Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Чайка –> Пӗрремӗш пайӗ. Чӗре ҫунать

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.04.28 20:55

Пуплевӗш: 91; Сӑмах: 1055

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӑшпӗр ҫыннӑн пурнӑҫ майӗ, чечек сарнӑ туна пек, ҫӑмӑллӑн улшӑнса пырать, пурнӑҫ вара уншӑн нихҫан та хӑйӗн пӗрпеклӗхне ҫухатмасть. Иртни — пурнӑҫ тымарӗ пулса тӑрать, хальхи — пурнӑҫӗ чечекленни.

Анчах акӑ ҫапла та пулать: пурнӑҫра улшӑннӑ кун — тарӑн вар евӗрлӗ туйӑнать. Иртнӗ пурнӑҫран мӗн юлни инҫетелле шӑвать те, унтан сан ҫине тепӗр ӗмӗртен пӑхнӑ пек пӑхать, вара улшӑну пулса иртес кун умӗн эсӗ мар, урӑххи, сӑнран кӑна сан евӗрлӗскер пурӑннӑ пек туйӑнать.

Марусьӑпа та ҫапла пулчӗ.

Пӗр эрне хушши вӑл уй-хир тӑрӑх ҫӳрерӗ.

Малтанах Катя хушса панӑ ӗҫ ӑна кулӑшла пек туйӑнчӗ, вӑл ӑна ырӑ кӑмӑлпа турӗ пулин те, чун хавалӗсӗр турӗ; кайран ун чӗринче палӑрми канӑҫсӑрлӑх пуҫланса кайрӗ. Иртнӗ вырсарникун вара, — ку Женя Омельченкӑпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн пулчӗ-ха, — вӑл килне таврӑнсан ҫутӑличчен пӗрре куҫ хупмасӑр ҫӗр каҫрӗ. Хӗрсем каласа панисем пурте — уяв кунӗ хӑйне Катя каланипе ҫыхӑнса тӑнӑ пек. Ҫав каҫ Марусьӑна, хӑй нумай ҫулсем ҫывӑрса ирттернӗ хыҫҫӑн вӑрансан хӑй ҫумӗнчен чӑн-чӑн пурнӑҫ иртсе кайнине курса тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Ҫак ҫӗнӗ пурнӑҫ вара вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑ, унта ҫутӑ тата чуна илӗртсе те савӑнтараканни ҫав тери нумай пирки, Марусьӑн пурнӑҫӗ пӗчӗккӗ те кирлӗ марскер пек, пӗр илемсӗр пулнӑ пек туйӑнса тӑрать. Унӑн пурнӑҫӗнче мӗн пурӗ те ӑнӑҫсӑр юрату кӑна пулнӑ-ҫке-ха. Ҫак туйӑмсем хыҫҫӑн вӑл хӑйӗнчен хӑй намӑсланчӗ.

Ҫав каҫ иртсен вӑл ытти звеносене вӑтанарах пычӗ. Вӗсенчен ыйтса пӗлнӗ вӑхӑтра хӑйӗнчен: эсӗ вара мӗнле пурӑнатӑн, Маруся? Мӗн турӑн эсӗ хӑвӑн пурнӑҫунта? Мӗнле ӗмӗтсем тытатӑн эсӗ? тесе ыйтасран хӑраса тӑчӗ.

Анчах, ун телейне пула, пурте лайӑхах иртрӗ. Хӗрсем ӑна хаваслӑн кӗтсе илчӗҫ, хӑйсен йӗтӗнне кӑтартрӗҫ, хӑйсемпе пӗрле ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Пуринчен те ытларах уншӑн Люба Травкинӑпа ӗҫлекен хӗрсем хушшинче лайӑх пулчӗ. Хӗрсем хӑйсемпе пӗрле хирте ҫӗр каҫма сӗннине те хапӑл тусах йышӑнчӗ. Люба ӑна хӑйпе пӗрле вырттарчӗ, унтан ун ҫумнех йӑпшӑнса:
— Эсӗ, Маня, комсомолка пулӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫук, — терӗ те Маруся хӗрелсе кайрӗ, мӗншӗн тесен ӑна Люба хӑйӗнчен аяккарах сиксе выртнӑн тата кӳрентерес мар тесе кӑна аллине хӑй ҫинчен илмен пек туйӑнчӗ. — Эпӗ заявлени патӑм ӗнтӗ. Пӗлместӗп, тен, илӗҫ те, — хушса хучӗ вӑл.

Акӑ Катя кабинечӗ умӗнче Маруся хӑйӗн шӑпи мӗнле тухасса шиклӗн кӗтсе тӑрать.

Бюро членӗсем, уйрӑммӑнах Зойӑпа Саша, вӑл мӗншӗн халиччен комсомолта тӑманни ҫинчен ыйтрӗҫ.

Вӑтаннине пула пичӗ пӗҫерсе тӑракан пулсан, вӑл вӗсене Катьӑна каланӑ пекех: «Кичемччӗ», терӗ, — ӑна ӗненмерӗҫ. Вӑл ҫавна бюро членӗсем асӑрханарах тӑнинчен те чухларӗ. Катя вара чӗнмесӗр ларчӗ, пӗр ыйту та памарӗ, хире-хирӗҫ пӑхнӑ чух куҫне аяккинелле пӑрма тӑрӑшрӗ. Тен, юлташӗсем асӑрханине курсан вӑл та, комсомол билечӗпе сывпуллашнӑ хӗршӗн алӑк яланлӑхах хупӑ пулмалла тесе шутласа, хӑйӗн шухӑшне улӑштарчӗ пуль. Паллах, вӗсем ӑна йышӑнмасан — тӗрӗслӗх вӗсен енче, анчах ун енче те тӗрӗслӗх пур, унӑн хӑйӗн тӗрӗслӗхӗ пур.

Хӗрсе кайса тавлашакансен сассине итлесе тӑчӗ вӑл. Юлашкинчен пурте шӑпланчӗҫ, ӑна кабинета чӗнчӗҫ. Маруся алӑк урати урлӑ ярса пусрӗ, малалла иртмерӗ: урисем урай ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑн туйӑнчӗҫ. Пурте ун ҫине пӑхса чӗнмесӗр лараҫҫӗ.

— Кил кунта, Маруся. — Катя сӗтел хушшинчен ҫӗкленчӗ. Маруся шуралса кайрӗ, пӗр утӑм ярса пусрӗ, унтан тепре…

Маруся каллех комсомол йышне килнӗшӗн Катя ӑна райком ячӗпе саламларӗ тата пурнӑҫа ҫӗнетнӗ ҫӗрте парти комсомола мӗнле пысӑк ӗҫсем тума шанса пани ҫинчен кала пуҫларӗ. Анчах Маруся ҫав сӑмахсене ӑнланмарӗ. Ун пуҫӗнче ешӗл вӑрман шавланӑ евӗр шав тӑчӗ: «Йышӑнчӗҫ! Тӗртсе ямарӗҫ!» шухӑшларӗ вӑл.

Катя унӑн аллине тытса чӑмӑртарӗ. Маруся хӑй мӗн каламаллине пӗлсех тӑрать: начар мар комсомолка пулас пирки тупа тумалла, халь хӑйӗн чӗришӗн мӗнле пысӑк уяв пулни ҫинчен каласа памалла.

— Юлташсем… — вӑл Катя ҫине пӑхса илчӗ.

Катя йӑл кулчӗ. Маруся ӑна ӑнланчӗ: секретарь унӑн чӗринче мӗн пулса иртнине чухлать, унпа пӗрле савӑнать те иккен.

— Секретарь юлташ! — Марусьӑн куҫҫулӗ шӑпӑртатса тухрӗ.

Катя унпа юнашар тӑрать, питӗ ҫывӑххӑн туйӑнать вӑл, Маруся ӑна ыталаса илчӗ, чуптурӗ те, тата ытларах вӑтанса, кабинетран чупса тухрӗ.

Урама тухакан алӑк патӗнче Федьӑна тӗл пулсан, ҫывӑх тусне каланӑ пек:
— Сывлӑх сунатӑп, юлташӑм! — тесе хучӗ.

Урамра, канмалли кун пирки, нумай ҫын иртсе ҫӳрет. Пӳрт умӗн капӑр тумланнӑ ҫынсем иртсе пыраҫҫӗ — Атӑл хӗррине каяҫҫӗ пулас. Маруся вӗсене, тӗтре витӗр курнӑ евӗр савӑнӑҫ куҫҫулӗ витӗр курчӗ. Унӑн халех вӗсем патне чупса ҫитсе, кашнине ыталаса, хӑй комсомолка пулни ҫинчен, леш нумай пулмасть пуринчен те пӗр туйӑмсӑр пурӑнакан Маруся Кулагина урӑх ҫукки ҫинчен, ӗлӗкхи пек урӑх нихҫан та пулмасси ҫинчен каласа парасси килчӗ. Ӗлӗкхи шухӑшӗ вырӑнне халь унӑн пачах урӑххи, пурнӑҫри туслӑха, юратӑва ӑнланса илнӗ Маруся Кулагина кӗрсе тӑчӗ. Халь уншӑн хӑйӗнче пурне те — пурнӑҫа, туйӑмсене, ҫынсен шухӑшӗсене пӗрлештерсе тӑракан ӑнлану — Тӑван ҫӗршыва — калама ҫук ҫывӑх пулса тӑчӗ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр Тӑван ҫӗршыв Марусьӑна ҫупӑрласа тӑрать, ҫав вӑхӑтрах, пӗтӗмӗшпех унӑн чӗринче вырнаҫнӑ пек туйӑнать.

Пӗр пӗлӗтсӗр сенкер тӳпери хӗвел унӑн питне тӳрех ҫутатса пӑхать. Пичӗ тӑрӑх куҫҫуль тумламӗ юха-юха анать, Маруся ӑна асӑрхамасть те.

— Ялан сывӑ пул, манран нумай аякра тӑнӑ чӑн-чӑн, аслӑ пурнӑҫ! — хӗпӗртесе пӑшӑлтатрӗ вӑл, крыльца ҫинчен чупса аннӑ вӑхӑтра.

Тротуар тӑрӑх, калитке ҫумӗпе, пысӑк чечек ҫыххи тытнӑ икӗ хӗр иртсе пырать. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ.

— Юратнӑ пулас хӗр, — терӗ пӗри.

Маруся кулса ячӗ.

«Тӗрӗс, хӗрсем, пурнӑҫа юратрӑм»!.. — тесе кӑштах кӑшкӑрмарӗ вӑл, анчах каласа ямасӑр аран чӑтса тӑчӗ.

Вара халь хӑйӗн никампа та калаҫас килменнипе, пӗр-пӗччен пулса, тен, савӑннипе, макӑрса тӑранасси килнине туйса илчӗ пуль.

— Итлӗр-ха! — илтӗнчӗ крыльцари чӳрече ҫинче ларакан радиорупортан. Диктор сасси темӗне асӑрхаттарассӑн янӑраса кайрӗ, анчах Маруся ҫак сасса уйӑрса илеймерӗ, мӗншӗн тесен ӑна халь пурте пӑлханнӑ пек туйӑнчӗ.

Тротуар тӑрӑх вӑл хӑвӑрттӑн, чупнӑ пекех утса кайрӗ.

— Мускав калаҫать! Пӗр вӑхӑтрах Совет Союзӗнчи пур радиостанцисем те ӗҫлеҫҫӗ, — илтӗнчӗ ун хыҫҫӑн.

Советсен ҫурчӗ патӗнчи тротуар ҫинче, урам варринчех хӗрсемпе каччӑсем, ватӑ ҫынсем чарӑна-чарӑна тӑчӗҫ.

Маруся иртсе пыракан ҫуртӑн хапхинчен пӗр ватӑ карчӑк тухрӗ те Советсен ҫурчӗ патнелле темӗн каласа чупса кайрӗ.

Электростанци патне ҫитсен, хула шӑпланнипе тӗлӗнсе, Кулагина тепӗр хут ҫаврӑнса пӑхрӗ. Советсен ҫурчӗ умӗнчи урама ҫынсем ҫитсе тулнӑ, анчах радио сассинчен урӑх нимӗн те илтӗнмерӗ. Иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн Маруся каялла ҫаврӑнса утрӗ. Кашни ура ярса пусмассерен вӑл темӗн ырра мар сиссе, хӑвӑрттӑн ута пуҫларӗ.

Ҫынсем Советсен ҫурчӗ умӗнчи урамра, крыльца ҫинче, саксем ҫинче тӑраҫҫӗ. Халь радио уҫҫӑн калать, анчах Маруся илтнӗ сӑмахсене ӑнланаймарӗ. Тополь шавӗ, пӳрт тӑрринчи ялав вӗлкӗшни илтӗнсе тӑчӗ.

Любка Травкинӑна палласа, Маруся ӑна ҫаннинчен ярса тытрӗ.

— Мӗн пирки ку? Кам калаҫать?

Люба ҫаврӑнса пӑхмарӗ, вара хӑйпе юнашар тӑракан хӗрарӑм ӑна аран-аран:
— Вӑрҫӑ, хӗрӗм… Молотов калаҫать… — терӗ те аллипе куҫне шӑлса илчӗ.

«Вӑрҫӑ!» — Маруся ҫак сӑмахсене илтнипе кӑкӑрӗ пӗтӗмпех кӳтсе каясса туйса илчӗ. Вӑл анраса кайнӑскер, радиорупор ҫине пӑхса тӑчӗ.

— …СССР-па Германи хушшинче пӗр-пӗрне тапӑнмалла мар договор пур пулсан та, Совет правительстви ҫак договорӑн пур условийӗсене те пӑхӑнса тата чыслӑн пурнӑҫласа пычӗ пулсан та, пирӗн ҫӗршыв ҫине тӑшман тапӑнса кӗчӗ…

Молотов сасси рупортан хаяррӑн илтӗнет.

Вӑрҫӑ!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех