Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳлесе (тĕпĕ: тӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тарҫа Гаев батрачкомпа тунӑ договор тӑрӑх тытса усранӑ, ӗҫ укҫине ӑна пӗтӗмпех тӳлесе татнӑ.

Гаев имел эту батрачку на основании договора с батрачкомом, расплату произвел сполна.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑлтисем унӑн лавккара туяннӑскерсемччӗ, пирӗн вӗсене нимӗнпе тӳлесе илме ҫукчӗ, ҫавӑнпа эпир мучи тавра явӑнса ҫӳреттӗмӗрччӗ.

У него-то крючки лавошные, а нам, бывало, покупать не за что их, вот мы вокруг деда и промышляем.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Астӑватӑн-и, тӳлесе татма вӑхӑт ҫитсен, пурин ҫылӑхӗшӗн те камӑн тӳлеме тиврӗ?

Помнишь, дело коснулось расплаты, кто за общие грехи платил?

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна тӗрӗссӗн тӳлесе татасси хӑвӑр тивӗҫӗр тесе шутламастӑр-и эсир?

Не находите ли вы справедливым, что вам нужно вознаградить ее?

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ӗҫлеме пӗлетчӗ вӑл, ӑна пулӑшас текенсем те нумайччӗ; ӗҫ туса панӑшӑн тӳлеме укҫа ҫитмесен — вӑл хӑйӗн кулли-юррипе тата укҫаран яланах хаклӑ япалапа тӳлесе тататчӗ.

Работать она умела, охотников помочь ей было много; когда же у нее не хватало денег, чтоб заплатить за труд, — она платила смехом, песнями и всем другим, что всегда дороже денег.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Архимандрит атте ҫапла калать, укҫине вӑл сирӗнтен пӗтӗм юханшывшӑн илмен, эсир ӑна пирӗн енне каҫса тетел янӑшӑн ҫеҫ тӳлесе тӑратӑр.

Отец архимандрит так рассуждают, что деньги взяты с вас не за всю реку, а только за то, чтоб вы на нашем берегу имели право сети ставить.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Эпӗ ку юханшыва тара илнӗ, посад тӗлӗнчине те, сирӗнне те илнӗ, уншӑн сире укҫа тӳлесе тӑрап, стало-быть, пулӑ ман, никамӑн та тытма право ҫук ӑна.

Я в посаде и у вас реку на откуп взял, деньги вам плачу, стало быть, рыба моя и никто не имеет полного права ловить ее.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

— Ванькӑна тӳлесе татнӑ эпӗ, — хӗлӗпех хӗвелҫаврӑнӑш ҫитертӗм.

— Так я с Ванькой наличными расплатился — семечками всю зиму угощал.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Типӗ эрнинче аш сутакана вуникӗ тенкӗ те аллӑ пус тӳлемеллеччӗ, ӑна виҫӗ эрне каяллах тӳленӗ; сӗт сутакана та хӑймашӑн тӳлесе татнӑ — нимӗн чухлӗ те тӳлемелле мар вӗсен.

Были должны постом мяснику двенадцать с полтиной, так еще на третьей неделе отдали; за сливки молочнице тоже заплатили — они ничего не должны.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Агафья Матвеевна ахахне каялла тӳлесе илчӗ, фермуаршӑн, кӗмӗлшӗн, салопшӑн процент укҫа тӳлерӗ, каллех Обломова спаржа, пӑчӑр пӗҫерсе пачӗ, ячӗшӗн кӑна унпа кофе ӗҫкелерӗ.

Она выкупила жемчуг и заплатила проценты за фермуар, серебро и мех, и опять готовила ему спаржу, рябчики, и только для виду пила с ним кофе.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Штольц Обломовкӑри тупӑшран тӗрӗс ярса тӑнӑ укҫа пӗтӗмпех Обломовӑн «парӑмне» тӳлесе татма каять.

А то, что другой год доходы с Обломовки, исправно присылаемые Штольцем, поступают на удовлетворение претензии по заемному письму, данному Обломовым хозяйке.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ку парӑма тырӑ сутса тунӑ укҫапа тӳлесе татма пулать.

Этот долг можно заплатить из выручки за хлеб.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кашни ҫулах тӳлесе тӑр — пурӑнмалӑх та юлмӗ.

Плати каждый год — пожалуй, на прожиток не останется.

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ, акӑ, ҫур ҫулшӑн малтан укҫа тӳлесе хур.

— А ты вот лучше деньги-то за полгода вперед отдай.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Канцеляринче хутсем ҫырса ларнӑ вӑхӑтра сӳнме пуҫланӑ; унтан кӗнекесем ҫинче пурнӑҫра мӗн тума кирлине пӗлмен чӑнлӑхсене вуланипе сӳнсе пытӑм; пӗлӗшсемпе чухне сӑмах-юмахсем, элексем, йӗкӗлтенисене, усал та сивӗ шапӑлтатӑва, ниме тӑман калаҫусене итленипе, ним тӗллевсӗр, кӑмӑл туртӑмӗсӗр пурӑннипе ҫыхӑнса тӑракан туслӑха курнипе сӳнсе пытӑм; Мина пирки сӳнсе пытӑм тата вӑя пӗтертӗм: хам илекен тупӑшӑн ҫуррине ытла ӑна тӳлесе пытӑм, ӑна юрататӑп, тесе вӗҫкӗнлентӗм; Невски проспекчӗ тӑрӑх, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе хӑнтӑр ҫухаллӑ ҫынсем хушшинче кичеммӗн те кахаллӑн утса ҫӳренӗ чухне, вечерсенче, хӑнара, хама юрӑхлӑ кӗрӳ вырӑнне хурса хавас кӑмӑлпа йышӑннӑ ҫӗрте, сӳнсе пытӑм; хуларан дачӑна, дачӑран Гороховӑй урамне куҫса ҫӳренипе, устрицӑсем тата омарсем тиесе килнинчен ҫуркунне пулнине уйӑрса илнипе, кӗркуннепе хӗллене — йӑлана кӗнӗ уяв кунӗсемпе, ҫуллана — уҫӑлса ҫӳренипе пӗлтӗм, мӗнпур пурнӑҫа — ыттисем пекех, кахаллӑн та канлӗн тӗлӗрсе ирттернипе сӳнсе пытӑм тата пурнӑҫӑмпа ӑсӑма ҫак вак-тӗвексемшӗн сапаласа пӗтертӗм…

Начал гаснуть я над писаньем бумаг в канцелярии; гаснул потом, вычитывая в книгах истины, с которыми не знал, что делать в жизни, гаснул с приятелями, слушая толки, сплетни, передразниванье, злую и холодную болтовню, пустоту, глядя на дружбу, поддерживаемую сходками без цели, без симпатии; гаснул и губил силы с Миной: платил ей больше половины своего дохода и воображал, что люблю ее; гаснул в унылом и ленивом хождении по Невскому проспекту, среди енотовых шуб и бобровых воротников, — на вечерах, в приемные дни, где оказывали мне радушие как сносному жениху; гаснул и тратил по мелочи жизнь и ум, переезжая из города на дачу, с дачи в Гороховую, определяя весну привозом устриц и омаров, осень и зиму — положенными днями, лето — гуляньями и всю жизнь — ленивой и покойной дремотой, как другие…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ну, ан тив ҫапла пултӑр-ха, анчах ашшӗ ӑна, пӗтӗмпех нимӗҫсем пек, мастеровойсене паракан шалу тӳлесе пынӑ: кашни уйӑхрах вуншар тенкӗ укҫан панӑ тата ӑна илни ҫинчен кӗнеке ҫине алӑ пустарнӑ.

Ну, пусть бы так; но он положил ему жалованье, как мастеровому, совершенно по-немецки: по десяти рублей в месяц, и заставлял его расписываться в книге.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Тӑхта акӑ, кӗпешӗн мӗнле тӳлесе татӑлӑн-ха, ҫуртарӗҫ сана… — терӗ вӑл юлашкинчен.

— Да, вот постой, как еще ты за платье-то разделаешься: дадут тебе рвать!.. – проговорил он наконец.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Старости хресченсем парӑмсене тӳлесе татманни ҫинчен, тырӑ начар пулни ҫинчен пӗлтернӗ ҫырӑва илсенех, Оболомов хӑйӗн ҫывӑх тусне, поварне, ӗҫрен кӑларса кухарка тытнӑ, унтан лашисене сутнӑ, юлашкинчен ытти «тусӗсене» кӑларса янӑ.

Тотчас после первого письма старосты о недоимках и неурожае заменил он первого своего друга, повара, кухаркой, потом продал лошадей и, наконец, отпустил прочих «друзей».

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хамӑр енче, Шумиловсен именинче, иртнӗ ҫулхи тырпулпа пӗтӗм парӑмсене тӳлесе татнӑ, тенине илтрӗм, санӑн пур — е уяр ҫанталӑк тӑрать, е тырӑ пулмасть.

Я слышал, что в наших местах, в Шумиловой вотчине, прошлогодним урожаем все долги уплатили, а у тебя вдруг засуха да неурожай.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫаплине ҫапла та-ха, анчах контрактра кӑтартнӑ срокӗ иртрӗ; эпӗ ҫак вӑхӑтчен яланах кашни уйӑхшӑн уйрӑм тӳлесе пытӑм… хӑш вӑхӑтран тӳлеме пуҫланине астумастӑп.

— Да, только срок контракту вышел; я все это время платил помесячно… не помню только, с которых пор.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех