Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иксӗр (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрлесенче эсир, Андрейпе иксӗр, ҫапах та сыхланӑр: хваттерӗрсенчен ытла ҫӗре юлса ан тухӑр, ҫутӑ ан ҫутӑр, вӑт, ҫакӑ ҫеҫ, сирӗн урӑх ним те тумалла мар.

По ночам вы с Андреем все-таки остерегайтесь: поздно из квартир не выходите и огня не зажигайте, вот и все, что от вас требуется.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапла, вӑраха ятӑмӑр, вӑкӑрсенчен ытларахӑшӗ пирӗн вӑйсӑр пулчӗҫ, анчах курӑма пӗр пек пайламаллаччӗ, эсир Островновпа иксӗр тунӑ пек мар: уйрӑм хуҫалӑхсенчен мӗн панӑ, сӑхӑмсене ҫавӑнпа тӑрантарса усрамалла имӗш.

Да, затянули, быки у нас в большинстве оказались слабосильными, но корма надо было распределять как полагается, а не так, как вы с Островновым надумали: что из личных хозяйств сдали, тем и кормите худобу.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хуторта эсир иксӗр кӑна хытӑ ҫӳреме юрататӑр, хӑвӑр та сиккипе пурӑнатӑр…

— А вы только двое в хуторе любите шибко ездить и сами вскачь живете…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унашкал совет влаҫне, эсир Нагульнов Макарпа иксӗр шухӑшласа кӑларнӑ пеккине, эпир пӑхӑнмастпӑр!

Мы такой Советской власти, какую вы с Нагульновым Макаркой выдумали, не подчиняемся!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсир аҫӑрпала иксӗр те аванскерсем, пӗле-етпӗр!

Обое вы с батюшкой хороши, зна-а-аем!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульновпа иксӗр ҫинчен манӑн паянах бюрора ыйту лартма тивет.

Я буду вынужден сегодня же на бюро поставить о вас с Нагульновым вопрос.

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫавӑнпа пулӗ-ха, эпӗ ирхине ирех эсир кинӳпеле иксӗр ӑна хулӑсемпе нӳхреп лаҫҫинелле хӳтерсе кӗртнине курнӑччӗ…

— То-то я на зорьке видел, как ты со снохой хворостинами направляли его на погребицу…

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тем тупнӑ ӗнтӗ эсир Андрейпе иксӗр ҫав Островнов ҫумӗнче!

Дался вам с Андреем Островнов!

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Утасчӗ те утасчӗ Петькӑпа иксӗр хӑвӑр ҫулӑрпа.

Шли бы да шли с Петькой своей дорогой.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан тупнӑ-ха эсӗ ӑна, Захар Митрич? — сасартӑк учитель Машӑна хӑй патне кӑчӑк туртса илчӗ те: — Эсир Санькӑпа иксӗр ман пата мӗн тесе ҫырнӑччӗ-ха?

Но откуда же она у вас, Захар Митрич? — Учитель вдруг поманил к себе Машу: — А вы мне с Саней что писали?

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Девяткинпа иксӗр хӑвӑр ҫинчен ытла та нумай шутлатӑр.

— Много вы с Девяткиным понимаете о себе.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑмпана кайсан Санькӑпа иксӗр мана хӑратас тесе вӑрмана пӑрахса хӑвартӑр, эпӗ кама та пулин каласа патӑм-и?

А когда по грибы ходили и вы меня с Санькой в лесу оставили, чтобы напугать, я жаловалась кому-нибудь?

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Асту эппин, — каларӗ Ольга, хӑй вырӑнне ларса: — Эсӗ иксӗр хушӑра «тӗпсӗр авӑр уҫӑлсан, стена ӳссе ларсан ҫеҫ» ӑна пӑрахатӑн.

— Помни же, — заключила она, садясь на свое место, — что ты отступишься только тогда, когда «откроется бездна или встанет стена между ним и тобой».

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ ҫав сӗтӗрӗнчӗкпе улталасшӑн пултӑн мана: эпӗ сирӗнтен хӑшӗ япӑхраххине пӗлместӗп, анчах эсир иксӗр те маншӑн йӗрӗнчӗк.

Ты с пройдохой хотел обмануть меня: кто из вас хуже — не знаю, только оба вы гадки мне.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хваттере ӑна эпӗ мар, эсир, Михей Андреичпа иксӗр, илӗртрӗр.

Не я приманивала его на квартиру: вы с Михеем Андреичем.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ пурӑнмалӑх панӑ пин тенке эсир, вельможӑпа иксӗр, ӑҫта хутӑр? — ыйтрӗ Мухояров.

— А куда вы с вельможей ухлопали тысячу рублей, что я дал ему на прожитье? — спросил он.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ асту: ҫак пурнӑҫра пурнӑҫ хӑй тата ӗҫ кана тӗп тӗллев пулса тӑраҫҫӗ, хӗрарам мар; ҫакӑн пирки эсир иксӗр те йӑнӑшнӑ.

Ты заметь, что сама жизнь и труд есть цель жизни, а не женщина: в этом вы ошибались оба.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ те, Андрей та, — терӗ Обломов, куҫӗсене ялкӑштарса, — сан пек хӗрарӑмӑн юратӑвӗ этеме мӗнлерех ҫӗклентерсе янине иксӗр те курӑр-ха акӑ!

Вы увидите, ты и Андрей, — продолжал он, озираясь вдохновенными глазами, — до какой высоты поднимает человека любовь такой женщины, как ты!

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсир, улпутпа иксӗр, ылханлӑ ҫӗтӗк-ҫурӑксем, жидсем, нимӗҫрен те киревсӗртерех! — терӗ вӑл.

— А вы-то с барином голь проклятая, жиды, хуже немца! — говорил он.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗн иксӗр те ман ҫине тинкеретӗр? — ыйтрӗ вӑл чӑтаймасӑр.

— А что вы на меня так смотрите? — воскликнула она.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех