Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турилкке сăмах пирĕн базăра пур.
турилкке (тĕпĕ: турилкке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулӗ ҫине кил хуҫи арӑмӗ Обломов куркаланӑ тутӑрах витнӗ, аллинчи турилкке ҫинче пысӑк кукӑль татӑкӗ пӑсланать.

едва прикрытая виденною уже им шалью, с тарелкой, на которой дымился, испуская горячий пар, огромный кусок пирога.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗлӗкхи Калеб, питӗ лайӑх вӗрентнӗ сунарҫӑ йытти пек, сыхлама панӑ апат-ҫимӗҫе тӗкӗниччен вилсе каять; ку вара хӑйне шанса паманнине те мӗн те пулин ҫисе е ӗҫсе ярасшӑн ҫеҫ пӑхкаласа ҫӳрет; лешӗ улпутсене ытларах ҫитересшӗн тӑрӑшнӑ, ҫимесен — хуйхӑрса ҫӳренӗ, ку акӑ турилкке ҫине мӗн хурса панине улпучӗ пӗтӗмпех ҫисе ярасран хуйхӑрать.

Старинный Калеб умрет скорее, как отлично выдрессированная охотничья собака, над съестным, которое ему поручат, нежели тронет; а этот так и выглядывает, как бы съесть и выпить и то, чего не поручают; тот заботился только о том, чтоб барин кушал больше, и тосковал, когда он не кушает; а этот тоскует, когда барин съедает дотла все, что ни положит на тарелку.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫав турилкке те, халӗ ҫеҫ туртнӑ хыҫҫӑн вырӑн ҫумне сӗвӗнтерсе тӑратнӑ чӗлӗм те, е вырӑн ҫинче пӗрмай выртакан хуҫи те пулман пулсан, ку пӳлӗмре никам та пурӑнмасть теме пулӗччӗ, — кунта йӑлтах тусанланса, шупкалса пӗтнӗ, этем пурӑнни ҫинчен калакан пӗр паллӑ та юлман.

Если б не эта тарелка, да не прислоненная к постели только что выкуренная трубка, или не сам хозяин, лежащий на ней, то можно было бы подумать, что тут никто не живет, — так все запылилось, полиняло и вообще лишено было живых следов человеческого присутствия.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл мана хӑех пӗр турилкке чӑп-тулли шӗвӗ пӑтӑ хурса пачӗ, — хуратул кӗрпи ҫине ӑш ҫӑвӗ, сухан, ҫӗрулми тата чӑх какайӗ янӑ, — калама ҫук тутлӑ та сӗтеклӗ апат.

Она сама налила мне полную тарелку крупника — похлебки из гречневой крупы с салом, луком, картофелем и курицей — чрезвычайно вкусного и питательного кушанья.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Амӑшӗ ирхи апат валли пӗр турилкке пӑтӑ, ҫӑкӑрпа сыр тата чей хатӗрлесе те лартнӑ.

Завтрак, состоящий из тарелки каши, бутерброда с сыром и чая, был уже на столе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ман пӳлӗме — Анна Степановна кӗретчӗ — вӑл ҫӳлӗскер кӑна, кӑмӑллӑ ырӑ ҫын, ӑна пурин ҫинчен те калама юрать, пурне те шанма пулать ӑна каласан, — вара вӑл сӑмах хушмасӑрах ман умма темӗн пысӑкӑш кукӑль хунӑ турилкке лартатчӗ.

Анна Степановна входила ко мне — большая, решительная, справедливая, которой можно было всё сказать, всё доверить, — и молча ставила передо мной тарелку с огромным куском пирога.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Симакова итлесе — ҫавӑн пек хушаматлӑччӗ ман кӳршӗм — эпӗ чӳрече витӗр курӑнакан кӗрхи ҫеҫенхире, унти шурӑ тӑмпа сӗрнӗ ҫуртсене пӑхса пыраттӑм, чугун ҫул будкисем патӗнчи пахчасенче хӗвалҫаврӑнӑш пуҫӗсем йывӑр турилкке пек курӑнаҫҫӗ.

когда, слушая Симакова — так звали моего соседа, — я смотрел на медленно проходящую за окнами осеннюю степь, на белые мазанки, на тяжёлые тарелки подсолнухов в огородах у железнодорожных будок.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ тем каласшӑнччӗ ҫав сӑмахпа, пӗлмерӗм, анчах эпӗ татнӑ бутерброда ирӗксӗрех турилкке ҫине хутӑм.

Не знаю, что он хотел сказать этими словами, но я невольно положила свой бутерброд на тарелку:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чакаласа тунӑ турилкке, хуран ҫакмалли ҫеклӗ, икӗ аяккинчен ҫаврака шӑтӑксем туса тухнӑ пир тавраш тӗртмелли темле япала, ҫуна тупанӗсем, йӗлтӗрсем — тем те пурччӗ кунта.

Выдолбленная тарелка, крючок для подвешивания котла, какое-то ткацкое орудие — доска с круглыми дырками по бокам, полоз от саней, лыжи.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Умма тӳпелесех ыраш сухарийӗ тултарнӑ турилкке лартса, алла пӗр пӗтӗм плитка шоколад тытса, мӗн кӑмӑл кайнӑ таран ҫисен пит аван пулӗччӗ те ҫав.

А хорошо бы поставить перед собой тарелку с просушенными ржаными сухарями, а в руку взять сразу целую плитку шоколада и есть сколько хочется!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кухньӑна ӑшӑнма кайрӑм, повар мана ятла-ятла пӗр турилкке ӑшӑ ҫӗрулми тултарса пачӗ.

Я пошел на кухню погреться и получил от повара нагоняй и тарелку теплой картошки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре, атте аптекӑна кайсан, анне ман кровать патне пычӗ, аллинче ун тин ҫунӑ йӗпе турилкке, ӑна хулпуҫҫи урлӑ хунӑ алшӑллипе шӑлкалать, ассӑн сывла-сывла ярать, ман ҫине алчӑрарах пӑхкалать.

Однажды, когда отец ушел в аптеку, мама подошла к моей кровати и, глядя в мокрую тарелку, которую вытирала полотенцем, тихо вздохнула.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сартут шатрисем тӗлӗшпе художник пӗрре те чӑрманса тӑман: кашни шатра турилкке пысӑкӑш.

Художник не поскупился на веснушки, каждая была с тарелку.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Турилкке вырӑнне вӑл ӑна нимӗҫ котелокӗн кивӗ алюмини хупӑлчине тӑсса пачӗ те, ҫав хушӑрах, хӑй куҫҫульне пытарас тесе пулас, айӑккалла пӑханҫи пулчӗ.

– Она поднесла ему вместо тарелки старую алюминиевую крышку от немецкого солдатского котелка, в это время, она отвертывалась, должно быть, для того, чтобы скрыть невольную слезу.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сцена ҫинче вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ, ҫаран ҫинче – кашӑксемпе ҫӑмарта йӑтса чупакансем ӑмӑртаҫҫӗ, кӗвентесемпе шыв йӑтса пӗр тумламне тӑкмасӑр утаҫҫӗ, улӑм тултарнӑ михӗсемпе пӗр-пӗрне пӗрене ҫинчен ҫапа-ҫапа антараҫҫӗ, турӑх тултарнӑ турилкке тӗпӗнчен тимӗр укҫа шыраса сӑмсапа хумсем кӑларса «ишеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫинӗ чух кашни турилкке ҫине лимон касӑкӗ, 2-3 оливка хурса памалла.

При подаче на стол положить на каждую тарелку дольку лимона, 2-3 оливки.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Стенасем тӑрӑх шурӑ турилкке тавраш хумалли ҫӳлӗксем тӑва-тӑва тухнӑ — вӑл ӗнтӗ кашни тирпейлӗ ҫуртӑн чи кирлӗ тупри-ха, кӗтессене чечек чӳлмекӗсем вырнаҫтарнӑ.

Вдоль стен тянулись полки с фарфоровыми блюдами — неотъемлемая принадлежность каждого почтенного дома, а по углам стояли угольники с цветочными горшками.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех