Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнсе (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пугачев, эпӗ халӑх хушшинче тӑнине курсан, ман еннелле пуҫӗпе сулса, хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Пугачев, увидев меня в толпе, кивнул мне головою и подозвал к себе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ӑна Акулина Памфиловнӑна вӑрттӑн чӗнсе тухма ятӑм.

Я подослал ее вызвать тихонько Акулину Памфиловну.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл, Иван Игнатьича чӗнсе илсе, хӑйне канӑҫ паман вӑрттӑн ӗҫ ҫинчен ҫине тӑрсах ыйтса пӗлме шут тытнӑ.

Она кликнула Ивана Игнатьича, с твердым намерением выведать от него тайну, которая мучила ее дамское любопытство.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Иван Кузмич, хӑй хуҫа пулса юлнӑскер, пире чӗнсе пынӑ.

Иван Кузмич, оставшись полным хозяином, тотчас послал за нами.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Сирӗн пек шухӑшлакансем сахал пулаҫҫӗ, — хирӗҫлерӗ Николай Антоныч, унтан пире чӗнсе илчӗ.

— И останетесь в меньшинстве, — возразил Николай Антоныч и кивнул нам.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сковородников понтоннӑй кӗпер ҫинче пӗр паллакан хуралҫа чӗнсе илчӗ, вӗсем ҫав тери вӑрахчен калаҫрӗҫ.

У понтонного моста Сковородников окликнул знакомого постового, и начался длиннейший разговор,

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, пуҫне сӗлттесе чӗтрекен тутисене аран-аран кӑна чарса, мана хӑй патне чӗнсе илчӗ, аллӑмран тытрӗ.

Она только подозвала меня и взяла за руку, качая головой и с трудом удерживая дрожащие губы…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна аяккалла чӗнсе илтӗм те хам Иван Игнатьичпа калаҫни ҫинчен пӗлтертӗм.

Я отвел его в сторону и уведомил его о своем разговоре с Иваном Игнатьичем.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Мӗн ҫавӑ Иван Кузмичӑм паян вӗрентсех кайрӗ вара!» — терӗ те комендантша, Палашкӑна чӗнсе илчӗ.

«Что это мой Иван Кузмич сегодня так заучился! — сказала комендантша, позвала Палашку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл пӗр хӗре чӗнсе кӗртрӗ те, ӑна уряднике чӗнме ячӗ.

Она кликнула девку и велела ей позвать урядника.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Петровна йӑмӑка хӑйсем патне чӗнсе кайрӗ, эпӗ киле таврӑнса, чылайччен хӑй ҫутмасӑр лартӑм.

Петровна взяла сестру к себе, а я вернулся домой и долго сидел, не зажигая огня.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан йӑмӑка чӗнсе илчӗ, лампа ҫутма хушрӗ…

Потом окликнула сестру, велела зажечь лампу…

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, хамӑра ҫул тупса паракана чӗнсе илтӗм те, ӑна тав турӑм, Савельича ӑна, эрехлӗх, пӗр полтинник укҫа пама хушрӑм.

Я позвал вожатого, благодарил за оказанную помочь и велел Савельичу дать ему полтину на водку.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Куҫлӑхне хывса, мана чӗнсе илчӗ: «Акӑ сана хамӑн авалхи юлташ та тусӑм Андрей Карлович Р. патне ҫыру. Эсӗ ун аллине, Оренбурга, службӑна каятӑн», — терӗ.

Снял очки и, подозвав меня, сказал: «Вот тебе письмо к Андрею Карловичу Р., моему старинному товарищу и другу. Ты едешь в Оренбург служить под его начальством».

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗри «пиччене» — эртел старостине ҫапла калатчӗҫ — кӑшкӑрса хӑй патне чӗнсе илчӗ, пӑшӑлтатса темскер пӗлтерчӗ.

Один крикнул «дядю» – так назывался староста артели – и что—то сказал ему.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗр ҫинчен сӑнаса пӗлнӗ даннӑйсем тӑрӑх тата агентурнӑй пӗлтерӳсем ҫирӗплетсе панипе ҫакӑн пек вывод тума май панӑ: нимӗҫсен командованийӗ, совет танкӗсем «Курская дуга» пуҫланнӑ ҫӗрте прорыв тунипе пулса тӑнӑ хӑрушлӑха тивӗҫлипе хакласа, кунта «Рихтгофен» текен сывлӑшри эскадрӑна чӗнсе илнӗ.

Данные наземного наблюдения, подтвержденные агентурными сообщениями, давали возможность заключить, что немецкое командование, оценив угрозу, созданную прорывом советских танков у самого основания Курской дуги, вызвало сюда воздушную дивизию «Рихтгофен».

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тӗттӗмре посыльнӑйсем лётчиксене хушамачӗсемпе чӗнсе чупкаласа ҫӳренӗ.

В темноте сновали посыльные, выкликая фамилии летчиков.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Нимӗҫсем мӗн те пулин тавҫӑрса иличчен, хирӗҫ тӑма ҫӗнӗ вӑйсем чӗнсе иличчен, пирӗн танкистсем баксене трофейлӑ бензинпа тултарса, продовольстви илсе, малалла ыткӑннӑ, вӗсем ӑҫталла каяссине нимӗҫсем пӗлсе те юлайман.

Из запасов врага заправлялись трофейным горючим, набирали продовольствие и неслись дальше, прежде чем немцы успевали опомниться, подтянуть силы для отпора или хотя бы определить направление дальнейшего движения танков.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл Мересьева куҫ хӗсрӗ те, кӑчӑк туртса хӑй патнелле чӗнсе илсе, шеф кабинечӗ ҫине пӑха-пӑха, ӑна хӑлхинчен пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ:

Он подмигнул Мересьеву, поманил его пальцем и зашептал, оглядываясь на кабинет шефа.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах Алексей ӑна хӑй те чӑнахах асӑрхамасӑр иртсе кайсан, хӗр кӳреннипе макӑрас патне ҫитсе, ӑна ятпа чӗнсе илчӗ.

Но когда Алексей прошел, действительно не заметив ее, девушка с обидой, чуть не плача, окликнула его.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех