Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтса (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амед каласа пачӗ мана, — ыйтса тӗпчет Табашников, — Питӗ хӳхӗм картина.

Амед давеча сказал, — любопытствовал Табашников, — Очень замечательная картина.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Проводницӑран расписани ыйтса илсе, мӗнле-мӗнле станцисем хыҫа юлнине паллӑ тӑвать, поезд талӑкра мӗн чухлӗ кайнине хисеплет.

Выпросив у проводницы расписание, он отмечает, какие станции мы проехали, подсчитывает, сколько километров за сутки сделал наш поезд.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗншӗн вӑл хальхи командировки ҫинчен ыйтса пӗлнӗ чух уҫҫӑн татса каламасть-ха, пӑртак шухӑшласа тӑрать те вара тин калать?

Почему, когда я начинаю спрашивать его об этой командировке, он не сразу отвечает на мои вопросы, а сперва подумает, потом скажет?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫулҫӳревҫӗ ҫеҫ вӗт, апат тунӑ хушӑра, хамӑр ҫиекен пулӑ миҫе ҫулта пулни ҫинчен ыйтса пӗлме пултарать.

Только путешественник мог спросить, сколько лет рыбе, которую мы съели за обедом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Расщепей блокнотне, ҫӗтӗлсе кӑмрӑкланса кайнӑскерне, Аришӑран ыйтса илтӗм.

Я взяла у Ариши блокнот Расщепея, изодранный, полуобугленный.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн сывлӑш пӳлӗнсе ларчӗ, ыйтса пӑхма та хал ҫитмест.

У меня пресеклось дыхание, у меня не было сил спросить.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, ҫывӑхра ларакан пӗр темӗнле майора пӑхса тӑма ыйтса, кондукторӑн пиҫиххирен ҫакса янӑ кӑлтӑрмачӗнчен хуллен, ӑна вӑратас мар тесе, билетсем тата-тата илетӗп, укҫа тавӑрса паратӑп, чарӑнусенче шӑнкӑрав кантӑрине туртатӑп, ҫитменнине чарӑну ячӗсене те хамах калатӑп: «Свердлов площачӗ. Тепри — Герцен урамӗ…»

Я, попросив какого-то майора, который сидел против кондукторши, быть наблюдателем, осторожно, чтобы не разбудить кондукторшу, отрывала от рулончика на ее ремне билеты, давала сдачу, дергала на остановках за веревку звонка и даже называла остановку: «Площадь Свердлова. Следующая — улица Герцена…»

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ вара хамӑн мӗн тумалли ҫинчен тата пионерсемпе мӗнле ӗҫлесси ҫинчен ыйтса пӑхрӑм.

И я спросила, как мне быть с моими пионерами, оставшимися в городе.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Котькӑна тав тӑвӑр, вӑл катер ыйтса илчӗ…

Да, спасибо, Котька катер выпросил…

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлашки ҫырӑвӗнче вӑл манран пӗр пысӑк япала ҫинчен ыйтса пӗлесшӗнччӗ, тесе ҫырнӑ, ку шухӑш тахҫанах пулнӑ та, анчах пӗрне-пери куриччен тӑхтатӑп, — тесе систернӗ.

В последнем письме он намекал, что давно хочет спросить меня о чем-то очень важном, но откладывает это до встречи.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Асторире» пусма тӑрӑх улӑхнӑ чух Саня килте-ши тесе пӑшӑрханаттӑм, вӑл килте пуррине, ҫуккине алӑк уҫса хупаканран та ыйтса пӗлме юратчӗ.

Поднимаясь по лестнице в «Асторию», я гадала, дома ли Саня, хотя это можно было просто узнать у портье, без гаданья.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫак каҫа вӑл мӗнле ирттерме шухӑшлани ҫинчен ыйтса пӗлӗпӗр-ха унтан, — терӗ вӑл кулкаласа.

— Мы спросим его, — сказал он смеясь, — как он думал провести этот вечер.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман ыйтса тӑмалла мар-и тата сирӗнтен?

Не хватает ещё, чтобы я у вас спросилась!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланӑ, мӗскере шаннӑ — ыйтса тӑмарӑм эпӗ, вӑл та ун ҫинчен калаҫмарӗ.

О чём он думал, на что надеялся — я не спрашивала, и он не начинал разговора.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑй тавҫӑрасса ыйтса тӑмалла мар ӗнтӗ.

А не требовать, чтобы она сама догадалась.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Правда» хаҫатра халь час-часах тӗл пулкаланӑ хушаматлӑ журналист Саня статйи пирки пайтах сӑмах ҫӳрет, тесе пӗлтерчӗ, авторӗ ҫинчен Арктика институтӗнчен те ыйтса пӗлесшӗн имӗш.

И журналист, фамилию которого я часто встречала в «Правде», сказал, что Санина статья вызвала многочисленные отклики и что об авторе пришёл даже запрос из Арктического института.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ унран тата пӗр япала пирки ыйтса пӗлесшӗнччӗ: «Ученӑя хӳтӗлени» статья пирки, ҫав, юптарусем ҫыраканнин несӗлӗ мар-и И. Крылов текенни?

Мне хотелось еще спросить у него, кто написал статью «В защиту ученого» – И.Крылов не потомок ли баснописца?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хӑйпе кам калаҫнине вӑл тепӗр хут та ыйтса пӗлчӗ.

 – Он переспросил.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ун пирки эс Катьӑран ыйтса пӗлнӗ пулӑттӑн, — терӗм эпӗ лӑпкӑн.

– А ты бы спросил об этом у Кати, – отвечал я спокойно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Саня, мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсене пула Катя пӗр кӗтмен ҫӗртен килне пӑрахса кайнине пӗлместӗп-ха эпӗ, анчах ҫавӑн пирки ыйтса пӗлмешкӗн тивӗҫӗм пур; эсӗ кунта килнипе ҫыхӑнман-ши ҫав сӑлтавсем?

– Я не знаю, какие непосредственные причины побудили Катю внезапно уехать из дому, но я вправе спросить: не связаны ли эти причины с твоим появлением?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех