Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXII

Пай: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.29 00:10

Пуплевӗш: 209; Сӑмах: 2346

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Теорилле калаҫу

Тепӗр кун Кирсанов госпитальтен таврӑнчӗ те кая юлса кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ хыҫҫӑн, сигара туртса ярса, канмалла кӑштах кӗнеке вулас-ха тесе, сибаритла тӑсӑлса ҫеҫ выртнӑччӗ, ун патне Лопухов пырса та кӗчӗ.

— Вӑхӑтсӑр килнӗ хӑна — тутартан та усалрах, — терӗ Лопухов шӳт тунӑ пекрех, анчах унӑн сасси питӗ шӳтлех тухмарӗ. — Чӑрмантаратӑп сана, Александр; анчах ним тума та ҫук, чӑрманах ӗнтӗ. Манӑн санпа калаҫмалли пур. Часрах калаҫасшӑнччӗ те ирхине ҫывӑрса юлнӑ, ӗлкӗрес ҫукчӗ. — Халӗ ӗнтӗ Лопухов шӳт тумасӑр калаҫа пуҫларӗ. «Мӗне пӗлтерет ку? Нивушлӗ тавҫӑрса илчӗ?» — шухӑшларӗ Кирсанов. — Калаҫар-ха, — терӗ Лопухов вырнаҫса ларса. — Пӑх-ха мана куҫран.

«Ҫапла, вӑл ҫавӑн ҫинчен калать, нимӗн иккӗленмелли те ҫук».

— Итле, Дмитрий, — терӗ Кирсанов тата хытӑрах сасӑпа. — Эпир санпа туссем. Анчах туссен те тума пултарайман япаласем пур. Эпӗ сана ҫак калаҫӑва пӗтерме ыйтатӑп. Кун пек калаҫусене кӑмӑл туртмасть манӑн. Тата нихҫан та туртас ҫук. Хӑйӗн умӗнче ҫын вӗлерме хатӗр ҫын тӑнӑ пек, Кирсанов куҫӗсем тинкерсе хаяррӑн пӑхаҫҫӗ.

— Каламасӑр юрамасть, Александр, — терӗ Лопухов лӑпкӑн, кӑшт уҫах мар сасӑпа, — эсӗ пӑркаланнине аван ӑнлантӑм эпӗ.

— Ан чӗн. Санӑн мана ӗмӗрлӗхе хӑвӑн тӑшману тӑвас килмесен, хӑвна хисеплеме пӑрахтарас килмесен, эпӗ сана калаҫма чаратӑп.

— Тахҫан эпӗ сана хисеплеме пӑрахнинчен хӑраманччӗ эсӗ, астӑватӑн-и? Халӗ пурте паллӑ ӗнтӗ. Эпӗ ун чухне асӑрхаман ҫав.

— Дмитрий, эпӗ сана тухса кайма ыйтатӑп, е эпӗ хам тухса каятӑп.

— Тухса каймастӑн. Мӗн тетӗн эсӗ, саншӑн тӑрӑшатӑп-им эпӗ?

Кирсанов чӗнмерӗ.

— Мана санпа калаҫма ҫӑмӑлрах. Анчах сана манпа калаҫма — апла мар. Эпӗ чаплӑ ырӑ ӗҫ тӑвакан пек курӑнатӑп. Анчах ку вӑл пӗтӗмпех суя. Тӗрӗс шухӑшласа пӑхсан, эпӗ урӑхла тума та пултараймастӑп. Эпӗ сана, Александр, пӑркаланма пӑрахма ыйтатӑп. Пӑркаланса эсӗ нимӗн те тӑваяс ҫук.

— Епле? Нивушлӗ каярах пулчӗ апла? Каҫар мана, — терӗ Кирсанов хӑвӑрт, вара ӑна «пӑркаланса эсӗ нимӗн те тӑваяс ҫук» тени хаваслантарса ячӗ-и е кӳрентерчӗ-и, — ҫавна та тавҫӑрса илеймерӗ.

— Ҫук, ӑнланмарӑн эсӗ мана. Кая юлман. Ку таранччен нимӗн те ҫук-ха. Мӗн пулассине эпир курӑпӑр. Анчах халлӗхе курмалли нимӗн те ҫук. Тепӗр тесен, Александр, эсӗ мӗн ҫинчен каланине ӑнланаймастӑп эпӗ; ҫавӑн пекех эсӗ те эпӗ мӗн ҫинчен каланине пӗлместӗн; эпир пӗр-пӗрне ӑнланмастпӑр, — тӗрӗс-и? Тата пире пӗр-пӗрне ӑнланни кирлӗ те мар, — ҫапла-и? Сана ҫак ытарлӑ калаҫусем кӑмӑллӑ мар ӗнтӗ, эсӗ вӗсене ӑнланмастӑн та. Ун пек калаҫусем пулман. Эпӗ нимӗн те каламан. Манӑн сана нимӗн каламалли те ҫук. Пар-ха сигара; эпӗ хамӑнне астумасӑр манса хӑварнӑ. Туртса ярӑп та, наука ыйтӑвӗсем ҫинчен калаҫма пуҫлӑпӑр, — ӗҫ ҫук пирки наука ҫинчен пакӑлтатса ларма килтӗм те ӗнтӗ эпӗ. Белока искусственнӑй майпа тупма тӑвакан тӗлӗнмелле опытсем ҫинчен мӗн шухӑшлатӑн эсӗ? — Урисене хума Лопухов пӗр кресло патне тепӗрне шутарса лартрӗ, сигара тивертсе ярса, малалла калаҫнӑ май лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ. — Ман шутпа, юрӑхлӑ пулас пулсан, вӑл питӗ пысӑк ҫитӗнӳ. Эсӗ опытсем татах туса пӑхрӑн-и?

— Ҫук, кирлӗ мар пуль тетӗп.

— Епле телейлӗ эсӗ: санӑн аллунта чылаях пуян лаборатори пур. Тархасшӑн, тата туса пӑх, туса пӑх, тимлӗрех пул. Фабрикӑсенче органикӑлла мар япаласенчен тӳрех тӑрантаракан тӗп вещество туни — апат ыйтӑвне, этемлӗхӗн пӗтӗм пурнӑҫне тепӗр майлӑ ҫавӑрса лартни пулать вӗт вӑл. Калама ҫук ӑслӑ ӗҫ, Ньютон тупнӑ законпа танлашмалла. Килӗшетӗн-и эсӗ?

— Паллах. Анчах опытсем тӗрӗс пулчӗҫ-ши тесе хытӑ иккӗленетӗп. Паллах, хӑҫан та пулин эпир кун патне ҫитетпӗрех; наука ҫавӑнталлах пырать, ку вӑл паллӑ. Анчах халлӗхе ҫитеймен пулас-ха.

— Апла шухӑшлатӑн эппин эсӗ? Эпӗ те шӑп ҫавӑн пек шухӑшлатӑп. Апла пулсан, эпир калаҫса пӗтертӗмӗр. Сывӑ пул, Александр. Анчах, сывпуллашнӑ май, эпӗ сана пирӗн пата ӗлӗкхи пекех час-час пырса ҫӳреме ыйтатӑп. Сывӑ пул.

Лопухов ҫине пӗрмаях хаяррӑн та тинкерсе пӑхакан Кирсанов куҫӗсем ҫиллессӗн йӑлтӑртатса илчӗҫ.

— Эсӗ мана, Дмитрий, хӑвӑн ҫинчен лайӑх мар шухӑшлаттарса хӑварасшӑн пулас.

— Пӗртте ун пек тӑвасшӑн мар эпӗ. Анчах санӑн пирӗн пата ҫӳрес пулать. Мӗн тӗлӗнмелли пур унта? Туссем вӗт эпир санпа. Мӗн тӗлӗнмелли пур ҫак эпӗ кун пек ыйтнинчен?

— Пултараймастӑп эпӗ. Эсӗ ухмахла, ирсӗр ӗҫ пуҫласа яратӑн.

— Эсӗ мӗнле ӗҫ ҫинчен калаҫнине пӗлместӗп эпӗ; ҫавӑнпа сана икӗ минут маларах килӗшмен пекех, ҫак калаҫу мана та пачах килӗшмест.

— Дмитрий, ӑнлантарса пама ыйтатӑп эпӗ сана?

— Кирлӗ мар. Нимӗн те ҫук, ӑнлантармалли те ҫук, ӑнланмалли те ҫук. Кӑлӑхах хӗремесленетӗн эсӗ.

— Ҫук, сана кун пек кӑларса яма пултараймастӑп эпӗ. — Кирсанов тухса кайма хатӗрленнӗ Лопухова аллинчен тытрӗ. — Лар. Эсӗ кирлӗ мар чухне калаҫма пуҫларӑн. Эсӗ мана тем те пӗр тума ыйтатӑн. Итле-ха эпӗ мӗн каланине.

Лопухов ларчӗ.

— Мӗнле право пур сан, — пуҫларӗ Кирсанов унчченхинчен те ҫиллӗрех сасӑпа. — Маншӑн тем пек йывӑр япала ҫинчен ыйтма мӗнле право пур сан. Мӗн кирлӗ сана манран? Тата мӗне кирлӗ ку? Ку вӑл ӑссӑр япала. Хӑвӑн пуҫунти романтикӑлла аташусене пуҫран кӑларса пӑрахма тӑрӑш. Эпир йӗркеллӗ пурнӑҫ текенни вӑл обществӑри ӑнлавсемпе хӑнӑхусем улшӑнсассӑн пулӗ. Унӑн вӗренсе улшӑнмалла, вӑл ҫапла. Пурнӑҫ аталанса пынӑ май вӗренсе, улшӑнса пырать те ӗнтӗ вӑл. Кам ҫӗнӗрен воспитани илнӗ, вӑл ыттисене пулӑшать, ку вӑл ҫапла. Анчах вӑл ҫӗнӗрен воспитани иличчен, пачах та улшӑнса ҫитиччен, эсӗ ҫын кун-ҫулӗпе выляма пултараймастӑн. Хӑрушӑ япала вӗт вӑл, ӑнлантӑн-и эсӗ е тӑнран кайрӑн-и?

— Ҫук, нимӗн те ӑнланаймастӑп эпӗ, Александр. Эсӗ мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлместӗп эпӗ. Хӑвӑн тусу санран: мана ан ман, тесе ыйтать, мӗншӗн тесен ӑна сана хӑй патӗнче курма кӑмӑллӑ, эсӗ вара темшӗн ҫапла ыйтнӑшӑн тӗлӗнетӗн. Кунта мӗн пирки ытла хӗрсе каймаллине ӑнланмастӑп эпӗ.

— Ҫук, Дмитрий, кун пек калаҫура эсӗ шӳт тусах ирттерсе яраймӑн. Сана ирсӗр ӗҫ тума шухӑш тытнӑ ухмах ҫын иккенне кӑтартса парас пулать. Сахал-и вӑл эпир йышӑнман япаласем? Ҫупни мӗн чухлӗ те пулин ята янине йышӑнмастпӑр эпир, — ку вӑл тахҫантанпах пыракан ухмахла шухӑш, сиенлӗ шухӑш, урӑх нимӗн те мар. Анчах халӗ арҫына ҫупкӑ пама право пур-и санӑн? Ку вӑл санӑн енчен намӑса пӗлмесӗр тунӑ ирсӗр ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ, эсӗ ҫыннӑн пурнӑҫ лӑпкӑлӑхне туртса илнӗ пулӑттӑн. Ӑнлантӑн-и эсӗ ҫакна, айван? Ӑнлантӑн-и, эпӗ вӑл ҫынна юрататӑп пулсан, эсӗ вара мана ӑна ҫупкӑ пама хушатӑн пулсан, ҫупкӑ пани ман шутпа та, сан шутпа та ниме тӑман япала, — ӑнлантӑн-и эсӗ, эсӗ мана ҫавна тума хушатӑн пулсан, эпӗ сана ухмах та намӑса пӗлмен ҫын тесе шутлатӑп; эсӗ мана вӑйпах ҫавна тутарттарасшӑн пулсассӑн, камӑн пурнӑҫӗ усӑсӑртараххине кура эпӗ е сана, е хама вӗлеретӗп, сана е хама вӗлеретӗп, анчах ҫупкӑ памастӑп. Ӑнланатӑн-и эсӗ ҫавна, ухмах? Эпӗ арҫын ҫинчен тата ҫупкӑ ухмахла япала пулни ҫинчен калатӑп, анчах ҫав ҫупкӑ халлӗхе арҫыннӑн пурнӑҫ лӑпкӑлӑхне туртса илет-ха. Арҫынсемсӗр пуҫне тӗнчере хӗрарӑмсем пур, вӗсем те ҫынсемех; ҫупкӑсӑр пуҫне кирлӗ мар япаласем татах та пур, вӗсем пирӗн шутпа кирлӗ мар тата чӑнахах та кирлӗ мар ӗнтӗ, анчах вӗсем те ҫынсен пурнӑҫри лӑпкӑлӑхне туртса илеҫҫӗ. Ӑнланатӑн-и эсӗ, мӗнле те пулин ҫынна, ну хуть хӗрарӑма, ҫак пирӗн шутпа кирлӗ мар тата чӑнахах та кирлӗ мар япаласем кӑтартни, — ну, кирек мӗнле япала пулсан та, пурпӗрех, — ҫавна кӑтартни сӗмсӗр, ирсӗр, намӑссӑр ӗҫ пулнине ӑнланатӑн-и эсӗ? Санӑн шухӑшусем лайӑх мар, илтетӗн-и?

— Тусӑм, мӗн лайӑххипе мӗн лайӑх марри ҫинчен эсӗ питӗ тӗрӗс калатӑн. Анчах эсӗ ӑна мӗншӗн каланине пӗлместӗп эпӗ, тата вӑл мана мӗн тума кирлине те ӑнланмастӑп. Эпӗ сана нимӗн те, камӑн та пулин пурнӑҫ лӑпкӑлӑхне пӑсма шутлани ҫинчен, е ҫавна евӗрлӗ япала ҫинчен нимӗн те каламарӑм. Пустуй шухӑшласа кӑларатӑн эсӗ, урӑх нимӗн те мар. Эпӗ санран, хамӑн юлташӑмран, мана ан ман, тесе ыйтатӑп, мӗншӗн тесен мана, санӑн юлташна, санпа вӑхӑт ирттерме кӑмӑллӑ, — ҫавӑ ҫеҫ. Эпӗ юлташла ыйтнине тӑвӑн-ши эсӗ?

— Эпӗ каларӑм сана, эсӗ лайӑх мар ыйтатӑн. Анчах эпӗ лайӑх мар ӗҫсем тумастӑп.

— Туманни вӑл лайӑх-ха. Анчах эсӗ темӗнле шухӑшласа кӑларнӑ япаласемшӗн хӗрсе кайрӑн та теори ҫинчен калаҫа пуҫларӑн; санӑн ахалех, ӗҫре нимӗн чухлӗ те усӑ курмасӑрах, теори ҫинчен калаҫас килет пулмалла. Тавай, эпӗ те сан пек ахалех калаҫма пуҫлам, эпӗ сана нимӗнпе те ҫыхӑнса тӑман ыйту паратӑп, вӑл отвлеченнӑй чӑнлӑха ӑнлантарса панисӗр пуҫне урӑх никама та пырса тивмест. Кам та пулин; хӑйне лайӑх мар тумасӑр, ҫын валли кӑмӑллӑ ӗҫ тума пултарать пулсассӑн, ман шутпа, унӑн ҫав ӗҫе тумаллах, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те ҫав ӗҫпе кӑмӑллӑ пулать. Ҫапла-и?

— Ку вӑл ӑссӑр япала, Дмитрий, тӗрӗс мар калатӑн эсӗ.

— Эпӗ нимӗн те каламастӑп, Александр; эпӗ теори ыйтӑвӗсемпе ҫеҫ ӗҫлетӗп. Акӑ тата тепри. Камӑн та пулин мӗн те пулин тӑвас килет пулсан, — эпир унӑнне ҫав туйӑмне пӗтерсе лартма тӑрӑшни мӗн те пулин лайӑххи парать-и? Епле сан шутпа? Ҫапла мар-и? — Ҫук, ун пек тӑрӑшни нимӗн те памасть. Ӑна пула пушшех тата хытӑрах мӗн те пулин тӑвас килсе каять кӑна, — ку вӑл е сиенлӗ, е суя ҫул-йӗр, — ку вӑл сиенлӗ те, ирсӗр те, е вӑл, пӗтсе ларса, хӑйпе пӗрле пурнӑҫа та пӗтерсе хурать, — ҫакӑ вара шел.

— Ӗҫ кунта мар, Дмитрий. Ку теори ыйтӑвне эпӗ урӑхла лартатӑп: ҫынна теветкеллӗхсӗрех лайӑх пулсассӑн, камӑн та пулин ӑна теветкеллӗх кӑтартма право пур-и? Кашни ҫыннӑнах хӑйне мӗн кирлине тупма пултаракан вӑхӑт ҫитетех, ӑна эпир пӗлетпӗр, анчах халлӗхе вӑл вӑхӑт ҫитмен-ха, эпир ҫакна та питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Хӑй ирӗк пурӑнать пулсассӑн, пур енчен те аталансах каймасассӑн та, тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын халӗ хавас. Эпӗ ҫавӑн пек тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын пур тесе шухӑшлам-ха ӗнтӗ. Ҫав ҫын хӗрарӑм пултӑр; вӑл хӗрарӑм, качча кайнӑран, питӗ ирӗк пурӑнать пултӑр; вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе питӗ кӑмӑллӑ пултӑр; ҫавӑн пек чухне ӑна хӑйӗн савӑнса пурӑнакан лайӑх пурнӑҫне кам ҫухаттарасшӑн пулӗ-ха? Ылтӑн ӗмӗр пулать вӑл, Дмитрий, ӑна эпир пӗлетпӗр, анчах вӑл пуласлӑхра кӑна-ха. Тимӗр ӗмӗрӗ иртсе пырать, иртсе кайнӑпа пӗрех ӗнтӗ, анчах ылтӑнни ҫитеймен-ха. Ҫав ҫыннӑн мӗнле те пулин вӑйлӑ туйӑм пулнӑ, тейӗпӗр — унӑн юратас килнӗ, ку тӗслӗх валли кӑна вӗт, — калӑпӑр, вӑл пачах та юратма пултарайман е кӑшт юратнӑ пулсассӑн, эпӗ вӑл хӑй тӗветкеллӗ пулассине хирӗҫ нимӗн те каламӑттӑмччӗ, анчах уншӑн кам та пулин ют ҫын кӑларса тӑратакан теветкеллӗхе хирӗҫ мар. Анчах ҫав ҫын хӑй мӗн тӑвас килнине лайӑхах туса пырать пулсассӑн, вӑл хай те теветкеллӗ пуласшӑн мар; теветкеллӗ пуласшӑн мар пулса, вӑл тӗрӗс тата тӑнлӑ-пуҫлӑ тӑвать, ҫавӑнпа та калатӑп: ӑна, теветкеллӗ пулас мар текенскере, кам теветкеллӗ тӑвасшӑн пулӗ тетӗп. Ҫак гипотезӑллӑ вывода хирӗҫ мӗн калама пултаратӑн эсӗ? Нимӗн те. Хӑвӑн права ҫуккине ӑнлан ӗнтӗ эсӗ.

— Эпӗ сан вырӑнта, Александр, эсӗ мӗн каланинех каланӑ пулӑттӑм; ку ыйтура санӑн мӗнле те пулин вырӑн пур тесе эпӗ сан пекех тӗслӗхшӗн ҫеҫ калатӑп; вӑл пире никама та тивменнине пӗлетӗп эпӗ, эпир, ученӑйсем, пире тӗрӗс пек туйӑнакан пӗтӗмӗшле наукӑлла шухӑш-кӑмӑлсен интереслӗ енӗсем ҫинчен кӑна калаҫатпӑр; ун пек пӑхсассӑн, кашнинех кирек мӗнле ӗҫ ҫинчен те хӑй мӗнле шухӑшланӑ пек калать, вӑл мӗнле шухӑшласси вӑл ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнинчен килет, сан вырӑнунта пулсан; сан пекех каланӑ пулӑттӑм тесе ҫак шухӑшпа анчах калатӑп та ӗнтӗ эпӗ. Ман вырӑнта пулнӑ пулсан, эсӗ те эп каланӑ пекех каланӑ пулӑттӑн. Пӗтӗмӗшле наука енчен илсе пӑхсан, ку вӑл ним тавлашусӑр чӑнлӑх вӗт. В вырӑнӗнче А В пулса тӑрать; В вырӑнне В пулман пулсассӑн, вӑл В вырӑнӗнче пулман пулӗччӗ-ха, В вырӑнӗнче пулма ӑна мӗн те пулин ҫитмен пулӗччӗ, — ҫапла вӗт? Апла пулсан, ман сана хирӗҫлесе каламалли ҫук пекех, санӑн та ҫакна хирӗҫ каламалли ҫук. Анчах эпӗ те, сана кура, никама та пырса тӗкӗнмен хамӑн гипотезӑна тӑвӑп. Чи малтан ҫапла шутлӑпӑр, калӑпӑр, виҫӗ ҫын пурӑнаҫҫӗ тейӗпӗр, — кунта пулма пултарайманни ҫук ӗнтӗ, — калӑпӑр, вӗсенчен пӗрин иккӗмӗшӗнчен, уйрӑмах виҫҫӗмӗшӗнчен, пытарма кирлӗ вӑрттӑнлӑх пур; калӑпӑр, иккӗмӗш пӗрремӗшин ҫак вӑрттӑнлӑхне туйса илет те: эпӗ санран мӗн ыйтнине ту, е эпӗ сан вӑрттӑнлӑхна виҫҫӗмӗшне пӗлтеретӗп, тет. Ҫавӑн ҫинчен мӗн шухӑшлатӑн эсӗ?

Кирсанов кӑшт шуралса кайрӗ те нумайччен уссине пӗтӗрчӗ.

— Дмитрий, эсӗ мана кӳрентеретӗн — терӗ вӑл юлашкинчен.

— Пит кирлӗ мана санпа ӑшшӑн калаҫса ларма, — эсӗ: маншӑн интереслӗ-им? Ҫитменне тата эсӗ мӗн ҫинчен каланине те ӑнланмастӑп эпӗ. Эпир санпа ученӑйпа ученӑй калаҫнӑ пек калаҫрӑмӑр, пӗр-пӗрне тӗрлӗрен йывӑр задачӑсем патӑмӑр; юлашкинчен, манӑн сана пӗр кӑткӑс задача пама тӳр килчӗ те, эсӗ вара тарӑн шухӑша путрӑн. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫак теорилле калаҫӑва пӗтеретӗп. Манӑн та ӗҫ нумай, санӑннинчен сахалах мар; ҫапла ӗнтӗ сывӑ пул. Тӑхта-ха, кӑштах манса кайман: Александр, пирӗн патӑмӑрта, сана яланах курма хавас хӑвӑн ырӑ тусусем патӗнче, иртнӗ уйӑхсенчи пекех час-час пулма ыйтнине пурнӑҫлатӑн-ши эсӗ?

Лопухов ура ҫине тӑчӗ.

Кирсанов, хӑйӗн кашни пӳрни пӗтӗмлетнӗ гипотеза пулнӑ пек, тӑрӑшсах пӳрнисем ҫине пӑхса ларчӗ.

— Эсӗ, Дмитрий, мана кӳрентеретӗн. Эсӗ мӗн ыйтнине тума пултараймастӑп эпӗ. Анчах хам енчен эпӗ сана пӗр услови лартатӑп. Эпӗ сирӗн пата ҫӳрӗп; анчах эпӗ сан ҫуртунтан пӗччен тухаймастӑп пулсан, сан яланах манпа пӗрле ҫӳрес пулать, ман сана чӗнсе тӑмалла ан пултӑр, — илтетӗн-и, — ху тух эсӗ, эпӗ чӗнмесӗрех. Сансӑр эпӗ ниҫта та: оперӑна та, пӗлӗшсем патне те, ниҫта та пӗр утӑм та тумастӑп.

— Ку услови, Александр, кӳрентермест-и мана? Мӗн эсӗ вӑрӑ-им?

— Ун пек шухӑшпа каламарӑм эпӗ. Эсӗ мана вӑрӑ тесе шутлатӑн тесе кӳрентерес ҫук эпӗ сана. Эпӗ ним шухӑшламасӑрах хамӑн пуҫа сана шанса панӑ пулӑттӑм. Санран та ҫавнах кӗтме пултарасса шанса тӑратӑп. Анчах хам мӗн ҫинчен шутланине эпӗ хам ҫеҫ пӗлетӗп. Эсӗ вара пурнӑҫла кӑна, ҫавӑ анчах.

— Халӗ эпӗ те пӗлетӗп ӗнтӗ. Ҫапла, ку тӗлӗшпе эсӗ нумай турӑн. Халӗ ӗнтӗ ун ҫинчен татах та ытларах тӑрӑшасшӑн. Мӗнех ӗнтӗ, хальхинче эсӗ тӗрӗс тӑватӑн. Ҫапла мана вӑйпа ирӗксӗрлемелле. Анчах, тусӑм эпӗ сана тем тӗрлӗ тав тусан та, кунтан нимӗн те тухмӗ. Эпӗ хам та ирӗксӗрлесе пӑхрӑм хама. Манӑн та, санӑнни пекех, тӳсӗмлӗх пур, эпӗ те санран каях мар пӑркалантӑм. Анчах хӑвӑн кӑмӑл туртнипе мар, тумалла-ҫке тесе, тивӗҫлӗх туйӑмӗпе турӑм, хӑвна ху пусмӑрласа мӗн те пулин туни вӑл пӗртте пурнӑҫри пек чӗрӗ тухмасть. Ку меслетпе мӗне те пулин вӗлерме анчах пулать, анчах чӗррине нимӗн те тума ҫук. — Кирсанов «анчах хам мӗн ҫинчен шутланине эпӗ хам ҫеҫ пӗлетӗп» тени Лопухов кӑмӑлне ҫемҫетрӗ. — Тавтапуҫ сана, тусӑм. Мӗнех ҫак, эпир санпа нихҫан та чуптуманччӗ, тен, халь чуптӑвас килмест-и санӑн?

Ҫак калаҫура хӑйне мӗнле тыткаланине теоретик пек пӑхас пулсан, Лопухов савӑнсах ҫапла каланӑ пулӗччӗ: «Ҫапах та, епле тӗрӗс вӑл теори; ҫыннӑн эгоизм пур-пурах ҫав. Чи кирлине «калӑпӑр, ҫак ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ӳпкелемест» тенине пытарса хӑвартӑм-ҫке; шӑпах ҫавӑнта: «Александр, эсӗ тӗрӗс мар шухӑшлатӑн» темеллеччӗ те ӗнтӗ, анчах эпӗ чӗнмерӗм, мӗншӗн тесен ун пек калани вӑл маншӑн усӑллӑ мар. Теоретик енчен илсен, хӑйӗн эгоизмӗ ӗҫре мӗн-мӗн хӑтланнине сӑнама ҫынна кӑмӑллӑ. Сана ӗҫ пӗтерсе хума пултарнӑ пирки эсӗ ҫав ӗҫрен пӑрӑнатӑн, эгоизма пула вара эсӗ хӑвна ырӑ ӗҫ тӑвакан ҫын пек кӑтартма тӑрӑшатӑн».

Ҫак калаҫура хӑйне мӗнле тыткаланине теоретик пек пӑхас пулсан, Кирсанов савӑнсах ҫапла каланӑ пулӗччӗ: «Ҫапах та, епле тӗрӗс вӑл теори; хамӑн лӑпкӑ пулас, тунӑ ҫитӗнӳсемпе савӑнса ларас килет, хам вара эсӗ хӗрарӑм лӑпкӑлӑхне пӗтерме пултаратӑн тесе калаҫатӑп; ку вара (эсӗ хӑвах ӑнлан ӗнтӗ), тусӑм, санӑн лӑпкӑлӑхупа пӗр ҫын лӑпкӑлӑхӗшӗн эпӗ ырӑ та чаплӑ ӗҫ тунине пӗлтерет; ҫавӑнпа та эпӗ ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ пулни умӗнче эсӗ пуҫ тай. Теоретик енчен илсен, унӑн эгоизмӗ ӗҫре мӗн-мӗн хӑтланнине сӑнама ҫынна кӑмӑллӑ. Ухмах та сӗмсӗр ҫын пулас мар тесе, ӗҫрен пӑрӑннӑ та, ырӑ та чаплӑ ӗҫ тунӑ пек, калама ҫук савӑнса кайнӑ; каллех хӑвна лӑплантарма тӑрӑшас тата ху ырӑ кӑмӑллӑ пулнипе савӑнассине ҫухатас мар тесе, пӗрремӗш сӑмахранах мӗн каланине итлеместӗн, эгоизма пула вара ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫе хирӗҫ тӑнӑ пек кӑтартма тӑрӑшатӑн».

Анчах Лопуховӑн та, Кирсановӑн та, теоретиксем пулса, ҫак кӑмӑллӑ сӑнавсене тума вӑхӑт пулман: ӗҫ вӗсемшӗн иккӗшиншӗн те чылаях йывӑр килсе тухнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех