Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майпа (тĕпĕ: май) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мана пулма пултаракан «рандева-вырӑнсене» кӑтартрӗ, Англипе Америка карапӗсем вӑрттӑн курнӑҫмалли вырӑнӗсем иккен ҫавсем, унтан вара вӗсен карапӗсене епле майпа пире сыхлама пани ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

Он указал мне возможные «точки рандеву», то есть тайно условленные пункты, где встречаются английские и американские корабли, и объяснил, как происходит передача их под охрану нашего флага.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шыв айӗн ҫӳрекен пӗчӗк кимӗ епле майпа тӑшманӑн чи пысӑк тинӗс базине Петсамо бухтине ҫитсе ҫӳрени ҫинчен эпӗ тӗлӗнсе итлерӗм.

С жадностью слушал я о смелом походе подводной лодки-малютки в бухту Петсамо, то есть в главную морскую базу врага;

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ӗнтӗ ытла кӑткӑс сӑмахчӗ — Ҫурҫӗре эпӗ епле майпа «улталамалла» пулни ҫинчен калаҫасси — вара эпӗ: Ҫурҫӗре таврӑнма нимӗнле шанчӑк та юлман хыҫҫӑн ҫеҫ граждански авиацирен каймалла пулчӗ, тесе тӳрре тухма тӑрӑшрӑм.

Это было слишком сложно — рассказывать, как я «изменил» Северу, и я только возразил, что ушёл из гражданской авиации, лишь когда потерял надежду вернуться на Север.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хваттерӗ питӗрӗнчӗк пулнӑ унӑн, вара вӑл хам телефонпа калаҫас умӗн икӗ минут маларах ҫеҫ хваттерне кӗнӗ, унта та пулин Ленинградран нумайлӑха тухса каяс майпа кӑна.

Квартира была запечатана, и он распечатал её и зашёл к себе две минуты назад, и то лишь потому, что надолго уезжает из Ленинграда.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак майпа сана сывлӑх та, телей ҫине телей сунатӑп».

Так что поздравляю тебя и желаю счастья и счастья».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш чухне ман хальхи регулировщик ача пулса тӑратчӗ, ырӑ та ҫутӑ куҫлӑ ачаччӗ, вӑл та пӗчӗк кантӑклӑ лутра пӳлӗмре хӑй вырӑнӗнчен ниҫта сикмесӗр мана пӑхса тӑратчӗ те хам пӗрре пулнӑ ҫӗрелле («Красные соколы» хаҫат кӑтартнӑ ҫӗрелле) ниепле майпа та ямастчӗ.

Иногда он превращался в мальчика с такими же удивительно светлыми глазами, и мальчик тоже твёрдо стоял на своём месте и держал меня здесь, в этой комнате с маленькими окнами и низким потолком, и ни за что не пускал туда, где (если верить газете «Красные соколы») я однажды уже успел побывать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лурийӗн пит-куҫӗ лӑпкӑччӗ, нимӗнпе те каскаланманччӗ вӑл, питҫӑмарти ҫинче ҫеҫ пӗр йӗр пурччӗ, вӑл ӗнтӗ аннӑ чух ҫӗре ҫитсен парашючӗпе темле майпа шӑйӑрттарнӑ пулмалла.

У него было спокойное лицо, совсем нетронутое, только ссадина на щеке, — очевидно, проволокло парашютом, когда приземлился.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах пирӗн тарӑн канав тепӗр канав патне пырать, тепри виҫҫӗмӗш патне, ҫапла майпа вӗҫне-хӗррине тухиччен куҫ та ҫавӑрса илеймест, хӑрах енӗ тӳремӗн чӑнкӑлатнӑ виҫӗ метр тарӑнӑш канавра хӗрарӑмсем ҫаплах тӑм ватаҫҫӗ, тепӗр енче тата тӑприне кӗреҫесемпе ывӑтаҫҫӗ те, ӑна ҫинчех тачкӑсемпе турттарса тӑраҫҫӗ…

Но он переходил в другой, другой — в третий, и так далеко, как достигал взгляд, женщины дробили глину в глубоких, трёхметровых, с одной стороны отвесных, с другой — покатых рвах, выбрасывали лопатами, вывозили на тачках…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара, тепле майпа, эпӗ хам та пурне те пӗлекен хӗрарӑмсем хушшинче пулса тӑтӑм, ыттисем те пирӗнни пеккисенчен ыйта-ыйта пӗлекен пулчӗҫ.

и как-то получилось, что я тоже стала одной из тех женщин, которые должны были всё знать и к которым обращались другие.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасене амӑшсӗр-няньӑсӑрах ӑсатма хушнӑччӗ, пысӑк кӗрешӳ вара ҫав амӑшсемпе няньӑсем пирки пулчӗ, вӗсене списоксенчен хурататчӗҫ те, темле майпа, вӗсем каллех списока кӗретчӗҫ.

Детей приказано было отправлять без мам и нянек, и главная борьба шла вокруг этих мам и нянек, которых вычёркивали, и потом они каким-то образом снова оказывались в списках.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӗмне тавӑрса янӑ ачана вӑл алӑпа тунӑ алапа мӗнле майпа рак тытмалли ҫинчен каласа пачӗ — мӗншӗн ҫавӑ та асрах-ха?

Мальчика в засученных штанах, с самодельной сеткой, которому Саня объяснял, как ловить раков — на костёр и на гнилое мясо?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла та кӗтмен ҫӗртен тата тӗлӗнмелле майпа пулса тӑчӗ-ҫке!

Как все странно и неожиданно получилось.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Паллах, кирлӗ», — ответ патӑм эп хама хам, унтан кӗсьере тепле майпа халиччен тытӑнса юлнӑ панулмине слона тыттартӑм.

«Конечно, нужны», — тотчас же ответила я сама себе и дала слону яблоко, оказавшееся у меня в кармане.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тепле майпа Игорь та ҫав ӗҫе хутшӑнман-ши?

— Не связан ли Игорь каким-то образом с этим делом?

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Атте ячӗ ҫӗкленнӗҫемӗн унпа пӗр тӑванӑн ятне те час-часах аса илеҫҫӗ, вӑл полярник-ученӑй, «Св. Марийӑна» хатӗрлес майпа вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне хӗрхенмесӗр панӑ, пӗтӗм пурнӑҫне аслӑ ҫыннӑн биографине пӗлес ӗҫе панӑ.

И чем выше поднимается его имя, тем всё чаще произносится рядом с ним имя его двоюродного брата, почтенного учёного-полярника, пожертвовавшего всем своим состоянием, чтобы организовать экспедицию «Св. Марии», и посвятившего всю свою жизнь биографии великого человека.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куртӑн-и, мӗнле майпа сана каллех эп экран ҫине тавӑртӑм…

Видишь, как пришлось мне тебя опять вернуть на экран…

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ленинградра манӑн час-часах йӗрес килетчӗ — хуйхӑ-суйхӑпа хаваслӑх чӗрере тепле майпа арпашӑнчӗҫ.

Впрочем, мне часто хотелось плакать в Ленинграде.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку яхӑнта Саньӑна курманни темиҫе кун та иртрӗ; вӑл хӑшпӗр чухне ҫӗрле ҫеҫ телефонпа шӑнкӑртаттарать, пӗррехинче тата ун патне института хам кӗрсе тухрӑм, институт ӑна экспедицине хатӗрленес майпа пӗчӗкҫӗ кӑна хайне уйрӑм пӳлӗм панӑ.

Я почти не видела Саню в эти дни: он только звонил иногда по ночам, да однажды я забежала к нему в институт, в маленькую комнатку, отведённую для снаряжения поисковой партии.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Урӑхла майпа тунӑ пулсан эпӗ хам арӑмӑн хутне кӗнӗ пек пулса тухатчӗ.

— А иначе вышло бы, что я хлопочу за жену.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытти ӗҫсем те, паллах ӗнтӗ хӑш таран та пулин темле майпа сан ятупа ҫыхӑнать, вӗҫнӗ чухне вара мӗн ҫинчен те пулин шухӑшлатӑн-и е юрласа яран та каллех шухӑшлатӑн — ялан сан ҫинчен…»

Это потому, что всё остальное — это тоже каким-то образом ты, особенно в полёте, когда думаешь что-нибудь или поёшь и снова думаешь — всё о тебе…»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех