Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мещански урамри пӗчӗк лавккасенчен йӳҫӗ купӑста шӑрши кӗнине эпӗ ҫав тери юратмастӑп; ҫитменнине кашни хапха айӗнченех темле тамӑк шӑрши тухать, ҫавӑнпа та сӑмсана хупласа мӗнпур вӑйпа чупрӑм, Тата путсӗр ремесленниксем хӑйсен мастерскойӗсенчен урама темӗн чухлӗ тӗтӗмпе хӑрӑм кӑларса тултараҫҫӗ, ырӑ ҫынсене уҫӑлса ҫӳреме те май ҫук.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Пӗри карчӗсене вырнаҫтарса ларать; тепри фортепиано умӗнче икӗ пӳрнипе авалхи полонез евӗрлӗ кӗвӗ калать; виҫҫӗмӗшӗ тӗкӗр умӗнче хӑйӗн вӑрӑм ҫӳҫне тураса тӑрать, вӑл палламан арҫын кӗнине курсан та хӑй ӗҫне пӑрахма шутламарӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Выльӑх-чӗрлӗх сасси яла кӗтӳ кӗнине, кун каҫ енне сулӑннине пӗлтерет-ҫке.Это означало, что день приближается к закату и стадо возвращается в деревню.
Тутлӑ пулӑ шӳрпи // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 13,15,17 с.
Катя ӑна курчӗ те, хӑйне вӑй кӗнине туйса малалла ярса пусрӗ, аллисене тӑсрӗ.Катя увидела его, и словно почувствовав необыкновенный прилив сил, шагнула вперед, протянула руки.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Куҫӗсене шӑлса илсен тӑвар тути кӗнине туйса илчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шухӑш ҫине шухӑш кӗнине пула шӑл тата хытӑрах ҫыртӑнать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ӑна шыв пӑр айне туртса кӗнине те хамах куртӑм.
Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.
Нимӗҫ пирӗн ҫӗр ҫине шаларан та шала кӗнине ӑнланатӑр ӗнтӗ эсир.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Алӑ вӑйӗпе тӑвакан ӗҫе тата управленин кивелнӗ меслечӗсене пур ҫӗртен те хӗссе кӑларакан условисенче тата автоматизаципе компьютеризаци мелӗсем анлӑн ӗҫе кӗнине пула вӗрентӳ тытӑмне тата кадрсене вӗрентсе хатӗрлессине лайӑхлатмалли майсем те улшӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Картишне миҫе сурӑх кӗнине пӗлеймерӗм.
Шутлав такмакӗ // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 56,58,60 с.
Кӗтменччӗ сире, темскер шухӑша кайрӑм та, эсир пӳрте кӗнине те сисмен… — терӗ Аксинья, ним калама аптӑраса.Не ждала я вас, задумалась что-то и не слыхала, как вы вошли… — растерянно проговорила Аксинья.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кунта вара эпир пурсӑмӑр та Гаврила Игнатьевича вӑрманта епле тӗл пулни ҫинчен пӗр-пӗрне пӳле-пӳле калама тытӑнтӑмӑр, ӑна эпир малтан диверсант пуль тесе шутларӑмӑр, вӑл пире пула поезда ӗлкӗреймерӗ, ун пӳлӗмне эпӗ епле кӗнине — пӗтӗмпех каласа кӑтартрӑм.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Пултарулӑх сӗтекне ӑнланасшӑн ҫунакан дневальнӑй, тарлӑ асаппа тертленсе ларса, шурӑмпуҫ килсе ҫитнине те, унпа пӗрлех казармӑна ҫилӗллӗ старшина вӑркӑнса пырса кӗнине те сисмерӗ.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пуҫ мимине вӗҫ-вӗҫлӗ пӑр-йӗпсем шӑтара-шӑтара кӗнине туять-ха, анчах вӗсем ни сивӗ мар, ни ыраттарни, ни хӑратни ҫук.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Чӳрече умӗнчен урапа кустӑрмисем палланӑ сасӑпа хӑлтӑртатса иртнӗ чухне Натальйӑпа ваттисем ирхи апат ҫисе ларатчӗҫ, Наталья йӑпӑр-япӑр чӳрече патне ыткӑнса пычӗ, куҫӗ таранах тутӑрпа кӗптеннӗ Дарья ывӑннӑ тата ырханланса кайнӑ вӑкӑрсене кил хушшине ҫавӑтса кӗнине курчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мажаров Алексей Макарович флигеле мӗнле кӗнине илтмен, ҫурӑм хыҫӗнче вӑл йывӑррӑн сывланине туйнӑ та хыҫалалла ҫаврӑннӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл ботинкисене хывса пӑрахрӗ, кӑмака ҫумӗнчи хӑмаран тытса, вырӑн ҫине хӑпарчӗ, вара унта тин пӳртри ытти мӗн пур шӑршӑран мӗнле шӑршӑ ытларах кӗнине ӑнланса илчӗ — кӑмака ҫине тикӗс сийпе сарса хунӑ тырӑ типсе выртать.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫапла, анчах манӑн хам Раҫҫей умӗнчи ҫылӑха кӗнине каҫарттарас тата хам кӑна та мар (куна тахҫанах тума пулнӑ), хӗрлӗармеецсен чаҫне те, — паллах, коммунистсен ултавне пула тӑвана тӑван вӗлерекен вӑрҫа янӑ ҫирӗпрех шухӑш-кӑмӑллӑ салтаксене — пӗрле илсе килес килчӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урисемпе йӗнер пускӑчисем ҫине тӗрӗнсе хӗҫпе сулса янӑ самант — унтан ҫавӑнтах Григорий хӗҫ ҫивӗчӗшӗ матросӑн пиҫӗ тӑлпуне ҫемҫен яшлатса кӗнине туять.Упор в стременах, взмах — и Григорий ощущает, как шашка вязко идет в мягко податливое тело матроса.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл, Иван Алексеевич, Емельян, Давыдкӑпа Филька хӑйсем партие кӗнине пухупа ҫирӗплеттерме шутларӗҫ.Он, Иван Алексеевич, Емельян, Давыдка и Филька решили оформить свою партийную принадлежность.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.