Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрса (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хам та, ҫӗрӗпе ҫывӑрманскер, выртсанах питӗ хытӑ ҫывӑрса кайнӑ.

Не спавши целую ночь, я бросился на постель и крепко заснул.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ, палаткӑна чупса кӗрсе: «Мӗскер эсир катемпи пек хытса тӑратӑр, мӗскер эсир ҫывӑрса выртатӑр, е эсир хамӑра ҫӗр патнелле илсе кайнине курмастӑр-и?» тесе кӑшкӑрса ярасран хама хам аран-аран кӑна тытса чаратӑп.

Какого труда стоит мне сдержать себя, не вбежать в палатку, не закричать во весь голос: «Что вы сидите чучелами, что вы спите, разве вы не видите, что нас подносит к земле?»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Халӗ тӑватӑ сехет, кунта ӗнтӗ халӗ тӗттӗм, эпӗ акӑ сасартӑк ҫывӑрса кайрӑм, вӑрансан, хам та ӑнлансах ҫитейместӗп, темле ырӑ япала пулнӑ пек туйӑнать.

«Теперь четыре часа, у нас уже темно, и я вдруг заснула, а когда проснулась, то не могла понять, что случилось хорошее.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл диван ҫине выртрӗ те ҫывӑрса кайрӗ.

Потом лёг на диван и заснул.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫывӑрса каяс терӗм, анчах хама хам ҫӗнтерсе илме пултараймарӑм, ҫавӑнпа аса илме тытӑнтӑм.

Я старался уснуть, но ничего не мог поделать с собой и стал вспоминать.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун ҫинчен каҫпа, ҫывӑрса кайиччен те, ирхине те, физикӑпа обществоведени, уйрӑммӑнах литература урокӗсенче, шухӑшласа ҫӳрерӗм.

и я думал о нем ночью, пока не заснул, потом утром на физике, обществоведении и особенно на литературе.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ калаҫма чарӑнтӑм та, часах ҫывӑрса кайнӑ.

Я замолчал и вскоре последовал его примеру.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл лӑп та шӑп ҫак самантра ҫутта куҫаркаланипе куҫне уҫса пӑхрӗ, сывласа илчӗ те питне аллипе хупласа каллех ҫывӑрса кайрӗ.

который как раз в эту минуту открыл глаза, потревоженный передвижением света, и сразу опять заснул, вздохнув и закрыв лицо рукою.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир пынӑ вӑхӑтра вӑл ҫывӑрса выртатчӗ.

и он спал, когда мы пришли.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ ҫывӑрса кайма пултараймарӑм.

Но я не мог уснуть.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ пӗр вунпӗр сехетченех ҫывӑрса выртнӑ.

Словом, я проспал часов до одиннадцати.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак шухӑшсемпе ҫывӑрса кайнӑ та ӗнтӗ, ҫав тери вӑрах ҫывӑрнӑ вара.

С этой мыслью я уснул и проспал так долго,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫутӑлас умӗн кӑна, Петя пичче кухньӑри Махмет ятлӑ кушак ҫурине вӑрҫма тытӑнсан тин, ҫывӑрса кайрӑм.

Я уснул, когда начинало светать и дядя Петя ворчал в кухне на Махмета, нашего котенка.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чылайччен ҫывӑрса каяймарӑм.

Я долго не могла заснуть.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Котька вахтӑра ҫывӑрса кайнӑшӑн салхуланса ҫӳрет, чӗнсе те чӗнмест, ҫиме те лармасть, кимме тӑратсанах корма ҫине кайса, брезентпа пӗркенсе выртрӗ.

Котька был очень сконфужен тем, что заснул на вахте, мрачно отмалчивался, отказался от еды, лег на корме и накрылся брезентом.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫапах та ҫывӑрса кайнӑ-ҫке эс.

— Но ты все-таки заснул.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Сисмен ҫӗртен ҫывӑрса каясран.

— Это если засну ненароком.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан, чӗркуҫҫисене янах патне ҫитиех хутлатса хурса, пӗр пӗчӗк чӑмӑркка пултӑм та епле ҫывӑрса кайнине хам та туймарӑм.

Но я собралась в комочек, подтянула колени к подбородку и незаметно для себя заснула.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ лаша кӗҫҫипе лайӑхрах пӗркентӗм те, вут енчен ҫаврӑнса, ларнӑ ҫӗртех ҫывӑрса каянҫи турӑм.

Я плотно кутаюсь в попону, поворачиваюсь спиной к костру и делаю вид, что засыпаю сидя.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каҫсенче, пурте ҫывӑрса кайсан, вӗсем мӗнле шӑпӑлтатнине итлетӗп эпӗ, вара мана Петька та, ман пекех, ӑҫта та пулин шурӑ кровать ҫинче выртса шухӑша кайнӑн туйӑнать, е, ман пекех, ҫулҫӑ шавланине итлесе выртнӑн туйӑнать.

По вечерам, когда все засыпали, я слышал, как они шумят, и мне казалось, что Петька, так же как я, лежит где-то на белой койке, думает, слушает, как шумят деревья.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех