Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилнӗ (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ пулман пулсан, эпӗ хулана та ҫитейместӗм, ҫул ҫинчех шӑнса вилнӗ пулӑттӑм, — терӗм.

Без тебя я не добрался бы до города и замерз бы на дороге.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Куккӑшӗ фронтра тифпа чирлесе вилнӗ иккен.

Оказалось, что дядя умер на фронте от сыпного тифа.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӑнсӑртран вилмен иккен, Даша инке каланӑ тӑрӑх, юратнипе шыва сиксе вилнӗ.

Оказывается, он не случайно утонул, а утопился «по насердке любви», как она объяснила.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр Даша инке ҫеҫ тӳсеймерӗ, путса вилнӗ почтальон ҫинчен каласа пачӗ.

Только тетя Даша не выдержала и рассказала историю утонувшего почтальона.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Вилнӗ тӑван» ячӗпе вӑл Катьӑна манпа тӗл пулма чарса лартнӑ.

«Именем покойного брата» он запретил ей встречаться со мной.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Николай Антоныч хӑйӗн «вилнӗ тӑванӗ» ҫинчен икӗпитленсе каланисене те ӑнланса илтӗм.

Я понял лицемерные речи Николая Антоныча о «покойном брате».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ хам мӗн тунине лайӑх пӗлетӗп: Даша инке мана урӑх ҫыру вуласа панӑччӗ, унта пӑр ҫинчи пурнӑҫ ҫинчен, темӗнле ӳксе вилнӗ матрос ҫинчен ҫырнӑччӗ.

Но я знал, что делал: тетя Даша когда-то читала мне другое письмо, в котором рассказывалось о жизни во льдах, о каком-то матросе, разбившемся насмерть,

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир вӗт сана тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ.

Да ведь мы думали, что ты давно умер.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хам сакӑр ҫулта чухне, вилнӗ хуралҫӑ патӗнче, кӗпер ҫинче, пекӗ ҫухатнӑ чух та ҫакӑн пекех пулнӑччӗ.

Так было, когда восьмилетним мальчиком я потерял перочинный нож возле убитого сторожа на понтонном мосту.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Николай Антоныч хӑйӗн вилнӗ пиччӗшӗшӗн ҫулран-ҫул ытларах та ытларах ҫухатса пыма пуҫларӗ тесе шутларӑм.

Я подумал, что Николай Антоныч с каждым годом жертвует покойному брату все больше и больше.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ вӗт манӑн вилнӗ пиччен, юратнӑ пиччен хӗрӗ.

Но ты — дочь моего покойного любимого брата.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӗсен килӗнче ӑна нумай вӑхӑт хушши вилнӗ тесе шутламан.

Но у них в доме он долго еще был жив.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, ашшӗ вилнӗ пулсан та, «хӑй айӑплӑ» пулнӑ иккен, кунта нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

Словом, если папа погиб, то, без сомнения, по своей собственной вине.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя хӑйӗн ашшӗне нихҫан та «вилнӗ» теместчӗ.

Катя никогда не называла отца «покойный».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Марья Васильевна, хӗрсе кайсах калаҫать пулин те, Николай Антоныч тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, вилнӗ упӑшки ун умӗнче парӑмра юлнӑ тесе хӑйне хӑй ӗнентересшӗн пулса калаҫнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ маншӑн.

Тем более, что хотя она говорила очень охотно, даже с жаром, мне все мерещилось, что она сама хочет уверить себя, что все это именно так: что Николай Антоныч — необыкновенный человек и что покойный муж решительно всем ему обязан.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех хӑйӗн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшне (эпӗ Марья Васильевна хӑйӗн вилнӗ упӑшкине Ваня тесе чӗннине чи малтанхи хут илтрӗм), ӑна хӑйне йывӑр килнӗ самантсенче те пулӑшнӑ пулать иккен.

Всю жизнь он заботился о своем двоюродном брате (я впервые услышал, как Марья Васильевна назвала покойного мужа Ваней), в то время как ему самому подчас приходилось туго.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллӑ Расщепей, орденоносец вилнӗ.

Умер известный Расщепей, орденоносец.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна пуҫтарса тирпейленӗ чух та тӑпри ҫинче никам та пӗр сӑмах шарламан, мӗншӗн тесен, вилнӗ ҫын ҫинчен аван мар калаҫни — кӑмӑлсӑр, аваннине калаҫма сӑлтавӗ пулман.

И когда хоронили его, все молчали над могилой, потому что плохо о мертвых говорить не принято, а хорошего о покойнике сказать было нечего.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Старик чӑн та нумай пурӑнайман, вилнӗ.

Вскоре после этого отец умер.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Николай Антоныч ӑна хӑш чухне «вилнӗ» тет, хӑш чухне «ҫухалнӑ» тет.

Которого Николай Антоныч называл то «покойным», то «без вести пропавшим».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех