Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн кӑмӑлне ҫырлахтарса пурӑннӑ вӑхӑт манӑн пурнӑҫри чи йывӑр вӑхӑтсенчен пӗри пулчӗ.Месяц угождения этому желанию был самым тяжелым месяцем моей жизни.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах хӑвӑн кӑмӑл туртнипе мар, тумалла-ҫке тесе, тивӗҫлӗх туйӑмӗпе турӑм, хӑвна ху пусмӑрласа мӗн те пулин туни вӑл пӗртте пурнӑҫри пек чӗрӗ тухмасть.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арҫынсемсӗр пуҫне тӗнчере хӗрарӑмсем пур, вӗсем те ҫынсемех; ҫупкӑсӑр пуҫне кирлӗ мар япаласем татах та пур, вӗсем пирӗн шутпа кирлӗ мар тата чӑнахах та кирлӗ мар ӗнтӗ, анчах вӗсем те ҫынсен пурнӑҫри лӑпкӑлӑхне туртса илеҫҫӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл упӑшкан аслӑ та тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ; ҫак хаклӑ парнене таса шухӑш-кӑмӑллӑ пулнипе кӑна тивӗҫлӗ пулма пулать; кам ҫакна тивӗҫ пулнӑ, ҫав хӑйне ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ ҫын тесе шутлама пултарать, ӑна намӑс маррине тата нихҫан та намӑс пулас ҫуккине, вӑл яланах паттӑр та хӑюллӑ пулассине, пур тӗрӗслӳсенче, кирек мӗнлисенче пуринче те вӑл лӑпкӑ та ҫирӗп юлассине, шӑпа унӑн чун-чӗрине пӑхӑнтарма пултарас ҫуккине, ӑна темӗнле йывӑрлӑхсем пырса ҫапсан та, ҫак чыса тивӗҫлӗ пулнӑ вӑхӑтран пуҫласа пурнӑҫри юлашки минута ҫитичченех вӑл хӑйӗн чысӗпе телейлӗ пулассине ҫав ҫын хӑюллӑнах шанса тӑма пултарать.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вара ерипен аталанса пӗтӗм воспитанирен, пурнӑҫри пӗтӗм условисенчен килекен кулленхи правило пулса тӑрать.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа та Федьӑпа Матренӑна хӑйӗн хуйхине пӗлтерме темиҫе минутлӑха чарӑнса тӑчӗ, — туйӑмӗсене пӗлтернӗ чухне кашни ҫынах, хавхаланса кайса, пурнӑҫри самантлӑх интересӗсене манса каять, — Марья Алексевна Верочка пӳлӗмне чупса кӗчӗ, туалет ещӗкӗсене уҫа-уҫа пӑхма пуҫларӗ, гардероба уҫрӗ, — пур япалана та хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнчӗ, — ҫук, нимӗн те тӗкӗнмен пулас! — вара, хӑвӑрт пӑхса тухса лӑпланнӑскер, тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗслеме пуҫларӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов, ытти ҫынсемшӗн усӑллӑ ӗҫ тӑвас тесе, пурнӑҫри тӗрлӗ ырлӑхсемсӗр, хисепсӗр юлма ҫирӗппӗн шут тытнӑ, ҫавӑн пек ӗҫпе киленсе пурӑнасси — уншӑн пулсан чи лайӑх тупӑш тесе шухӑшланӑ вӑл; хӑй юратса пӑрахнӑ хитре хӗр ҫине вӑл ҫав тери таса куҫсемпе пӑхнӑ; кашни пиччӗшӗ те хӑйӗн йӑмӑкӗ ҫине ун пек пӑхма пултарайман; анчах ун материализмне кун пек каҫарма хӑтланнине хирӗҫ ҫакна калас пулать: хӑш енчен те пулин лайӑх енсӗр ҫын пӗр ҫын та ҫук вӗт, материалистсем вара, вӗсем кирек мӗнле пулсан та, ҫапах та материалистсемех, ҫакӑ ӗнтӗ вӗсем путсӗр те таса кӑмӑллӑ маррине татӑклӑн кӑтартса парать, материалистсене каҫарма юрамасть, мӗншӗн тесен вӗсене каҫарни вӑл материализм майлӑ пулса, ӑна пулӑшнине пӗлтернӗ пулӗччӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ку карчӑка унӑн ҫапах та вӗрентес килнӗ — ахаль кӑна, йӗркене пӗлтӗр тесе, пурнӑҫри пӗр правилӑна асра тытса: юлашки сӑмаха ялан унӑн, Лушкӑн, каламалла.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Эпӗ яланах сахал калаҫатӑп та, анчах мӗнле каламаллине пӗлетӗп, — терӗ йывӑрлӑхсене чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерекен ҫын, хӑйӗн тивӗҫлӗхне тытма пултарнӑ туйӑмпа, пурнӑҫри сивчирпе кӗрешме пӑрахмасӑр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Обломов арена ҫине тухса ҫапӑҫас гладиатор пек мар, ҫав ҫапӑҫӑва мирлӗн сӑнакан пек ҫуралса ӳснӗ; унӑн шиклӗ те юлхав чунӗ пӑшӑрхануллӑ телее те, пурнӑҫри инкексене те чӑтаяс ҫук — апла пулсан, вӑл пурнӑҫӑн пӗр енне кӑна кӑтартать, унӑн пурнӑҫра мӗн те пулин улӑштарма, е ӳкӗнме — кирлӗ те мар.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ мӗнле философи ҫуралнӑ обломовла Платонӑн, вӑл ӑна пурнӑҫри мӗнпур пӑшӑрханӑҫ туйӑмсемпе шухӑшсенчен лӑплантарнӑ!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга вӗрин сывламасть, ҫутӑ пайӑркасем те, кӑвак каҫ та ҫук; анлӑ та хаяр пурнӑҫри юрату умӗнче ҫулсем иртнӗ хыҫҫӑн ҫаксем йӑлтах ача вӑййи пек ҫеҫ туйӑнаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шӑплӑх та ҫитнӗ, кӑмӑл ҫӗкленнисем те иртнӗ; вӗсем пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ӑнланма, чӑтӑмлӑн та хӑюллӑн тӳссе ирттерме вӗренсе ҫитнӗ, пурнӑҫ ҫаплах шӑпланса ларман вӗсен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каччӑ чухне хӑйӗн ҫамрӑк вӑй-халне ним шухӑшламасӑр упранӑ, кайран вӑл ҫакна ӑнланса илнӗ: ҫав вӑй-хал сывлӑхпа хаваслӑх ҫуратать, хӑюллӑ пулма пулӑшать; пурнӑҫ темле йывӑр пулин те, ӑна йывӑрлӑх, асап вырӑнне йышӑнма мар, тивӗҫ вырӑнне ҫеҫ йышӑнма, пурнӑҫри йывӑрлӑхсенчен хӑрамасӑр тӑма, тивӗҫлӗн кӗрешме вӗрентет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурнӑҫри пур япала ҫине те, вак-тӗвек ҫине те шӳтлемесӗр пӑхма вӑл ашшӗнчен вӗреннӗ; тен, вӑл унран вак-тӗвек ӗҫе те ытлашши тума вӗреннӗ пулӗччӗ, — нимӗҫсем пурнӑҫри кашни утӑма, ӑнланӑва та ҫавнашкал педантла хаклаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле хӑвӑрт пӗлсе ҫитрӗ вӑл пурнӑҫри йывӑрлӑхсене, телейлӗ кунсемпе телейсӗр кунсене мӗнле пӗлсе ҫитрӗ!Как вдруг глубоко окунулась она в треволнения жизни и как познала ее счастливые и несчастные дни!
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫакна туйса илчӗ: янкӑр уяр, пӗр пӗлӗтсӗр юрату уявӗ иртсе кайрӗ ӗнтӗ; юрату, чӑннипех, пӗтӗм пурнӑҫри тивӗҫ пулса тӑчӗ; вӑл кулленхи вак-тӗвек ӗҫсемпе хутӑшса кайса шупкаланма, хӑйӗн асамлӑ илемне ҫухатма пуҫларӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сиреньсем тӗксӗмленчӗҫ, — шухӑшларӗ Обломов, ҫакӑнса тӑракан сирень ҫеҫкисем ҫине пӑхса, — ӗнерхи кун тӗксӗмленчӗ, ҫыру та тӗксӗмленчӗ, ман пурнӑҫри чи лайӑх самант, ман чӗрере мӗн лайӑххи пуррине ҫӳлти сасӑ пек хӗрарӑм каланӑ самант, вӑл та пулин тӗксӗмленчӗ!..»
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирӗн пурнӑҫри ҫак кӗске самант ман чӗрере яланлӑхах ҫав тери таса та пылак асаилӳсем хӑварать, эпӗ унпа хамӑн пысӑк хуйхӑма кӑштах лӑплантарӑп, ӗлӗкхи пек ыйха путасран мана ҫакӑ та ҫителӗклӗ пулӗ, сире вара, сиен кӳмесӗр, малашнехи виҫеллӗ пурнӑҫӑрта ҫул кӑтартса пырӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956