Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 6

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.06 21:21

Пуплевӗш: 30; Сӑмах: 349

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Юр каҫхине ҫурӗ. Малтанлӑха вӑл ҫумӑрпа хутӑш варкӑшрӗ, анчах ир енне хӗл пурпӗрех кӗре ҫӗнтерчӗ. Ҫурӑлса кайнӑ тӳшекрен тӗк-ҫӳҫ вӗҫнӗ пекех, ҫӑмламас пысӑк пӗрчӗсем ҫине-ҫине лаплатма тытӑнчӗҫ те хулана темиҫе минут хушшинчех шап-шурӑ тум тӑхӑнтартса та хучӗҫ. Сивӗ килсе ҫапрӗ, ҫур-ҫӗр ҫилӗ вӗрсе ячӗ, вара пуҫларӗ хӗл юр тусанне ҫавӑрттарса ахӑрма.

Ҫут тӗнче ҫапларах пулса кайнӑ ҫав вӑл — ҫанталӑк улӑшӑвӗнче этем яланах хӑй пурнӑҫӗнче те улшӑнусем пуласса кӗтет. Кӗтрӗ вӗсене Сергей те.

Анчах… ҫаплах пӗр евӗр те йӑлӑхтармалла вӑрӑммӑн тӑсӑлчӗҫ кунсем, тӗксӗм те кичемскерсем. Сергей иртен пуҫласа каҫчен протезӗпе аппаланать, унӑн ҫав мӑй таранах тӑрантарса ҫитернӗ тыткӑнлӑхран — хевтесӗрлӗх тыткӑнӗнчен — часрах хӑтӑлса тухас килет.

Пӗрремӗш задачи ун — протеза хӑнӑхасси — хӑйне кура хӑвӑрт пулчӗ. Ыратнипе кансӗрлӗхе пӑхмасӑр вӑл ӑна виҫӗ талӑк хушши хулпуҫҫи ҫумӗнчен пачах салтмарӗ. Кӑнтӑрла аппаланса халтан каятчӗ пулин те, Сергей каҫхине те вырӑнӗ ҫине протезӗпех выртатчӗ. Ыйхӑ пирки мӗн калама ӗнтӗ, вӑл тамӑкри пекехчӗ. Металл пайсем аяк пӗрчисене хӗсе-хӗсе лартатчӗҫ, чӗн пӗрешкесем ӳте каса-каса кӗретчӗҫ, хулпуҫҫисем вутла ҫунса тӑратчӗҫ — протез вара кун пек чух пӗр-пӗр тискер те хӑрушӑ капкӑн евӗрех курӑнатчӗ.

Тӑваттӑмӗш кунӗнче тин Сергей хӑйне кӑшт ҫӑмӑлраххӑн туйма пуҫларӗ.

«Хӑнӑхрӑм пулмалла! — вӗҫсе илчӗ савӑнӑҫлӑ шухӑш; ӑна ҫавӑнтах шалтан темӗнле йывӑр япала тухса ӳкнӗнех туйӑнса кайрӗ. — Халӗ ӗнтӗ кӑранташ тытмалла, кӑранташ! Ҫырмалла! Ҫырма вӗренейсен, института кӗме хатӗрленетӗп!»

Анчах кунсем иртрӗҫ, эрнесем, Сергейӑн ҫурӑмӗпе хулпуҫҫийӗсем пӑхма хӑрамалла пулса кайрӗҫ, ӳсӗмӗ ҫаплах ҫук та ҫук. Ҫырма вӗренес тесе вӑл мӗн чул вӑй хумарӗ, тӑрӑшмарӗ пулӗ, шанӑҫӗ вара ҫавӑн чухлех чакса, пӗтсе пычӗ. Тӑрӑшнӑ чухлех. Кӑшт канса янӑ самантсенче Сергей сивӗ те вилӗ пӳрнисене, чӗрӗ пек курса, пичӗ ҫумне тыта-тыта тӑчӗ, пӗр хут кӑна мар йӑлӑнчӗ, тархасларӗ: «Ну, ан кутӑнлашсамӑр-ха, тархасшӑн… Мӗншӗн пулӑшасшӑн мар эсир мана? Эсир манӑн-ҫке халӗ, манӑн, манӑн… Эпӗ хама сирӗн пата хӑнӑхтартӑм, маншӑн ку питӗ те хака ларчӗ! Нивушлӗ ахаль пулӗ ҫакӑ пӗтӗмпех?»

Ҫӑварӗпе те урисемпе пулӑшса, вӑл хуҫланман хуп-хура пӳрнисемпе кӑранташ хӗстерсе тытать, хӑлаҫ пысӑкӑш пулсан та, мӗнле те пулин саспалли ҫырасшӑн тертленет, анчах — усси ҫав-ҫавах ҫук. Тарӑхса ҫитнӗ самантсенче Сергей протезне урайне вӑркӑнтарса ярать те ӑна халтан кайичченех, урисем кӑвакарса-ҫунса тухичченех тапать вара, ҫапать, хӗнет. Кун пек чух ӑна пурнӑҫ каллех пӗтсе, сӳнсе ларнӑнах туйӑнать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех