Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗмӗрхи юрпа витӗннипе ҫунатланнӑ пек курӑнакан чӑнкӑ тусем хушшинче — лӑпкӑ кӑвак кӳлӗ; чӗнтӗр тыттарнӑ кӑпӑш аркӑ пек садсем шыв хӗрринелле кӑтраланса анаҫҫӗ, шыва ҫырантан шурӑ ҫуртсем пӑхаҫҫӗ, вӗсене сахӑртан купаланӑн туйӑнать, йӗри-тавра мӗн пурӗ ача ыйхи пекех тӳлек.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Уйӑх тусен ҫӑмламас тӳписем хыҫӗнчен ишсе тухрӗ ӗнтӗ, халь вӑл хӑйне хирӗҫ йывӑррӑн сывласа выртакан тӳлек тинӗспе ун ҫыранӗсем ҫине тата пирӗн умра выртакан пысӑк чул ҫине хӑйӗн ҫутине салхуллӑн сапалать.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Ҫӗр тӗттӗм пулнӑ, тӳпе тӑрӑх лӗмсӗркке пӗлӗтсен хулӑн сийӗсем шӑвӑннӑ; тинӗс тӳлек, хура та ҫу пек ҫӑран курӑнса выртнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Шав — хӑй айне путарать, тусан — сӑмса шӑтӑкӗсене вӗчӗлтеттерсе, куҫа ҫыпӑҫтарса лартать, шӑрӑх — ӳт-тире пӗҫертсе ӗшентерет; пӗтӗм йӗри-тавралӑх — пурнӑҫ карӑнса ҫитсе, чӑтӑмлӑха ҫухатса, кӗҫ-вӗҫех темле пысӑк катастрофӑпа ишӗлсе анассӑн, сирпӗнсе каяссӑн туйӑнать, ун хыҫҫӑн уҫӑлнӑ сывлӑшра вара сывлама ирӗклӗн те ҫӑмӑл пулассӑн, ҫӗр ҫинче шӑплӑх пулассӑн туйӑнать, хӑлхана хупласа лартакан, йӗкӗлтекен, хуйхӑпа уртарса ярас патне ҫитерекен тусанпа шӑв-шав пӗтмелле те — хулара та, тинӗс ҫинче те, ҫутҫанталӑк тӳпинче те тӳлек, уҫӑ, аван пулас пек туйӑнать…
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хӑйӗн иккӗленӗвӗсене Ольгӑна шанма шутламарӗ вӑл, ӑна пӑшӑрхантаракан, хӑратса пӑрахасран тата, тӗрӗссине калас пулать, хӑйшӗн те хӑрарӗ, ҫакӑн пек ҫирӗп ыйту парса лӑпкӑ та тӳлек тӗнчене пӑлхатасран хӑрарӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун куҫӗ умӗнче пурнӑҫ икӗ пая уйрӑлнӑ: пӗри ӗҫпе кичемлӗхрен тӑнӑ — ӗҫ те, кичемлӗх те уншӑн пӗрех пулнӑ; тепри — канлӗхпе тӳлек савӑнӑҫ пулнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хулӑн, тӳлек ӑшӑ паракан пӗлӗтсем витӗр хӗвелӗн пӗр пайӑрки те тухайман.Ни один луч солнца не проникал сквозь плетеные облака, обдававшие духотой.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑрӑм шурӑ сухаллӑ тӳлек те уҫӑ пичӗ тӗлӗнмелле чаплӑ та илемлӗ.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Таса та тӳлек пӗлет ҫине пӑхса кашни хӑйӗнни ҫинчен шухӑшласа, лӑпкӑн выртрӑмӑр эпир.Тихо лежали мы, глядя в небо — чистое, просторное, ни облачка, ни тучки — и думая каждый о своём.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Марья Ивановнӑн ӑшӗ калама ҫук варканӑ, анчах та хӑй ытла та тӳлек тата тӑп-тӑп пулнӑ пирки, вӑл нимӗн те шарламан.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫӗр тӳлек те сивӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Нижнеозернӑй комендантне, ҫамрӑк, лӑпкӑ та тӳлек ҫынна, эпӗ паллаттӑм.Комендант Нижнеозерной крепости, тихий и скромный молодой человек, был мне знаком.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Халӗ акӑ, кунта, ҫак кичем крепоҫра, эпӗ час-часах иртнине аса илнӗ май хамран хам: мӗншӗн эпӗ ӑраскал хам уҫса панӑ ҫул ҫине тӑрасшӑн пулмарӑм-ши тесе тӗпчетӗп: унта мана тӳлек савӑнӑҫ та ӑшри канӑҫлӑх кӗтетчӗ-ҫке…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӑхмасӑрах тӳррӗн ут; унтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех асар-писер хӑрушлӑхсем ҫухалаҫҫӗ те, сан умӑнта тӳлек те ҫутӑ ӗшне уҫӑлать, ҫав ӗшне варринче симӗс мирт ешерет.
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн кӑмӑллӑ сассине илтсенех, ман чӗрере тахҫан манса кайнӑ хускану хыпса илчӗ; вӑл хӑйӗн тарӑн та тӳлек куҫӗпе ман ҫинелле пӑхрӗ: темӗн ятланӑ пек те ӗненмен пек пӑхрӗ вӑл ман ҫине.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юлташӑм каланӑ пек пулмарӗ, ҫанталӑк уяртрӗ те пире тӳлек ир пуласса ӗмӗтлентерчӗ; инҫетре тӳпе хӗрринчи ҫӑлтӑрсен карти тӗлӗнмелле илемлӗ тӗрӗ пек тӗрленсе пӗтнӗ те, ӗмӗрхи юрпа витӗннӗ тусен чӑнкӑ ҫамкисене хӗвелтухӑҫӗнчи шупкарах ҫутӑ ерипен ҫутатса, тӗттӗм кӑвак тӳпе тӑрӑх сарӑлса пынӑҫемӗн ҫӑлтӑрсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав тери тӳлек те мӑнаҫлӑ ҫак шӑплӑх, ҫавӑнпа та вӑрманта ирхи сасӑсем пурте уҫӑмлӑн янраҫҫӗ: ҫывӑхри уҫланкӑра выҫӑ кашкӑрсем харкашни илтӗнет, тилӗ асӑрхануллӑн вӗркелет тата халӗ ҫеҫ вӑраннӑ улатакка хӑюсӑртараххӑн шаккама пуҫлани вӑрман шӑплӑхӗнче ҫав тери янравлӑн та илемлӗн илтӗнет; кайӑк йывӑҫ вуллине мар, ҫӳхе сӗрме-купӑс хӑмине шакканӑн туйӑнать.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лешӗ, ҫулӗпе аслӑраххи, тӳлек те ҫаврӑнӑҫусӑрри, пирус тӗпне ури айне пӑрахрӗ те таптаса лапчӑтрӗ.Тот, что постарше, спокойный, грузный, бросил под ногу окурок, затоптал.
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Тӳлек те лӑп, тунсӑхлӑн йӑмса ҫухалать пурӑнан пурнӑҫри пӗр кун, ун вырӑнне янкӑс та ҫутӑ, шӑранса тӑракан кун кӗрлеттерсе ҫитет.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Халӗ акӑ — каҫ, ял ҫийӗн лӑпкӑн ҫӗкленекен тӗтӗм шӑршиллӗ, тӳлек каҫ.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.