаҫас тесе, мӗн унта, пӗр-пӗрин ҫине ним чӗнмесӗр кӑна пӑхассишӗн те, апат вӑхӑтне яланах юри тӑсаҫҫӗ.

Они всегда затягивали время, отведенное на еду, чтобы подольше побыть вместе, поговорить или просто молча посмотреть друг на друга.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Старик хӗпӗртесе кайрӗ, савӑннипе хӗрлӗ пӑрӑҫ ярса тутӑ кӗртнӗ сиплӗ кӑмӑшкан юлашки кӗленчине пушатрӗ те ҫавӑн хыҫҫӑн кунӗпех ҫӑвӑр автан пек мӑнаҫлӑ ҫӳрерӗ, калаҫас килнипе кашни иртен-ҫӳрене чарса тӑратса сӑмахларӗ.

Старик повеселел, на радостях выпил последнюю бутылку целебного, настоянного на красном перце самогона и после целый день ходил разговорчивый, гордый, как молодой петух, останавливал каждого проходившего, говорил:

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗнле калаҫас мар-ха манӑн? — тарӑхса кайрӗ Ильинична.

— Как это мне слов не терять? — возмутилась Ильинична.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ сире йӗплесе калаҫас килнӗшӗн илсе килтермен хам пата, астӑвӑр ҫакна!

— Я приказал привести вас ко мне не для того, чтобы пикироваться с вами, вы этого не забывайте!

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах хорунжин шӑкӑл-шӑкӑл ӗретлӗ калаҫас кӑмӑл пулмарӗ.

Но хорунжий не был склонен к мирному разговору.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Пурте сан пек калаҫас пулсан, Аникей пире пӗрре шӑнкарсах йӑвантарса ярать.

— Ежели будем все вот так рассуждать, тогда Аникей нас одной соплей перешибет.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, халӗ ӗнтӗ мӗн калаҫас ун ҫинчен, — хуравларӗ Иннокентий, сӑмаха пӑрма тӑрӑшса.

— Ну что сейчас об этом, — уклончиво ответил Иннокентий.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Трубкӑра хуллен ҫатӑртатнине илтсен ҫеҫ вӑл хӑйсен калаҫӑвне татманнине, секретарӗн унпа урӑх калаҫас килменнине ӑнланса илчӗ.

И, только, услышав тихое потрескивание, поняла, что их не прервали, а просто секретарь не захотел больше с нею разговаривать.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Ксенин Иннокентипе пӗрмаях калаҫас килекен пулнӑ.

Для нее же самой беседы с Иннокентием стали со временем постоянной, почти неодолимой потребностью.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑйӗн юлашки кунӗсенчи пурнӑҫӗпе шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен Ксюшӑн пӗртте шӳтлесе калаҫас килмен.

Меньше всего Ксюше хотелось сейчас шутить над тем, чем она жила и дышала все последние дни.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней ҫавӑнпа Аникей патшалӑха усӑ кӳрессишӗн мар, хӑйӗншӗн ытларах тӑрӑшнине пӗлнӗ пулсан та, тавлашман: инструкторпа чунтан калаҫас килмен унӑн, мӗншӗн тесен вӑл Корнейпа тӑнлӑ-пуҫлӑ ватӑ ҫынпа мар, нимӗн те ӑнланман пӗчӗк ачапа калаҫнӑ пек калаҫнӑ.

И хотя Корней знал, что Аникей больше всего печется о себе, а не о пользе державы, он спорить не стал: инструктор не располагал к душевной беседе, а разговаривал с ним так, словно он, Корней, был малым и несмышленым дитем, а не взрослым человеком, у которого есть своя голова на плечах.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакӑн пек «маншӑн пурпӗрех» тесси вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчех пуҫланнӑ: ун чухне районти хӑш-пӗр пуҫлӑхсем ӗлӗкхи пек ырӑ канаш парас, чунтан калаҫас, ӑнлантарас-ӗнентерес вырӑнне ҫынсене командӑ та приказ ҫеҫ парса тӑнӑ.

Началось это еще с войны, когда некоторые руководители в районе перешли в обращении с людьми на голую команду и приказ там, где раньше властвовали добрый совет, душевный разговор и убеждение.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех