Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав чаплӑх шевлинче Обломов сӑнарӗпе малтанхи юрату сӑнарӗ ҫухалӗҫ-ши?..Потонет ли в лучах этого блеска образ Обломова и той любви?..
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц Ольга хыҫҫӑн тусем тӑрӑх ҫӳрерӗ, чӑнкӑ ҫырсене, шывсиккисене сӑнарӗ, пур ҫӗрте те ун куҫӗ умӗнчен Ольга каймарӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Чӑнах, эсир питӗ улшӑннӑ, — шухӑша кайса каларӗ Штольц, хӑй Ольгӑна куҫран тинкерсе пӑхрӗ, унӑн питӗнчи кашни юн тымарнех сӑнарӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Юрлас пирки мӗнле? — терӗ Штольц, хӑй халиччен кунашкал пулман Ольгӑна сӑнарӗ, хӗр сӑнӗнчен пӑхса, ун шухӑшӗсене пӗлме тӑрӑшрӗ; анчах хӗр сӑнӗ ҫиҫӗм пек хӑвӑрт улшӑнса тӑрать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр Захар ҫеҫ уншӑн та, хӑйшӗн те ҫывӑрса тӑранчӗ, ыттисем праҫнике хатӗрленнине вӑл кӑмӑлламасӑр, йӗрӗнерех сӑнарӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хайӗн пӳлӗмӗнче уткаласа ҫӳретчӗ, алӑк витӗр пӑхса, кил хуҫи арӑмӗн чавсисем тӗлӗнмелле хӑвӑрт хускалнине сӑнарӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн тетрачӗ ҫине тӳрӗ йӗрсем ӳкерчӗ, вара пысӑк саспаллисем ҫырса пачӗ, унтан саркайӑксем чӗвӗлтетнине итлерӗ, кил хуҫи арӑмӗн чавсисем мӗнле хускалкаланине ҫурма уҫӑ алӑк витӗр сӑнарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов хӗрарӑмӑн чавсисем мӗнле ҫаврӑнкаланине, ҫурӑмӗ мӗнле авӑнса тӳрленнине сӑнарӗ.Обломов следил, как ворочались локти, как спина нагибалась и выпрямлялась опять.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юрату уявӗ иртсе каять те пӗр канӑҫсӑр пурнӑҫ пуҫланать: палатӑна ҫӳремелле, унтан Обломовкӑна каймалла, ҫурт лартмалла, пӗр-пӗр пуян ушкӑнпа калаҫса татӑлса укҫашӑн саклат хумалла, ҫул тумалла, мужиксен вӗҫӗ-хӗррисӗр тавлашуллӑ ӗҫӗсене пӑхса тухмалла, пур ӗҫе йӗркелемелле… тырӑ вырни… авӑн ҫапни… шут шӑрҫисем шаклатни, приказчиксен канӑҫсӑр сӑнарӗ… дворянсен суйлавӗ… суд ларӑвӗсем…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун умӗнче Ольга сӑнарӗ тӑрать, анчах вӑл таҫта инҫетре, тӗтре ӑшӗнче, хӗлхемсӗр, хӑйӗншӗн ют пек; вӑл ҫак сӑнар ҫине именӳллӗн пӑхать те ассӑн сывлать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовӑн вара ирхине вӑрансанах асӗнче пӗрремӗш сӑнар — Ольга сӑнарӗ; вӑл пӗтӗм кӗлеткипе курӑнать, аллине сирен ҫеҫки тытнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑй умӗнче пурнӑҫӑн улшӑнуллӑ тапхӑрӗсем, тепӗр майлӑ каласан, туйӑмӗсем уҫӑмлӑн палӑрса пынӑ май, мӗн пулса иртнисене ҫивӗччӗн сӑнарӗ, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне итлерӗ, вара унччен пухнӑ нумаях мар сӑнавсемпе танлаштарчӗ те, ярса пусмалли ҫӗре урипе тӗртсе пӑхса, асӑрхануллӑн малалла утрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов тӗкӗр умне пырса тӑчӗ те чылайччен хӑйне сӑнарӗ, малтан кӑмӑлсӑрланчӗ, унтан ун куҫӗсем майӗпен ҫуталчӗҫ; вӑл кулса та илчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун асӗнче Ольга сӑнарӗ пулнӑ минутсенче леш сӑнарӗ те — канлӗхлӗ пурнӑҫӑн идеалӗ те — тухса тӑрать: ҫак идеал — каснӑ-лартнӑ Ольга.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав вӑхӑтра вӑл дачӑна куҫса, яланах пӗччен, тӗмескесем ҫийӗн, шурлӑх урлӑ, вӑрмана ҫӳрерӗ е яла кайса хресченсен хапхисем умӗнче пӗр шухӑшсӑр ларса ирттерчӗ, ача-пӑчасемпе пӑрусем мӗнле чупкаланине, кӑвакалсем пӗвере мӗнле чӑмпӑлтатнине сӑнарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун ӗмӗтӗнче ҫӳлӗ те йӑрӑс пӳллӗ хӗрарӑм курӑнать, вӑл аллисене лӑпкӑн кӑкӑрӗ ҫине хунӑ, ачашшӑн та мӑнаҫлӑн пӑхать; вӑл ӑна садра, касса тикӗсленӗ йывӑҫ тӗмӗсем хушшинче, е аллейӑра, е кавир тӑрӑх ҫӑмӑллӑн, пилӗкне чӗтретсе утнине курать, унӑн кӗрнеклӗ хулпуҫҫийӗсем ҫийӗнче пуҫӗ илемлӗн ларать, вӑл, этемӗн идеалӗ пек, пӗтӗм пурнӑҫӑн сӑнарӗ пек, ачашшӑн та мӑнаҫлӑн курӑнать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗҫ вӑл — пурнӑҫ сӑнарӗ, пӗлтерӗшӗ, вӑй-хӑвачӗ, тӗллевӗ пулать, иҫмасса, маншӑн ҫавӑн пек.Труд — образ, содержание, стихия и цель жизни, по крайней мере моей.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карчӑкӑн хӗрӳллӗ сӑмахӗсенче амӑшӗн сасси илтӗннӗ евӗр пулнӑ, самантлӑха унӑн ачаш сӑнарӗ тухса тӑнӑ.В ее горячих словах послышался ему будто голос матери, возник на минуту ее нежный образ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑҫта кӑна пулмастӑп эпӗ, йӑпанас-лӑпланас тесе, мӗн-мӗн кӑна тума тӑрӑшмастӑп пулӗ, — ман мӗнпур шухӑш Олеся сӑнарӗ тавра ҫаврӑнать, пӗтӗм ӳтӗм-пӗвӗм ун енне ӑнтӑлать, унӑн ниме тӑман сӑмахне, пӗр-пӗр паллах мар хусканӑвӗпе куллине ҫех хӑшпӗр чух аса илни те ман чӗрене кашнинчех шӑппӑн та пылаккӑн хӗссе, ыраттарса каять.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак ҫурхи кунсенче пӗртте тухма пӗлмерӗ ман пуҫран Олеся сӑнарӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.