Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Шутлав такмакӗ

Автор: Николай Ишентей

Ҫӑлкуҫ: Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 56,58,60 с.

Хушнӑ: 2020.04.22 22:12

Пуплевӗш: 51; Сӑмах: 317

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Асанне ял хыҫӗнчи ҫарана кайма тухрӗ те:
— Костя, кӗтӳ килсен сурӑхсене картана кӗртсе хуп. Асту, шутлама ан ман. Вун пӗрӗн вӗсем. Эпӗ пӑру патне каятӑп-ха, — терӗ.

Эпӗ, ҫуллахи каникула яла килнӗ хула ачи, хама яваплӑ ӗҫ хушнӑшӑн питӗ савӑнтӑм. Мӗн вӑл сурӑхсене шутласси!

Акӑ урамра выльӑхсен сасси илтӗнчӗ. Килеҫҫӗ. Эпӗ калинккене яриех уҫрӑм та шутлав такмакне калама пуҫларӑм:

— Пӗрре, иккӗ — кӗрӗрех сурӑхпа ула путек. Виҫҫӗ, тӑваттӑ, пиллӗк — пурте килӗр, килӗр…

Сасартӑк шӑплантӑм. Мӗн ку? Картишне куштан сӑнлӑ, каҫӑр мӑйракаллӑ, хура кӑтра кӗрӗклӗ Такам мӑнаҫлӑн таплаттарса кӗчӗ.

Эпӗ хӑранипе алӑк хыҫне лӑпчӑнтӑм. Тем курса тӑрасси пур, тӗксе те пӑрахӗ хатӑрскер. Ку каҫӑр мӑйракаллӑ хӑратмӑш така пулнине тавҫӑртӑм-ха, ҫапах тухма шиклентӗм.

Мӗн вӑхӑт тӑтӑм-ши алӑк хыҫӗнче — пӗлместӗп. Майлӑ самант тупса урамалла йӑпшӑнтӑм. Алӑка тул енчен шалт! хупрӑм. Уф! Хӑрушлӑх хыҫа юлчӗ. Тӑратӑп-ха тем кӗтсе.

Эх, асанне хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлаймарӑм-ҫке!.. Картишне миҫе сурӑх кӗнине пӗлеймерӗм. Хӳме хушӑкӗнчен пӑхса шутлама пикентӗм: пӗри, хура тӗсли, кӗлет умӗнче выртать, тепри, тӗмпӗл-тӗмпӗл шурӑ хырӑмли, ҫенӗк ҫумӗнче вырӑн тупнӑ. Ыттисем курӑнмаҫҫӗ. Хушка пуҫлӑ така ҫеҫ, кӗтӳ пуҫӗ пек, картиш варринче каҫӑрӑлса тӑрать. Тӑрсан-тӑрсан валашкана мӑйракипе тӑк! тутарать, енчен енне йӑвантарать.

Хушка мар вӑл — хӑрушка. У-у, Хӑрушка пус! Мӗншӗн мана хӑрататӑн?

Тӑратӑп ҫапла ним тума пӗлмесӗр. Вӑт тамаша! Такӑнмасӑр ҫӗр таран шутлама пӗлетӗп пулин те вун пӗр сурӑха шутласа кӑлараймастӑп.

Асанне таврӑнчӗ.

— Костя, сурӑхсем пурте пур-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Пӗлместӗп. Шутлав такмакӗ такӑнать, — пуҫа чикрӗм эпӗ.

Асаннепе ула пӑру картишне кӗчӗҫ. Эпӗ те вӗсенчен юлмарӑм. «Йышпа чух мӑйракаллӑ хӑратмӑш тӗкеймӗ-ха», — хытартӑм кӑмӑла. Чӑнах та така ман еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, пушӑ валашкана енчен енне йӑвантарчӗ ҫеҫ.

— Мӑнукӑм, Хушка Пуҫ мӗншӗн кӑмӑлсӑрланнине пӗлетӗн-и? — ыйтрӗ асанне.

— Валашка вырӑнта лармасть пуль.

— Ҫук, пире ҫиленнӗ вӑл. Шыв паманшӑн.

Эпӗ йӑпӑр-япӑр витре илтӗм те валашкана шыв ятӑм. Кӗпӗр! пуҫтарӑнчӗҫ сурӑхсем шыв ӗҫме. Тинех вӗсене шутлама май килчӗ. Вун пӗрӗш те пур. Ӑш хыпнине ирттерсен ҫиллес такан та кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ. Вӑльтти-вальтти сиккелесе ман пата пычӗ те алӑранах ҫуларӗ. Шыв ӗҫтернӗшӗн ҫапла тав турӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех