Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVIII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 22:39

Пуплевӗш: 460; Сӑмах: 4312

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫул тӑршшӗпе те, Абински станицине ҫитичченех, пӗр ҫакӑ кӑна — сӗм-тӗттӗм ҫӗр варринче, витӗр касакан ҫатӑр сивӗпе хытӑркаса тӑна кӗни ҫеҫ — Григорий асӗнче юлчӗ. Ҫул тӑрӑх речӗ-речӗпе лавсем иртсе пыраҫҫӗ. Ҫын сассисем илтӗннӗ, кустӑрмасем татти-сыпписӗр лӑчӑртатнӑ тӑрӑх, — обозӗ ку самаях пысӑкскер пулма кирлӗ. Григорий выртса пыракан лав таҫта ҫав обоз варрине пырса лекнӗ. Лашасем майӗпен утаҫҫӗ. Прохор тутине чаплаттаркаласа, хушшӑн-хушшӑн шӑнса пӑсӑлнӑ сасӑпа хӑркӑлтатса: «Ну-у-у, хӑлинсем!» — тесе кӑшкӑрать те чӑпӑрккипе хӑмсарса илет, Григорий пушӑ чӑвӑшлатса шӑхӑрнине илтет, лашасем, хушмачсене нӑчӑрт-начӑрт! тутарса, пичев пӑявне туртӑнтарнине, умра пыракан урапан хыҫалти ӳречине хушӑран турта вӗҫӗпе тӑк-так ҫапӑнса, лав хӑвӑртрах шунине туять.

Григорий тӑлӑп аркине вӑйсӑррӑн хӑй ҫинелле туртса витет, месерле ҫаврӑнса выртать. Ҫӗрлехи тикӗт сӑнлӑ хура тӳпе тӑрӑх талккишпех мӑкӑрланса куҫакан ҫумӑр пӗлӗчӗсене ҫил кӑнтӑралла хӑвалать. Сайра-сайра хутра ҫеҫ ансӑр пӗлӗт хушӑкӗнчен пӗччен ҫӑлтӑр самантлӑха сарӑ хӗлхемлӗн йӑлтлатса илет, унтан каллех ҫеҫенхире куҫ курми тӗттӗм хупласа хурать, телеграф пралукӗсем кассӑн-кассӑн вӗрекен ҫил варкӑшӗнче салхуллӑн шӑхӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫине вӗтӗ шӑрҫа пек ҫумӑр пӗрчисем пӑт та пӑт пӑтлатса ӳкеҫҫӗ.

Ҫулӑн сылтӑм енӗпе утлӑ ҫар колонни иртсе пырать. Григорий казаксен ҫумӗнчи хӗҫсемпе винтовкӑсем хӑй тахҫантанпах пӗлекен килӗшӳллӗ те пӗр тикӗс сасӑпа чӑнклата-чӑнклата илнине, йышлӑ ут чӗрнисем пылчӑка ҫавнашкалах килӗшӳллӗн лачӑрт-лачӑрт ҫӑрса пынне илтет. Вӗсен ҫывӑхӗнчен икӗ сотньӑран кая мар иртсе кайрӗ, ут чӗрнисен сассисем ҫаплах-ха хӑлхаран тухма пӗлмерӗҫ. Аслӑ ҫул айккипе полк иртсе пырать, ахӑр. Унччен те пулмарӗ, малта, чӗмсӗрленнӗ ҫеҫенхир анлӑшӗнче, юрӑҫӑн кӑшт урмӑшшӑнрах тухакан янӑравлӑ сасси кайӑк пек ухӑнса ҫӗкленчӗ:

Ай-хаях мӗнлеччӗ Саратту енче!

Шӑнкӑр-шӑнкӑрччӗ — Хӑмӑш шывӗччӗ,
Вӗҫ-хӗррисӗрччӗ — ҫеҫенхирӗччӗ…

Унтан темиҫе ҫӗр сасӑ авалхи казаксен юррине хӑватлӑн янӑраттарса ячӗ те, иккӗмӗш сасӑн тӗлӗнмелле вӑйлӑ та илемлӗ тенорӗ пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе чӳхенчӗ. Майӗпен шӑпланса пыракан бассене хупласа, таҫта тӗттӗмре ҫаплах-ха янӑравлӑ, чуна тытса илсе хускатакан тенор чӗтренсе юхрӗ, вӑл чарӑнса ӗлкӗричченех юрӑ пуҫӗ юррӑн тепӗр ҫаврӑмне шӑрантарма тытӑнчӗ:

Пурӑнатчӗҫ унта ирӗкри казаксем,
Шухӑран та шухӑ, маттуртан маттур
Дон, Гребен, Яик ӑмӑрткайӑкӗсем…

Темскер татӑлса тухнӑ пек пулчӗ вара Григорий ӑшӗнче. Вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе ӗсӗклеме пуҫларӗ, пырне темле хытӑ япала капланса тӑвӑнтарчӗ. Куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта, вӑл юрӑ пуҫӗ малалли ҫаврӑма пуҫласса кӗтрӗ, ун хыҫҫӑн хӑй те мӗн ачаран пӗлекен сӑмахсене сасӑсӑр пӑшӑлтатрӗ:

Тимук ывӑлӗ Ермак — атаманӗччӗ вӗсен,
Лаврен ывалӗ Асташ — есаулӗччӗ…

Юрӑ шӑранма пуҫларӗ ҫеҫ, — лавсем ҫинче калаҫса пыракан казаксен сассисем харӑсах шӑпланчӗҫ, утсене нулатса хӑвалани илтӗнми пулчӗ, пин ытла лавлӑ обоз вара, тарӑн та черчен чӗмсӗрлӗхе путса, шӑппӑн малалла шуса пычӗ. Юрӑ пуҫлаканни ҫаврӑмсен малтанхи сӑмахӗсене уҫҫӑн та чӗререн ҫӗкленсе юрланӑ самантсенче кустӑрмасем ҫаврӑннӑ тата ут чӗрнисем пылчӑк ҫӑрса пынӑ сасӑсем кӑна илтӗнсе тӑчӗҫ. Хура ҫеҫенхир ытамӗнче вара темиҫе ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ тахҫан-тахҫанхи кивӗ юрӑ ҫеҫ хуҫаланчӗ. Вӑл ним хайласӑр та ансат сӑмахсемпе казаксен ӗлӗк-авал патша ҫарӗсене харсӑррӑн тустарнӑ, вӑрӑ-хурахсен киммисемпе Донпа Атӑл тӑрӑх ҫӗмӗрттерсе ҫӳренӗ, тӑмхаллӑ патша карапӗсене ҫаратнӑ, купцасене, боярсемпе воеводӑсене унтан-кунтан пайтах «хыпашласа пӑхнӑ», инҫетри Ҫӗпӗре пӑхӑнтарнӑ ватӑ аслашшӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ… Ҫавӑнпа та ҫав вырӑс халӑхне хирӗҫ пуҫланӑ, чыссӑр-намӑссӑр вӑрҫӑра аркатса тӑкнӑ, халӗ мӑшкӑл курса каялла чакакан авалхи ирӗклӗ казаксен несӗлӗсем хӑватлӑ юрра салхуллӑн та чӗмсӗррӗн итлесе пычӗҫ…

Полк иртсе кайрӗ. Юрӑҫсем, обоза хыҫала хӑварса, тӗттӗм инҫетелле кӗрсе ҫухалчӗҫ. Ҫапах та чылайччен обоз лавӗсем ынатлӑ шӑплӑха хускатмасӑр пычӗҫ, вӗсем ҫинче ӗнтӗ калаҫни те, ывӑннӑ утсене хӑвалани те илтӗнмерӗ. Тӗттӗмрен ҫаплах-ха ҫурхи шывӗ инҫете-инҫете сарӑлса кайнӑ Дон таппи пек хӑватлӑ юрӑ сарлакан та ирӗклен юхса-шӑранса килчӗ:

Ой, сахал-и вӗсем пуҫа ҫӗмӗрнӗ:
Кун шӑвать, ҫу иртет, ӗнтӗ хӗл те ҫитет.

Мӗн тӑвар-ши, атьсем: анне мар хӗл сивви,
Ӑҫтарах ҫул тытар, ӑҫтарах хӗл каҫар?

Начар марччӗ Янк — ҫулӗ вӑрӑм ҫав пит.

Атӑл тӑрӑх ҫӳрес — вӑрӑ ят ҫеҫ илтес,
Хусана улӑхас — унта халӗ ӗмпӳ.

А ӗмпӗвӗн, Иванӑн, ҫилли кӑрӑс, хаяр…

Мӗн тӑвар-ши, атьсем, ӑҫталла ҫул тытар?..

Ӗнтӗ ытти юрӑҫсен сассисем илтӗнми те пулчӗҫ, иккӗмӗш сасӑ ҫеҫ, пӗр кимӗлсе те ҫӗкленсе, ҫав-ҫавах чуна хускатмалла ҫепӗҫҫӗн чӳхенсе юхрӗ. Ӑна малтанхи пекех тӗмсӗлсе, йывӑр чӗмсӗрлӗхе путса тӑнласа пычӗҫ.

…Тата ҫакна тӗлӗкри майлӑ астуса юлчӗ Григорий: вӑл ӑшӑ пӳлӗмре тӑна кӗчӗ, — куҫне уҫичченех пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе вырӑн ҫине сарнӑ таса япаласен рехетлӗ уҫӑ варкӑшне туйса илчӗ, сӑмсине темле-темле эмелсен тӑкӑскӑ шӑрши пырса ҫапрӗ. Малтанхи самантра вӑл хӑйне лазаретра пек шухӑшларӗ, анчах ҫавӑнтах юнашар пӳлӗмрен арҫынсем хыттӑн ахӑлтатса кулни, савӑт-сапа чӑнкӑр-чанкӑр туни, ӳсӗр сасӑсем янӑрашни илтӗнсе кайрӗ. Такам, паллаканскер, хулӑн сасӑпа калаҫрӗ:

— …тупӑнчӗ тепӗр ӑсли! Ыйтса пӗлмеллеччӗ те хамӑр чаҫ ӑҫтарах тӑнине, эпир пулӑшнӑ пулӑттӑмӑр. Ну ме, ӗҫ, мӗн тутуна тӑсрӑн?!

— Турӑҫӑм, ӑҫтан пӗлме пултарнӑ-ха эпӗ? — макӑрнӑ чухнехилле ӳсӗр сасӑпа хуравларӗ Прохор. — Мана ҫӑмӑл пулчӗ тетӗр-и ӑна пӑхма? Пӗчӗк ачана ҫитернӗ пек, чӑмлакпа тӑрантараттӑмччӗ, сӗт ӗҫтереттӗмччӗ! Христос пӗлет! Ҫӑкӑра чӑмлатӑп та ҫӑварне чыхатӑп, турӑшӑн-хӗвелшӗн ҫапла! Шӑлӗсене хӗҫ вӗҫӗпе хирсе уҫаттӑмччӗ… Пӗррехинче тата ҫӑварне сӗт яма тӑтӑм та, вӑл антӑхса кайрӗ, темле кӑна вилмерӗ… Шухӑшласа пӑхӑр-ха ӗнтӗ!

— Ҫурӑн-и ӑна ӗнер?

— Ҫурӑм та, машинкӑпа ҫӳҫне те касса ятӑм, сӗтшӗн пӗтӗм укҫана тӑкса пӗтертӗм… Укҫи шел мар-ха маншӑн, ҫӑва патне вӑл! Анчах чӑмласа парса алӑран тӑрантарасси мӗнле пек вӑл? Ҫӑмӑл тесе шутлатӑн-и? Ан каланӑ пул ҫӑмӑл тесе, атту ак чину ҫине те пӑхса тӑмӑп, янклаттарса яратӑп пӗрре хӑлха чиккинчен!

Григорий выртакан пӳлӗме Прохор, Харлампий Ермаковпа кӑвак каракуль ҫӗлӗкне ӗнси ҫинелле хӑпартса янӑ, чӗкӗнтӗр пек хӗп-хӗрлӗ сӑн-питлӗ Петро Богатырев, Платон Рябчиковпа тепӗр икӗ палламан казак кӗптӗртеттерсе кӗчӗҫ.

— Вӑл пӑхсах выртать!!! — тискер сасӑпа ҫухӑрса ячӗ Ермаков, тайкаланчӑк утӑмсемпе Григорий патнелле ывтӑнса пынӑ май.

— Гриша! Тӑванӑм! — аллинчи кӗленчине силлесе, макӑра-макӑра ҫухӑрчӗ чӑрсӑр-чараксӑр хӗрӗнкӗ Платон Рябчиков. — Аса ил, мӗнле ӗҫсе-ҫинӗччӗ Чир патӗнче! А ҫапӑҫрӑмӑр тата мӗнле? Ӑҫта кайса кӗчӗ халь пирӗн хӑват?! Мӗн хӑтланаҫҫӗ пирӗнпе генералсем, мӗн туса хучӗҫ пирӗн ҫара?! Чӗп-чӗр юн пуличчен ислетмелле вӗсене, тураса тӑкмалла! Чӗрӗлтӗн-и ӗнтӗ? Ме, ӗҫ, тӳрех вӑй кӗрет! Ку — таса спирт!

— Аран шыраса тупрӑмӑр сана! — ҫуланчӑк хура куҫӗсене савӑнӑҫлӑн йӑлкӑштарса мӑкӑртатрӗ Ермаков. Унтан, хӑйӗн сулӑмӗпе пусарса, йывӑррӑн Григорий койки ҫине ларчӗ.

— Ӑҫта эпир? — казаксен палланӑ сӑнӗсене сӳрӗккӗн йӗрленӗ май куҫӗсене тертлӗн мӗкӗлтеттерсе, аран илтӗнмелле ыйтрӗ Григорий.

— Екатеринодара йышӑнтӑмӑр! Кӗҫ акӑ тата малалла тапса сикетпӗр! Ӗҫ! Григорий Пантелевич! Тӑванӑмӑр! Турӑ пул, тӑрса лар, эпӗ курма пултараймастӑп эсӗ выртнине! — Рябчиков Григорий урисем ҫинелле тӳнсе кайрӗ, анчах чӗмсӗррӗн кулкаласа тӑракан, сӑнран пӑхма пуринчен те урӑ Богатырев ӑна чӗн пиҫиххинчен тытса ҫӑмӑллӑн ҫӗклерӗ те асӑрханса урайне лартрӗ.

— Ил кӗленчине! Юхса тухать ак! — шиклӗн кӑшкӑрчӗ те Ермаков Григорие ӳсӗррӗн кулкаласа каласа кӑтартрӗ:  — Пӗлетӗн-и, мӗншӗн ӗҫетӗр? Ытти чух хуйхӑпаччӗ, кунта ав казаксене ним ахалех ырӑ курма май килчӗ… Хӗрлисене хӑварас мар тесе, эрех складне ҫӗмӗрсе кӗтӗмӗр… Мӗн пулса иртмерӗ пуль кунта-а-а… Тӗлӗкре те унашкаллине кураймӑн! Цистернӑсене винтовкӑсемпе кӗрӗслеттерме тытӑнчӗҫ; персе шӑтараҫҫӗ те — унтан чарлаттарса спирт сирпӗнет. Ала пек шӑтарса пӗтерчӗҫ, Шӑтӑкӗсем патӗнче хӑшӗ ҫӗлӗк, хӑшӗ витре, хӑшӗ фляга тытса тӑраҫҫӗ, теприсем тата йӗкӗр ывҫӑн ывӑҫла-ывӑҫла ӗҫеҫҫӗ… Склада хуралланӑ икӗ доброволеца ҫавӑнтах касса пӑрахрӗҫ те ҫӗмӗрсе кӗрсе кайрӗҫ хайхи, — ну пуҫланчӗ вара мыскара! Пӗр казакӗ ман куҫ умӗнчех цистерна тӑррине улӑхса кайрӗ, анинченех лаша шӑвармалли витрепе ӑсса илме тӑчӗ, шеремет, алли вӗҫерӗнсе кайрӗ те путса та вилчӗ. Урайӗ цементран, пӗр самантрах чӗркуҫҫи таран спирт тулса ларчӗ, ун тӑрӑх казаксем аттисемпе шӑмпӑлтаттарса утаҫҫӗ, пӗшкӗнеҫҫӗ те, лашасем юханшывран ӗҫнӗ пек, урисем айӗнченех ӗҫеҫҫӗ, унтах йӑванса каяҫҫӗ… Кулас та, макӑрас та килмелле! Унта пӗр ҫын мар спиртпа ӑнчӑхса вилчӗ. Эпир те вара ҫавӑнта кӑштах пурлӑхлӑ пулса юлтӑмӑр. Пире ытлашши кирлӗ мар: пилӗк витре кӗрекен пичкене йӑвантарса килтӗмӗр те, ну, ҫитрӗ те хайхи. Ӗҫ те савӑн ҫеҫ! Апла та капла та пӗрех — пӗтет лӑпкӑ Дон! Платона темле кӑна лере спирт ӑшне путарса вӗлермерӗҫ. Урайне тӗртсе ӳкерчӗҫ те урасемпе тапта пуҫларӗҫ, вӑл ик-виҫ ҫӑвар лӑнкӑрт-лӑнкӑрт тутарчӗ те — пулчӗ те хайхискер. Эпӗ ӑна аран унтан сӗтӗрсе тухрӑм…

Вӗсенчен пуринчен те тӳсме ҫук спирт, сухан, табак шӑрши перет. Григорий пӑртаках ӑш лӗкленнине, пуҫ ҫаврӑнса килнине туйрӗ, — кулас килмен йӑмшак кулӑпа ейӗлсе, куҫне хупрӗ.

Вӑл, чир хыҫҫӑн майӗпен самайланса, пӗр эрне Екатеринодарта, Богатырев пӗлекен врач хваттерӗнче выртрӗ, унтан, Прохор каланӑ тӑрӑх, «ура ҫине тӑрас енне кайрӗ» те Абински станицӑра чакма пуҫланӑранпа пӗрремӗш хут лаши ҫине утланчӗ».

* * *

Новороссийскра эвакуаци пырать. Пӑрахутсем Россия пуянӗсене, ҫӑр улпучӗсене, генералсемпе паллӑ политика деятелӗсен ҫемйисене Турцие турттарса тӑраҫҫӗ. Пристаньсенче кунӗн-ҫӗрӗн ҫынсемпе япаласем тиеҫҫӗ. Грузчиксен эртелӗсенче ӗҫлекен юнкерсем пӑрахутсен трюмӗсене ҫар пурлӑхӗпе ятлӑ-сумлӑ беженецсен арчи-чӑматанӗсемпе чыха-чыха тултараҫҫӗ.

Донпа Кубань ҫар чаҫӗсенчен маларах тарса тухнӑ Добровольчески ҫар чаҫӗсем пуринчен малтан Навороссийска пырса кӗрсе транспорт карапӗсем ҫине тиенме тытӑнчӗҫ. Добровольчески Ҫар штабӗ, малтанах асӑрхануллӑн шута илсе, порта пырса чарӑннӑ «Инди императорӗ» ятлӑ акӑлчан дретноучӗ ҫине куҫма тытӑнчӗ. Ҫапӑҫусен Тоннельнӑй патӗнче пыраҫҫӗ. Вуншар пин беженец хула урамӗсенче чыхланса тулнӑ. Ҫар чаҫӗсем ҫаплах килсе тӑраҫҫӗ-ха. Пристаньсем патӗнче хӑрушла тӗркӗшӳ пырать. Хуҫисем пӑрахса хӑварнӑ лашасем пинӗ-пинӗпе Новороссийск патӗнчи сӑрт-тусен шӑнкаллӑ тайлӑмӗсенче сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ. Пристаньсен хӗррисенчи урамсенче купи-купипе казаксен йӗнерӗсем, хатӗр-хӗтӗрӗсем, ҫар япалисем йӑтӑнса выртаҫҫӗ. Ҫаксем пурте ӗнтӗ халӗ никама кирлӗ мар. Хулара карапсем ҫине Добровольчески Ҫара кӑна лартаҫҫӗ, Донпа Кубань чаҫӗсем поход йӗркипе Грузие каяҫҫӗ текен сас-хура ҫӳрет.

Мартӑн 25-мӗшӗнче ирхине Григорипе Платон Рябчиков Иккӗмӗш Дон корпусӗн чаҫӗсем карапсем ҫине тиенесси ҫинчен пӗлме тесе пристане кайрӗҫ, мӗншӗн тесен ҫакӑн умӗн ҫеҫ казаксем хушшинче Деникин генерал хӗҫпӑшалпа утсене упраса хӑварнӑ Дон чаҫӗсене пурне те Крыма илсе тухма приказ панӑ текен хыпар сарӑлчӗ.

Пристаньте Сал округӗн калмӑкӗсем чыхӑнса тулнӑ. Вӗсем Манычпа Салран лашапа тӗве кӗтӗвӗсене хӑваласа пынӑ, пурӑнмалли йывӑҫ будкисене те тинӗс хӗрринех турттарса килнӗ. Халӑх ушкӑнӗ хушшинче, така ҫӑвӗн тутлӑ шӑршине тӑраниччен шӑршлакаласа, Григорипе Рябчиков причал ҫумӗнче тӑракан пысӑк транспорт пӑрахучӗн кӗпер-пусми патне пырса тухрӗҫ. Ӑна Марков дивизийӗнчи офицерсен вӑйлатнӑ хуралӗ сыхлать иккен. Ун патӗнче, хӑйсене лартасса кӗтсе, Дон артиллерисчӗсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Пӑрахут хӳринче сӑрӑрах симӗс брезентсемпе витнӗ тупӑсем лараҫҫӗ.

— Ку мӗнле батарея, станишник? — ыйтрӗ маттур сӑнлӑ, хура мӑйӑхлӑ вахмистртан Григорий, пӑрахут патне аран хӗсӗнкелесе тухса.

— Вӑтӑр улттӑмӗш, — сивлеккӗн хуравларӗ вахмистр, Григорий ҫине чалӑшшӑн пӑхса илсе.

— Каргинсен-и?

— Ҫавсен.

— Тиес ӗҫпе кам асли кунта?

— Авӑ вӑл карлӑк патӗнче тӑрать, темле полковник. Рябчиков Григорие ҫаннинчен туртрӗ, ҫилӗллӗн каларӗ:

— Каяр кунтан. Мӗн шуйттанне кирлӗ вӗсем? Пӗлсе пӗтерес ҫук вӗсенчен йӗркисене! Ҫапӑҫнӑ чух — эпир кирлӗ пулнӑ, халӗ вӗсемшӗн чӗрне хури тӗшне те тӑмастпӑр…

Вахмистр черете йӗркеленсе тӑнӑ батареецсене куҫ хӗссе кулса илчӗ.

— Телейлӗ пултӑр эсир, артиллеристсем! Господа офицерсем тесен, вӗсене те илмеҫҫӗ ав.

Пӑрахут ҫине тиеннине асӑрхаса тӑнӑ полковник пусма тӑрӑх йӳрӗккӗн утса кайрӗ; ун хыҫӗнчен хаклӑ йышши кӗрӗкне йӳле янӑ кукша чиновник такӑна-такӑна йӑпӑртатса пычӗ. Вӑл тинӗс кушакӗн тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне кӑкӑрӗ ҫумне йӑлӑнчӑклӑн пӑчӑртаса тытнӑ, хӑй темскер мӑкӑр-макӑр калать те — унӑн тарлӑ пичӗ те, витӗрех мар куракан куҫӗсем те ытла та мӗскӗнленсе тархасланӑ пек курӑннӑран-и — полковник, ҫилленсе кайса, тӳртӗн ҫаврӑнса тӑчӗ, хиврен кӑшкӑрса тӑкрӗ:

— Эпӗ пӗрре каланӑ сире! Ан йӳтетӗр, атту ак халех сире ҫыран хӗррине сӗтӗрсе тухма хушатӑп! Эсир ухмаха ерсе кайнӑ! Ӑҫта мурне илетпӗр эпир сирӗн пур ӑпӑр-тапӑра? Эсир мӗн, суккӑр-и? Курмастӑр-и, кунта мӗн пулса иртет? Тепӗр тесен, кирлех эсир пире! Тархасшӑн, хӑть Деникин генерала хӑйне кайса элеклӗр! Каларӑм: пултараймастӑп тенӗ — пултараймастӑп, ӑнланатӑр-и вырӑс чӗлхине?!

Вӑл, хӑпа пӗлми ҫыпҫӑнчӑк чиновникран пӑрӑнса, Григорий патӗнчен иртсе пынӑ чух Григорий ун умне тухса тӑчӗ те, аллине карттус сӑмси патне тытса, хумханчӑклӑн ыйтрӗ:

— Лартасса шанма пултараҫҫӗ-и офицерсем?

— Ку пӑрахут ҫине — ҫук. Вырӑн ҫук.

— Эппин, хӑшӗн ҫине?

— Эвакопунктра ыйтса пӗлӗр.

— Эпир пулнӑ унта, нихӑшӗ те пӗлмест.

— Эпӗ те пӗлместӗп, ирттерсе ярӑр мана!

— Вӑтӑр улттӑмӗш батарейӑна лартатӑр-ҫке эсир! Мӗншӗн пирӗншӗн вырӑн ҫук?

— Ирттерсе ярӑр, тетӗп сире! Эпӗ — справка паракан бюро мар. — Полковник Григорие ҫӑмӑллӑн тӗртсе сирме хӑтланчӗ, анчах вӑл ура ҫинче ҫирӗп тӑчӗ. Унӑн куҫӗсенче кӑвакрах хӗлхемсем йӑлт-ялт ҫуталса илсе сӳнчӗҫ.

— Халӗ эпир кирлӗ мар пултӑмӑр-и? Унччен кирлӗччӗ сире? Илӗр аллӑра, мана тӗртсе яраймастӑр эсир!

Полковник Григорие куҫран чӑр! шӑтарса пӑхрӗ, унӑн-кунӑн йӗри-тавралла тинкерчӗ; кӗпер-пусма ҫинче тӑракан марковецсем, винтовкисене хӗреслесе тытса, кӗпӗрленсе тулнӑ халӑх ушкӑнне аран чаркалаҫҫӗ. Полковник, Григорий ҫине пӑхмасӑр, сӳрӗккӗн ыйтрӗ:

— Эсир хӑш чаҫрен?

— Эпӗ — Вунтӑххӑрмӗш Дон полкӗнчен, ыттисем — тӗрлӗ полксенчен.

— Пурӗ миҫен эсир?

— Пӗр вунӑ ҫын.

— Лартаймастӑп. Вырӑн ҫук.

— Пире мӗн ухмах вырӑнне хуратӑн, ҫӗлен? Тыл пыйти! Халех ирттерсе янӑ пул, атту… — терӗ Григорий шӑппӑнрах. Ҫав самантра Рябчиков унӑн сӑмса ҫунаттисем мӗкӗл-мекӗл хускалса илнине асӑрхарӗ.

«Янклаттарса ярать ак ӑна Гриша!» — вӗчӗрхенӳллӗн хӗпӗртесе шухӑшларӗ Рябчиков, анчах икӗ марковец халӑх ушкӑнӗ витӗр прикладсемпе ҫул уҫса полковника пулӑшма васканине курсан, Григорие ҫаннинчен туртрӗ:

— Ан ҫыхлан, Пантелевич! Каяр…

— Эсир — идиот! Куншӑн ответ тытатӑр ак эсир! — терӗ те шурса-кӑвакарса кайнӑ полковник, пулӑшма пырса ӗлкӗрнӗ марковецсем еннелле пӑхса, Григорий ҫине кӑтартрӗ. — Хоспода! Лӑплантарӑр ак ҫак эпилептика! Йӗрке пулмалла-ҫке кунта! Ман васкавлӑ ӗҫпе комендант патне ҫитмелле, кунта кашни йӑх-ях лӑпӑр-лапӑрне итлесе тӑрас пулать… — унтан йӑкӑшт ҫеҫ Григорий умӗнчен пӑрӑнса ҫухалчӗ.

Кӑвак бекешӗ ҫине поручик пакунӗсене ҫӗленӗ тӑрнаккай марковец, акӑлчансенни пек мӑйӑхне типтерлӗ хырса тикӗслетнӗскер, Григорий сӑмси патнех пырса тӑчӗ.

— Мӗн кирлӗ сире? Ма йӗркене пӑсатӑр?

— Пӑрахут ҫинче вырӑн кирлӗ, акӑ мӗн!

— Ӑҫта сирӗн чаҫ?

— Пӗлместӗп.

— Сирӗн документ.

Хурала тӑратнӑ иккӗмӗш марковец, пенсне тӑхӑннӑ тачка туталлӑ ҫамрӑк йӗкӗт, ларса ҫитмен хулӑн сасӑпа каларӗ:

— Ӑна хурал ҫуртне илсе каяс пулать. Вӑхӑта ан ирттерӗр, Высоцкий!

Поручик, Григорин ӗнентерӳ хутне васкамасӑр вуласа тухса, каялла тавӑрса пачӗ.

— Хӑвӑр чаҫе шыраса тупӑр. Кунтан пӑрӑнма сӗнетӗп, пӑрахут ҫине ларакансене ан чӑрмантарӑр. Пирӗн приказ: дисциплинӑна пӑсакансене, пӑрахута тиеме чаракансене пурне те званине-мӗнне пӑхмасӑр арестлемелле. — Поручик тутине ҫӑт чӑмӑртаса темиҫе ҫеккунт кӗтсе тӑчӗ те, Рябчиков ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илсе, Григорий патнелле пӗшкӗнчӗ, пӑшӑлтатса каларӗ:  — Сире акӑ мӗн сӗнме пултаратӑп: вӑтӑр улттӑмӗш батарея командирӗпе кайса калаҫӑр та ҫавсен черетне тӑрӑр, ун чух ларатӑр пӑрахут ҫине.

Рябчиков, поручик пӑшӑлтатса каланине илтнӗскер, хӗпӗртесе ӳкрӗ:

— Кай Каргин патне, эпӗ халех хамӑр ачасене чӗнсе килме вӗҫтеретӗп. Сан япалусенчен, кутамккасӑр пуҫне, мӗн илмелле?

— Пӗрле каятпӑр, — терӗ сӳрӗккӗн Григорий. Ҫула май вӗсем палланӑ казака — Семеновски хутор ҫыннине — тӗл пулчӗҫ. Вӑл тем ҫӳллӗш ҫӑкӑр купаласа брезент витнӗ питӗ пысӑк кӑрмана пристань еннелле турттарса каять.

— Федор, сывах-и? — кӑшкӑрса чӗнчӗ Рябчиков хӑйӗн ентешне. — Куна ӑҫта илсе каятӑн эсӗ?

— А-а-а, Платон, Григорий Пантелевич, сывӑ пурӑнатӑр-и? Хамӑр полк валли ҫул ҫине ҫӑкӑр кайса леҫетпӗр. Аран пӗҫеркелерӗмӗр, атту пӑрахут ҫинче пӑтӑ ҫеҫ чӑмлама тиветчӗ.

— Ҫӑкӑрна тарасапах турттарнӑ-и? Е шутласа пачӗҫ?

— Шуйттан шутланӑ-и ӑна? Сире мӗн, ҫӑкӑр кирлӗччӗ-и?

— Кирлӗччӗ.

— Ил!

— Мӗн чухлӗ?

— Йӑтма пултарнӑ чухлӗ! Вӑл нумай пирӗн! Григорий кӑрман ҫинчен ҫӑкӑр хыҫҫӑн ҫӑкӑр иле-иле хунине Рябчиков тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ, — тӳсӗмсӗррӗн ыйтрӗ:

— Мӗн мурӗ тума ун чухлӗ?

— Кирлӗ, — кӗскен тавӑрчӗ Григорий.

Вӑл лавҫӑран икӗ михӗ ыйтса илсе ҫӑкӑр тултарчӗ те усӑ тунӑшӑн тав турӗ, унпа сывпуллашса уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Рябчикова каларӗ:

— Йӑт атя, ҫӗклесе каяр.

— Эсӗ кунтах хӗл каҫма хатӗрленместӗн пулӗ-ҫке? — тӑрӑхласа ыйтрӗ Рябчиков, миххе хулпуҫҫи ҫине хурса.

— Вӑл хам валли мар. Тата кам валли?

— Лаша валли.

Рябчиков миххе ҫӗре лап пӑрахрӗ, хӑраса ыйтрӗ:

— Шӳтлетӗн?

— Ҫук, чӑнласах.

— Эппин, эсӗ… эс урӑхла шухӑш тытрӑн-и, Пантелевич? Кунтах юлас тетӗн, тӗрӗс ӑнланатӑп-и сана?

— Тӗрӗс ӑнланатӑн. Ну, йӑт миххе, кайрӑмӑр. Ҫитермелле-ҫке-ха лашана, атту вӑл пӗтӗм сырӑша кӑшласа пӗтернӗ. Лаша кирлӗ пулать-ха, службӑра ҫуран ҫӳремелле мар…

Миххе пӗр хулпуҫҫи ҫинчен теприн ҫине куҫаркаласа, Рябчиков ҫул тӑршшӗпех ним шарламасӑр утса пычӗ; калинкке умне ҫитсен тин ыйтрӗ:

— Атьсене калатӑн-и? — унтан вӑл мӗн те пулин хуравласса кӗтмесӗрех кӳреннӗрех сасӑпа каларӗ:  — Куна эсӗ вӑйлӑ шутласа хунӑ… Эпир тата мӗнле?

— Мӗнле пӗлетӗр, — хӑйне ку пач та пырса тӗкӗнмен пек кӑтартма тӑрӑшса тавӑрчӗ Григорий. — Лартмаҫҫӗ унта пире, ҫук пирӗншӗн вырӑн, — ан лартчӑрах ҫав! Мӗн каптӑрми тума кирлӗ ҫавсемпе пит ҫыпӑҫма! Юлатпӑр. Сӑнаса пӑхар телее. Ирт эсӗ малалла, мӗн, юпа пек калинккере хытса тӑтӑн?

— Тӑрӑн унта ку калаҫупа… Эпӗ ӑна та халь калинккине те, курмастӑп. Ну, ӗҫсем те! Эсӗ мана, Гриша ҫамкаран пуртӑ тӑршшӗпех ятӑн. Пӗтӗм ӑс-тӑна кӑларса ӳкеретӗн. Эпӗ пур: «Мӗн шуйттанӗ тума ку ҫӑкӑр ыйтать-ха?» — тесе шухӑшлатӑп. Пирӗн атьсем — пӗлеҫҫӗ те халӗ — шуйханма тапратаҫҫӗ…

— Ну, ху мӗнле эсӗ? Юлмастӑн-и? — йӳпсӗнсе ыйтрӗ Григорий.

— Мӗн эсӗ! — хӑраса кайрӗ Рябчиков.

— Шухӑшласа пӑх.

— Ним шухӑшламалли те ҫук! Вырӑн пур чух пӗр сӑмахсӑр каятӑп! Ҫыпӑҫатӑп та Каргин батарейи ҫумне — пӗрле каятӑп.

— Кӑлӑхах.

— Каларӑн та иккен! Маншӑн хамӑн пуҫ хаклӑрах ҫав, тӑванӑм. Темскер тӗрӗслеттересех килмест ун ҫинче хӗрлисене хӑйсен хӗҫӗсене.

— Ой, шухӑшла кӑшт, Платон! Ӗҫӗ халь ҫапларах…

— Ан та кала! Паянах каятӑп.

— Ну, ху пӗл, эппин. Ӳкӗтлеместӗп, — терӗ те кӳренсе Григорий крыльцан чул картлашкисем тӑрӑх малтан улӑхса кайрӗ.

Ермаков та, Прохор та, Ботатырев та хваттерте ҫук. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, курпун кӗлеткеллӗ эрмен карчӑкӗ, вӗсем кӗҫ-вӗҫ таврӑнасси ҫинчен каласа кайрӗҫ тесе пӗлтерчӗ. Григорий, хывӑнмасӑрах, пуҫламан ҫӑкӑра пӗчӗк чӗлӗсем туса касрӗ, утсем патне сарайне тухрӗ. Вӑл, ҫӑкӑра пӗр пек уйӑрса, Прохорпа иккӗшӗн лашисене хурса пачӗ те шыв патне кайма витре ҫеҫ тытнӑччӗ — сарай алӑкӗнче Рябчиков курӑнчӗ. Вӑл шултра касса вакланӑ ҫӑкӑр чӗллисене типтерлӗн шинель арки ҫинче тытса тӑрать. Рябчиковӑн лаши, хуҫине сиссе, кӗскен кӗҫенсе илчӗ, хуҫи вара виҫеллӗн кулакан Григорий патӗнчен шӑпӑрт шарламасӑр ҫаврӑнса иртрӗ те, ҫӑкӑр татӑкӗсене сырӑш ӑшне тӑкса, Григорий ҫине пӑхмасӑр каларӗ:

— Ан йӗр эсӗ шӑлна, тархасшӑн! Ӗҫ ҫапла килсе тухать пулсан, манӑн та лашана тӑрантармаллах… Эсӗ мӗн, эпӗ хӗпӗртесех каяттӑмччӗ пуль тесе шутлатӑн-и? Ҫав ылханлӑ пӑрахут ҫине хама хам ҫухаран сӗтӗрсе ҫеҫ лартмаллаччӗ, урӑхла мар! Сехре хӑппи хӗтӗртрӗ-ҫке-ха… Пуҫ пӗрре, мар-и хулпуҫҫи ҫинче? Турӑ ан хуштӑрах, куна кассан, пукравччен тепри ӳсмест…

Прохорпа ытти казаксем каҫ пулас умӗн тин таврӑнчӗҫ. Ермаков самаях пысӑк кӗленче савӑтпа спирт, Прохорӗ мӑн михӗпе пӑтранчӑк сарӑ шӗвек тултарса сывлӑш кӗмелле мар хупса хунӑ банкӑсем ҫӗклесе килчӗҫ.

— Вӑт пуйрӑмӑр хайхи ӗҫлесе! Ҫӗр каҫичченех ҫитет, — мухтанса, кӗленче савӑт ҫине кӑтартрӗ те Ермаков ӑнлантарса пачӗ:  — Пире ҫар тухтӑрӗ тӗл пулчӗ те складран пристане медикаментсем леҫме пулӑшма ыйтрӗ. Грузчиксем килӗшмен, складран юнкерсем ҫеҫ ҫӗклекеленӗ, ну, эпир те хайхи вӗсемпе пӗрле йӑтма тытӑнтӑмӑр. Пулӑшнӑшӑн пире тухтӑр спиртпа тӳлесе татрӗ, ку банкисене ак Прохор йӑкӑртса килчӗ, турӑ курать, ним суймасӑр калатӑп!

— Банкисенче мӗн вара? — пӗлесшӗн пулчӗ Рябчиков.

— Ку, тӑванӑм, спиртран та чапли! — Прохор банкӑна силлесе пӑтратрӗ, хӑмӑр хура кантӑк савӑт ӑшӗнче пӑчӑртатса кӑпӑкланакан ҫӑра шӗвеке ҫутӑ ҫине тытса пӑхрӗ те мӑнкӑмӑллӑн пӗлтерчӗ:  — Ку — чикӗ леш енчен кӳрсе килнӗ пуринчен хаклӑ эрех. Ӑна чирлисене кӑна параҫҫӗ, ҫапла терӗ мана акӑлчан чӗлхине ӑнланакан юнкер ҫури. Ларатпӑр та ак пӑрахут ҫине хуйхӑ ҫинчен лайӑх кӑна сыпатпӑр, «Асран кайми тӑван кӗтес» юрра шӑрантарса, мӗн Крыма ҫитиччен ҫапла ӗҫетпӗр, банкисене тинӗсе ывӑтса хӑваратпӑр.

— Пыр часрах, лар, сана пула атту пӑрахут чарӑнса тӑрать. «Ӑҫта, — тейӗҫ, — пирӗн паттӑртан паттӑр Прохор Зыков, унсӑрӑн каяймастпӑр эпир!» — терӗ тӑрӑхласа Рябчиков. Унтан, кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, чӗлӗм тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ пӳрнипе Григорий ҫине кӑтартрӗ. — Вӑл ак пӑрахӑҫ турӗ каяс шухӑша. Эпӗ те ҫавах.

— Нивушлӗ? — нӑхлатса ячӗ Прохор, шалт тӗлӗннипе банкӑна темле кӑна аллисенчен кӑларса ӳкермесӗр.

— Мӗскер? Мӗн шутласа хутӑр эсир кунта? — питне-куҫне пӗркелентерсе, Григорий ҫинелле тӗсесе пӑхрӗ Ермаков.

— Каяс мар тесе шутларӑмӑр.

— Мӗншӗн?

— Вырӑн ҫук унта пирӗн валли.

— Паян ҫук — ыран пулать, — ним иккӗленмесӗр евитлерӗ Богатырев.

— Пристаньте пулнӑ-и эс?

— Ну, вара мӗн?

— Куртӑн-и, мӗн хӑтланаҫҫӗ унта?

— Ну, куртӑм.

— Тапратрӗ нулатма! Куртӑн пулсан, мӗн тата калаҫмалли. Пире Рябчиковпа иксӗмӗрех илетчӗҫ-ха, унта та пулин пӗр доброволец Каргин батарейи ҫумне пӗрлешме каларӗ, урӑхла май ҫук, тет.

— Ларма пуҫламанччӗ-и-ха пӑрахут ҫине леш ҫав батарейи? — хыпаланса ӳкрӗ Богатырев.

Батареецсем пристаньте черет тӑни ҫинчен пӗлсен, вӑл пӗр тӑхтамасӑр пуҫтарӑнма тытӑнчӗ: аялтан тӑхӑнмалли кӗпи-йӗмне, запас шӑлаварӗпе гимнастеркине кутамккана майласа чикрӗ, ҫӑкӑр хучӗ те васкасах сывпуллашрӗ.

— Юл, Петро! — сӗнчӗ Ермаков. — Юрамасть пирӗн сапаланса пӗтме.

Богатырев ним каламасӑр ӑна тарлӑ аллине тӑсса пачӗ, алӑк патӗнче тепре пуҫ тайрӗ:

— Сывӑ юлӑр! Турӑ пӳрсен — курнӑҫӑпӑр-ха! — терӗ те чупсах тухса кайрӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӳлӗмре чылайччен аван мар шӑплӑх тӑчӗ. Ермаков, кил хуҫи хӗрарӑмӗ патне кухньӑна тухса, тӑватӑ стакан илсе кӗчӗ, сӑмах хушмасӑр спирт тултарчӗ, сӗтел ҫине пысӑк пӑхӑр чейникпа сивӗ шыв пырса лартрӗ; салӑ вакларӗ, унтан ҫавӑн пекех нимӗн те шарламасӑр сӗтел ҫине йывӑррӑн чавсаланчӗ те, темиҫе минут ури айнелле тимсӗррӗн пӑхкаласа ларнӑ хыҫҫӑн тӳрех чейник тутинчен шыв ӗҫрӗ, хӑйӑлтатарах каларӗ:

— Кубаньте пур ҫӗрте те шыв краҫҫын тути калать. Мӗншӗн вара ку?

Ӑна хирӗҫ никам та хуравлакан пулмарӗ. Рябчиков тарланӑ хӗҫне таса ҫӗтӗкпе сӑтӑркаласа шӑлчӗ. Григорий пӗчӗк арчинче темскер ухтарчӗ, Прохор ут кӗтевӗсемпе ула-чӑлаланнӑ сӑртсен ҫара тайлӑмӗсем ҫинелле чӳречерен сӳрӗккӗн пӑхса тӑчӗ.

— Ларӑр сӗтел хушшине, ӗҫер. — Ермаков, ыттисене кӗтмесӗр, ҫӑвара ҫур стакан спирт ӳпӗнтерчӗ, хыҫҫӑн шыв сыпрӗ те, шупка хӗрлӗ салӑ татӑкне чӑмланӑ май, Григорий ҫинелле хавасланнӑ куҫӗсемпе тинкерсе ыйтрӗ:

— Мӑйсене пӑрмӗҫ-ши пирӗнне хӗрлӗ юлташсем?

— Пурне те вӗлереймеҫҫӗ. Кунта халӑх темиҫе пин ҫын юлать, — терӗ Григорий.

— Эпӗ пуриншӗн кулянмастӑп та, — кулса ячӗ Ермаков. — Ман хамӑн тир пирки хуйхӑ…

Самай ӗҫсе лартнӑ хыҫҫӑн калаҫу хавасланчӗ. Тепӗртак вӑхӑт иртсен, кӗтсен ҫӗртенех сивӗпе хытӑркаса кӑвакарнӑ, тӗксӗм те ҫилӗллӗ сӑн-пуҫлӑ Богатырев килсе кӗчӗ. Вӑл алӑк патне пӗр пысӑк тӗрке вӗр-ҫӗнӗ акӑлчан шинелӗсене пӑрахрӗ, сӑмах хушмасӑр хывӑнма тытӑнчӗ.

— Килсе ҫитнӗ ятпа сире! — йӗплесе пуҫ тайрӗ Прохор.

Богатырев ун еннелле хаяррӑн куҫ ывӑтрӗ, ассӑн сывласа каларӗ:

— Ҫав пӗтӗм Деникинсемпе ытти к… кӗвентисем хӑть темле тархаслаччӑр та — каймастӑп! Черетре тӑтӑм, йытӑ пек витӗр шӑнтӑм, тата пач ним усӑсӑр. Шӑп мал тӗле ҫитсен, черете татрӗҫ. Иккӗшӗ ман умрах тӑратчӗҫ, пӗрне ирттерсе ячӗҫ, теприне — ҫук. Ҫур батарея юлчӗ, ну мӗнле-ха ку, э?

— Ҫапла тӑрӑлтарса хӑвараҫҫӗ те сирӗн йышшисене! — ахӑлтатса кулса ячӗ те Ермаков, кӗленче савӑтри спирта тӑккаласа, Богатырева пӗр стакан чая тултарса пӑчӗ. — Ме, ӗҫсе пусар хӑвӑн хуйхуна! Е хӑвна килсе тархасласса кӗтесшӗн-и? Пӑх чӳречерен: ав ҫав Врангель генерал мар-и-ха сан патна йӑлӑнма килет?

Богатырев ним шарламасӑр сотирта сӑрӑхтарчӗ. Халӗ ун пачах та шӳт тӑвас шухӑш пулмарӗ. Ермаковпа Рябчиков вара — иккӗшӗ те самай хӗрӗнкӗскерсем — кил хуҫи карчӑкне ӳсӗрӗлсе кайиччен ӗҫтерсе лартрӗҫ те купӑсҫӑ тупас пирки калаҫма тытӑнчӗҫ.

— Станцӑна кайӑсӑр хӑть, — сӗнчӗ Богатырев, — унта халь вакунсем пушатаҫҫӗ. Составӗпех обмундировани.

— Мӗн мурне кирлӗ вӑл сан обмундировани! — ҫухӑрашрӗ Ермаков. — Пире эс сӗтӗрсе килнӗ шинельсем те ҫитеҫҫӗ. Ытлашшине пурпӗр туртса илеҫҫӗ. Петро! Йытӑ шалчи! Эпир кунта хӗрлисем патне каяс пирки шутлатпӑр, ӑнлантӑн-и? Эпир казаксем-и е кам? Пӗр те пӗр хӗрлисем хамӑра чӗрӗ хӑварсан — ҫапӑҫма вӗсем патне куҫатпӑр! Эпир — Дон казакӗсем! Тап-таса юнлӑ, пӗр ҫӳп-ҫапсӑр! Пирӗн ӗҫ — турасси. Пӗлетӗн-и, эпӗ мӗнле туратӑп? Купӑста тунине чӑвӑшт! тутарнӑ пек! Тӑр, сан ҫинче тӗрӗслесе кӑтартам! А-а, хӑрарӑн-и? Пире тураса пултӑр, хӑть те кирек кама. Тӗрӗс калатӑп-и, Мелехов?

— Пӑрӑн-ха! — аллипе ӗшенчӗклӗн сулчӗ Григорий. Хӗрелсе кайнӑ куҫӗсемпе чалӑшшӑн пӑхса, Ермаков арча ҫинче выртакан хӗҫне илме кармашрӗ, Богатырев ӑна ҫилленмесӗр тӗртсе сирчӗ, ӳкӗтлесе каларӗ:

— Ытлашши ан хӑлаҫлан, Шӑна-паттӑр, атту сана час ак лӑплантаратӑп. Пӗлсерех ӗҫ, эсӗ офицер-ҫке.

— Сурнӑ эпӗ вӑл чин ҫине! Шӑпах вӑл мана сыснана хӑмӑт кирлӗ пек кирлӗ. Ан аса ил! Ху эсӗ ҫапласкер. Кӳр, пакунусене касса перем? Петя, чунӑм, чим, тӑхта, эпӗ халех вӗсене…

— Вӑхӑчӗ ҫитмен-ха, кунпа ӗлкӗретпӗр, — кулкаларӗ Богатырев, картинчен иртсе кайнӑ тусне аллипе сирсе.

Шуҫӑм ҫутиччен ӗҫрӗҫ. Каҫ пулсанах таҫтан палламан казаксем килсе кӗчӗҫ, пӗри икӗ ретлӗ хуткупӑс ҫакса янӑ. Ермаков мӗн ураран ӳкиччен «казачока» тӗпӗртеттерчӗ. Унтан ӑна арча патне сӗтӗрсе пычӗҫ те, вӑл урисене чарса хурса, пуҫне мелсӗррӗн каҫӑртса, ҫавӑнтах, ҫара урайӗнчех харлаттарса ҫывӑрса кайрӗ. Тул ҫутӑлса ҫитиччен тӑсӑлчӗ кичем ӗҫкӗ. «Эпӗ Кумшатскинчен!.. Станицӑранах! Вӑкӑрсем пурччӗ пирӗн — мӑйракисем патне алӑ ҫитместчӗ! Лашасем пурччӗ — арӑслан кайӑксем пекчӗ! Халӗ ак, мӗн юлнӑ,тетӗр, хуҫалӑхра? Ҫӑмӗ тӑкӑнса пӗтнӗ пӗртен-пӗр йытӑ ами! Вӑл та ӗнтӗ кӗҫех калать, нимӗн ҫитерме ҫук!..» — ӳсӗр пуҫпа ӗсӗклесе калаҫрӗ ватӑрах казак — ӗҫке пынисем хушшинче ӑнсӑртран паллашнисенчен пӗри. Ҫӗтӗк-ҫатӑк черкес ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ темле кубанец купӑсҫа «наурски» кӗввине калама хушрӗ, унтан вӑл, аллисене кӗрнеклӗн саркаласа, пӳлӗм тӑрӑх тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑн йӑкӑш-йӑкӑш шукалама тытӑнчӗ те, Григорие кубанецӑн тӑвӑр кунчаллӑ атӑ тӗпӗсем йӗрленсе пӗтнӗ хура урайне пачах та сӗртӗнмен пек туйӑнчӗ.

Ҫӗр варринче тахӑш казак таҫтан мурӗнчен ансӑр мӑйлӑ икӗ вӑрӑм тӑм кӑкшӑм ҫӗклесе пычӗ; вӗсен хырӑмӗсем ҫинче ҫурри ҫӗрӗшнӗ этикеткӑсем кӑшт ҫеҫ палӑраҫҫӗ, сӗркӗчленӗ пӑккисен чие ҫырли тӗслӗ сӗркӗч пичечӗсем айӗнчен тӑхлан пломбӑсем йывӑррӑн усӑнса тӑраҫҫӗ. Прохор пӗр витре кӗрекен кӑкшӑма чылайччен ҫавӑркаласа пӑхрӗ, этикетка ҫинчи ют ҫӗршыв сӑмахӗсене вулама хӑтланса, тута хӗррисене тертлӗн мӗкӗлтеттерчӗ. Тин ҫеҫ ыйхӑран вӑраннӑ Ермаков ун аллинчи кӑкшӑма тытса илсе урайне лартрӗ те хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларчӗ. Прохор ахлатса илме те ӗлкӗреймерӗ — вӑл, хӗҫпе чалӑшшӑн сулса ярса, кӑкшӑм мӑйне чӗрӗк пайӗ таран касса татрӗ, ҫавӑнтах хыттӑн кӑна: «Тытӑр, тавай савӑтсене!» — тесе кӑшкӑрчӗ.

Ҫӑра, ытла та хӳхӗм шӑршӑллӑ, кӑшт йӳҫекрех тутӑллӑ хӗрлӗ эрехе темиҫе минутрах ӗҫсе ячӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн Рябчиков тӗлӗннипе чылайччен чӗлхине чаплаттарса ларчӗ. «Ку эрех мар, чӑн-чӑн турӑ юнӗ пулчӗ! — мӑкӑртатса калаҫрӗ вӑл. — Кунашкал эрехе вилме патне ҫитсен ҫеҫ ӗҫмелле, унта та пурин те мар, ӗмӗр картла выляманнисен, табак шӑршламаннисен, хӗрарӑм курманнисен кӑна… Пӗр сӑмахпа каласан, элхерей шерпечӗ!» Ҫавӑн чух аса илчӗ те Прохор хӑйӗн миххинче имлӗ-сиплӗ эрех банкисем выртни ҫинчен.

— Чим, Платон, аплах ан мухтаса тӑк! Манӑн кунран лайӑххи пур! Ку мӗн вӑл, шӑк кӑна, эпӗ ак складран илсе килтӗм, вӑл вӑт — эрех те эрех вара! Пыллӑ латӑн темелле, тен, унтан та чаплӑрах-и! Вӑл, тӑванӑм, санӑн элхерейӗнни пек мар, — тӳрех каламалла, — чӑн-чӑн патша эрехӗ! Ӗлӗк патшасем ӗҫсе пурӑннӑ, халӗ ак пирӗн май килчӗ… — вӗҫкӗнленсе мухтанчӗ вӑл, пӗр банкине уҫнӑ май.

Эрехе хапкам Рябчиков пӑтранчӑк сарӑ ҫӑра шӗвеке тӳрех ҫур стакан ҫавӑрса хучӗ, унтан ҫавӑнтах, кӑвакарса кайса, куҫне чарса пӑрахрӗ.

— Ку эрех мар, карболка! — хӑркӑлтатса илчӗ те вӑл, тилӗрсе кайса, стакан юлашкине Прохор кӗпи ҫине сапрӗ, тайкаланкаласа коридоралла вӑркӑнса тухса кайрӗ.

— Суять вӑл, ҫӗлен! Эрехӗ — чӑн акӑлчансен! Пӗрремӗш сорт! Ан ӗненӗр ӑна, тӑвансем! — ӳсӗрсен шӑв-шавне кӑшкӑрса ҫӗнтерме пикенсе ҫухӑрса ячӗ Прохор. Вӑл пӗр стакан тултарса ним сывламасӑр ӗҫсе ячӗ те Рябчиковран та ытларах шурса кайрӗ.

— Ну, мӗнле? — ыйтрӗ Ермаков, сӑмса шӑтӑкӗсене саркалантарса, Прохорӑн сӳлтӗркенӗ куҫӗсенчен тинкерсе пӑхса. — Мӗнле пек патша эрехӗ? Хӑватлӑ-и? Тутлӑ-и? Кала, эсрел пуҫӗ, атту ак ҫак банкӑна пуҫӑнтан ҫапса вататӑп!

Прохор пуҫне пӑркаларӗ, сӑмах чӗнмесӗр асапланчӗ, унтан иклетсе илчӗ те, йӑпӑр-япӑр ура ҫине сиксе тӑрса, Рябчиков хыҫӗнчен тухса чупрӗ. Ермаков, кулӑпа чыхӑнса, Григорие вӑрттӑн куҫ хӗссе илчӗ, хӑй те картишне тухрӗ. Тепӗр минутран каллех пӳлӗме таврӑнчӗ. Вӑл хыттӑн ахӑлтатса кулнӑ сасӑ вара пӗтӗм шӑв-шава хупласа хучӗ.

— Сана мӗн пулнӑ? — ӗшенчӗклӗн ыйтрӗ Григорий. — Мӗн кӗҫенетӗн, тӑмсай? Кача пӳрне кӑтартмарӗҫ пулӗ сана?

— Ах, йӗкӗт, тухса кур вӗсем хӑйсен пырши-пакартисене мӗнле тавӑрса силленине! Эсӗ пӗлетӗн-и, вӗсем мӗн ӗҫрӗҫ?

— Ну?

— Акӑлчансен пыйтӑ пӗтермелли имҫамне!

— Суятӑн!

— Тупата туршӑн та ҫапла! Эпӗ хам та малтан, складра пулнӑ чух, ку эрех пулӗ тесе шутланӑччӗ, унтан тухтӑртан: «Ку мӗн япала, господин тухтӑр? Спиртлӑскер мар-и?» — тесе ыйтса пӑхрӑм та, вӑл: «Турӑ хӑтартӑр, — куна пире союзниксем пыйтӑ пӗтерме ярса панӑ. Ку — сӗрмелли эмел, унпа карланкӑна юсама ниепле юрамасть!» — тесе пӗлтерчӗ.

— Эппин, ма вӗсене каламарӑн, пуҫиле? — кӳренсе ӳпкелерӗ Григорий.

— Тасалччӑр, эсреметсем, парӑнас умӗн, вилсех выртас ҫук-ха! — Ермаков кулӑ килнипе пӑчӑртанса тухнӑ куҫҫульне шӑлса илчӗ, йӗкӗлтенӗ пекрех хушса хучӗ:  — Ӳлӗмрен кӑшт асӑрханарах ӗҫӗҫ, атту ав вӗсем хыҫҫӑн сӗтел ҫинче черкке тултарса ӗлкерейместӗн. Хапкӑнсене ҫапла вӗрентес пулать. Ну, мӗн, ӗҫер-и иксӗмӗр е кӑштах тӑхтатпӑр? Атя, эппин, хамӑр вилӗмшӗн ӗҫӗпӗр!

Тул ҫутӑлас умӗн Григорий крыльца ҫине тухрӗ, чӗтрекен аллисемпе чикаркка чӗркесе чӗртрӗ те чылайччен тӗтре нӳретнӗ стена ҫумне сӗвенсе тӑчӗ.

Пӳртре ӳсӗрпе кӑшкӑрашнӑ, купӑс чыхӑна-чыхӑна нӑйкӑшнӑ, казаксем вичкӗннӗн шӗвиклетсе шӑхӑрнӑ сасӑсем ним шӑпланмасӑр янӑрарӗҫ; ӑста ташӑҫсен атӑ тӗпӗсем ывӑна пӗлмесӗр тӗпӗртетрӗҫ… Ҫил бухта енчен пӑрахут сиренисем хулӑннӑн та ҫӑран ӳленине хӳтерсе килет; пристаньсенче ҫынсен сассисем пӗр кӗрлеве пӗрлешсе татти-сыпписӗр янӑраса тӑраҫҫӗ, ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрлеве хыттӑн кӑшкӑрса команда панӑ, утсем кӗҫеннӗ, пӑравуссем кӑшкӑртнӑ сасӑсем кӑна ҫура-ҫура каяҫҫӗ. Таҫта Тоннельнӑй станцийӗ енче ҫапӑҫу пырать. Тупӑ сассисем уҫҫи-хупписӗр кӗрӗслетсе тӑраҫҫӗ, вӗсем шӑпланнӑ самантсенче пулеметсем хӗрсе кайсах шӑтӑртатни илтӗнет. Мархот леш енче, ҫутӑ пайӑркисене сирпӗнтерсе, ракета ҫӳле-ҫӳле вирхӗнсе хӑпарчӗ. Сӑртсен курпун тӳписем уҫӑмсӑр симӗс шевлепе ҫуталса темиҫе ҫекунт курӑнса тӑчӗҫ те, унтан каллех вӗсене март каҫӗн ҫилӗм пек тӑсӑлакан хура сӗмӗ витсе хучӗ, вара пушшех уҫҫӑн та тӑтӑшшӑн, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ евӗр, артиллери залпӗсем кӗрӗслетме тытӑнчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех