Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтанлӑха вӑл ҫумӑрпа хутӑш варкӑшрӗ, анчах ир енне хӗл пурпӗрех кӗре ҫӗнтерчӗ.Сначала он шел вперемешку с дождем, но к утру зима одолела осень.
6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Кӗре ӳтлӗ типшӗм ура хырӑмӗ ҫинче, чӗркуҫҫирен аяларахра, чӑлха ҫыххи ҫумӗнчерехре — Дарья ӑна шыва кӗрес умӗн хывса хума маннӑ пулас — хӗрелсерех тӑракан ҫӗнӗ шӑйрӑлчӑк йӗр пур, унтан юн кӑштах сӑрхӑнать.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лейтенантӑн ӗҫлесе хытнӑ кӗре ӳтлӗ пысӑк аллисем сӗтел ҫинче выртрӗҫ, алӑ тӳртӗшӗсенчи тар ҫулӗсен вӗтӗ-вӗтӗ шӑтӑкӗсем машин ҫӑвӗн хура пӑнчисепе витӗннӗ, час-часах бензинпа ӗҫленӗ пирки пӳрнисем виселенсе пӗтнӗ, вӗсенче ӳт илнӗ тахҫанхи шӑйрӑлчӑксем палӑраҫҫӗ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн яп-яка хырӑннӑ кӗре питӗнчен, пӗтӗм кӗрнеклӗ пӗвӗ-сийӗнчен тасалӑх варкӑшӗпе тахӑш чечекрен тунӑ одеколон шӑрши кӗрет.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тусанлӑ сарӑ ҫӳҫне чалӑшла тураса якатнӑ йӑрӑс пӳллӗ йӗкӗт, кӗре питҫӑмартийӗсем юн пӗрӗхсе тухас пек хӗрлӗскер, карчӑксем ҫине куҫ хӗррипе пӑхса, именчӗклӗн кулса илчӗ те сӳрӗккӗн хуравларӗ:
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Казаксен тусанланса пӗтнӗ кӗре сӑн-пичӗсем хаваслӑн йӑлкӑшса ҫиҫеҫҫӗ, хӑйсем пурте савӑнӑҫлӑ, анчах Григорие тӗл пулнӑ чухне ун умӗнчен хӑвӑртрах пӑрӑнса кайма тӑрӑшрӗҫ, аллисене команда панӑ пек харӑс карттус кӑсӑрукӗсем патне ҫӗклесе тытса, ним шарламасӑр иртрӗҫ, чылай аякка кайсан тин хӑйсем хушшинче пуҫланӑ калаҫӑва ҫӗнетрӗҫ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тахҫан хӑй Чернигов хулинчи госпитальте выртни ҫинчен питӗ тӗплӗн каласа кӑтартнӑ чух Прохор ӑнсӑртран Григорий ҫине пӑхса илчӗ, унӑн кӗре питҫӑмартийӗсем тӑрӑх шӑпӑртатсах куҫҫуль тумламӗсем юха-юха аннине курчӗ…
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чӑн-чӑн британла мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ вӑл ҫак харсӑр чунлӑ ҫеҫенхир ывӑлӗсен кашни хӑйне расна сӑнлӑ кӗре пичӗсем ҫине, вара вӗсенче темиҫе тӗрлӗ раса хутшӑнса кайнинчен — казаксен ушкӑнне сӑнасарах тинкерсен, ку тӳрех куҫа курӑнать — тӗлӗнсех тӗлӗнчӗ: сарӑ ҫӳҫлӗ славянин-казакпа юнашар каснӑ-лартнӑ монгол пит-куҫлӑ ҫын тӑрать; ун умӗнчех, ав, ҫӑхан ҫунатти пек хура ӳтлӗ ҫамрӑк казак, аллине таса мар бинтпа ҫыхса мӑйӗнчен ҫакнӑскер, библире ҫырса кӑтартнӑ пек кӑвак ҫӳҫлӗ патриархпа ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса калаҫать; туя ҫине тайӑннӑ, авалхи казак сӑхманне тӑхӑнса янӑ ҫав патриархӑн юн тымарӗсенче Кавказ тӑрӑхӗнчи ту ҫыннисен тап-таса юнӗ ҫӳренӗ пирки саклат хурса та тупӑшма пулать…
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн кӗре ӳтлӗ питӗнчен ҫӳлерехре хӗвелпе пиҫсе хуралман ҫамки уйрӑмах шуррӑн курӑнать.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑй те ура ҫине сиксе тӑрать, ӗнтӗ тӑнӑ ҫӗртех хӑй ҫинелле нимӗн шарламасӑр чупса килекен кӗре сӑн-питлӗ ҫамрӑк мар хӗрлӗармееца юлашки хут тӗллесе перет те курать: лектереймерӗ, Хӗрлӗармеецӗ тилӗрсе кайнӑ пек пӑрван та теветкел пит-куҫлӑ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗре ӳтлӗ ҫамрӑк сӑн-пит вилнӗ хыҫҫӑн та хитре.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Куҫне хупрӗ те, питшӑммисем тӗлӗнчи кӗре ӳтне кӑшт палӑрмалла шупка хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, ҫинҫешке те хыткан мӑйӗ ҫинчи кӑвак юн тымарӗ хӑвӑрттӑн талтлатса тапма пуҫларӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫитет сана, — вӑтанса алне сулчӗ Аниҫҫе, ун куҫӗсенчен кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль тапса тухрӗ, кӗре тӗслӗ пит ҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ку ӗмӗрне те ҫӑвар уҫса пӗр сӑмах каламасть, сасӑлама вӑхӑт ҫитсен, Лузгин ҫине пӑхса илет те хӑйӗн нумай ҫулсем хушши ӗне суса пӳрнисем хытса, кукӑрӑлса ларнӑ кӗре тӗслӗ хыткан аллине ҫӗклет.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Васенӑ малалла аппӑшӗ патнелле ӳпӗнчӗ, ӑна мӑйӗнчен ытамласа тытса, пӑшӑлтатса темскер каларӗ, Ксени, хӑяккӑн ларса, ӑна пуҫне сула-сула итлерӗ, аялтан, щиток ҫинчен, кӗрен ҫутӑ ӳкнӗ, цыганкӑнни пек кӗре тӗслӗ питне кӑшт каҫӑртса, вӑл йӑл кула-кула илет.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эпӗ ун йышшине нихҫан та сиссе юлма памастӑмччӗ: «Клеме-и? Ак вӑл!» — унтан Мишкӑн тарават кӑмӑллӑ командирӗ хӑйӗн пӗчӗк ача пуҫӗ пысӑкӑш кӗре чышкине чӑмӑртарӗ те тискер те хӑрушӑ вӑйпа сывлӑшалла вирлӗн сулса ячӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мишкӑна парнелесе панӑ табак енчӗкне шӑпах ӗнтӗ Дуняшкӑн кӗре пӳрнисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫӑм ҫиппипе эрешлентерсе тӗрленӗ; шӑпах Дуняшка ӑна, килтисене систермесӗр, иртнӗ хӗлле кӑвак качака мамӑкӗнчен ҫыхнӑ пӗр мӑшӑр перчетке пырса тыттарчӗ; тата шӑпах Кошевой тахҫан Дуняшка тӗрленӗ капӑр сӑмса тутрине хӑйӗн салтак гимнастеркин кӑкӑр кӗсйинче типтерлӗ упраса усрать.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аксинья кӗре ӳтлӗ ҫаврака хулпуҫҫине тутӑрӗпе ҫӳҫенчӗклӗн кӗптесе тытрӗ.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗпине йӳле та ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ казак, ҫӗлӗкне каялла каҫӑртса лартнӑскер, ӑна хыҫалтан пырса ыталарӗ, тутипе Аксиньйӑн кӗре ӳтлӗ ҫаврака мӑйне сӗртӗнчӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрарӑм йӗнер ҫинче меллӗн те ҫӑмӑллӑн ларса пырать, кӗре ӳтлӗ вӑйлӑ аллинче чӗлпӗре ҫирӗп те тӗрӗс пуҫтарса тытнӑ, ҫапах та ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ ҫар лаши хуҫине пит юратсах каймасть, ахӑр.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.