Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачан чӗри ҫурӑлас пек ыратса кайрӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗр аллипе вӑл юбкине тытнӑ, тепӗр аллине чӗри ҫине хунӑ.Одной рукой она подбирала юбки, а другую прижимала к сердцу.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя чӗри патне юн пырса капланчӗ.
XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик сумкине курсанах палларӗ, унӑн чӗри темӗн пекех хытӑ ыратса кайрӗ.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑранипе Гаврикӑн чӗри хӑвӑрт тапать.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ун ҫине питӗ пӑшӑрханса пӑхрӗ, ҫавна курсан Петян та чӗри хускалчӗ.Она посмотрела на него с такой тревогой, что Пете почему-то стало не по себе.
XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ачан хавасланнӑ чӗри хытӑрах тапма тытӑннӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗр-пӗр телейсӗр кунхине ун патне упӑшки «вилнине пӗлтерекен хут» килӗ те — «тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса вилнӗ» текен хыпара — ун пек хыпарсем ҫӗршер, пиншер хӗрарӑмсем патне пыраҫҫӗ, — малтан вӑл ӑнкарса та илеймӗ, чунӗ килӗшес ҫук, унтан вара, читлӗхри пек, чӗри тапа пуҫлӗ — ниҫта кайса хӑтӑлма ҫук, пытанма та ҫук.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Мускав — ҫӗршывӑн чӗри» ятлӑ пионерсен конкурсӗ валли «Пирӗн урамӑн историне» ҫырас.Напишу «Историю нашей улицы» для конкурса пионеров «Москва — сердце Родины».
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗлесчӗ эсир, унти этем чӗри епле Мускавшӑн хыпса ҫуннине!Эх, если бы вы знали только, как там человек за Москву сердцем горит!
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл аптраса ӳкрӗ вӗт, чӗри ытла начар унӑн, врачсем ҫур ҫула яхӑн выртма хушрӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ман алла илсе чӗри тӗлне хучӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Этем чӗри тӗлӗнмелле япала вӑл, хӗрарӑмӑн уйрӑмӑнах тата». Лермонтов».«Странная вещь сердце человеческое вообще, а женское в особенности». Лермонтов».
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫук, ан калӑрах мана, — терӗ Анна Степановна чӗри патӗнчен тухакан туйӑмпа, — эпӗ ӑна хам куҫӑмпа курнӑ.Нет, вы мне не говорите, — с силой сказала Анна Степановна, — я это видела своими глазами!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Марья Ивановна кунта пирӗн шӑпана татса парассине сиснӗ; унӑн чӗри питӗ тапнӑ е чарӑнса ларнӑ пекех пулнӑ.Марья Ивановна предчувствовала решение нашей судьбы; сердце ее сильно билось и замирало.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Николай Антоныч, жилечӗн ҫӳлти тӳмине вӗҫертсе, аллине чӗри тӗлне тытрӗ.Николай Антоныч расстегнул верхнюю пуговицу жилета и положил руку на сердце.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн чӗри япӑх вӗт…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӳп-тӳрӗ, чӗри ҫумне манӑн пуҫа тытса, Ирина Михайловна тӑрать, вӑл куҫӗсене хупнӑ, пичӗ тӑрӑх ерипен куҫҫуль шӑпӑртатать.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах Вӑта Тӑван часах хӑйне алла илнӗ: тепӗр минутӑранах унӑн чӗри, яланхи шая ларас тесе, икӗ пусӑм каярах сикнӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑта Тӑванӑн лӑпкӑ чӗри те, ӗмӗр пӗр пек тапакан чӗре, ҫак хурлӑха курсан, тӳссе тӑрайман: икӗ пусӑм ытлашши тунӑ.Даже сердце Среднего Брата, всегда бившееся ровно и мерно, сделало два лишних удара.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950