Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳхӗм сăмах пирĕн базăра пур.
хӳхӗм (тĕпĕ: хӳхӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳ-сийӗ унӑн йӑрӑс та хӳхӗм, анчах тӗрекленсех ҫитеймен пулас.

Она была грациозно сложена, но как будто не вполне еще развита.

II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Акӑ мӗнле пӗтрӗ иккен, акӑ мӗн патне ӑнтӑлнӑ иккен ҫав ҫамрӑк та хӗрӳллӗ, хӳхӗм чун!

И вот чем разрешилась, вот к чему, спеша и волнуясь, стремилась эта молодая, горячая, блистательная жизнь!

XXII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ҫак запискӑсенчен пӗринче — ӗҫме юратман кучер пурри ҫинчен; тепринче — сахал кӳлсе ҫӳренӗ, 1814 ҫулта Парижран илсе килнӗ кӳме сутлӑх пурри ҫинчен; тепӗр ҫӗрте кӗпе-йӗм ҫума тата урӑх ӗҫ тума пултаракан вунтӑхӑр ҫулхи хӗр пурри ҫинчен; хӑрах рессорлӑ ҫирӗп урапа тата ҫуралнӑранпа вунҫичче ҫитнӗ ҫамрӑк та хӳхӗм чӑпар лаша пурри ҫинчен; Лондонран нумай пулмасть илсе ҫитернӗ ҫарӑк вӑррипе редиска вӑрри сутни ҫинчен; дача тата унпа пӗрле пахча, икӗ лаша тӑратмалӑх вите, чӑрӑш сачӗ ӳстермелли вырӑн сутлӑх пурри ҫинчен пӗлтереҫҫӗ; кунтах пӗри кивӗ подошвӑсем илес текенсене хӑй патне кашни кунах сакӑр сехетрен пуҫласа виҫӗ сехете ҫитиччен пыма чӗнет.

В одной значилось, что отпускается в услужение кучер трезвого поведения; в другой — малоподержанная коляска, вывезенная в 1814 году из Парижа; там отпускалась дворовая девка 19 лет, упражнявшаяся в прачешном деле, годная и для других работ; прочные дрожки без одной рессоры, молодая горячая лошадь в серых яблоках, семнадцати лет от роду, новые полученные из Лондона семена репы и редиса, дача со всеми угодьями: двумя стойлами для лошадей и местом, на котором можно развести превосходный березовый или еловый сад; там же находился вызов желающих купить старые подошвы, с приглашением явиться к переторжке каждый день от 8 до 3 часов утра.

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Амӑшӗ хӳхӗм — чӑпаркка, тӗкӗ пурҫӑн — йӑлтӑркка.

Уточка — красавица! Переливаются на солнце её пёстрые перья.

Аптраман кӑвакалсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 34,36,40 с.

Мӗн таран ытарайми илемлӗ, хитре, ӗлккен, хӳхӗм, селӗм, шеп, чипер, чечен, паха пан улми!

Какое прекрасное, невыразимо красивое и чудесное яблоко!

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

— Манӑн санӑнни пек хӳхӗм туя ҫук ҫав, — тетӗп хӗвеле хирӗҫ куҫа хӗскелесе пӑхнӑ май.

— У меня нет такой красивой палки, — щурю я глаза навстречу солнцу.

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Хӗвелпе ӑшӑннӑ хура тӑпра шӑрши ҫеҫенхирте ҫеҫкине кӑларса пӗтерекен ҫӗленкуҫ чечекӗсен акӑш-макӑш хӳхӗм шӑршине хупласа хурайман.

Пресное дыхание согретого солнцем чернозема не могло заглушить тончайшего аромата доцветающих степных фиалок.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— А-а, ку вара — хӳхӗм! — терӗ кулса сӗтел хушшинче ларакансенчен пӗри.

— А-а, это — находка! — улыбаясь, проговорил один из сидевших за столом.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗр пӳрте хӳхӗм ҫар ҫынни кӗрсе тӑчӗ, ик аллинче икӗ котелок унӑн, хул айне пысӑк ҫӑкӑр чӗлли чикнӗ.

В землянку вошел статный военный, держа в руках по котелку, а под мышкой — большой кусок хлеба.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Ҫӑра, ытла та хӳхӗм шӑршӑллӑ, кӑшт йӳҫекрех тутӑллӑ хӗрлӗ эрехе темиҫе минутрах ӗҫсе ячӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн Рябчиков тӗлӗннипе чылайччен чӗлхине чаплаттарса ларчӗ.

Густое, диковинно ароматное и терпкое вино распили в несколько минут, и после долго Рябчиков в восхищении цокал языком.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Усть-Медведицӑра питӗ хӳхӗм кӗтсе илнӗ имӗш.

очень любезно принимали в Усть-Медведицкой.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пирӗн ак, ыттисемпе танлаштарсан, тӳрех калам, ытла пит хӳхӗм! — терӗ мухтанчӑклӑн Пантелей Прокофьевич.

А наш посев от других прямо отменитый! хвастливо сказал Пантелей Прокофьевич.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Андреяновпа пӗр хваттерте икӗ каҫ ҫӗр выртнӑ хушӑра Григорий ун сӑмахӗсенчен ҫакна пӗлчӗ: хӑй вӑл питӗ турра ӗненекен ҫын иккен те, чиркӳсенче тӗн йӑли-йӗркисене турра чаплӑн кӗлтуса тытса пыни ҫинчен куҫҫуль кӑлармасӑр калаҫма та пултараймасть; арӑмӗ вара, Софья Александровна тесе чӗнекенскер, — тӗнчере пур енчен те чи хӳхӗм хӗрарӑм; тахҫан ӗлӗк ӑна, наказной атаман барон фон Граббе хӑй юратса пӑрахнӑ пулнӑ та, анчах унӑн кунпа нимӗн те тухман имӗш.

За две ночи, проведенные с Андреяновым на одной квартире, Григорий с его слов успел узнать, что он очень набожен, что он без слез не может говорить о торжественных церковных богослужениях, что жена его — самая примерная жена, какую только можно представить, что зовут ее Софьей Александровной и что за ней некогда безуспешно ухаживал сам наказной атаман барон фон Граббе.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӳллӗ те кӗрнек пӳ-силлӗ Секретев — Краснокутски станицӑри пӗр хуторта ҫуралса ӳснӗ тӗпренхи казак — юланутсене вилсе каясла юратнӑ, лаша ҫинче калама ҫук хӳхӗм ларса ҫӳреме пӗлнӗ, шухӑ та маттур кавалери генералӗ пулнӑ.

Высокий статный Секретев — исконный казак, уроженец одного из хуторов Краснокутской станицы — был страстным любителем верховых лошадей, превосходным наездником, лихим кавалерийским генералом.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Акӑш-макӑш хӳхӗм те нумай сасӑллӑ янӑрав-сӗрлевпе тулса тӑкӑнакан вӑрман мӗн ӗмӗртенхи хӑватлӑ пурнӑҫӗпе пурӑнать.

Исполненный чудесного и многоголосого звучания лес жил могущественной первородною жизнью.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӳхӗм кил-ҫуртра пурӑнтӑр эсир, малалла пирӗн пекех саман пӳртсенче пурӑнӑр.

Жили вы в хороших куренях, а зараз поживете так, как мы жили: в саманных хатах.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лаши хӳхӗм вара: тӗсӗпе хура-турӑ, сӑмси вӗҫӗ шурӑ.

Конь под ним был справный, темно-гнедой и белоноздрый.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ашӑкӗ чӑнах та акӑш-макӑш чаплӑ пулса тухрӗ, куҫа аякранах тӗрлӗ тӗссемпе хӳхӗм чӗнтӗрсен капӑр илемӗпе ачашласа савӑнтарчӗ.

И попона получилась на диво нарядная, издали радующая глаз ярчайшим разноцветьем красок и узоров.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуянсен керменӗсене ҫунтараҫҫӗ: тимӗр витнисене е камӑн килӗ-ҫурчӗ хӳхӗм.

Богатые курени жгут, какие железом крытые, либо у кого подворье хорошее.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кайтӑрин лазаретпа, сана ак — ҫакӑн пек чиперккене, ҫитменнине тата ҫакӑн пек хӳхӗм утпа — кирек кам та качча илме хатӗр!

Пущай его с лазаретом едет, а тебя — такую раскрасавицу, да ишо с таким конем в приданое, любой в жены возьмет!

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех