Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑ сăмах пирĕн базăра пур.
каччӑ (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ-ҫке ку!.. — хулӑммӑн янӑрарӗ тӑсланкӑрах каччӑ сасси.

— Це ты!.. — пробасил долговязый парень.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кӗлетрен, тимӗр пӑтавккана шӑлами тултарнӑ сӗлле йӑтса, каччӑ ҫулне ҫитмен ҫамрӑк йӗкӗт тухрӗ, Григорий ҫине кӑлин пӑхса илсе, кӗҫенсе янӑ лашасем патнелле утса кайрӗ.

Из амбара вышел подросток с железной мерой, доверху насыпанной овсом, он мельком взглянул на Григория, пошел к заржавшим лошадям.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лешӗ те ухмах каччӑ мар пулас — тупнӑ вӗт хӗрарӑмпа мӗнле калаҫмаллине — ашшӗ ячӗпе чӗнет.

Да и он, видать, парень не промах — нашел подход к бабе, по имени-отчеству называет.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдинӑн ытти сивӗ ҫырӑвӗсенчен (вӗсем унччен нихҫан та ун пек сивӗ пулман) Константин ҫакна ӑнланнӑ: Ксюшӑ вӑл сасартӑк кайнине ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттернӗ, хӑйне пӗртте телейсӗр те, каччӑ пӑрахнӑ хӗр тесе те шутламан.

Из следующих, непривычно холодных писем Бахолдина Константин понял, что Ксюша легко перенесла его внезапный отъезд и не считала себя несчастной и брошенной девушкой.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑнах та, Ксени ӑна тахҫан Константин Мажарова юратса пӑрахнӑ пек юратман, анчах хӑйне пӗр-пӗр пурнӑҫра нимӗн курман ҫамрӑк каччӑ мар, пурте хисеплекен, пусӑрӑнкаллӑ ҫын юратса пӑрахни савӑнтарнӑ.

Правда, отношение ее к нему совсем не походило па то, что она когда-то пережила с Константином Можаровым, но ой льстило, что ее полюбил не какой-нибудь зеленый юноша, а всеми уважаемый и серьезный человек.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ман юратнӑ вальс! — тенӗ те Лиза хӑех зал урлӑ каҫакан каччӑ патнелле утнӑ.

— Мой любимый вальс! — проговорила Лиза и сама двинулась навстречу пересекавшему наискосок зад партнеру.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чаплӑ каччӑ, анчах тепӗр чухне каппайланать, такам вырӑнне хурать хӑйне.

Парень мировой, только иногда фасонит, строит из себя что-то.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл паркра е районти культурӑ ҫуртӗнче алхасса-ихӗрсе тӑракан хӗрсен ушкӑнӗ патӗнчен, вӗсем ҫине йӳпсӗнмесӗр пыма мӗн пур вӑйран тӑрӑшса иртнӗ чухне ун хыҫӗнчен: «Епле кӑмӑллӑ каччӑ, ҫапла-и, хӗрсем?» — тени илтӗннӗ.

Когда он проходил в парке или в районном Доме культуры мимо озорной девичьей стайки, стараясь изо всех сил не обращать на них никакого внимания, вслед ему неслось: «Какой симпатичный молодой человек, правда, девочки?»

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Каччӑ тупасси вӑл ман ӗҫ мар, унӑн хӑйӗн ӗҫӗ, — шӳт туса ирттерме пӑхрӗ Пробатов.

— Найти жениха — это дело не мое, а ее собственное, — отшутился он.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Каччӑ чухнех ҫаплаччӗ, тӳпелешес-мӗн пулсан, аллине кӗсйине чиксе кӗтсе тӑратчӗ!..

— Еще когда парнями холостовали с ним, так он, как драка — руки засунет в карманы и ждет!..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Каччӑ курман хӗрсенчен чун савни тени пур.

Любушку имею из честных девок.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Стариксем, хӗрарӑмсем, каччӑ пӳне ҫитмен ҫамрӑксем тыткӑнри коммунистсен кӳпчесе кайнӑ, юнланса пӗтнӗ, юнӑхса кӗсенленнӗ пичӗсенчен мӗн алла лекнӗ ҫавӑнпа ҫапрӗҫ, сурчӗҫ, чулпа, типӗ тӑпра муклашкисемпе печӗҫ, хӑрушла хӗнесе пӗтернипе хӗсӗнсе ларнӑ куҫӗсенчен тусанпа, кӗлпе ывӑҫла-ывӑҫла сапрӗҫ.

Старики, бабы, подростки били, плевали в опухшие, залитые кровью и темнеющие кровоподтеками лица пленных коммунистов, бросали камни и комки сохлой земли, засыпали заплывшие от побоев глаза пылью и золой.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӑлӑхтарса ҫитерет те казака заставӑсемпе секретсене, сӑрт тӗмескисемпе тӑвайккиллӗ ҫулсем тӑрӑх разъездсене сӗтӗрӗнсе ҫӳреме — казак сотня командрӗнчен ыйтса киле каять, унтан хӑй вырӑнне, служивӑй лаши ҫине утлантарса ватти ҫитнӗ аслашшӗне е каччӑ пӳне кӗмен ывӑлне ярать.

Надоедало ходить в заставы и секреты, надоедало в разъездах мотаться по буграм и перевалам, казак отпрашивался у сотенного, ехал домой, а взамен себя присылал на служивском коне своего ветхого деда или сына-подростка.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вунҫиччӗмӗш ҫулта вӑл — ун чухне ҫирӗм тӑватӑ ҫулхи каччӑ, — таврара унччен никам курман салтак тӑлаварӗ сырса, Германи вӑрҫинчен чи малтан килнӗ; хутора таврӑнсанах шухӑшӗ-кӑмӑлӗпе йӑлтах большевиксем майли тата, тимлӗхӗпе илсен, хӑйне фронтри пекех ҫирӗп тытни палӑрнӑ.

В семнадцатом году с германской первый пришел он, тогда двадцатичетырехлетний парняга, в невиданных доселе обмотках; принес с собой большевистские убеждения и твердую фронтовую напористость.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗлӗк, эпӗ каччӑ чух, пирӗн сакӑрвун ултӑ лаша пулсаччӗ.

У нас раньше, я ишо парнем был, восемьдесят шесть лошадей было.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ хыпса та ӗлкӗртӗн пулать, ватӑ кӗрт! — сиксе ӳкрӗ ун ҫине Ильинична; анчах старик илтмӗше печӗ тутӑ кушак аҫи пек куҫне хӗскелесе, эхлеткелесе, кӑмӑшка пӗҫертнӗ тутине ҫаннипе шӑлкаласа, маттур каччӑ пек шуххӑн пӳртелле уксахласа кӗрсе кайрӗ.

— А ты уж хлебнул, кобель старый! — насыпалась на него Ильинична; но старик вроде не слыхал, по-молодому захромал в курень, сыто, по-котовски жмурясь, покрякивая и вытирая рукавом обожженные дымкой губы.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑвак сухаллӑ мучисемпе юнашар каччӑ ҫулне ҫитмен мӑйӑхсӑр ҫамрӑксем тӗпек ҫӳҫлӗ фронтовиксемпе ылмаш-тӗлмешлӗн тӑраҫҫӗ.

Рядом с седобородыми дедами стояли безусые юнцы, перемеженные чубатыми фронтовиками.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Шӳтлерӗ улпут, — вӑрҫса илнӗ юлашкинчен тӑла сырнӑ каччӑ.

— Пошутил барин, — наконец обронил парень в онучах.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Пӑх-ха эс! — тенӗ тӑла сырнӑ каччӑ.

— Ты смотри! — произнес парень в онучах.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Каччӑ тата ҫӗр метр чухлӗ аннӑ та сасартӑк шума чарӑннӑ.

Пролетел парень еще метров сто и вдруг перестал катиться.

«Асап тӳсме ирӗк парсамӑр...» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех