Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Май уявӗсене - парӑмсемсӗр

Автор: Э.ОРИНОВ

Ҫӑлкуҫ: Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Хушнӑ: 2019.06.01 00:44

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 220

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Экономика

Май уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче паллӑ тӑвакан уявсем ҫывхарнӑ май пирӗнтен чылайӑшӗ кану кунӗсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшать. Пӗрисем пахчари ӗҫсене пурнӑҫлама васкаҫҫӗ, теприсем ҫав хушӑрах уяв кӗрекине ларма та, ӑшӑ енне кайса канма та вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Анчах та сирӗн парӑмсем ҫурхи кӑмӑла пӑсма пултарни пирки ан манӑр! Парӑмсем пурри ҫинчен пӗлменни е пӗлнӗ ҫӗртех вӗсене татма тӑрӑшманни пӑтӑрмахлӑ чылай кӗтменлӗх патне илсе ҫитерме пултарать. Парӑмсемшӗн сирӗн пурлӑха арестлесе туртса илме, банк картти ҫинчен сирӗн укҫана илме пултараҫҫӗ.

Парӑмҫӑсене Раҫҫей тулашне тухма та чараҫҫӗ. Енчен те сирӗн 30 пин тенкӗпе танлашакан (е унран пысӑкрах) парӑм пур-тӑк, сире чикӗ леш енне кайма ирӗк памӗҫ. Енчен те эсир парӑма икӗ уйӑх хушшинче парса татман-тӑк, 10 пин тенкӗпе танлашакан парӑмшӑн та ҫӗршывран кӑларса ямӗҫ. Алимент тӳлеменнисен вара парӑмӗ хуть те мӗн чухлӗ пулсан та ҫӗршывран тухса кайма ирӗк ҫук.

2019 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейри 35 пин парӑмҫа ҫӗршывран тухма чарнӑ. Кун пеккисем районта та пур - 500 яхӑн ҫын. Пурӗ вара районта 3 пине яхӑн парӑмҫӑ шутра.

Паян, апрелӗн 26-мӗшӗнче, республикӑра «Хӑвӑн парӑмусем пирки пӗл» акци иртет. Енчен те сирӗн парӑмсем пуррипе ҫуккине пӗлес килсен, суд приставӗсен республикӑри управленийӗн сайтне (r21.fssprus.ru) кӗрсе «Банк данных исполнительных производств» сервиспа паллашӑр. Унта ятпа хушамата, ашшӗ ятне, хӑҫан ҫуралнине кӑтартсан парӑмсем пирки информаципе паллашма пулать. Саккунпа килӗшӳллӗн, парӑмсем пирки пуҫланӑ ӗҫе хупиччен ку сведенисемпе пурин те паллашма ирӗк пур.

Э.ОРИНОВ, районти суд приставӗсен пайӗн пристав-исполнителӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех