Шырав
Шырав ĕçĕ:
Инҫетре-инҫетре, шупка кӑвак тусан тӗтӗмне мӑкӑрлантарса, икӗ кустӑрмаллӑ урапасем тӗрлеттерсе пыраҫҫӗ, пӗчченшер юланутсем таҫталла сиккипе вӗҫтерсе каяҫҫӗ.На горизонте — окутанные сиреневой дымкой пыли — на рысях шли двуколки, скакали одиночные всадники.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Куҫне хупрӗ те, питшӑммисем тӗлӗнчи кӗре ӳтне кӑшт палӑрмалла шупка хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, ҫинҫешке те хыткан мӑйӗ ҫинчи кӑвак юн тымарӗ хӑвӑрттӑн талтлатса тапма пуҫларӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн бархат евӗрлӗ сӑрӑ кӑвак сӑмси ҫинче шупка кӗрен кӑпӑк пӑчӑртатать.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Асар-писеррӗн ҫатӑлтатакан ҫулҫӑсен шурӑ ҫавраҫилӗпе кӗптеннӗ каврӑҫӑн шупка симӗс вулли енчен енне авкаланса тайӑлчӗ.Раскачивался бледный ствол ясеня, окутанный белым кипящим вихрем мечущейся листвы.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл питҫӑмартисене алӑ тӳрчӗпе шӑлчӗ те, нӳрӗ ҫамки ҫинелле усӑннӑ ҫӳҫне каялла ывӑтса, сӑрӑ кӑвак тӗслӗ пӗчӗкҫӗ чӑйкӑн шыв ҫийӗн ярӑнса вӗҫнине, ҫилпе кӑпӑкланса юхакан тӗтрен шупка хӗрлӗ чӗнтӗрӗ ӑшӗнче майӗпен ҫухалса пынине тӗссӗрленнӗ куҫӗсемпе вӑрахчен те нимӗн шухӑшсӑр сӑнаса тӑчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Юр ҫыпӑҫнӑ пӗчӗк чӳрече витӗр янкӑр уяр каҫӑн шупка ҫути сӑрхӑнса кӗрет, пӗр ҫӑлтӑр сиввӗн йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑни курӑнать.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫенӗхри сӑрланӑ урайне уҫӑ алӑкран сарӑ ҫутӑ ӳкнӗ, вӑл алӑк урати урлӑ крыльца патнелле тӑсӑлнӑ та, кунта шупка уйӑх ҫутипе хутӑшса кайса, курӑнми пулнӑ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗлӗтсем хыҫӗпе чылайччен йӑпшӑнса пынӑ уйӑх пулӑх пек тӗттӗм ҫӗрелле пӑхрӗ, кӗл тӗслӗ анлӑ хирсем ҫине шупка ҫутӑ сӑрхӑнса юхма пуҫларӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑрӑм та шӑмламас пӳрнисемпе ҫав ҫивӗтсене шупка хӑюсем явса, вӑл е хӑй тӗллӗн калаҫнӑ, е пуканесене мӗн те пулин каласа кӑтартнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Коробин хӑйӗн яланхи шупка симӗс тӗслӗ кительне тӑхӑннӑ, вӑл унӑн кӗрнек те яштака кӗлеткине тӗлӗнмелле килӗшет.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аниҫҫе хура юбкӑпа шупка чечеклӗ шурӑ кофтӑ тӑхӑнса тухрӗ, ҫӑра хура ҫӳҫне тураса якатрӗ — Корней вара вӑл йӑлтах улшӑннинчен питӗ тӗлӗнчӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах пӳртре ҫенӗкринчен нумаях ҫутӑ мар — клеенкӑпа витнӗ тӑваткал сӗтел тӗлӗнче тӑрпасӑр, пысӑках мар хӑюне антарнӑ ҫиччӗллӗ лампӑ ҫакӑнса тӑрать, хӑйӑвӗнчен тӗтӗм ҫип пек тӑсӑлать, мачча ҫине унӑн вылянчӑк мӗлки ӳкет: шупка тӗксӗм ҫутӑ ҫывӑхри тӗттӗме кӑна сирет, сӗтелтен виҫ-тӑват утӑмри ҫитсӑ чаршав карнӑ сарлака йывӑҫ кроватьпе лутра сентре аран-аран курӑнаҫҫӗ, стена ҫумӗнчи савӑт-сапа шкапӗн кантӑк алӑкӗсем тӗксӗммӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫур пӳрте йышӑннӑ пысӑк вырӑс кӑмаки хыҫӗнчи шӑратса тунӑ кивӗ кӑмканран шултра тумламсем таз ҫине пӑнт-пӑнт тумлаҫҫӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӑвак армути хушшинчен шупка кӗрен кӑмпасемпе витӗннӗ хуралса кайнӑ лӑймакаллӑ тунката курӑнать.Торчал из полыни почернелый липкий пенек, обросший бледно-розовыми поганками.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫенӗке ҫилпе вӗҫсе кӗнӗ турпас татӑкӗсене шупка хӗрлӗ ҫулӑм ярса илчӗ, чӑланпа ҫенӗк хушшинчи хӑма стена хӑвӑрт ҫунма пуҫларӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн тӗтреллӗ ытамӗнче пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмарӗ, кӑнтӑр енче кӑна, Дон хӗрринчи тӑвайкки тӗлӗнче, хӗвел тухас умӗн куҫа шартармалла шупка хӗрлӗ пӗчӗк пӗлӗт лӑстӑкӗ палӑрма пуҫларӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Малтанах апла марччӗ, куҫ шӑрҫи тӗлӗнче виҫӗ вӗҫлӗ тимӗр сенӗк кӑваккӑн йӑлтӑртатса кайсан е пуклак шалчан шупка шурӑ вӗҫӗ тӗксӗммӗн ҫиҫни курӑнсан, кашнийӗ, аллапписене хӳтевсӗррӗн куҫӗ патне ҫӗклесе, пичӗпе куҫне картлама пӑхатчӗ; хӗнесе-ватса пӗтернисен ушкӑнӗнчен хӗрхенме тархаслани те, ахлатса йынӑшни те, ятлаҫни те, ҫав тери ыратса кайнӑран ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа выльӑхла ӳлесе яни те илтӗнетчӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав ҫаврашка варринче пӗр курӑк туни те ҫук; унта хӗреслӗ-мереслӗ ура йӗрӗсемпе тӗрленсе пӗтнӗ сарӑ тусан кӑна выртса юлнӑ тата айккисенче, типӗ хытхурапа армути тунисем ҫинче, кӑркка аҫисем пӗр-пӗрин ҫурӑмӗсемпе хӳрисенчен ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӑпӑлтарса кӑларнӑ шупка хӗрлӗ йӑрӑмлӑ-чӑпар тӗксӗм ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дон хӗрринчи тирек йывӑҫҫисем хыҫӗнчен тӗссӗр шупка уйӑх йӑраланса хӑпарать.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чӑнкӑ ҫыр ҫинчен вара хӗвел ҫинче сахӑр пек йӑлтӑртатакан, каҫ сӗмӗпе кӑваккӑн курӑнакан, ирсерен тӗксӗм сенкертерех, хӗвел тухнӑ чухне шупка хӗрлӗ тӗслӗ пысӑк юр катрамӗ усӑнса тӑрӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шыв айне пулнӑ тӗссӗр шупка вулӑллӑ тирексен ҫара тураттисем ҫилпе силленеҫҫӗ, капӑр кӑчкӑсемпе элккеммӗн кӳпчесе мамӑкланнӑ хӗрлӗ ҫӳҫесем вара шыв ҫинче тураттисене вышкайсӑр ҫӑмӑл та симӗс пӗлӗт ластӑкӗсем пек шукӑллӗн кӑнтарса лараҫҫӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.