Шырав
Шырав ĕçĕ:
Коростелев та, амӑшӗ те килте пулмарӗҫ, виҫҫӗн кӑна апатланчӗҫ.
Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пӗр сӗтел хушшинче апатланчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Бенедикт пиччӗшне карап сӑмсинчи япаласем усракан пӗчӗк тӑваткала вырнаҫтарчӗҫ, Халл капитанпа Бенедикт пичче ирхине, кӑнтӑрла Уэлдон миссиспа пӗрле ун пӳлӗмӗнче апатланчӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Унтан лаҫри лутра сӗтел тавра ларса апатланчӗҫ.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫурма ҫула ҫитсен, вӗсем лашисене тӑварса ҫитерчӗҫ, кантарчӗҫ, хӑйсем те апатланчӗҫ.Миновав половину пути, выпрягли лошадей, дали поесть, отдохнуть, перекусили и сами.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кунтах, уйрах, уйри хуран умӗнчех апатланчӗҫ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗр сехет каярах кӑна вӗсем район «Чайнӑйӗнче» апатланчӗҫ, шӳтлерӗҫ, кулчӗҫ, хӑйсен хурҫӑ пек ҫирӗп шухӑшне те пӗр-пӗрне уҫҫӑнах пӗлтерчӗҫ.
Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ултӑ сехетре ҫулҫӳревҫӗсем апатланчӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чей ӑшӑтса кӑштах апатланчӗҫ те Маюкпа Ҫинук хӑйсен кравчӗ ҫине канма выртрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Татах чей лартрӗҫ, колбассине ӑшӑтрӗҫ, апатланчӗҫ, чей ӗҫрӗҫ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Апатланчӗҫ.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Виҫҫӗн апатланчӗҫ, вара унта, ҫаврашка сӗтел хушшинче, Сергейпа Ирина вӗренме шӑпах ҫак института каясси ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ачасем хӑвӑрт апатланчӗҫ те, вӗсене тата пӗрер курка вӗри чей, пӗрер татӑк джем сӗрнӗ ҫӑкӑр пачӗҫ; кусене те вӗсем хӑвӑрт ҫӑтса ячӗҫ те тав турӗҫ, тутисене шӑлса, сиксе тӑчӗҫ, боевой приказ парасса кӗтеҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсем васкаса апатланчӗҫ те, вутта сӳнтерсе, лашисене кӳлме тытӑнчӗҫ.Они скоро поужинали, потушили огонь и молча стали запрягать.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Огнянов пӑлхавҫисем ал айӗнче мӗн пуррипех апатланчӗҫ.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пурте пулчӗ кунта: 16 мӑшӑрӑн та ташларӗҫ, 12 мӑшӑрӑн та, пӗр кадриле ташланӑ чухне тата 20 мӑшӑр ташларӗ; тытмалла вылярӗҫ, 22 мӑшӑрӑн та пулӗ, йывӑҫсем хушшинче виҫӗ чуччу туса лартрӗҫ, каннӑ хушӑра чей ӗҫрӗҫ, апатланчӗҫ; халӑхӑн ҫурри пулӗ, пӗр ҫур сехете яхӑн, — ҫук, сахалтарах, чылай сахалтарах, — Дмитрий Сергеичпа икӗ студент тавлашнине итлерӗ, вӗсем Лопуховӑн чи ҫамрӑк юлташӗсенчен чи ҫывӑх тусӗсем шутланатчӗҫ; вӗсем пӗр-пӗрне эсӗ консеквентнӑй мар, сан модерантизм тата буржуалла туйӑм пур тесе хӑратрӗҫ; анчах, уйрӑммӑн илсен, вӗсен кашниннех расна ҫылӑх та тупӑнчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем шӑпӑртах апатланчӗҫ.
XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем ҫулланӑ хутпа тирпейлӗн чӗркесе пынӑ сивӗ пулӑпа тата салатпа апатланчӗҫ.Они пообедали салатом, холодной рыбой, аккуратно завернутой в промасленную бумагу.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйсен какайне типӗтсе, вӗсем питех те аван апатланчӗҫ те, вут ҫумне вырнаҫса, хӑйсем ҫӗрле тӗлӗнмелле лайӑх мыскара курни ҫинчен ирчченех калаҫса ларчӗҫ: ҫывӑрас тесен, ҫапах ниҫта та вырӑн ҫук, мӗншӗн тесен йӗри-тавра пӗр типӗ вырӑн та юлман.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав каҫхине пиратсем ҫӑмарта пӗҫерсе пит аван апатланчӗҫ, тепӗр кун ирхине те, эрнекун, питӗ аван ӗҫсе ҫирӗҫ.В этот вечер мальчики устроили знатный пир — наелись до отвала яичницы, и в пятницу утром тоже.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.