Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи версисем кивелеҫҫӗ.

Прежние версии стареют.

20 канал – тӳлевсӗр // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/6533-2 ... l-t-levs-r

Уява пухӑннисене вӑл ырӑ аса илӳсемпе, культура ӗҫне активлӑ хутшӑннисемпе, вӗсем пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе тата пӗрле тунӑ малтанхи ӳсӗмсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr

Ку цифрӑсем пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен самай пӗчӗкрех /ҫуллахи вӑхӑтӑн малтанхи тапхӑрӗ ҫумӑрлӑ пулнин витӗмӗ те пур-тӑр/ пулин те ҫивӗч ыйтусем ҫук мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Анчах тӗлӗнни часах сӗвӗрӗлнӗ, пурте малтанхи пекех выляма, асма тапратнӑ.

Но скоро первое впечатление рассеялось, и опять начались шалости.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чи малтанхи шухӑшӗ Томӑн ҫакӑн пек пулчӗ: турра тав тӑвас та часрах йӗркене кӗрес, унтан вӑл кӑштах тӑхтама шут тытрӗ: аслатиллӗ ҫумӑр тепӗр хут тӑкма пуҫласси пӗртте сисӗнмест-ха.

Первой мыслью Тома было возблагодарить бога и немедленно исправиться, второй -подождать немножко: может, грозы больше и не будет.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫук, унтан малтанхи кунне.

Нет, не в тот день, а накануне.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑйран сулӑнса ҫитсен, типӗ ҫӗре чупа-чупа тухса, вӗри хӑиӑр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртрӗҫ, утиялпа витӗннӗ пек, хӑйсене хӑйӑрпа витрӗҫ, унтан каллех шывалла сикрӗҫ те татах малтанхи пек хӑтланма пуҫларӗҫ.

Выбившись из сил от возни, они вылезали на берег, растягивались на сухом, горячем песке и зарывались в него, а потом опять бежали к воде, и все начиналось снова.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк пӑрахут аяккинчен шурӑ тӗтӗм палкаса хӑпарчӗ, ҫав тӗтӗм лӑпкӑ пӗлӗт пек пулса кайсан, пӑхса тӑракан ачасем каллех малтанхи салхуллӑ сасса илтрӗҫ.

Вдруг большой клуб белого дыма оторвался от парохода, и, когда дым поднялся и расплылся ленивым облачком, до слуха мальчиков долетел все тот же глухой звук.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иккӗмӗш шарикӗ е малтанхи патне кусса ҫитеймен, е ытла та инҫете кусса кайнӑ-и, тен.

Должно быть, шарик упал слишком близко или слишком далеко.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Географи вӑхӑтӗнче кӳлӗсенчен тусем, тусенчен юханшывсем, юханшывсенчен типӗ ҫӗрсем тӑва-тӑва хучӗ, вара пӗтӗм тӗнче чи малтанхи хаоса куҫса тӑнӑ пек пулчӗ.

потом, отвечая по географии, превращал озера в горные хребты, хребты в реки и реки в материки, так что на земле снова водворился хаос.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗрача ӑна каллех тӗртсе ячӗ, анчах малтанхи пек ҫилленсех мар.

Она опять его оттолкнула, но уже не так враждебно.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Мана ӗнтӗ эсӗ каласа паратӑнах, — тесе сӑмах хушрӗ ҫак хушӑра дама, — Христосӑн малтанхи икӗ вӗренекенӗ ҫапла ятлӑ пулнӑ…

— Я знаю, мне он скажет, — вмешалась дама, — Первых двух апостолов звали…

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каласа пар-ха пире, малтанхи икӗ апостолӗ мӗн ятлӑ пулнӑ?

Может быть, ты скажешь нам, как ввали тех двоих, которые были призваны первыми?

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, алӑкран тухсан, тазне пӗчӗк сак ҫине лартрӗ, унтан супӑнне шыв ӑшне чиксе кӑларчӗ те малтанхи вырӑнне хучӗ; унтан васкамасӑр ҫаннисене тавӑрчӗ, тазри шыва хуллен ҫӗр ҫинелле тӑкса ячӗ, вара кухньӑна пырса кӗчӗ те алӑк хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан алшӑллипе хӑйӗн питне мӗнпур вӑйӗпе сӑтӑрма пуҫларӗ.

он вышел за дверь и поставил таз на скамейку, потом окунул мыло в воду и опять положил его на место; закатал рукава, осторожно вылил воду на землю, потом вошел в кухню и начал усердно тереть лицо полотенцем, висевшим за дверью.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен ывӑнаҫҫӗ те тӗрткелешме пӑрахаҫҫӗ, анчах кашниех малтанхи пекех сыхланса тӑрать-ха.

Наконец, они осторожно отступили друг от друга.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Е ку малтанхи уйӑхринчен 6 328 ытларах.

Или, если сравнивать с предыдущим месяцем, это больше на 6 328.

Ҫу уйӑхӗнчи чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22314.html

Кашни разведчик хушамачӗн малтанхи саспаллине илсе.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Май уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче паллӑ тӑвакан уявсем ҫывхарнӑ май пирӗнтен чылайӑшӗ кану кунӗсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Май уявӗсене - парӑмсемсӗр // Э.ОРИНОВ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Ҫак конкурсӑн малтанхи тапхӑрне Атнар шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, вӗсене историпе тата обществознанипе вӗрентекен ҫамрӑк учитель Елизавета Владимировна Александрова хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Историпе ҫырнӑ проектне Мускавра хӳтӗленӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Малтанхи ҫул Турцире пурӑнма ҫӑмӑлах пулмарӗ, паллах.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех