Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӳрече хашакӗ айӗнчи шӑтӑкран уҫӑ сывлӑш, ҫырма шӑрши сӳлесе кӗрет.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пӗр чарӑнмасӑр, сывлӑш ҫавӑрмасӑр-тумасӑр ҫакна вуласа тухрӗ:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Подкумок, чулсем ҫийӗн юхаканскер, янравсӑр та пӗр евӗрлӗ кӗрлет, эпӗ чӑтаймасӑр сывлӑш пӳлӗничченех лашама хӑвалатӑп.Подкумок, пробираясь по камням, ревел глухо и однообразно, я скакал, задыхаясь от нетерпенья.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунта шывсем ҫинче сывлӑш калама ҫук хӑрушӑ: лайӑхрах шӑпана тивӗҫлӗ чаплӑ каччӑсемех кунтан тӳрех венчете кайнине сахал курнӑ-и эпӗ?..
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сывлӑш электричествӑпа тулса тӑрать.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Йӳҫ кӳкӗртлӗ ҫӑл куҫӗ патӗнчен иртнӗ чух, сулхӑнра сывлӑш ҫавӑрса илес тесе, эпӗ галлерея патӗнче чарӑнса тӑтӑм, ҫакӑнта ларнӑ чух манӑн пӗр кӑмӑла каймалли сцена курма тӗл килчӗ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ ту хӗрринче чарӑнса тӑтӑм, сывлӑш ҫавӑрса илтӗм, пӗчӗк пӳрт кӗтессине таянса таврари илемлӗхе пӑхса тӑратӑп, сасартӑк хам хыҫрах палланӑ ҫын сасси илтӗнчӗ:
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сывлӑш, пӗчӗкҫӗ ача чуп тунӑ пекех, — таса та уҫӑ; хӗвелӗ ҫап-ҫутӑ, тӳпе кӑн-кӑвак, мӗнех кирлӗ-ши тата!Воздух чист и свеж, как поцелуй ребенка; солнце ярко, небо сине — чего бы, кажется, больше.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халӗ ӑша хытӑ кӗчӗ, сывлӑш та пӗтсе ларчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗринче вӑл сывлӑш ҫавӑрма чарӑнса та тӑчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кантӑк айӗнчи пысӑк шӑтӑкран уҫӑ сывлӑш, ҫырма шӑрши кӗрет.с большой щелью под окном, из которой тянет свежестью и пахнет рекою.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн пит-куҫӗ ӑшӗ вӑрканипе шурса кайнӑ, аллине сӗтел ҫине шӑлкалать, хӑй кӑшт ҫеҫ палӑрмалла чӗтренкелесе илет, кӑкӑрӗ унӑн е ҫӳлелле хӑпарать е, сывлӑш питӗрӗннӗ пек пулса, хускалмасӑр тӑрать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл шӑплӑхра сивӗнсех пыракан мотор хуллен ҫатӑртатни те, тӑнлавсенче юн тапни те, ҫӳлтен хӑвӑрт аннипе хӑлхасенче сывлӑш шавлани те илтӗнет.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл самолёта майӗпе аялалла анса пымалла вӗҫекен турӗ те, сывлӑш тӑвӗ ҫинчен шуса анма пуҫларӗ, ҫав вӑхӑтрах машина штопора кӗрсе каясран сыхланса пычӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑрман ҫийӗнчи сывлӑш таврӑнакан машинасен моторӗсемпе кӗрлесе тӑчӗ.Воздух над лесом продолжал гудеть моторами возвращавшихся машин.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпир тапранса кайрӑмӑр; пилӗк ырхан лаша пирӗн лавсене кукӑр-макӑр ҫул тӑрӑх Гуд-Гора тӑвӗ ҫинелле йывӑррӑн сӗтӗрет, эпир хыҫалтан ҫуран утса пыратпӑр, лашасем ӗшенсе ҫитсен, кустӑрмасен айне чулсем хуратпӑр; пӗлӗт ҫинелле улӑхнӑ пек туйӑнать ҫул, мӗншӗн тесен куҫ мӗн чухлӗ курма пултарнӑ таранах вӑл ҫӳлелле пырать, унтан вара ӗнертенпех Гуд Гора тӑрринче ҫимӗҫ кӗтсе тӑран ҫӑхан пек хулӑн пӗлӗт ӑшне кӗрсе ҫухалать; ура айӗнче юр кӑчӑртатать; сывланӑ чух сывлӑш ҫитейменнипе ӑш вӑркакан пӳлчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ эпир почта станцине те куратпӑр, ҫав таврашри сакльӑ тӑррисене асӑрхарӑмӑр, пирӗн умра хӑйӑ ҫутисем те тараватлӑн курӑнса кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах акӑ нӳрлӗ сивӗ сывлӑш та вӗрсе ячӗ, ту хушши кӗрлеме пуҫларӗ, унтан йӗпхӳ те пӗрӗхкелеме тытӑнчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей хӑлхисенче сывлӑш янрарӗ, ун чӗри пыр витӗр сиксе тухма хатӗр пулчӗ.В ушах у Алексея звенело, сердце готово было выпрыгнуть через горло.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑрмантан сулхӑнтарах нӳрӗк сывлӑш, кӑмпа шӑрши туртӑнса тӑчӗ, ҫапӑҫу кӗрленине пула пӗр сассӑр пек вӗҫекен вӑрӑмтунасем лётчиксен пичӗсене, аллисене, мӑйӗсене сырса илсе ҫыртӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑш вӑл кун тӗрлӗ курӑксен шӑршипе, тусан тата вӗриленсе кайнӑ ҫӗр шӑршипе тулнӑ пулнӑ, курӑк айӗнче каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетнӗ, таҫта тӳпере, ҫумкурӑкӗ пусса илнӗ хуйхӑллӑ уй ҫинче, ҫӳлте, тӑрисем хӑйсен вӗҫӗмсӗр юррисене шӑрантарнӑ, ҫавӑнпа та йӗкӗт часах нимӗҫ самолёчӗсем ҫинчен те, хӑрушлӑх ҫинчен те манса кайрӗ те, хӑйӗн ҫав тери кӑмӑллӑ та уҫӑ сассипе ҫав кунсенче фронтра пурте юратнӑ юрра, — хӑйӗн ҫӗрпӳртӗнче ларакан ҫар ҫынни инҫетри савнийӗ пирки тунсӑхланине палӑртакан юрра, юрлама тытӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950