Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Аптраман кӑвакалсем

Автор: Николай Ишентей

Ҫӑлкуҫ: Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 34,36,40 с.

Хушнӑ: 2020.04.22 22:06

Пуплевӗш: 62; Сӑмах: 416

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Анне пире Петюкпа иксӗмӗре илӗм-тилӗмех вӑратрӗ те пӑрусене ҫаран ҫине хӑваласа кайма хушрӗ. Эпир ӑшӑ вырӑн ҫинчен йӑпӑр-япӑр сиксе тӑтӑмӑр, тумлантӑмӑр. Ирхи вӑштӑр ҫил пирӗн ыйхӑллӑ куҫсене самантрах уҫрӗ. Пӑрусем хӑнӑхнӑ ҫулпа утаҫҫӗ.

Ӗнтӗ Ченчи варӗнчен те иртрӗмӗр. Пархантей ҫырмине ҫитсе пыратпӑр. Ентер кӳлли те инҫе мар.

Сасартӑк шӑллӑм кӑшкӑрса ячӗ:

— Кайӑк кӑвакалсем!

Чӑнах та, пирӗнтен пӗр вӑтӑр-хӗрӗх хӑлаҫ инҫӗшӗнче кӑвакал ами пӗр пуслӑх чӗпӗ ертсе пырать. Чӗпписем ҫӑмартаран тин тухнӑ-тӑр, пӳрнескесем пек ҫеҫ. Амӑшӗ хӳхӗм — чӑпаркка, тӗкӗ пурҫӑн — йӑлтӑркка. Шукӑль хула майри пек. Утасси ҫеҫ урӑхла — ипчӑк-купчӑк-тайкаланчӑк, лӑкӑш-лӑкӑш пускалать. Чӗпписене пурпӗрех тик-тик! тесе йыхӑрать, тикӗс утма вӗрентет. Амӑшӗпе килӗшсе пик-пик! теҫҫӗ хыҫалтан чӗпписем те ҫиччӗн тан. Кӑвакал ҫемйи кӳлӗ хӗррине шыва кӗме каять ӗнтӗ.

Кӑвакал ами пире курсан нарт! тесе сасӑ пачӗ те пӑрлатса вӗҫсе хӑпарчӗ. Ҫакна вӑл ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа турӗ. Тӗлӗнмелле! Хӑй пӑхмашкӑн — лӑкӑшти, вӗҫме тӑрсан — вӑштӑкки. Кайӑк кӑвакал Чӳк ҫырминчи юман ҫӳллӗш вӗҫсе хӑпарчӗ те пирӗн ума лашлатса ӳкрӗ.

— Аманчӗ пуль, — терӗ Петюк кайӑк ҫуначӗсене усӑнтарса выртнине курсан.

— Ак тамаша! Мӗн тумалла? — пуҫ вататпӑр эпир.

— Тен, сиплемелле ӑна?

Кайӑка тытма шутларӑмӑр. Анчах мӗн ку? Эпир ҫывхарсанах вӑл ҫуначӗсене сӗтӗрсе кӳлӗ еннелле лӑпӑстатрӗ. Шӑллӑмпа иксӗмӗр ун хыҫҫӑн чупрӑмӑр. Хӑмӑшлӑха ҫитсен кӑвакал тепӗр хут нарт! турӗ те чиперех вӗҫсе хӑпарчӗ. Унччен те пулмарӗ — чул пек ӳксе шыва чӑмрӗ. Тӗкӗр пек тикӗс кӳлле хум ункисем пӑлхатрӗҫ. Эпир кӗтрӗмӗр. Хумсем ҫухаличченех кӗтрӗмӗр — кӑвакал шывран тухмарӗ.

— Пӗтрӗ, — терӗ шӑллӑм ассӑн сывласа.

— Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тени тӳрре килчӗ пуль. Чӗпписене шел-ҫке, — кӑмӑлсӑрлантӑм эпӗ те.

— Атя вӗсене киле илсе кайса тӑрантаратпӑр, — сӗнчӗ шӑллӑм.

Эпӗ сӑмахсӑрах килӗшрӗм. Паҫӑр чӗпсем ҫӳренӗ вырӑна таврӑнтӑмӑр — вӗсем ҫук. Ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн. Пӗрне те тупаймарӑмӑр.

— Хӑ, ӑҫта кайса кӗчӗҫ вӗсем?

Пӑрусене ҫарана ярса таврӑннӑ чух асӑрхарӑмӑр: кӑвакал ҫемйи кӳлӗ варринче ишсе ҫӳрет. Чӗпписем ҫиччӗшӗ те пур. Пӗри те ҫӗтсе юлман. Шыв кайӑкӗн ӑратти темерӗн: пӑхма пӳрнескесем пек пӗчӗкҫӗ пулин те шывра пулӑсем пек вӑр-вар: шыв тӑрӑх чупса пӗрне-пӗри хӑвалаҫҫӗ е чӑма-чӑма пытанмалла выляҫҫӗ.

Хӑйсем мӗн тери маттур пулнине амӑшне кӑтартасшӑн пулас, ырми-канми ашкӑнчӑксем. Ват кӑвакал ами чӗпписемпе кӑмӑллӑ, ҫунат ҫапса савӑнать, хӑй тавра ҫаврӑм-ҫаврӑм хум кӑшӑлӗсем ярать. Пик-пик пӳрнеске пек чӗпсем ҫав хум кӑшӑлӗсене чӗрӗлӗх кӗртеҫҫӗ, эрешлеҫҫӗ. Пӗрре карусельле ярӑнса, тепре пӳскелле сиккелесе амӑшӗ тавра ҫаврӑнаҫҫӗ вӗсем. Вӑйӑ картине тухнӑ тейӗн.

Сисӗмлӗхне самантлӑха та ҫухатмасть шельма кӑвакалӗ. Ун патне ҫывхарсанах нарт! тени пурне те шарт сиктерчӗ. Хаваслӑ вӑйӑ карти ҫийӗнчех куҫран ҫухалчӗ. Шухӑ ҫил ачи кӑна хӑмӑшлӑхра шӑп-шӑпӑрттин кӗввипе пӑшӑлти юрри юрларӗ.

Пӑх та кур кӑвакалсене, ирӗклӗх тӗпренчӗкӗсене. Хӑйсене пурӑнмалӑх ӑсӗ те, чеелӗхӗ те пур. Савӑнма та, хӳтӗленме те пӗлеҫҫӗ. Аптӑрамаҫҫӗ. Акӑ камсенчен пурӑнма вӗренмелле пирӗн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех