Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.02 21:07

Пуплевӗш: 233; Сӑмах: 2118

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кашни кун Ильинична илӗм-тилӗмлех ыйхӑран вӑранать, ӗне суса пӗтерсе, апат ҫакса ярать. Пӳртре кӑмака хутса хӑтланмасть вӑл, лаҫра вут хурса кӑнтӑрлахи апат пӗҫерет те каллех мӑнукӗсем патне пӳрте кӗрет.

Наталья тиф хыҫҫӑн мӑйӗпен самайланса пырать! Вырӑс ҫимӗкӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш кунне вӑл пуҫласа вырӑн ҫинчен тӑчӗ, типсе хытса кайнӑ урисене аран илкелесе пусса, пулӗмсем тӑрӑх утса ҫаврӑнчӗ, нумайччен ачисенне пуҫ пӑхса аппаланчӗ, пукан ҫине ларса, вӗсен кӗпи-йӗмне те ҫума хӑтланчӗ.

Унӑн начарланса кайнӑ пичӗ ҫинчен кулли самантлӑха та сирӗле пӗлмерӗ, путса кӗнӗ питҫӑмартисене кӑштах хӗрлӗ тес ҫапрӗ, чире пула пысӑкланса кайнӑ куҫӗсем ача ҫуралнӑ хыҫҫӑнхи майлӑ ытла та черченнӗн те ӑшшӑн йӑлкӑшса пӑхрӗҫ.

— Полюшка, чиперпиҫӗм! Эпӗ халсӑр чух сана Мишатка кӳрентермерӗ-и? — вӑйсӑр сасӑпа ыйтрӗ вӑл, хӗрне хура ҫӳҫӗнчен ачашласа, кашни сӑмаха тӑсарах та ӗшенчӗклӗн каласа.

— Ҫук, анне! Мишка мана пӗрре ҫеҫ хӗнерӗ, ытти чух унпа лайӑх вылярӑмӑр, — пӑшӑлтатса хуравларӗ те хӗрача пичӗпе амӑшӗн ҫумне ҫӑтах тӗршӗнсе лӑпчӑнчӗ.

— Асаннӳ юратрӗ-и сире? — кулкаласа тӗпчерӗ Наталья.

— Хытӑ юратрӗ!

— Ют ҫынсем, хӗрлӗ салтаксем, тивмерӗҫ-и тата?

— Вӗсем пирӗн пӑрӑва пусрӗҫ, мур илесшӗсем! — хулӑнрах сасӑпа хуравларӗ каснӑ-лартнӑ ашшӗ сӑнлӑ Мишатка.

— Усал калаҫма юрамасть, Мишенька! Ав мӗнлескер эсӗ, тупӑннӑ тата хуҫа! Пысӑккисене хитре мар сӑмахпа вӑрҫмалла мар! — вӗрентсе каларӗ Наталья, куллине пусарса.

— Куна асанне ҫапла вӑрҫрӗ вӗсене, Полькӑран ыйт хӑть, — тӳрре тухма пӑхрӗ пӗчӗк Мелехов, питне-куҫне шӑмарса.

— Чӑнах, анне, вӗсем пирӗн чӑхсене те пӗтӗмпех пусрӗҫ!

Полюшка хӗрелсе кайрӗ: хура куҫӗсене ҫутӑлтарса, хӗрлӗармеецсем кил хушшине мӗнле килсе кӗни, чӑхсемпе кӑвакалсене мӗнле тытни, асламӑшӗ киккирикне тӑм илтернӗ сарӑ автана та пулин йӑхлӑх хӑварма тархаслани ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Хаваслӑ хӗрлӗармеец вара, автана силлесе, Ильиничнӑна ҫапла хуравланӑ: «Ку автан, асанне, — тенӗ вӑл, — совет влаҫне хирӗҫ авӑтса пурӑннӑ, ҫавӑншӑн эпир ӑна пусса ҫиме йышӑнтӑмӑр! Ан та тархасла — эпир унпа лапшу яшки пӗҫеретпӗр, ун вырӑнне сана кивӗ ҫӑматӑ парса хӑваратпӑр».

Полюшка аллисене сарса кӑтартрӗ:

— Ак мӗн пысӑкӑш ҫӑматӑ хӑварчӗ. Мӑнттай-мӑнттайскер, тата йӑлт шӑтса пӗтнӗ!

Наталья, кулса та макӑрса, ачисене ачашларӗ, хӗрӗ ҫине куҫ илмесӗр пӗт-пӗтӗммӗн пӑхса, савӑнӑҫлӑн пӑшӑлтатрӗ:

— Ах мӗн пӗчӗк Григорьевнӑҫӑм! Пӗтӗмпех эсӗ Григорьевна! Йӑлт, ҫӳҫ пӗрчи таранах, каснӑ-лартнӑ аҫу!

— Эпӗ тата? — кӗвӗҫсерех ыйтрӗ те Мишатка хӑтсӑррӑн амӑшӗ ҫумне пырса сӗвенчӗ.

— Эсӗ те аҫу пекех. Асту: ҫитӗнсе ҫитсен кӑна ун пек тӑрлавсӑр ан пул…

— Вӑл тӑрлавсӑр-и? Мӗншӗн тӑрлавсӑр? — йӳпсӗнсе ыйтрӗ Полюшка.

Наталья пит-куҫӗ хурлӑхлӑн тӗксӗмленчӗ. Вӑл ним хуравламасӑр ирттерсе ячӗ, сак ҫинчен йывӑррӑн ура ҫине тӑчӗ.

Ҫав калаҫу вӑхӑтӗнче унта пулнӑ Ильинична кӑмӑлсӑрланса тӳртӗн ҫаврӑнса тӑчӗ. Наталья, ачисем калаҫнине тӑнлама пӑрахса, кантӑк умӗнче чылайччен Астаховсен пӳрчӗн хупӑ чӳречисем ҫинелле пӑхрӗ, ассӑн хашлата-хашлата сывларӗ, ҫийӗнчи тӗсӗ кайнӑ кивӗ кофта аркине пӑлханчӑклӑн пӳрнисемпе хыпашларӗ.

Тепӗр кунне вӑл тул ҫути киличченех ыйхӑран вӑранчӗ, ачисене ҫывӑрма чӑрмантарасран вырӑн ҫинчен хуллен тӑрса пит ҫурӗ, арчаран таса юбка, кофтӑпа шурӑ тутӑр кӑларчӗ. Хӑй вара сисӗнмеллех пӑлханчӗ. Ильинична вӑл ҫи-пуҫ япалисене хатӗрлесе тумланнинченех, сӑмах чӗнмесӗр хурлӑхлӑн кӑшӑртатнинченех кинӗ Гришака мучи масарӗ ҫине кайма пуҫтарӑннине тавҫӑрчӗ.

— Ӑҫта каяс тетӗн? — ыйтрӗ Ильинична хӑй тӗрӗс чухланине пӗлес тесе.

— Асатте ҫине ҫитсе килетӗп, — терӗ пуҫне ҫӗклемесӗр Наталья, кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярасран хӑраса.

Вӑл ӗнтӗ Гришака мучи вилни, Кошевой вӗсен кил-ҫуртне вут тӗртсе ҫунтарса яни ҫинчен йӑлтах пӗлет.

— Хавшак халь эсӗ, утса ҫитейместӗн.

— Кана-кана ҫитӗп мӗнле те пулин. Ачасене апат ҫитерӗр, анне, тен, эпӗ час таврӑнаймӑп унтан.

— Эсӗ мӗншӗн час таврӑнманнине кам пӗлес-тӑвасси пур? Турӑ каҫартӑр та, пӗр те пӗр ҫав эсрелсем ҫине пырса тухӑн та инкек курса лармалла пулӗ. Каймалла марччӗ, Натали!

— Ҫук, каятӑпах ӗнтӗ. — Наталья питне-куҫне пӗркелентерчӗ, алӑк хӑлӑпӗнчен тытрӗ.

— Ну, чим эсӗ, мӗн выҫах тухса каятӑн? Кӳр, турӑх антарса парам-и?

— Ҫук, тавтапуҫ, анне, ҫиес килмест… Таврӑнсассӑн ҫиетӗп.

Кинӗ каймах шутланине курса, Ильинична ӑс парса каларӗ:

— Эппин, эсӗ Дон хӗрриперех, пахчасем витӗр кай. Унтан питех курӑнмӑн.

Дон тӗлӗнче тӗтре шӑналӑк пек ҫакӑнса тӑрать. Хӗвел тухман-ха, анчах хӗвелтухӑҫ енче тирек йывӑҫҫисем картлакан тӳпе хӗрри юн пек хӗрелсе йӑлкӑшать, пӗлӗт айӗпе халех ӗнтӗ ҫан-ҫурӑма ҫӳҫентерекен сулхӑн ҫил варкӑшӗ юхса килет.

Вӗлтрен укипе сырӑнса чӑлханнӑ, ӳкнӗ ҫатан карта урлӑ утса каҫса, Наталья хӑйсен сад пахчине кӗчӗ.

Аллине чӗри патне тытса, ҫӗнӗ тӑпра тӗмески патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Сад пахчинче вӗлтренпе хытхура ашкӑрса кайнӑ.

Сывлӑмпа нӳрелнӗ хупах, йӗпе ҫӗр, тӗтре шӑрши кӗрет. Пушар хыҫҫӑн хӑрса ларнӑ ватӑ улмуҫҫи ҫинче тӗкӗсене тӑратнӑ пӗччен шӑнкӑрч ларать. Масар тӑпри путса пусӑрӑннӑ. Типсе кайнӑ тӑм муклашкисем хушшинче тӗллӗн-тӗллӗн шӑтса туха пуҫланӑ шӳрлеке вӗҫлӗ курӑк тӑррисем те палӑрма тытӑннӑ.

Асаилӳсем килсе капланнипе чунӗ кӳтсе ҫитнӗ Наталья шӑппӑн чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ, мӗн ӗмӗртен виле шӑрши кӗрекен тараватсӑр ҫӗр ҫумне пичӗпе тӗршӗнчӗ.

Тепӗр сехетрен вӑл йӑпшӑнкаласа утса садран тухрӗ, хӗссе ыратакан чӗрепеле тахҫан хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗ чечекленсе иртнӗ вырӑна, — унта халь пушӑ картиш кӑмрӑклӑ сарай юписемпе, кӑмакасен тата пӳрт никӗсӗн ҫунӑк ишӗлчӗкӗсемпе хурлӑхлӑн, та хуран курӑнса ларать, — юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӑкӑрлӑк тӑрӑх майпен утса кайрӗ.

* * *

Наталья кунсерен самайланса пычӗ. Урисене вӑй кӗчӗ, хулпуҫҫийӗсем ҫавракаланчӗҫ, сывлӑхӗ хушӑннӑҫем ӳт-пӗвӗ тулса сарӑлчӗ. Кӗҫех хунямӑшне апат та пӗҫерме пулӑшакан пулчӗ. Кӑмака умӗнче аппаланнӑ хушӑра вӗсем чылайччен шӑкӑлтатса калаҫрӗҫ. Пӗр ирхине Наталья вӗчӗрхенсе ӳксе каларӗ:

— Хӑҫан пӑчланатех ку япала? Пӗтӗм чун тӑвӑнса ҫитрӗ!

— Куратӑн ак, пирӗннисем кӗҫ Дон урлӑ каҫса килеҫҫӗ, — шантарса каларӗ Ильинична.

— Ӑҫтан пӗлетӗр-ши эсир, анне?

— Чун сисет ман.

— Хамӑр казаксем чипер сывӑ пулччӑр кӑначчӗ. Турӑ сыхлатӑрах, вӗлерӗҫ тата хӑшне те пулин е амантӗҫ. Гриша, вӑл пуҫтах-ҫке, — ассӑн сывласа илчӗ Наталья.

— Темех пулмӗ-ха, тен, вӗсемпе, турӑ пархатарсӑр мар. Старикки пирӗн каллех килсе курма пулнӑччӗ те, хӑрарӗ пулӗ ҫав. Килес-качка пулсан — тем мӗнрен санӑн та унпа пӗрле хамӑрӑннисем патне каҫма юрамалла. Пирӗннисем, хутор казакӗсене калатӑп-ха, хутора хирӗҫех хӳтӗленеҫҫӗ. Анчахрах ҫеҫ-ха, эсӗ тӑн ҫӗтерсе выртнӑ чухне, шуҫӑмла Дон хӗррине кайса шыв ӑсрӑм. Илтетӗп — леш енчен Аникушка кӑшкӑрать: «Сывӑ-и, кинеми! Старикӗнтен салам!» — тет.

— А Гриша ӑҫта? — асӑрханса ыйтрӗ Наталья.

— Вӑл вӗсене пурне те инҫетрен команда парса тӑрать, — тараватлӑн хуравларӗ Ильинична.

— Ӑҫтан-ши ӗнтӗ?

— Вёшкинчен пулма кирлӗ. Урӑх ниҫтан та май ҫук.

Наталья чылай вӑхӑт чӗнмерӗ. Ильинична ун еннелле пӑхса илчӗ, хӑраса ыйтрӗ:

— Мӗн эсӗ тата? Мӗншӗн макӑратӑн?

Наталья, сӑмах хушмасӑр, питне таса мар саппун аркипе хупларӗ, шӑппӑн нӗшкесе ӗсӗклерӗ.

— Ан макӑр, Натали. Кунта куҫҫульпе пулӑшаймастӑн. Турӑ парсан, чипер сыввӑнах пурӑнӑпӑр-ха ак. Хӑвна упра эсӗ, картишне ним мартан ан тух, атту ҫав анчихристсем асӑрхаса илӗҫ те тем курса тӑрӑн…

Кухньӑра кӑштах тӗттӗмленчӗ. Тултан чӳречене тахӑшӗн кӗлетки картларӗ. Ильинична ҫаврӑнса пӑхрӗ те ахлатса ячӗ:

— Вӗсем! Хӗрлисем! Натали! Кӗрсе вырт часрах кравать ҫине, чире пер… Тем усал-тӗсел ан пултӑр!.. Витӗн ак ҫитӗпе!

Наталья, сехре хӑпнипе чӗтреме ерсе, кравать ҫине выртса ӗлкӗрнӗччӗ ҫеҫ — шашулкка шӑкӑрт-шакӑрт турӗ те кухньӑна ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ хӗрлӗармеец пӗшкӗнсе кӗрсе тӑчӗ. Ачасем шурса кайнӑ Ильиничнӑн кӗпи аркинчен пырса ҫакӑнчӗҫ. Вӑл вара кӑмака патӗнче тӑнӑ ҫӗртех сак ҫине лак кайса ларчӗ, вӗретнӗ сӗт ярса хунӑ кӑкшӑма упӗнтерсе ячӗ.

Хӗрлӗармеец хӑвӑрт кухньӑна пӑхса ҫаврӑнчӗ, хыттӑн каларӗ:

— Ан хӑрӑр. Ҫисе ямастӑп. Сывӑ-и?

Наталья, йынӑшанҫи туса, ҫитӗпе пуҫ ҫинчен витӗнчӗ, Мишатка, хӑна ҫине куҫ айӗпе пӑхса, хавасланнӑ пек пӗлтерчӗ:

— Асанне! Ак ҫакӑ пусрӗ пирӗн автана! Астӑватӑн-и?

Хӗрлӗармеец тӗксӗм симӗс карттусне хыврӗ, чӗлхине чаплаттарса, кулса илчӗ.

— Палларӑн, шӑнттарай! Кирлехчӗ пуль ҫав автана аса илме? Ак ҫӑпларах ӗҫ, кинеми: ҫӑкӑр пӗҫерсе параймастӑн-ши пире? Ҫӑнӑхӗ пур.

— Юрать… Мӗн-халӗ… Пӗҫерсе парӑп… — хӑна ҫине пӑхмасӑр хыпаланса калаҫрӗ Ильинична, тӑкса янӑ сӗте сак ҫинчен шӑлнӑ май.

Хӗрлӗармеец алӑк патне ларчӗ, кӗсйинчен табак хутаҫҫи кӑларса чикаркка ҫавӑрнӑ хушӑра калаҫу пуҫларӗ:

— Ҫӗрлеччен пӗҫерсе кӑларатӑн-и?

— Хыпаланатӑрах пулсан, ҫӗрлеччен те пӗҫерме пулать.

— Вӑрҫӑра, кинемей, яланах хыпаланмалла. Автаншӑн вара ан ҫилленӗр эсир.

— Эпир нимӗн те мар! — хӑраса ӳкрӗ Ильинична. — Ача куна хӑйӗн айван ӑсӗпе… Аса илмеллех пулнӑ кирлӗ мара!

— Хыт кукар та иккен эс, йӗкӗт… — тараватлӑн кулчӗ сӑмах авӑртма юратакан хӑна, Мишатка ҫине пӑхса. — Ну, мӗн эсӗ кашкӑр ҫури пек пӑхатӑн? Кил-ха кунта, сан автану ҫинчен тӑраниччен калаҫӑпӑр.

— Пырах чӗппӗм! — пӑшӑлтатса сӗнчӗ Ильинична, мӑнукне чӗркуҫҫийӗпе тӗрткелесе.

Анчах Мишатка асламӑшӗн арки ҫумӗнчен хӑпрӗ те, алӑк патнелле хӑяккӑн-хӑяккӑн куҫса пырса, кухньӑран тухса шӑвӑнма тӑчӗ. Хӗрлӗармеец ӑна вӑрӑм аллипе хӑй ҫумнелле туртса илчӗ:

— Ҫилленсе пурӑнатӑн-и?

— Ҫук, — пӑшӑлтатса хуравларӗ Мишатка.

— Ну, лайӑх апла. Телей вӑл автанра мар. Аҫу ӑҫта-ха сан? Дон леш енче-и?

— Дон леш енче.

— Пирӗнпе ҫапӑҫать апла?

Ҫавӑн пек ачашшӑн калаҫнипе кӑмӑлӗ ҫавӑрӑнса кайнӑ Мишатка хаваспах пӗлтерчӗ:

— Вӑл пӗтӗм казаксене команда парса тӑрать!

— Суятӑн, шӑнттарай!

— Хӑть ак асаннерен ыйт.

Ильинична пӗҫҫисене шарт ҫапрӗ те, мӑнукӗ ытлашши калаҫнипе шанках хытса кайнӑскер, йынӑшса ячӗ.

— Пурне те команда парса тӑрать, эппин? — ыйтрӗ ним калама аптранӑ хӗрлӗармеец.

— Тен, пурнех те мар пулӗ… — хальхинче иккӗленсе хуравларӗ Мишатка, асламӑшӗ шиклӗн куҫне-пуҫне чарса пӑхнипе ҫухалса кайнӑскер.

Хӗрлӗармеец пӗр самант чӗнмесӗр ларчӗ, унтан Наталья ҫинелле чалӑшшӑн пӑхса ыйтрӗ:

— Чирлет-и ҫамрӑк кин?

— Тиф ун, — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ Ильинична. Икӗ хӗрлӗармеец кухньӑна пӗр михӗ ҫӑнӑх йӑтса кӗчӗҫ, алӑк патне лартрӗҫ.

— Вут хутса яр, кинемей! — терӗ вӗсенчен пӗри. — Ҫӑкӑр патне каҫалапа килетпӗр. Асту вара, тачка ан ту, япӑх пулать атту сана!

— Мӗнле пӗлнӗ, ҫапла пӗҫерӗп, — хуравларӗ Ильинична, тин килсе кӗнӗ ҫынсем хӑрушӑ калаҫӑва шала кӗртсе яма чӑрмантарнӑшӑн тата Мишатка кухньӑран тухса чупнӑшӑн чӑтма ҫук хӗпӗртенӗскер.

Пӗри Наталья ҫинелле пуҫӗпе сулса кӑтартса ыйтрӗ:

— Тифпа выртать-и?

— Ара.

Хӗрлӗармеецсем ҫурма сасӑпа темскер калаҫса илчӗҫ, кухньӑран тухрӗҫ. Хыҫалта пыраканни пӳрт кӗтессинелле пӑрӑнса та ӗлкӗреймерӗ — Дон леш енчен винтовкӑсемпе кӗрӗслеттерме тытӑнчӗҫ.

Хӗрлӗармеецсем, пӗшкӗне-пӗшкӗне, ҫурри ишӗлнӗ чул хӳме патне чупса ҫитрӗҫ, хӳме хыҫне пытанса выртрӗҫ те, затворсене шӑкӑлт-шакӑлт тутарса, хирӗҫ пеме тытӑнчӗҫ.

Сехри хӑпнӑ Ильинична Мишаткӑна шырама кил хушшине вирхӗнсе тухрӗ.

— Эй, кинемей! Кӗр пӳрте! Вӗлереҫҫӗ! — кӑшкӑрчӗҫ ӑна хӳме хыҫӗнчен.

— Ача кил хушшинче-ха пирӗн! Мишенька! Тӗпренчӗкӗм! — куҫҫуллӗ сасӑпа чӗнчӗ карчӑк.

Вӑл картиш варрине чупса тухрӗ те, лери казаксем асӑрхарӗҫ пулас ӑна, Дон леш енчен ҫавӑнтах пеме чарӑнчӗҫ. Карчӑк, хай патне ыткӑнса пынӑ Мишаткӑна алла ытамласа илсе, унпа пӗрле кухньӑна кӗрсе кайрӗ ҫеҫ — Дон леш енчен каллех винтовкӑсемпе ҫунтара пуҫларӗҫ те хӗрлӗармеецсем мелеховсен картишӗнчен тухса каймасӑр та пеме чарӑнмарӗҫ.

Ильинична, Натальйӑпа пӑшӑлтаткаласа калаҫса, чуста хурса лартрӗ, анчах ҫӑкӑр пӗҫересси пурпӗрех пулмарӗ.

Кӑнтӑрла тӗлнелле пулемет заставинчи хӗрлӗармеецсем, ним кӗтмен ҫӗртен йӑпӑр-япӑр хуторти килсене хӑварса, пулемечӗсене сӗтӗре-сӗтӗре, ҫырмасем тӑрӑх сӑрталла ҫул тытрӗҫ.

Сӑрт тӑрринчи окопсенче вырнаҫнӑ рота строя йӗркеленсе тӑчӗ, васкавлӑ маршпа Гетман шляхӗ еннелле тапранса кайрӗ.

Дон патӗнче пур ҫӗрте те тӳрех темле питӗ шӑп пулса килчӗ. Тупӑ-пулеметсем шӑпланчӗҫ. Ялан ҫӳрекен ҫулсемпе курӑк пусса илнӗ ҫуллахи ҫулсем тӑрӑх хуторсенчен Гетман шляхӗ еннелле обозсемпе батарейӑсем вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлса куҫрӗҫ; пехота колоннисемпе утлӑ ҫар чаҫӗсем иртрӗҫ.

Каярах юлнӑ хӗрлӗармеецсем шурӑ тӑмлӑ сӑмсахсемпе сӑрт ҫинелле тӗрмекленсе хӑпарнине чӳречерен пӑхса тӑнӑ Ильинична аллисене саппун арки ҫумне шӑлса илчӗ, хӗпӗртесе сӑхсӑхрӗ:

— Турӑ пулӑшрӗ, Натали! Тараҫҫӗ хӗрлисем!

— Ах, аннем, хутортан вӗсем сӑрт ҫинчи окопсене каяҫҫӗ халь, каҫалапа татах таврӑнаҫҫӗ.

— Апла мӗн вӗсем пит хыпаланса чупаҫҫӗ? Тапса сиктернӗ вӗсене пирӗннисем! Чакаҫҫӗ эсрелсем! Тараҫҫӗ анчихристсем! — савӑнса калаҫрӗ Ильинична. Хӑй вара каллех чуста ҫӑрма тытӑнчӗ.

Наталья ҫенӗкрен тухрӗ, алӑк умне тӑчӗ те, куҫне аллипе картласа, хӗвел ҫутатса янӑ шурӑ чуллӑ сӑрт, шӑрӑхпа типсе хӑмӑрланнӑ ту юпписем ҫинелле чылайччен тӗсесе пӑхрӗ.

Сӑрт хыҫӗнчен аслатиллӗ ҫумӑр умӗнхи мӑнаҫлӑ чӗмсӗрлӗхре шурӑ тӑрӑллӑ кӑтрашка пӗлӗтсем явӑнса хӑпараҫҫӗ. Кӑнтӑрлахи хӗвел ҫӗре кӑвар пек хӗртсе тӑрать. Кӗтӳ ҫӳрекен пусура тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, вӗсен лӑпкӑ та кӑштах салхуллӑ шӑхӑравӗ тӑрисен савӑнаҫлӑ юррипе тӗлӗнмеллереххӗн пӗрлешсе кайса илтӗнет. Тупӑсен асар-писер кӗрлевӗ хыҫҫӑнхи шӑплӑх чуна тытса илнӗрен Наталья тӑрисен шӑнкӑравлӑ юррине те, ҫӑл тараси чӗриклетнине те, йӳҫӗ армути шӑрши юхтарса килекен ҫил варкӑшса вӗрнине те вырӑнтан хускалмасӑр хыпӑнчӑклӑн тӑнларӗ.

Хӗрӳ те ырӑ шӑршӑллӑ пулчӗ вӑл — хӗвелтухӑҫӗнчен вӗрекен вӑшӑл-вӑшӑл ҫунатлӑ ҫил — ҫеҫенхир ҫилӗ. Вӑл хӗрсе кайнӑ хура тӑпран вӗри варкӑшӗпе, хӗвелте выртса пӗтнӗ тем тӗрлӗ курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршисемпе сывларӗ, анчах та ҫумӑр ҫывхарни те сисӗнчӗ: Дон енчен тӑварсӑр нӳрӗ сывлӑш юхса килчӗ, чӗкеҫсем шӗвӗр юплӗ ҫуначӗсене ҫӗре перӗнтернӗпе пӗрех сывлӑша ҫурса ярӑнса ҫӳрерӗҫ тата инҫетре-инҫетре, сенкер тӳпе ытамӗнче, ҫеҫенхир ӑмӑрткайӑкӗ ҫывхарса ҫитнӗ аслатиллӗ ҫумӑртан аяккалларах вӗҫсе кайрӗ.

Наталья картиш тӑрӑх утса ҫаврӑнчӗ. Чул хӳме хыҫӗнчи таптанчӑк курӑк ҫинче винтовка гильзисен хӗрлӗ сарӑ куписем курӑнса выртаҫҫӗ. Кантӑксемпе тӑмпа шуратнӑ пӳрт стенисенче пуля шӑтӑкӗсем палӑраҫҫӗ. Пусасран хӑтӑлса юлнӑ пӗр чӑх Натальйӑна курчӗ те, хыттӑн кӑтиклесе ярса, кӗлет тӑррине вӗҫсе хӑпарчӗ.

Кӑмӑла килентерекен шӑплӑх хуторта вӑрах вӑхӑта пыраймарӗ. Кӗҫех ҫил вӗрсе ячӗ, хуҫисем пӑрахса кайнӑ килсенчи чӳрече хушшисемпе алӑксем шӑлт-шалт уҫӑла-уҫӑла хупӑнчӗҫ. Юр пек чалт-шурӑ пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗ, хӗвеле лайӑх хупласа илсе, хӗвеланӑҫнелле юхса кайрӗ.

Наталья, ҫил тӑрмаланӑ ҫӳҫне аллипе тытса, лаҫ патне утса пычӗ, унтан каллех сӑрт тӑрринелле сӑнаса пӑхрӗ. Инҫетре-инҫетре, шупка кӑвак тусан тӗтӗмне мӑкӑрлантарса, икӗ кустӑрмаллӑ урапасем тӗрлеттерсе пыраҫҫӗ, пӗчченшер юланутсем таҫталла сиккипе вӗҫтерсе каяҫҫӗ. «Эппин, тӗрӗс: тараҫҫӗ!» — ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ Наталья.

Вӑл ҫенӗке кӗрсе те ӗлкӗреймерӗ — таҫта аякра, сӑрт хыҫӗнче, тупӑсем кӗрӗслетсе кайрӗҫ те, Дон ҫийӗн, тупӑ сассисемпе ӑмӑртнӑ пекех, Вёшкинчи икӗ чиркӳ чанӗсем савӑнӑҫлӑн чӑнкӑлтатма тапратрӗҫ.

Дон леш енчи вӑрмантан казаксем кӗпӗрленсе чупса тухрӗҫ. Вӗсем Дон еннелле пӗр сӗтӗрсе те алӑ вӗҫҫӗн йӑтса килекен баркасӗсене васкаса шыва антарчӗҫ. Кӗсменҫӗсем, кимӗсен хӳрисенче тӑрса, хыпаланса ишме тытӑнчӗҫ. Виҫӗ теҫеткене яхӑн кимӗ, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, хутор еннелле талпӑнчӗ.

— Ната-али! Чунӑмҫӑм! Пирӗннисем килеҫҫӗ! — ӳле-ӳле хӳхлесе ячӗ кухньӑран чупса тухнӑ Ильинична.

Наталья Мишаткӑна алла тытса ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Куҫӗсем хӗм сапса йӑлкӑшрӗҫ, сасси, сӑмахӗсемпе чыхланса, пӳлӗнчӗклӗн янӑраса тухрӗ:

— Пӑх, тӗпренчӗкӗм, пӑх, сан куҫ ҫивӗч… Тен, аҫу та казаксемпе пӗрле пуль… Палласа илейместӗн? Ав ҫав малти кимӗпе вӑл килмест-и-ха? Ах, унталла пӑхмастӑн-ҫке ҫав эсӗ!

Пристаньте ырханланса кайнӑ Пантелей Прокофьевича ҫеҫ тӗл пулчӗҫ. Старик чи малтанах вӑкӑрсем, пурлӑх-япала, тырӑ пирки ыйтса пӗлчӗ, мӑнукӗсене ыталаса нӗшӗклесе илчӗ. Хыпӑнчӑклӑн тӗнкӗлтетсе тӑван килне пырса кӗрсен, сӑнӗпе кӑвакарса кайрӗ, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе сӑхсӑхрӗ те хӗвелтухӑҫ еннелле тайӑлса пуҫҫапнӑ чух чылайччен кӑвак пуҫне хӗвел ӗнтсе янӑ вӗри ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗклемесӗр выртрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех