Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗленчи (тĕпĕ: кӗленче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темӗн чул пысӑк атмосфера пусӑмне те тӳсме пултаракан хулӑм кӗленче шампански эрех кӗленчи пулни паллах.

Стенки ее были так плотны, что могли выдержать давление в несколько атмосфер, это говорило о том, что бутылка из Шампани.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Акула ҫав териех ӗҫме юратнине курмастӑр-им вара, ҫавӑнпа вӑл, эрехӗн пӗр тумламне те сая ярас мар тесе, ӑна кӗленчи мӗнӗпех ҫӑтса янӑ.

— Не видите разве, что эта тварь была горькой пьяницей и, чтобы ничего не потерять, не только вы лакала все вино, но проглотила еще и бутылку?

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Сире штрафной, — черккепе эрех кӗленчи йӑтнӑ Коля хӗрсем хушшине кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Эрех кӗленчи те, холодильникрен кӑларнӑскер, сивӗ пӑспа витӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эрех кӗленчи те тухса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Сан кӗсьерен, ав, эрех кӗленчи курӑнать.

А у тебя бутылка торчит из кармана.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Женя кӗчӗ те шкапран йод кӗленчи илчӗ.

Вошла Женя и достала пузырек с йодом.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ, Хӗрлӗ Ялав орденӗ, МОПР значокӗ, йӗпсем, пӗр катушка ҫип, валериановӑй тумлам кӗленчи.

Орден Трудового Знамени, орден Красной Звезды, значок МОПР, значок члена Крым-ЦИК, иголка, катушка ниток, пузырек с валерьяновыми каплями.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Кӗленчи ӑҫта?..

Пузырек где?..

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Ҫӗрле 12 сехетре каҫхи апат лартса пачӗҫ — типсе хытнӑ чӑкӑт татӑкӗ те темӗнле пӗчӗк аш куклисем, вӗсем мана тӗрлӗ паштетсенчен те тутлӑрах пек туйӑнчӗҫ; эрех пӗр кӗленче кӑначчӗ, кӗленчи те тӗксӗмччӗ, сарлака туталлӑччӗ, эрехӗнчен те хӗрлӗ сӑрӑ шӑрши кӗретчӗ; тепӗр тесен, ӑна никам та ӗҫмерӗ.

В двенадцатом часу ночи подали ужин, состоявший из куска старого, сухого сыру и каких-то холодных пирожков с рубленой ветчиной, которые мне показались вкуснее всяких паштетов; вина была всего одна бутылка, и та какая-то странная: темная, с раздутым горлышком, и вино в ней отдавало розовой краской: впрочем, его никто не пил.

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Чӑлантан кӗленчи тусанланнӑ ҫур литр эрех илсе кӗрсен, арӑмӗ сӗтел ҫине курка кӑларса лартрӗ.

Вернувшись из чулана с запыленной пол-литровкой, она поставила на стол чашку.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унӑн куҫлӑх кӗленчи ҫинче хӗвел ҫута ялкӑшать.

На стеклышках его очков поблескивало солнце.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑй вӑл пирӗн пуҫ ҫийӗн таҫта инҫетелле пӑхать, унӑн йӑлтах улшӑнса пӑхакан куҫӗсенче вутран ӳкекен хӗрлӗ хӗм выляса тӑрать, ҫав хӗлхемех унӑн куҫлӑх кӗленчи ҫинче те выляса тӑрать.

Он смотрел куда-то поверх наших голов, и в глазах его, совсем изменившихся, плясали красные искорки от костра, и такие же искорки плясали на стеклах его очков.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Чӳрече кӗленчи чӑнкӑртатрӗ.

Зазвенели стекла.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Таса ейме витнӗ сӗтел ҫинче ӗҫсе яман кӑмӑшка кӗленчи ларать, турилккере татӑкӑн-татӑкӑн туранӑ тип пулӑ хӗрелет.

На столе, покрытом чистой скатертью, стояла недопитая бутылка самогона, в тарелке розовела» порезанная на куски вяленая рыба.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗвел пайӑркисем, Листницкин пенсне кӗленчи ҫине ӳксе, шрапнель пек тӗпренсе тӑкӑнаҫҫӗ.

У Листницкого в стеклах пенсне шрапнелью дробятся, преломляясь, солнечные лучи.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав ланкашка патӗнчи хӑйӑрлӑ ҫыран айӗпе вӗре ҫӑлсем тапса тухаҫҫӗ — хӗл каҫипе те унта шыв пӑрланса лармасть; сарлака шыв куҫӗн симӗс кӗленчи ӑшӑ сывлӑшпа сывлать те, Дон тӑрӑх выртакан хӗллехи ҫул, ҫак вырӑнтан шиклӗн пӑрӑнса, питӗ аякран ҫаврӑнса каять.

Около прорвы из супесного берега бьют ключи — лед там не смерзается всю зиму, теплится зеленым широким полудужьем полынья, и дорога по Дону опасливо обегает ее, делает крутой скачок в сторону.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑвак куҫлӑ салтак, тин кӑна хӗртсе кӑларнӑ кирпӗч пек хӗрлӗ питлӗскер, пиҫиххийӗ хушшинчен пулштух кӗленчи майлӑ граната туртса кӑларчӗ те, пӗрре урядник сӑмси умӗнче юнакаласа, унтан тата юлташӗсем ҫине пӑха-пӑха илсе, Ярославль тӑрӑхӗнчи пек чӑх сӑхса ҫитермелле мар тӑрӑлтатса кайрӗ:

Голубоглазый солдат, красный, как свежеобожженный кирпич, достал из-за пояса бутылочную гранату, — помахивая ею перед носом урядника, оглядываясь на товарищей, зачастил ярославской скороговоркой.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӳрече кӑшт уҫӑ, кӗленчи йӑлтӑртатать.

Рама была чуть приоткрыта, блестело стекло.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӳкерчӗк ҫине тинкерсе пӑхрӗ: патшан пичӗ курӑнмасть, ун ҫинчех пушӑ эрех кӗленчи ларать.

Всмотрелся в рисунок: лица государя не видно, стоит на нем опорожненная водочная бутылка.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех