Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле»

Автор: Вера Александрова

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Хушнӑ: 2019.05.27 23:42

Пуплевӗш: 201; Сӑмах: 1998

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Культура

Хамӑр чӑваш пулнишӗн вӑтанмалла мар, мухтанмалла. Пирӗн культурӑпа истори мӗн тери пуян вӗт. Эпир – авалхи халӑх, мӑнаҫланма паллӑ ҫынсем те чылай пирӗн. Ӑҫта пурӑнсан та хамӑр аслӑ халӑх ывӑл-хӗрӗ пулнине манмалла мар. Хамӑр тымарсене тарӑн пӗлсен, хамӑра хамӑр хисеплесен кӑна пире ытти халӑхсем те хисеплӗҫ. Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне пулӑшсан, ӑнланма тӑрӑшсан, тӑван чӗлхене сыхласа хӑварассишӗн кар тӑрсан, хамӑр чӑваш пулнишӗн вӑтанмасан пирӗн халӑх нихӑҫан та пӗтмӗ. Мӗскӗнленме пӑрахса тӗнчепе тан утмалла пирӗн, эпир никамран та кая мар. Хамӑр маттур пулнине ӗҫпе кӑтартмалла.

Соцсетьсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталанса кайнӑранпа пурте интернетра лараҫҫӗ халӗ. Унта пӗр класра, пӗр курсра вӗреннисене те, пӗр ялта ӳснисене те тупма пулать, ҫӗнӗ ҫынсемпе те паллашатӑн. Анчах темшӗн чӑвашсем тӑван чӗлхепе мар, вырӑсла «ҫаптарса» лараҫҫӗ унта, чӑвашпа хутшӑнаҫҫӗ пулин те. «Чӑвашла пӗлместӗп е шрифт ҫук ман», – теме пӑхаҫҫӗ мӗншӗн чӑвашла ҫырмастӑр тесе ыйтсан. Телефон е компьютер ҫине чӑвашла шрифт лартасси кӑткӑс япала мар халь, хӑв пултараймастӑн-тӑк, камран та пулсан пулӑшу ыйт – пулӑшакан тупӑнатех. Кӑмӑлу ҫеҫ пултӑр. Чӑваш хушшинче пурӑнатпӑр вӗт. Теприсем, ав, тӑван ҫӗртен аякра пурӑнсан та чӑваш чӗлхине манмаҫҫӗ, интернетра та чӑвашлах ҫыраҫҫӗ, чӑваш ятне ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ.

Ак, тӗслӗхрен, Турцири Стамбул хулинче пурӑнакан тусӑмӑра Надина Джавадовӑнах илер. Хӑй 20 ҫул ют ҫӗршывра пурӑнать пулсан та чӑвашла калаҫман пӗр кун иртмест унӑн. Интернетри тусӗсемпе те: чӑвашпа – чӑвашла, турккӑпа – туркӑлла хутшӑнать йӑхташӑмӑр. «Сувар» хаҫатпа тахҫантанпа туслӑ Надина. Интернетра вуласах тӑрать пирӗн хыпарсене. Хаҫатӑмӑр 25 ҫул тултарнӑ ятпа ӑшӑ саламлӑ видеоролик та ӳкерсе ярса савӑнтарчӗ вӑл пире кӑҫал.

Надинӑна эпӗ, ҫак йӗркесен авторӗ, 1994 ҫултанпах пӗлетӗп. Эпир Чӑваш Енри Елчӗк хӗрӗпе И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнче пӗрле вӗреннӗ. Надина Мышкина (хӗр чухнехи хушамачӗ) ун чухнех питӗ хастарччӗ, пур ҫӗре те ӗлкӗретчӗ. Алла диплом илсен эпир тӗрлӗ ҫӗре салантӑмӑр. Тав соцсетьсене, халӗ аякра пурӑнакан ҫынпа та тачӑ ҫыхӑну тытма пулать. Надина хӑй Турцие епле кайса лекни пирки хаваспах каласа пама килӗшрӗ пире.

– Надина, Турцие мӗнле кайса лекни пирки каласа парӑр-ха.

– Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра, 1997 ҫулта, Олег Цыпленков ертсе пынипе Тӗрӗк халӑхӗсен курултайне кайрӑмӑр. 1999 ҫулта вара курултай Шупашкарта иртрӗ, унта та хастар хутшӑнтӑм. Вӗренсе пӗтернӗ, диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт ӗҫ шырарӑм. Вӗреннӗ вӑхӑтра университетра активистчӗ эпӗ, таҫта та ӗлкӗрнӗ: концертпа та ҫӳренӗ, студканашра та вӑй хунӑ. Анчах малалла мӗн тумалла тесе шутланӑ вӑхӑтра, университетра пӗр ушкӑнра вӗреннӗ Володя Тимофеев мана: «Ҫӗнӗ Шупашкарта ман ӗҫ вырӑнӗ пушанчӗ, кайса пӑхсам, кӑмӑлу пулсан», – тенӗччӗ. Кайрӑм, ҫав кунах ӗҫӗ илчӗҫ, Володя ман пирки ырӑ сӑмахсем каланӑ пулмалла. Пӗррехинче мана Турцирен килнӗ хӑнасене Ҫӗнӗ Шупашкарпа паллаштарма хушрӗҫ. Делегацире университетра вӗрентекенсем те пурччӗ. Вӗсемпе калаҫнӑ хушӑра, малашнехи ӗмӗтсем хушшинче аспирантурӑра вӗренес шухӑш пурри пирки те сӑмахланӑччӗ ҫавӑн чух. Вӗсенчен Стамбул университечӗнче вӗренме мӗнле экзаменсем тытмалли пирки тӗплӗн ыйтса пӗлтӗм те Стамбула турккӑлла ҫыру ҫырса ятӑм. Анчах та хурав тӑватӑ уйӑх иртсен кӑна килчӗ. «Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ», – теҫҫӗ мар-и? Пӗрре ҫапла сӗтел хушшинче ларатӑп, мана ӗҫтешсем: «Атя, ташла, Турцинчен сана ҫыру!» – тесе конверт тыттарчӗҫ. Мӗн ҫырнине ӑнланас тесе вӑл вӑхӑтра чӑваш-турккӑ лицейӗнчи вӗрентекенсенчен пулӑшу ыйтнӑчче. Вара ҫапла ӗҫрен тухса 1999 ҫулхи декабрӗн 16-мӗшӗнче Турцие тухса кайрӑм.

– Турккӑ чӗлхине мӗн вӑхӑт хушши вӗрентӗн? Йывӑр пулмарӗ-и?

– Ҫулталӑка яхӑн Кайсери хулинче турккӑлла вӗрентӗм, вара экзаменсем тытса Стамбулти патшалӑх университечӗн халӑхсен хушшинчи хутшӑнусен факультетӗнче аспирантурӑра виҫӗ ҫул пӗлӳ илтӗм. Вӗреннӗ вӑхӑтра мана Гюлден Айдман вӗрентекен ӗҫе вырнаҫтарчӗ. Пин ҫынна яхӑн ӗҫлекен фирмӑра пилӗк ҫула яхӑн тӑрӑшрӑм. 20 ытла ҫӗршывпа ӗҫлерӗмӗр,экспорт мӗн иккенне, суту-илӳ йӗркине, саккунӗсене ҫакӑнта вӗрентӗм. Тӗрлӗ ҫӗршыври куравсене кайса ҫӳресе тавракурӑм тата пурнӑҫ опычӗ ӳсрӗ, чӗлхесем те вӗренме тиврӗ. Ҫавӑн пек пӗчӗк, анчах та ҫирӗп утӑмсемпе утрӑм пурнӑҫ ҫулӗпе, кайран хамӑр ӗҫпе ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр.

Эпӗ турккӑлла хӑвӑрт вӗрентӗм, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлсен – ытти чӗлхесене те вӗренме ҫӑмӑл. Пӗр евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем чылай пирӗн чӗлхесенче: «анне», «чечек», «тӑпра», «вӑрман» тата ытти те. Турккӑсен тӗррисенче те пӗрпеклӗх пурри куҫкӗрет.

– Тӑван ҫӗршывран ют ҫӗршыва кайсан мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пултӑн?

– Малтанхи ҫул Турцире пурӑнма ҫӑмӑлах пулмарӗ, паллах. Пӗр енчен – тӑван ялтан, тӑвансенчен инҫетре, тепӗр енчен – укҫа-тенкӗ те ҫитсех пымастчӗ. Стипенди тӳлетчӗҫ пире кӑштах. Ют ҫӗршывран килнӗ студентсем общежитире пурӑннӑшӑн Турци патшалӑхӗ тӳлетчӗ. 2-3 уйӑхра аванах калаҫма вӗрентӗм, вара ӗҫ тупрӑм. Турккӑ ҫыннисене вырӑсла калаҫма вӗрентекен курсра ӗҫлерӗм эрне вӗҫӗнче. Укҫине те аван тӳлетчӗҫ. Эрне варринче хам турккӑлла вӗренме шкула ҫӳреттӗм. Чи йывӑрри маншӑн ют ҫӗршывра – килтен атте вилни пирки килнӗ хыпар пулчӗ. Шкулта экзаменсен вӑхӑчӗ. Шкул директорӗпе курса калаҫрӑм: «Ман киле каймалла, малалла веренейместӗп, киле таврӑнмалла», – тенине астӑватӑп. Директор манпа темччен калаҫрӗ: «Экзаменсене тыт, вӗренсе пӗтер, сан аҫу вара ҫӳлтен пӑхса савӑнӗ, тивӗҫлипех мухтанӗ, мӗншӗн тесен унӑн кампа мухтанмалли пур», – терӗ. Ҫак сӑмахсем ман чуна пырса тиврӗҫ. Тата та тӑрӑшарах вӗренме пуҫларӑм, экзаменсене тытса пысӑк балл пухрӑм. Ҫапла вара Стамбул университечӗнче вӗренме тивӗҫлӗ пултӑм. Аттене пытарма ҫитеймесен те, 40 кунне кайса килтӗм.

– Мӑшӑрупа хӑҫан, ӑҫта паллашрӑн? Аннӳ сана ют халӑх ҫыннине качча пама тӳрех килӗшрӗ-и?

– Турри ҫырнипе паллашни хӑй пӗр истори. 1999 ҫулхи декабрӗн 16-мӗшӗнче самолетпа Турцие вӗҫсе килтӗм. Икӗ кунран, 18-мӗшӗнче, пулас упӑшка мана курнӑ пулать. Тутар хӗрӗ пурччӗ Хусантан, вӑл мана санпа пӗр ҫамрӑк каччӑ паллашасшӑн терӗ. «Ман халь каччӑ шухӑш мар, вӗренме килнӗ эпӗ кунта, ан сӳпӗлтет», – тесе вӑрҫнӑччӗ эп ӑна. Ман сӑмахсене ҫав каччӑна ҫитернӗ пулмалла хӗр-тусӑм, килӗшмен ҫакӑ мана куҫ хывнӑ йӗкӗте. Тепӗр кунне хайхи университетра ман ума пырса тӑчӗ: «Ахалех япӑх шутлатӑр ман ҫинчен, эпӗ састуйлӑ ҫын, сӳпӗлти мар», – тесе хӑйӗнпе паллаштарчӗ Баку хулинче ҫуралса ӳснӗ Сахиб. Хальччен ун пек ҫирӗп тата иккӗленӳсӗр ҫын курманччӗ эпӗ. Анчах та малтанах тӗлӗннине кӑтартас мар терӗм. Паллах, университетра куркалаттӑмӑр пӗр-пӗрне. Анчах та чылай вӑхӑт иртсен кӑна чуна уҫса калаҫрӑмӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн килӗштерме те пуҫларӑм. Унӑн вӑй- хӑватне, ас-тӑнне, пултарулӑхне куртӑм. Ун чух ют ҫӗршывран Турцие вӗренме килнӗ студентсен канашӗн ертӳҫиччӗ вӑл, медицина факультетӗнче вӗренетчӗ.

2002 ҫулта Баку хулинче туй турӑмӑр. Пилӗк ҫӗре яхӑн хӑна пуҫтарӑнчӗ, манӑн тӑвансем те килчӗҫ. Анне чи малтанах, паллах, питӗ шикленсе ӳкнӗччӗ, анчах та ҫемьесем паллашнӑ хыҫҫӑн, вӗсем те хамӑр пекех тирпейлӗ тата ӗҫчен ҫынсем пулнине курса ӗненсен – килӗшрӗ. Аслисем ачисене питӗ юратаҫҫӗ, ҫамрӑккисем вара ваттисене хисеплесе вӗсенчен пехил илмесӗр пӗр ӗҫе те тытӑнмаҫҫӗ. Турӑ кашни ҫынна кӑмӑлне кура пиллет теҫҫӗ. Ырӑ мӑшӑр тӗлне пулнӑшӑн эпӗ яланах Турра тав тӑватӑп.

– Паян эпир, Раҫҫейре пурӑнакансем, пурнӑҫ йывӑрланса пынине палӑртатпӑр. Турцире ҫак енӗпе лару-тӑру еплерех? Унти халӑх еплерех пурӑнать?

– Халь пӗтӗм тӗнчипех пурнӑҫ ылмшӑнса пырать. Вӑхӑтпа тан утас тесен, ӑслӑ-тӑнлӑ, ӗҫчен, хӑвӑрт тавҫӑрса илекен, чылай чӗлхе пӗлекен ҫын пулмалла, мӗншӗн тесен ӑслисем ӑслисемпе ӑмӑртаҫҫӗ. Малашлӑх пирки халех шутласа хатӗрленмелле. Ир тӑракан, ӗҫрен хӑраман, пӗлес тата вӗренес тесе тапаҫланакан ҫынсене Турри те пулӑшса пырать. Пурнӑҫ йывӑрланса пырать, тӗнчере пулса иртекен улшӑнусене тата ҫӗнӗлӗхсене курса анализ тумалла. Паянпа ыран пирки кӑна мар, ҫулталӑклӑх плансем тумалла, ума ҫирӗп тӗллевсем лартмалла.

Турцире ҫамрӑксем ялта юлччӑр тесе патшалӑх пулӑшу парать, ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем валли тӗрлӗ пулӑшу программисем пур. Тӗслӗхрен, выльӑх ӗрчетекесене патшалӑх 100 сурӑх парать. Виҫӗ ҫул хушшинче ура ҫине тӑрсан укҫине патшалӑха каялла тӳлесе татма пулать. Ӗрченӗ выльӑх вара фермерӑн шутланать. Ялта ӗҫ пулсан, халӑхӗ те хулана тухса каймасть, шкулсем, больницӑсем те хупӑнмаҫҫӗ. Ирхине автан авӑтнипе вӑранаттӑмӑр эпир, ир ҫапла пуҫланатчӗ пиреншӗн. Тӑнӑ ҫӗре вара кӑмакине хутнӑ, апачӗ хатӗр. Чӑваш хӗрарӑмӗн яланах кил-ҫурчӗ тирпейлӗ, ачисем тутӑ. Ҫакна курса ӳснипе ӗт ҫӗрте пурӑнма йывӑр пулмарӗ. Эпӗ мар, ӗҫ манран хӑрать…

– Надина, Турцири вӗрентӳ пирки каласа пар-ха: санӑн ывӑлупа хӗрӳ – Саидпа Жасмин – шкулта вӗренеҫҫӗ халӗ, ку тема ҫывӑх ӗнтӗ саншӑн. Раҫҫейрипе танлаштарсан мӗнле пӗрпеклӗхсем, мӗнле уйрӑмлӑхсем пур?

– Турци шкулӗнче 12 ҫул вӗренеҫҫӗ, «4+4+4» программӑпа. Пуҫламӑш пӗлӳ – 4 ҫул, вӑтам шкул – 4 ҫул, пӗтӗмлетӳллӗ тата професси паракан шкулсем – 4-шар ҫул. Пӗтӗмлетӳллӗ шкулта университет валли хатӗрлеҫҫӗ. Эпӗ хам ялта ӳснӗ, вӗреннӗ. Елчек шкулӗнче вӗрентекенсем чӑннипех тарӑн пӗлӳ панӑ пире, вӗсене яланах ырӑпа аса илетӗп. Пӗчӗк мелсемпе пысӑк ӗҫсем тӑватчӗҫ вӗсем. Олимпиадӑсене, тӗрлӗ конкурссене илсе ҫӳретчӗҫ пултаракан ачасене. Сӑвӑ каҫӗсем, концертсем хатӗрлеттӗмӗр пӗрле, ҫакӑ пире аталанма пулӑшатчӗ. Хулана кайсан никамран та вӑтанмасӑр икӗ чӗлхепе – чӑвашла та, вырӑсла та калаҫма пӗлеттӗмӗр. Музыка шкулӗнче тӗрлӗ инструментсемпе калама, ташлама вӗрентетчӗҫ. Анне вӑл вӑхӑтра 70-80 тенкӗ укҫа ӗҫлесе илетчӗ ача садӗнче. Йӑмӑкпа иксӗмӗр музыка шкулӗнче вӗреннӗшӗн 36 тенкӗ тӳлетчӗ. Хальхи пек астӑватӑп: «Пианинӑпа калама вӗренӗр. Хӑвӑр ялтан тухнӑ пулсан та, университетра пианинӑпа выляса кӑтартсан сирӗн ҫине хулара ӳснисем те урӑхла куҫпа пӑхӗҫ», – тетчӗ. Ял хӗрӗ, Мускавра вӗреннӗскер, ҫак япаласене ӑнланнӑ анне. Ачаран тӗрлӗ енлӗн аталантарма тӑрӑшнӑ вӑл пире. Нимӗҫле те аван пупленӗ эпир, нимӗҫ ачисемпе ҫырусем те ҫӳретнӗ. Ҫаксем пурте пирӗн тавра курӑма аталантарнӑ, тӗнчепе пурнӑҫра шай утни ҫакӑ ӗнтӗ вӑл вӑхӑтра… Ачасен пуласлӑхӗ чылай чухне атте-аннерен, вӗсем мӗн акнинчен килет. Ҫуралнӑ чух никам та профессор пулса ҫуралмасть, анчах та амӑшӗ пӗлсен – ачисем те вӗренеҫҫӗ.

– Чӑн та, атте-аннерен нумай килет. Эпир санпа университетра пӗрле вӗреннӗ, пӗр общежитире пурӑннӑ. Ун чухне сирӗн аннӗр, Светлана Анатольевна, час-час килсе ҫӳретчӗ йӑмӑкӑрпа иксӗр патне. Пирӗн аннесем аякра пурӑннипе килейместчӗҫ пирӗн пата, сире ӑмсанаттӑмӑр та ҫавӑнпа. Анне кӑна мар, чи ҫывӑх юлташ та пулни тӳрех курӑнатчӗ…

– Ҫапла, анне мӗн пӗчӗкрен пирӗн ӗҫ-хӗлпе, ҫитӗнӳсемпе интересленетчӗ. Ӗҫрен таврӑнсан, хӑй ывӑннӑ пулсан та: «Ачамсем, паян кунӑр мӗнле иртрӗ, мӗн интересли пулчӗ?» – тесе ыйтатчӗ. Пӗрмай пирӗнпе калаҫатчӗ. Пӗрре анне апат хатӗрлет, улма шуратать, эпӗ ӑна сӑвӑ каласа паратӑп. Сӑвви питӗ вӑрӑм, пӗтме пӗлмест, анчах анне яланах вӗҫне ҫитиччен итлетчӗ. Унтан яланах мухтатчӗ: «Ан хумхан, питӗ маттур», – тетчӗ. Ҫакӑ ӗнтӗ вӑл педагогика, ачасене хӑюллӑ пул тетпӗр пулсан, мӗнле хӑюллӑ пулмаллине те вӗрентмелле, ачасене итлемелле, шухӑшӗсене вӗҫне ҫитиччен калама пулӑшмалла, ҫапса хуҫмалла мар. Вара ачасем шутлама, шутланине пурнӑҫлама вӗренӗҫ, ӗмӗчӗсене пурнӑҫлас тесе ҫирӗппӗн утӗҫ. Ачасем пирӗн ҫине пӑхса вӗренеҫҫӗ. Чӗлхе те, культура та ҫавӑн пек аталанать, манӑҫран тухмасть вара.

– Хӑвӑн ачусене те ҫак мелсемпех воспитани паратӑн пуль апла? Интернационаллӑ ҫемьере ачасене тӗрӗс ӳстересси тата кӑткӑсрах пулӗ?

– Ҫапла. Хам пӗлненине ачасене вӗрентме тӑрӑшатӑп, кашни ҫул анне патне Елчӗке каятпӑр. Ачасем тӑвансене курса, йӑла-йӗркесене ӑша хывса, ӗҫлесе ӳсеҫҫӗ. Пахчара ӗҫлеме вӗренччӗр, выльӑх-чӗрлӗхсемпе те туслӑ пулччӑр. «Ваттисене хисеплени, сума суни – пысӑк сӑвап», – тетчӗ кукамай. Ялтан хулана ҫула тухас умӗн ялан пехиллесе яратчӗ, ҫав пехилпех пуль – паянхи кун та пурнӑҫ малалла шӑвать… Упӑшкан ашшӗ- амӑшӗпе питӗ килӗштерсе пурӑнатпӑр. Эпӗ ют пулсан та, мана хӑйсенчен пӗрре те уйӑрса курман, ытти кинсенчен ытларах та юратаҫҫӗ пек туйӑнать. Ҫавӑнпа та эпир ҫулла, ачасен каникул пуҫлансан пӗр уйӑх аслашшӗпе асламӑшӗ патӗнче, тепӗр уйӑх кукамӑшӗ патӗнче, Елчӗкре, ирттеретпӗр. Ваттисемпе пӗрле ӳсекен ачасем ӑслӑ пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ваттисем мӑнукӗсене ачисенчен те лайӑхрах пӑхаҫҫӗ. «Мӑнук – ачаран пылакрах», – тет ман хуняма.

Манӑн анне вара ачасем пӗчӗк чух Турцие килсе мана пулӑшрӗ. Паллах, эпир аннепе хамӑр хушӑра чӑвашла калаҫаттӑмӑр. Ҫапла вара ачасем чи малтан амӑшӗн чӗлхине – чӑвашла вӗренчӗҫ. Халь пилӗк чӗлхепе таса калаҫаҫҫӗ… Ачасем турккӑ-акӑлчан лицейӗнче вӗренеҫҫӗ. Эпӗ вӗсене пианинӑпа калама вӗрентрӗм, ашшӗ шахматла выляма вӗрентет пушӑ вӑхӑтра. Иккӗшӗ те спортпа та туслӑ. Шкулта вӗренни хӑйне, килте те ачасене вӗренме пулӑшатӑп. Чӗлхесене те хамах вӗрентетӗп. Ҫавӑнпа качча кайсан вӗренни кирлӗ мар тесе шутлакансене ҫапла каланӑ пулӑттӑм: качча кайсан вӗренни тата та ытларах кирлӗ. Ҫемьене тытса пырас тесен, упӑшка хисеплесе сума сутӑр тесен, ӑслӑ, вӗреннӗ хӗрарӑм пулмалла. Кашни кун вӗренмелле, пӗтӗм енчен пултаруллӑ пулса аталанмалла. Хӗрарӑм сӑн-питпе, ҫи-пуҫпа хитре пулни ҫеҫ ҫителӗксӗр, тавракурӑмӗ те, сӑпайлӑхӗ те, тирпейлӗхӗ те пулмалла. Ҫапла, чӑн хӗрарӑм пулма ҫӑмӑл мар. Анчах та эпӗ хама юрататӑп тата хисеплетӗп, вӑхӑта та сая ямастӑп, вулатӑп, вӗренетӗп…

– Надина, эсӗ ют ҫӗршывра пурӑнсан та чӑваш ятне ҫӳле ҫӗклесшӗн тӑрӑшатӑн. Нумаях пулмасть Стамбулта иртнӗ Тӗрӗк хӗрарӑмӗсен курултайне хутшӑннӑ…

– Ҫапла, курултайра эпӗ чӑваш хӗрарӑмӗсен ятӗнчен тухса калаҫрӑм. Манпа паллашас текенсем нумайӑн пулчӗҫ. Чӑвашсем пирки чылайӑшӗ илтмен те. Турцири хаҫат-журналсене чӑвашсем пирки статьясем ҫыркалатӑп, пичетлеҫҫӗ. Питӗ интересленеҫҫӗ пирӗн халӑхпа. «Тӗнчери чӑвашсем» ятлӑ блог пур манӑн, ушкӑнра интереслӗ ҫынсем нумай. Вӗсем нумай хыпар ярса параҫҫӗ, вӗсене турккӑлла куҫаратӑп. Чӑваш Ен, Тутарстан, Красноярск, Тюмень, Омск, Эстони, Америка, Европа чӑвашӗсем ытларах ҫыраҫҫӗ, хыпарсем пӗлтерсе тӑраҫҫӗ, хӑнана чӗнеҫҫӗ… Ытларах тӑван ен, чӑваш халӑхӗ, пултаруллӑ йӑхташсем пирки ҫырса пичетлетӗп.

Паллах, вӑхӑт ҫитнӗ таран ӗнтӗ. Ачасене те ӳстермелле, ҫемьене те тытса пынӑ май, упӑшкана ӗҫӗнче пулӑшса, хавхалантарса пыратӑп. Ҫапла эпир, чӑваш хӗрарӑмӗсем, ниҫта та пушӑ лараймастпӑр, тӗнчепе пӗр шайра утмалла вӗт пирӗн…

Ман шутпа, хамӑр чӑваш пулнишӗн вӑтанмалла мар, мухтанмалла. Пирӗн культурӑпа истори мӗн тери пуян вӗт. Эпир – авалхи халӑх, мӑнаҫланма паллӑ ҫынсем те чылай пирӗн. Ӑҫта пурӑнсан та хамӑр аслӑ халӑх ывӑл-хӗрӗ пулнине манмалла мар. Хамӑр тымарсене тарӑн пӗлсен, хамӑра хамӑр хисеплесен кӑна пире ытти халӑхсем те хисеплӗҫ. Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне пулӑшсан, ӑнланма тӑрӑшсан, тӑван чӗлхене сыхласа хӑварассишӗн кар тӑрсан, хамӑр чӑваш пулнишӗн вӑтанмасан пирӗн халӑх нихӑҫан та пӗтмӗ. Мӗскӗнленме пӑрахса тӗнчепе тан утмалла пирӗн, эпир никамран та кая мар. Хамӑр маттур пулнине ӗҫпе кӑтартмалла.

– Малашне те чӑваш ятне ҫӳлте тытса пыма ӑнӑҫу сунатпӑр сана, Надина!

Н.Джавадова архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех