Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3

Пай: Р.В.С.

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.21 18:57

Пуплевӗш: 640; Сӑмах: 5165

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫак каҫхине Димка чылайччен ҫывӑрса каяймарӗ. Пӗчӗккӗнех унӑн пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑшсем пуҫтарӑна пуҫларӗҫ: «Йӗкехӳресем… Аша кам ҫисе янӑ-ха?.. Кӗпе, йынӑшни… мӗн пулӗ-ши, енчен?..»

Вӑл чылайччен ҫаврӑнкаласа выртрӗ, ҫапах та хӑйне пӗр канӑҫ та паман шухӑшран ҫӑлӑнма пултараймарӗ.

Ирпе вӑл тӳрех сарайсем патне чупрӗ. Улӑмне илсе пӑрахрӗ те шӑтӑкран кӗрсе кайрӗ. Шӑтӑк-ҫурӑксенчен кӗрекен хӗвел пайӑркисем пушӑ сарайӑн ҫурма тӗттӗмлӗхне ҫутатаҫҫӗ. Хапха патӗнчи тӗкӗсем ӳке-ӳке пӗтнӗ, ҫивитти йӑтӑнса аннӑ хапха пулнӑ вырӑна питӗрсе хунӑ. «Ӑҫта та пулсан ҫакӑнтах», тесе шухӑшласа илчӗ те Димка, малалла шурӗ. Чӗр кирпӗчсем сапаланса выртакан купаран пӑрӑнчӗ те, хӑранипе чарӑнса тӑчӗ. Кӗтесре, улӑм ҫинче, ҫын ӳпне выртать. Кӑштӑртатнине илтсе вӑл пуҫне кӑшт ҫӗклерӗ, аллине хӑй ҫумӗнче выртакан наган патнелле тӑсрӗ. Анчах темшӗн, те вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗрен, те урӑх сӑлтавпа, хӗрелнӗ те тӑртаннӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те, пӳрнисене тӑсса ячӗ, револьверне вырӑннех хурса кӑшт ҫӗкленчӗ, чӗлхине аран ҫавӑркаласа тата харӑлтатса:
— Шыв парӑр! — терӗ.

Димка малалла пӗр утӑм пусрӗ. Унӑн кӑкӑрӗ ҫинче шурӑ кӑшӑллӑ ҫӑлтӑра курсан, тӗлӗннипе кӑштах кӑшкӑрса ямарӗ: ҫак аманнӑ этем ӑна тахҫан Головень аллинчен ҫӑлакан ҫын пулнине палласа илчӗ вӑл.

Димка тинех сехӗрленсе иккӗленми пулчӗ, вӑл ҫавӑнтах хӑйшӗн ҫав тери хӗрӳллӗн хута кӗнӗ ҫынна шеллесе кайрӗ.

Котелок илсе Димка шыв патне ҫырмана вӗҫтерчӗ. Каялла таврӑннӑ чух вӑл амӑшне кӗпе-йӗм ҫӗклеме пулӑшакан Марьин Федькипе кӑштах ҫитсе ҫапӑнмарӗ. Димка самантрах тӗмсем ӑшне чӑмрӗ те Федька хӑй еннелле пуҫне пӑрса вӑрахӑнрах утнине пӑхса ларчӗ. Кӗпе-йӗм корзинки йывӑрланнине сиссе, амӑшӗ: «Йӑтса пыр-ха, шуйттан ҫури, мӗн аран сӗтӗрӗнетӗн?» — тесе ҫилӗллӗн кӑшкӑрман пулсан, Федька, паллах, тӗмсем ӑшне кам пытаннине тӗрӗслемесӗр иртсе кайман пулӗччӗ.

Каялла таврӑнсан, Димка палламан ҫын куҫӗсене хупса выртнине, тӗлӗкре такампа калаҫнӑ евӗр кӑштах тутисене хускатнине курчӗ. Вӑл ӑна хулпуҫҫинчен тӗртсе илчӗ, леше, куҫне уҫса хӑй умӗнче ача тӑнине курсанах, типсе ларнӑ тутисемпе йӑл кулнӑ пек пулчӗ. Ӗҫсе тӑрансан, палламан ҫын уҫӑмлӑрах та ӑнланмалларах калаҫма пуҫларӗ.

— Хӗрлисем инҫе-и? — ыйтрӗ вӑл ачаран.

— Инҫе. Вӗсем ҫинчен калаҫакан та ҫук.

— Хулара камсем?

— Петлюровецсем пулас…

Аманнӑ ҫын пуҫне усрӗ те Димкӑран:
— Ачам, эсӗ никама та каламӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

Ҫак сӑмахсем Димкӑна шиклентерчӗҫ, вӑл хыпӑнса ӳксе никама та каламӑп тесе шантарчӗ.

— Тен, Жигана каласа парӑп.

— Иксӗр тарма шутланӑччӗ, ҫавна-и?

— Ҫавна, — терӗ Димка пӑлханса. — Акӑ, вӑл хӑй те килчӗ пулас.

Янӑравлӑн шӑпчӑк юрласа ячӗ. Ҫакна Жиган юрланӑ, юлташне шыраса вӑл таҫта кайса ҫухалнинчен тӗлӗннӗ.

Шӑтӑкран пуҫне кӑларса, анчах кӑшкӑрас мар тесе, Димка хуллен ӑна чулпа печӗ.

— Эсӗ мӗн? — тесе ыйтрӗ Жиган.

— Ан шавла! Кил кунта… Кирлӗ.

— Сан хӑть чӗнсе илесчӗ, атту ме сана… чулпа! Сан кирпӗчпе пемеллеччӗ.

Вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑкран кӗрсе кайрӗҫ. Хӑйсен умӗнчи палламан ҫынпа улӑм ҫинчи тӗксӗм револьвера курсан, Жиган хӑранипе чарӑнса тӑчӗ.

Палламан ҫын куҫӗсене уҫса ҫапла ыйтрӗ:

— Ну, мӗн, ачамсем?

— Акӑ Жиган! — терӗ те Димка, ӑна хуллен малалла тӗртсе ячӗ.

Палламан ҫын нимӗн те чӗнмерӗ, пуҫне ҫеҫ кӑштах тайрӗ.

Хӑйсен запасӗнчен Димка ҫӑкӑр татӑкӗпе ӗнерхи колбассине йӑтса килчӗ.

Аманнӑ ҫын выҫӑ, анчах малтанах вӑл сахал ҫирӗ, ытларах шыв ӗҫрӗ.

Жиганпа Димка ялан чӗнмесӗр ларчӗҫ.

Симӗссисен пульли палламан ҫынна ураран амантнӑ; ҫитменнине виҫӗ кун хушши вӑл пӗр сыпкӑм шыв та ӗҫменнипе ҫав тери ӗнтӗркесе ҫитнӗ.

Кӑшт ҫырткаласанах вӑл хӑйне авантарах туйма пуҫларӗ, унӑн куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ.

— Ачамсем! — терӗ вӑл пачах уҫҫӑн! Сасӑран тин Димка палламан этем Головене: «Ан тив!» — тесе кӑшкӑракан ҫын пулнине тепӗр хут палласа илчӗ. — Эсир, ачамсем, маттурскерсем… Эпӗ час-часах эсир калаҫнине итлекелерӗм. Анчах эсир ҫынсене каласа кӑтартсан, мана вара вӗлереҫҫӗ…

— Кирлӗ марччӗ! — шанмасӑртарах пек ответлерӗ Жиган.

— Мӗнле кирлӗ марччӗ? — тесе ҫиленсе кайрӗ Димка. — Эсӗ: никама та шарламастпӑр тесе кала, вара ӗҫӗ те пӗтет… Эсир ӑна ан та итлӗр, — терӗ вӑл палламан ҫынна, кӗҫех йӗрсе ярас пек, — туршӑн та каламастпӑр! Акӑ, ҫӗр ҫӑттӑр мана, пурне те тума пулатӑп… Улталатӑп пулсан…

Анчах Жиган ытлашши сӑмах персе янине хӑй те ӑнланса илчӗ, вара тархасланӑ пек пулса, ҫапла хушса хучӗ:

— Ҫапла, Дим, эпӗ хам пӗлетӗп… юраманнине, кирек мӗн пулсан та шарламӑпӑр…

Димка палламан ҫын тепӗр хут йӑл кулса илнине курчӗ.

* * *

Кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух Топ ларчӗ-ларчӗ те ҫапла персе ячӗ:

— Димка, давай пӑта, унсӑрӑн аннене эсӗ ҫерҫисем валли кӑйбасси илсе кайни ҫинчен каласа кӑтартатӑп.

Димка пырне чутах ҫӗрулми татӑкӗ лармарӗ, пуканне вӑл тепӗр вырӑна кӗмсӗртеттерсе сиктерчӗ. Телее пула, Головень пулмарӗ, амӑшӗ кӑмакаран яшка кӑларатчӗ, асламӑшӗн хӑлхисем витӗрех мар. Топа урипе тӗксе, Димка шӑппӑн ҫапла каларӗ:

— Ҫиме ирӗк пар, пӑти хатӗрех ман.

«Ах, чӗлхӳ ҫине ҫӑпан тухасчӗ! — тесе шухӑшларӗ вӑл, сӗтел хушшинчен тӑрса. — Чӗлхи кӗҫӗтет пулас».

Сарайӗнче кӑштах шыранӑ хыҫҫӑн вӑл стена ҫумӗнчен пысӑк тимӗр пӑта кӑларчӗ те Топа пырса пачӗ.

— Ытла та пысӑк, Димка! — терӗ Топ, хулӑн та илемсӗр пӑта ҫине тӗлӗнсе пӑхкаласа.

— Мӗн пысӑк? Пысӑкки лайӑх та ӗнтӗ, Топ. Мӗнех вӑл пӗчӗкки: ҫапса лартан та — пӗтрӗ те. Кунпа чылаях ларма пулать: шак! шак!.. шаккаса ҫеҫ лар. Лайӑх пӑта вӗт!

Каҫпа Жиган Онуфриха патӗнче суран ҫыхма юрӑхлӑ таса пир татӑкӗ тупрӗ. Димка вара хӑйсен запасӗнчен пысӑкрах татӑк сало илсе йод тупма шутларӗ.

* * *

Перламутрий атте, подрясник кӑна тӑхӑнса атӑсӑрах, пӗлтӗрех снаряд лекнипе ҫунса кайнӑ чиркӳ пирки ӗҫсем япӑхланса пыни ҫинчен кушетка ҫинче кӳренсе шухӑшласа выртрӗ. Анчах кӑшт выртнӑ хыҫҫӑн вӑл часах чиркӳ праҫникӗ ҫывхарса килни ҫинчен, унпа пӗрлех ырлӑх ҫитни ҫинчен аса илчӗ. Сысна какайӗсем, ҫу тата хӑйма тултарнӑ илемлӗ кӑкшӑмсем унӑн шухӑшӗсене урӑх еннелле пӑрса ячӗҫ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл хытах ӳсӗрсе илчӗ, темӗн ҫинчен астуса кулса ячӗ.

Димка кӗчӗ те, сало татӑкне ҫурӑм хыҫнелле тытса, хуллен:
— Сывлӑх сунатӑп, батюшка, — терӗ.
Перламутрий атте вӑрӑммӑн сывласа илчӗ, Димка ҫине ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те, ури ҫине тӑмасӑрах:
— Эсӗ, ачам, ман пата-и е матушка патне? — тесе ыйтрӗ.

— Матушка патне, батюшка.

— Хм… Паян вӑл ҫук-ха, ун вырӑнне хам пулатӑп.

— Анне ячӗ. Кӑштах суранланнӑ та, кайса кил-ха, тет, матушка кӑштах йод памӗ-ши, терӗ. Акӑ, пӗчӗк кӗленче парса ячӗ.

— Кӗленче тетӗн… Хм… — тесе иккӗленсе ӳсӗрсе илчӗ Перламутрий атте. — Кӗленче мӗн!.. Эсӗ ачам, мӗншӗн аллуна хыҫалта тытатӑн?

— Сало татӑкӗ илсе килтӗм. Анне: ярса парать пулсан, ыр сунса пар, терӗ…

— Ярса парать пулсан тери?

— Туршӑн та, ҫапла каларӗ.

— Хэ-э-эхэ, — терӗ Перламутрий атте, ура ҫине тӑрса. — Парса ямӗ-ши тесе мар, «ярса парать пулсан», терӗ апла… — Вӑл пуҫне пӑркаларӗ те:  — Ну, пар эппин сало татӑкне… Халь пусни мар-ҫке!

— Халь пусаймарӑмӑр-ха, батюшка.

— Ӑна хам та пӗлетӗп ӗнтӗ, ҫуллӑраххине илсе килмеллеччӗ хӑть… Кӗленчи ӑҫта?.. Мӗншӗн аннӳ сана четвӗртех тыттарса ямарӗ-ха? Кӑна ниепле те тултарса параймӑн.

— Унта, батюшка, пӗтӗмпе те икӗ пӳрнеске ҫеҫ кӗрет вӗт. Туллиех парӑр ӗнтӗ.

Батюшка кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те:
— Эсӗ кала-ха аннӳне, вӑл хӑй килтӗр. Эпӗ ӑна хамах сӗрсе ярӑп. Мӗне кирлӗ-ха ӑна йод парса яма?.. — терӗ.

Анчах Димка пуҫне ҫеҫ сулса илчӗ.

— Хм… Эсӗ мӗншӗн пуҫна сулатӑн-ха?

— Эсир, батюшка, ярсах парӑр, — терӗ хӑвӑрттӑн Димка, — анне хытарсах ячӗ: «Ярса парасшӑнах мар пулсан, Димка, сало татӑкне илсех кил», терӗ.

— Эсӗ кала ӑна: «Ыр сунакан нихҫан та хӑй пурлӑхӗшӗн ӳкӗнмест, мӗншӗн тесен ун пурлӑхӗ ҫӳлти атте умӗнче ырӑ пулӗ». Манса каймӑн-и?

— Манса каймап!.. Эсир ҫапах та ярса парӑр, батюшка.

Перламутрий атте ҫара урине туфли тӑхӑнчӗ те (Димка вӗсен пысӑкӑшӗнчен хытах тӗлӗнчӗ) салӑна илсе, кӗленчене тытса тепӗр пӳлӗме кӗрсе кайрӗ.

— Акӑ ил, — терӗ вӑл, каялла тухса. — Ыр кӑмӑлпа ҫеҫ паратӑп… — Кӑштах шутласан, вӑл: — Сирӗн чӑхсем ҫӑмарта тӑваҫҫӗ-и, ачам? — тесе ыйтрӗ.

— Ыр кӑмӑлпа тет тата! — терӗ ҫиленнӗ Димка. — Ҫурри те ярса памарӗ… — Унтан, тухса кайнӑ чух, тепӗр хут ыйтнине хирӗҫ: — Пирӗн, батюшка, чӑхсем ҫук, автансем кӑна, — тесе хӑварчӗ.

* * *

Ҫак вӑхӑтра хӗрлисем ҫинчен сас-хура та пулмарӗ, ҫавӑнпа ачасене хатӗр тӑма лекрӗ.

Апла пулсан та вӗсем, сарайсем патне час-часах килкелесе, палламан ҫын патӗнче чылайччен вӑхӑт ирттерчӗҫ.

Палламан ҫын вӗсемпе киленсех калаҫать, ачасене тӗрлӗ япаласем ҫинчен каласа кӑтартать, хушӑран шӳт те тӑвать. Хӑшпӗр чух ҫеҫ, уйрӑммӑнах фронтсем пирки калаҫма тытӑнсан, унӑн куҫхаршисем тӗлӗнчи ӳчӗ пӗркеленсе илет, вӑл вара калаҫма чарӑнать те темӗн ҫинчен чылайччен шухӑшласа ларать.

— Ну, мӗн, ачамсем, нимӗн те илтӗнмест-и унта?..

«Унта», тени — фронтра тенине пӗлтерет. Анчах ялта тӗрле хыпарсем ҫӳреҫҫӗ.

Ҫавӑнпа палламан ҫын тарӑхса ҫилессӗн пӑха-пӑха илет. Вӑл хӑйне мӗн те пулин пуласран шикленсе тата хӑраса тӑнинчен ытларах нимӗн ҫинчен пӗлмесӗр ларма тивнишӗн, нимӗн тума та май тупайманнишӗн, нимӗнле уҫӑмлӑх та ҫуккишӗн пӑшӑрханать, ҫакӑ ӑна канлӗх те памасть.

Ачасем иккӗшӗ те ӑна иленсе ҫитрӗҫ. Уйрӑммӑнах ӑна Димка кӑмӑлларӗ. Пӗрре ҫапла, йӗрекен амӑшне киле хӑварса, сарайсем патне вӑл хуйхӑллӑн та кичем килчӗ.

— Головень хӗнет… — тесе ӑнлантарчӗ вӑл. — Ман пирки аннене те, Топа та килтен хӑвалать… Атте патне Питӗре каясчӗ… Анчах май ҫук.

— Мӗншӗн май ҫук?

— Ҫитейместӗп: тӗрлӗ пропусксем кирлӗ. Билетсем те кирлӗ, ӑҫта илӗн-ха эсӗ вӗсене? Вӗсемсӗр тухса кайма та май ҫук.

Палламан ҫын шухӑшласа ларчӗ те:
— Хӗрлисем пулнӑ пулсан, эпӗ сан валли пропуск тупнӑ пулӑттӑм, Димка, — терӗ.

— Эсӗ-и! — терӗ Димка, тӗлӗнсе. Унтан вӑл, шухӑша кайса тӑчӗ те, хӑйне тахҫантанпах интереслентерекен япала ҫинчен ыйтрӗ:  — Эсӗ кам вара?.. Эпӗ пӗлетӗп: эсӗ пулемёт начальникӗ, ҫавӑнпа пӗркунне сан ҫывӑхра «льюислӑ» салтак тӑратчӗ.

Палламан ҫын кулса: ҫапла та, капла та, тенӗ пек пуҫне сулса илчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Димка хӗрлисем часрах килессе тата ытларах кӗтме пуҫларӗ. Ҫак хушӑрах унӑн инкекӗсем те нумайлансах пычӗҫ. Ҫынна шеллеме пӗлмен Топ пиллӗкмӗш хут ӗнтӗ пӗрер пӑта ыйтать, кашни ыйтмассерен, пӑта илнӗ пулин те, вӑл пурпӗрех амӑшне каласа кӑтартнӑ. Ҫитменнине тата амӑшӗ Димкӑн йӗм кӗсйинчен аманнӑ ҫын валли илсе кайкаланӑ табак юлашкине тупнӑ. Анчах чи пысӑк инкек паян ҫитсе ҫапӑнчӗ. Праҫник майӗпе, парнесем илес шутпа, Перламутрий атте килсе кӗчӗ. Калаҫу хушшинче вӑл амӑшӗ еннелле ҫаврӑнса:
— Ҫапах та эсӗ кив сало панӑ. Эмелшӗн пӗр вунӑ ҫӑмарта та пулин хушса памалла, — терӗ.

— Мӗнле эмелшӗн тата? — ыйтрӗ Димка амӑшӗ, тӗлӗнсе кайса.

Димка пуканӗ ҫинче канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ те, хӑй ҫине шӑтарасла пӑхакан куҫсенчен хӑраса, хутланса ларчӗ.

— Эпӗ, анне… йытӑна, Шмелике… — терӗ вӑл ӗнентермеллех мар. — Унӑн тирӗ вистеннӗччӗ.

Пурте шӑпланчӗҫ, мӗншӗн тесен Головень, сак ҫинче куҫса ларса, ҫапла каларӗ:

— Паян сан йыттуна персе пӑрахатӑп. — Унтан вӑл тӗлӗнмелле пӑхса илчӗ те: — Ҫитменнине тата эсӗ суятӑн пулас-ха, — тесе хушса хучӗ, вара урӑх нимӗн те шарламарӗ, ҫапасса та ҫапмарӗ.

— Пур ӑпӑр-тапӑршӑн ҫак хаклӑ эмеле сая ямалла-и вара, — терӗ Перламутрий атте, ҫиленсе. — Пӗркунне суйса хӑварчӗ, уншӑн икӗ хут ҫылӑха кӗтӗн: ҫӗр ҫинче те, пӗлӗт ҫинче те. — Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл темӗн ҫинчен пӗлтернӗ пек туса, пуҫ пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, урайӗнчен пуҫласа мачча ҫинелле пӑхса илчӗ, вара, хӑйӗн сӑмахӗсем вырӑнлӑ пулнине шанса, Димка амӑшне ҫапла каларӗ:  — Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ сиртен вунӑ ҫӑмарта илессе шансах тӑратӑп.

* * *

Каҫхине, килӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн, Димка ҫаврӑнса пӑхрӗ те, карта патӗнче Головень тӑнине, вӑл ун хыҫҫӑн тинкерсе пӑхса юлнине асӑрхарӗ.

Вӑл вара юриех юханшыв хӗрринелле пӑрӑнчӗ.

— Димка, пирӗнни ҫинчен ялта калаҫаҫҫӗ вӗт, — тӗлӗнтерчӗ ӑна хирӗҫ пулнӑ Жиган. — Кунтах пулмалла, вӑл инҫе мар, ӑҫта та пулин кунтах, теҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, кӗпе… ҫитменнине тата Сёмка Старостин Горпинӑсен карти патӗнче кӗнеке тупнӑ, вӑл та юнланнӑ. Пӗр листине эпӗ хам та куртӑм. Шурӑ, кӗтессинче «Р.В.С.» саспаллисем пур, малалла сехет ҫинчи майлӑ йӗп пур.

Димкӑна пуҫран ҫапрӗҫ тейӗн.

— Жиган, — терӗ вӑл шӑппӑн, йӗри-тавра никам та ҫук пулсан та, — акӑ мӗскер… Эсӗ унта тӳрех ан пыр… Луччӗ тавра ҫаврӑнса кай. Ҫынсем ан асӑрхаччӑр.

Ҫакӑн ҫинчен палламан ҫынна та систерчӗҫ.

— Мӗнех вара, — терӗ вӑл, — хӑвӑр кӑна асӑрхануллӑрах пулӑр, ачамсем. Пулӑшаймасть пулсан, нимӗн те тӑвайрас ҫук ӗнтӗ. Тӗрӗссипе каласан, никамӑн та вырӑнсӑр пӗтес килмест…

— Вырӑнлӑ пӗтсен?

— Апла каламаҫҫӗ, Димка. Усӑсӑр мар пӗтнӗ теме пулать хӑть.

— Ҫакнашкал юрӑ та пур, — терӗ Жиган. — Кунта пулман пулсан, юрласа панӑ пулӑттӑм, — аван юрӑ. Коммуниста персе вӗлерме илсе кайнӑ, вӑл вӗсене стена ҫумӗнче ӑнлантарма тытӑннӑ… Эпир мӗншӗн кӗрешнине те, мӗншӗн вилнине те пӗлетпӗр тенӗ вӑл. Анчах ӑна сӑмахпа каласа парсан, вӑл ӑнланмаллах тухмасть. Салтаксем вара фронта тухса кайнӑ чухне хытах юрланӑ… Чугун ҫул ҫинчисем те ҫӑварӗсене ҫеҫ карса юлнӑ, мӗншӗн тесен ҫав юрӑ чӗрене пырса тивет.

Ачасем килӗсене пӗрерӗн таврӑнчӗҫ. Димка малтан тухса кайрӗ; вӑл юриех юханшыв хӗрнелле утрӗ, унтан тин килнелле пӑрӑнчӗ.

Ҫав вӑхӑтрах, Жиган, хӑйӗн сыхланусӑрлӑхне пула, шыв тултарса килес тесе, палламан ҫын флягине илсе тухрӗ, малтанах калаҫса татӑлни ҫинчен манса, тӳрех ҫывӑх ҫулпа — пахчасем витӗр кайрӗ. Шухӑшласа пынӑ мӑй вӑл шӑхӑркаласа та илчӗ, тӗмсем патӗнче темӗн хуҫӑлнӑ сасӑ илтӗнсенех чарӑнса тӑчӗ.

— Чарӑн шуйттан! — тесе кӑшкӑрчӗ такам. — Чарӑн, йытӑ!

Хӑранипе вӑл айккинелле ыткӑнчӗ, темле ҫатан ҫине хӑпарса кайрӗ те, такам алли йӗмминчен ҫирӗппӗн ярса тытнине туйса илчӗ. Пӗтӗм вӑйне пухса вӑл урипе тапрӗ, такама питӗнченех лектерчӗ. Вара, ҫатан урлӑ купӑста йӑранӗсем ҫине каҫса, флягӑна алӑран ӳкерсе, вӑл тӗттӗмелле тапса сикрӗ.

Димка ӑна-кӑна пӗлмесӗрех килне таврӑнса тӳрех ҫывӑрма выртрӗ. Ҫирӗм минут та иртмерӗ пулӗ, пӳрте Головень вӑрҫкаласа пырса кӗчӗ, тӳрех амӑшне кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

— Сан шуйттану вилсех вырттӑрччӗ… Урипе питрен тапса хӑварчӗ… Вӗлеретӗп ӑна…

— Хӑҫан тапса хӑварчӗ вара? — хӑраса ыйтрӗ амӑшӗ.

— Хӑҫан? Халь ҫеҫ.

— Вӑл тахҫанах ҫывӑрать вӗт.

— Шуйттан! Халь кӑна килсе выртнӑ эппин. Ботинки кӗллипе питрен тапса хӑварчӗ, эсӗ пур — ҫывӑрать тетӗн! — Ҫапла каларӗ те вӑл, Димка патне кӗрес шутпа, алӑка уҫса ячӗ.

— Мӗн аташатӑн эсӗ! Мӗн аташатӑн! — терӗ хӑраса ӳкнӗ амӑшӗ. — Мӗнле ботинка кӗллипе таптӑр-ха вӑл? Унӑн нимӗнле ботинка та ҫук вӗт. Вӑл ҫуркуннеренпех ҫарран ҫӳрет! Кам ӑна ботинка патӑр?.. Эсӗ ухмахланатӑн-и-мӗн?

Димкӑн ботинка ҫуккине Головень те тавҫӑрса илчӗ пулас. Вӑл пӗр вӑхӑт чарӑнса тӑчӗ, вӑрҫса илчӗ те пӳрте кӗчӗ.

— Хм… — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл, тенкел ҫине ларса флягине сӗтел ҫине хучӗ. — Йӑнӑш пулчӗ… Анчах ӑҫта-ха, кам-ха пытарса усрать ӑна? Кӗпе те, листасем те, фляга та… — Унтан вӑл чарӑнчӗ те ҫапла хушса хучӗ:  — Ҫапах та сирӗн йыттуна вӗлертӗм.

— Вӗлертӗм тетӗн? — ыйтрӗ Димка амӑшӗ.

— Вӗлертӗм. Пуҫӗнчен петӗм те, ҫавӑнтах пӗтӗрӗнсе анчӗ.

Кӗрӗк пиншак ҫине ӳпне выртнӑ Димка пӗтӗм пӗвепе чӗтресе сасӑ кӑлармасӑр йӗчӗ. Пурте шӑплансан Головень утӑ сарайне тухса кайрӗ, амӑшӗ Димка патне пычӗ, ачи йӗнине асӑрхаса ӑна лӑплантарма тытӑнчӗ.

— Ҫитӗ сана, Димка. Йытӑшӑн апла йӗме кирлӗ мар…

Анчах ҫапла каласанах Димка куҫӗ умне ачаш та хӳрине вылятакан Шмель тухса тӑнӑн туйӑнса кайрӗ, вӑл тата хытӑрах чӗтресе йӗме пуҫларӗ, пуҫне куҫҫулӗпе йӗпеннӗ кӗрӗк пиншак ҫумӗнчен те илмерӗ.

* * *

— Эх, эсӗ те ҫав! — терӗ те Димка, урӑх нимӗн те чӗнмерӗ.

Унӑн сӑмахӗсенче кӳренӳпе курайманлӑх пуррине туйса илнӗ Жиган вӑтаннипе ним калама аптрарӗ.

— Эпӗ пӗлнӗ-и-ха вара, Димка?

— «Пӗлнӗ-и-ха»! Мӗн каларӑм сана?.. Йывӑр пулчӗ-и тавран ҫаврӑнса кайма? Халӗ мӗн пулчӗ-ха? Головень йӗнер майлаштарать, таҫта кайма хатӗрленет. Ӑҫта каять-ха вӑл? Левка патне е кам патне те пулин каятех ӗнтӗ, ҫитменнине тата: ухтарса тухмалла! тенӗ.

Палламан ҫын та Жиган ҫине пӑхса илчӗ. Унӑн куҫӗсем хӑй кӑштах ӳпкеленине палӑртрӗҫ, унтан вӑл ҫемҫен:
— Лайӑх ачасем эсир… — терӗ.
Сӑмах хӑй ҫинчен пулман пекех, вӗсем ҫине ҫиленмерӗ.

Жиган чӗнмесӗр тӑчӗ, унӑн куҫӗсем яланхи пек ҫиҫсе айккинелле пӑхмарӗҫ, тӳрре тухма май пулмарӗ, тӳрре тухма та шутламарӗ вӑл. Хӑйӗнчен ыйтасса кӗтмесӗрех сӳрӗккӗн ҫапла каласа хучӗ:

— Хӗрлисем хулара. Ыйткалакан Авдей килчӗ. Нумай, тет, чылайӑшӗ лашаллӑ, тет. — Унтан вӑл ҫӳлелле пӑхрӗ те, хуллен те айӑплӑ сасӑпа хушса хучӗ:  — Эпӗ кайма та пултарӑттӑмччӗ… Тен, мӗнле те пулин ҫитӗп… ӗлкӗретӗп-ха.

Димка тӗлӗнсех кайрӗ. Ача пысӑк та хура куҫӗсемпе тинкерсех пӑхнине асӑрхаса, палламан ҫын та хытах тӗлӗнчӗ. Пуринчен ытла хӑй ҫапла хӑюллӑ пулнӑшӑн Жиган хӑй те тӗлӗнчӗ.

Ҫапла тума килӗшрӗҫ. Палламан ҫын кӗнекерен васкасах пӗр листине ҫурса илчӗ. Вӑл ҫырнӑ вӑхӑтра Димка кӗнеке листин сулахай кӗтессинче ӑнланмалла мар «Р. В. С.» саспаллисемпе сехет ҫинчи пек йӗпсене асӑрхарӗ.

— Акӑ, — терӗ лешӗ, ҫырнӑ листине тыттарса, — ил, Жиган… уйрӑм паллӑ — икӗ хӗрес лартатӑп. Ку паллӑпа сана кашни салтак хӑть ҫӗрле, хӑть хӑҫан — тӳрех начальник патне кӳртсе ярать. Анчах асту, ан лек, асӑрхан.

— Асту, ан ҫаклан, — тесе хушса хучӗ Димка. — Ҫакланас пулсан, ку ӗҫе ан та тытӑн… Хама хушмӑн-ши?

Анчах Жиганӑн куҫӗсем ҫӗнӗрен ҫуталса кайрӗҫ, вӑл мӑнкӑмӑллӑн ҫапла каласа хучӗ:

— Хамах пӗлетӗп… Пӗрремӗш хут каятӑп-и-мӗн эпӗ? Вара, шӑтӑкран сиксе тухса, вӑл тавралла пӑхса илчӗ те, шикленмелли ҫуккине курса, тӳрех ҫул хӗррипе ыткӑнчӗ.

Жиган ҫул ҫине чупса тухнӑ чухне, тата ҫав ҫулпах Жиган ҫывӑхӗнчен Головень таҫталла вӗҫтерсе иртсе кайнӑ чухне, хӗвел анса ларма та пуҫланӑччӗ.

* * *

Вӑрман хӗррине инҫех мар Жиган ҫӑнӑхпа сало тиенӗ лавсене хуса ҫитрӗ. Урапасем ҫинче винтовкӑсемпе пилӗк ҫын ларса пыраҫҫӗ. Лавсем хуллен шӑваҫҫӗ, Жиганӑн васкамалла, ҫавӑнпа вӑл тӗмсем ӑшнелле кӗрсе кайса, малалла ҫулпа мар, вӑрман хӗррипе утрӗ.

Сарӑ чечексемпе ӳссе ларнӑ уҫланкӑсем тӗл пулкаларӗҫ. Сулхӑнта ӳпресем сӗрлеҫҫӗ. Хӑмла ҫырлисем курӑнкаласа илеҫҫӗ. Утнӑ ҫӗртех вӑл ҫырла та таткаласа илчӗ, анчах хӑй пӗр минутлӑха та чарӑнса тӑмарӗ.

«Пӗр пилӗк ҫухрӑм килтӗм пулӗ!» — тесе шухӑшласа илчӗ вӑл. — «Малалла та пӗр чӑрмавсӑр ҫаплах кайсан аванччӗ». Туратсем утма чарнипе вӑл ҫул ҫине тухрӗ.

Ҫул кукринчен пӑрӑнчӗ те куҫӗсене хӗссе пӑхма пуҫларӗ, мӗншӗн тесен анса ларакан хӗвелӗн хӗрлӗрех пайӑркисем ҫав териех куҫа ыраттараҫҫӗ. Ҫӳлӗ вӗрене тӑрринче темӗнле кайӑк шӑхӑркаласа илчӗ, тӗмсем хушшинче такам чаштӑртаттарни илтӗнчӗ.

— Эй! — хыттӑнах мар кӑшкӑрчӗ ӑна такам.

Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ, никам та курӑнмарӗ.

— Эй, ачам, кил-ха кунта!

Пысӑках мар утӑ капанӗ патӗнчи ҫул хӗрринче вӑл такама кӗтсе тӑракан винтовкӑллӑ икӗ ҫынна курчӗ. Вӗсен айккинче, йывӑҫсем патӗнче, вӗсен лашисем тӑраҫҫӗ.

Жиган вӗсем патне пычӗ.

— Эсӗ ӑҫтан килетӗн?.. Ӑҫталла каятӑн?

— Ҫавӑнтан… — терӗ те вӑл, аллипе сулса кӑтартрӗ, унтан малалла мӗн каламалли ҫинчен шутласа тӑчӗ. — Эпӗ хутортан. Ӗне тухса кайнӑ… Тен, эсир тӗл пултӑр пулӗ ӑна? Хӗрлӗ ӗне, пӗр мӑйракине касса татнӑ. Туршӑн та, таҫта кайса ҫухалчӗ, епле пулсан та тупмаллах ӑна.

— Эпӗ курман… Кунта темле пӑру ҫӳретчӗ те, пирӗннисем ӑна ирхинех ҫисе ячӗҫ… Эсӗ мӗнле те пулин лавсем тӗл пулмарӑн-и?

— Темле лавсем килеҫҫӗ… Ҫитеҫҫӗ те пулмалла вӗсем.

Юлашкинчен каласа пани ыйтакансене питех те интереслентерчӗ, вӗсем васкасах лашисем патнелле утрӗҫ.

— Килсе лар! — тесе кӑшкӑрчӗ пӗри, лашисене илсе пырса. — Ман хыҫа хӑпарса лар.

— Ман киле каймалла, манӑн ӗне шыраса тупмалла… — йӗрес пекех тархаслама пуҫларӗ Жиган. — Ӑҫта кайма пултарӑп-ха эпӗ?..

— Килсе лар тенӗ сана. Инҫех каймастпӑр вӗт, каялла ярӑпӑр. Унсӑрӑн эсӗ лавҫӑсене каласа кӑтартма пултаратӑн.

Жиган тархасласа та пӑхрӗ, ӗне тупса киле каймалла, терӗ, лавҫӑсене те пӗр сӑмах та шарламастӑп, тесе шантарчӗ, — анчах пурпӗрех, нимӗн те пулӑшмарӗ. Тахӑшӗ ӑна симӗссисенчен пӗрин хыҫне утлантарса лартрӗ. Симӗссисем юртӑпа кайрӗҫ. Ахаль чухне вӑл лашапа кайнӑшӑн питех те савӑннӑ пулӗччӗ, анчах халь, уйрӑммӑнах вӗсем вӑрманта темскер кӗтсе тӑракан Левка отрядне кайнине пӗлнӗ хыҫҫӑн, вӑл шухӑша кайрӗ. «Ну, Головень мӗнле-ха тата, — сасартӑк шутларӗ вӑл, — халех палласа илет те, мана вара мӗн пулӗ-ха?» Хӑйне палласа илсен, пӗтӗм ӗҫ пӗтсе ларассине шута илсе, вӑл урӑх нимӗн ҫинчен шутламасӑрах лаша ҫинчен кӑлтӑрмач пек ывтӑнса юлчӗ, ҫултан аяккалла сирпӗнчӗ.

— Ӑҫта каятӑн, шуйттан ҫури? — тесе сасартӑк чарчӗ пӗри лашине, хӑй ҫавӑнтах винтовкине ярса илчӗ.

Тепри, юлташӗ аллинчен ярса тытса: «Чарӑн… Ан пер, пӗтӗм ӗҫе пӑсатӑн», — тесе ҫилӗллӗн кӑшкӑрса пӑрахман пулсан, Жиган, тен, йывӑҫсем патне чупса та ҫитеймен пулӗччӗ.

Вӑрман чӑтлӑхне Жиган чупса мар, вӗҫнӗ пек кӗрсе кайрӗ. Чӑтлӑхпа йывӑҫ тӗмӗсене пӑхмасӑрах вӑл шаларан та шаларах кӗрсе кайрӗ. Ҫамрӑк ӑвӑссен хунавӗсем ӑшне ҫитсен тин вӑл кунта лашапа ниепле те кӗме пултарайманни ҫинчен тавҫӑрса илчӗ, вара сывлӑш ҫавӑрса илме чарӑнса тӑчӗ.

— Левка! — тесе шухӑшларӗ вӑл. — Урӑх никам та мар, Головенех кайрӗ пуль ун патне. — Самантрах унӑн чӗри ыратма пуҫларӗ. Ҫӗрлеччен ан ҫитчӗрччӗ хӑть: ҫӗрле ҫавах тупаймаҫҫӗ вӗсем, ирхине, тен, хӗрлисем те персе ҫитӗҫ…»

Ҫул ҫинче пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

«Лавҫӑсене переҫҫӗ пулмалла, — тесе шухӑшласа илчӗ вӑл. — Хӑвӑртрах ҫитмелле ӗнтӗ, кунта ак ҫулӗ те ҫук».

Анчах вӑрман часах сайралчӗ, вӑл ҫул ҫине сиксе тухрӗ. Жиган сывласа илчӗ те малалла чупса кайрӗ. Пӗр ҫирӗм минут та иртмерӗ пулӗ, ӑна хирӗҫ тӳрех сиккипе вӗҫтерсе таҫта васкакан отряд сиксе тухрӗ. Вӑл тавҫӑрса та илеймерӗ, юланутҫӑсем ӑна хупӑрласа та илчӗҫ. Сехӗрленсе ӳкнипе вӑл йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. Вӗсен хушшинче Головене курсанах вӑл кӑштах ҫӗре тӑсӑлса ӳкмерӗ. Анчах, те Жигана пӗр-икӗ хут ҫеҫ тӗл пулнипе, те кунта ӑна тӗл пуласса шанманнипе, те васкаса йӗнерленӗ япӑх йӗнерӗн хырӑмайлӑхне туртса ҫыхма тытӑннипе Головень ун ҫине тинкерсе те пӑхмарӗ.

— Ачам, — тесе ыйтрӗ унтан тӗксӗм те кӑвакрах уссиллӗскер, — ӑҫта шуйттана каятӑн эсӗ?

— Хутортан килетӗп… — тесе пуҫларӗ Жиган. — Ӗне тухса кайнӑ… хура ӗне, уласкер…

— Суятӑн! Кунта нимӗнле хутор та ҫук.

Тата ытларах хӑраса ӳкрӗ Жиган, тытӑнчӑклӑ сасӑпа вӑл ҫапла каларӗ:

— Кунта мар ӗнтӗ… Пеме пуҫларӗҫ те, эпӗ хӑраса ӳкрӗм, вара кунталла тартӑм.

— Илтрӗр-и? — терӗ кӑвакрах уссилли. — Эпӗ каларӑм вӗт, таҫта перкелешеҫҫӗ тесе.

— Туршӑн та перкелешрӗҫ, — тесе васкасах калаҫма пуҫларӗ Жиган, темӗн ҫинчен тавҫӑрса илсе. — Никольски ҫулӗ ҫинче перкелешрӗҫ. Унта мужиксем Козолуп валли продуктсем турттарса пыратчӗҫ. Левка салтакӗсем вӗсем ҫине тапӑнчӗҫ.

— Мӗнле тапӑнчӗҫ?! — тесе тарӑхса ҫухӑрса ячӗ лешӗ. — Мӗнле хӑйрӗҫ-ха вӗсем тапӑнма!

— Туршӑн та тапӑнчӗҫ… Хам хӑлхапа хамах илтрӗм: антӑхасчӗ Козолупӑн, теҫҫӗ… Хӑйӗнчен ҫу юхать… ахаль те самӑрланса кайнӑ ватӑ шуйттан, теҫҫӗ.

— Илтрӗр-и?! — тесе мӗкӗрсе ячӗ симӗсси. — Эпӗ самӑрлатӑп пулать!

— Самӑрланать терӗҫ ҫав, — тесе ҫирӗплетрӗ хӗрсех ҫитнӗ Жиган. — Енчен, пирӗн ҫумма ҫыпӑҫсан, аса илтерӗпӗр ӑна, теҫҫӗ… Мана мӗн? Эпӗ вӗсем мӗн каланине кӑна калатӑп.

Жиган татах та Козолуп мӑнкӑмӑллӑхне кӳрентерекен сӑмахсем персе яратчӗ пулӗ, анчах лешӗ ахаль те ҫиленсе ҫитнипе ҫавӑнтах хаяррӑн ҫухӑрса ячӗ:

— Лашасем ҫине!

— Ӑна мӗн тӑвас? — тесе ыйтрӗ тахӑшӗ, Жиган ҫине кӑтартса.

— Саламатпа тӑсса ил ӑна, малашне ун пек сӑмахсене ан итлетӗр.

Отряд пӗр еннелле кайса ҫухалчӗ, пӗр айӑпсӑрах патак ҫинӗ Жиган, ҫӑмӑлах хӑтӑлтӑм-ха тесе, тепӗр еннелле вӗҫтерчӗ.

«Кӗҫех тытӑҫса ӳкеҫҫӗ пуль, — тесе шутларӗ вӑл чупса пынӑ чух. — Пӗрне-пӗри палласа иличчен каҫ та пулӗ-ха».

Каҫ пулчӗ. Ҫӑлтӑрсем тухрӗҫ, ҫӗрле пулчӗ. Жиган, йывӑррӑн сывласа, пӗр хушӑ чупса, тепӗр хушӑ утса пырать, унтан сывлӑш ҫавӑрма чарӑнса тӑрать. Пӗр вырӑнта вӑл пӗр пек шӑнкӑртатса юхакан шыв сассине илтрӗ, тӗттӗмре шыв тупрӗ те, ӑш хыпнипе темиҫе сыпкӑм сивӗ шыв ӗҫрӗ. Ҫул хӗрринче чалӑшса ларакан хӗресе курсанах, вӑл хӑранипе тепӗр еннелле ыткӑнчӗҫ. Унтан вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хӑрами пулчӗ. Вӑл шав малалла чупать. Тен, вӑл тахҫанах ҫухалса кайрӗ пулӗ? Камран та пулин ыйтса пӗлесчӗ хӑть.

Анчах никамран та ыйтса пӗлме ҫук. Ҫул ҫинче лӳппер вӑкӑрсем кӳлнӗ хресченсем те, кӑвать патне пухӑннӑ утӑ ҫулакансем те, лаша ҫитерме каякан ачасем те, хуларан кая юлса килекен ҫынсем те тӗл пулмаҫҫӗ. Ҫӗрлехи тӗксӗм ҫул ҫинче никам та тӗл пулмасть. Пӗр шӑпчӑк ҫеҫ ырма пӗлмесӗр юрлать, пӗр вӑл кӑна тӗттӗм каҫӑн лӑпкӑ шиклӗхӗсенчен кулнӑ пек шӑхӑрсах юрра шӑрантарать.

Анчах ҫак вӑхӑтра, ӑҫта та пулин тухас шанчӑк ҫухалсан, Жиган утса пыракан ҫул икӗ еннелле йӳпленсе кайрӗ. «Каллех инкек! Халӗ хӑш ҫулӗпе каймалла-ши?» Ҫапла шутларӗ те вӑл чарӑнса тӑчӗ.

«Га-га…» — тесе хытах мар какӑлтатнӑ сасӑ илтӗнчӗ ӑна. «Хурсем»! тесе вӑл чутах кӑшкӑрса ямарӗ. Вӑл хӑй умӗнчех, тӗмсем хыҫӗнче, пысӑках мар хутор пуррине асӑрхарӗ.

Ҫурт патне ача мар, упа ҫывхарнӑ чухнехи пекех хаяррӑн уласа ячӗ йытӑ. Хускалнӑ сыснасем нӑриклетсе илчӗҫ, Жиган алӑка шаккарӗ.

— Эй! Эй! Уҫӑр-ха!

Малтанах никам та чӗнмерӗ. Унтан пӳртре ӳсӗрни илтӗнчӗ, алӑк патне пынӑ хӗрарӑм шӑппӑн ыйтрӗ:

— Тур ҫырлахтӑрах, кам килсе кӗчӗ-ши тата?

— Уҫӑр-ха! — тесе татах ыйтрӗ Жиган.

Ҫурҫӗр тӗлӗнче никам та алӑка часах уҫмасть, кунта та ҫаплах пулчӗ. Тахӑшӗ хӑрӑлтатакан ыйхӑллӑ сасӑпа ыйтрӗ:

— Кам унта?

— Уҫӑр-ха, эпӗ, Жиган.

— Мӗнле Жиган тата, шуйттан патне кайтӑр вӑл? Сана акӑ алӑк витӗрех берданкӑпа персе пӑрахатӑп!

Жиган самантрах айккинелле сиксе ӳкрӗ те, хӑй йӑнӑш тунине тавҫӑрса илсе, ҫапла каласа хучӗ:

— Жиган мар! Жиган мар! Мана ахаль ҫапла чӗнеҫҫӗ. Эпӗ Васька ятлӑ… Эпӗ пӗчӗк ача кӑна… Манӑн хулана каякан ҫул ҫинчен ыйтса пӗлмелле.

— Хӗрринчи ҫулпа кай, вӑл тӳрех хулана каять, тепри Поддубовкӑналла каять.

— Вӗсем иккӗшӗ те хӗрринче вӗт!.. Алӑк витӗр ӑнланайрӑн-и вара!

Пӳртрисем лӑпланчӗҫ, шухӑша кайрӗҫ пулмалла.

— Чӳрече патне кил, кунтан кӑтартӑп. Кӳртессе темӗн пулсан та кӳртместӗп. Пӗчӗккӗ пулсан та кӳртместӗп. Тен, сан хыҫра патвар ҫын тӑрать?

Чӳрече уҫӑлчӗ, Жигана ҫул кӑтартса ячӗҫ.

— Кунтан инҫе мар, пурӗ те пӗр ҫухрӑм ҫеҫ. Вӑрмантан тухсанах хула пулать!

— Пӗр ҫухрӑм кӑна тетӗн эппин!

Савӑнса ӳкнӗ Жиган тӳрех кӑтартнӑ ҫул тӑрӑх вӗҫтерчӗ.

* * *

Кукӑр-макӑр урамсенче ӑна часах патруль тытса чарчӗ те штаб ӑҫтине кӑтартрӗ. Ыйхаллӑ красноармеец сӳрӗккӗн ответлерӗ:

— Мӗнле записка тата! Ирпе кил. — Анчах хут ҫинчи уйрӑм паллӑллӑ хӗресе асӑрхасанах ҫав хута илсе, такама чӗнчӗ вӑл:  — Эй, кам унта? Ӑҫта дежурнӑй?

Дежурнӑй Жиган ҫине пӑхса илчӗ, запискӑна салатса унӑн сулахай кӗтессинчи «Р. В. С» тесе ҫырнӑ саспаллисене асӑрхасанах лампӑна хӑй патнерех сиктерчӗ. Мӗн ҫырнине вуласа тухсанах вӑл телефон патне кайрӗ: «Командира!.. Комиссара чӗнӗр!» — тесе вӑл пӳлӗм тӑрӑх васкаса уткаласа ҫӳрерӗ.

Пӳлӗме иккӗн пырса кӗчӗҫ.

— Пулма пултараймасть! — тесе тӗлӗнсе кӑшкӑрчӗ пӗри.

— Вӑл. Вӑлах!.. Паллах, вӑл, — тесе савӑнӑҫлӑн тавӑрчӗ тепри.

— Хӑех ал пуснӑ, хучӗ те унӑннах. Кам илсе килчӗ кӑна?

Ҫакӑн хыҫҫӑн тин пурте кӗтесре хӗсӗнсе тӑракан Жиган ҫине пӑхса илчӗҫ.

— Мӗнле вӑл? — тесе ыйтрӗҫ унран.

— Хура… атӑпа… кӑкӑрӗ ҫумне ҫӑлтӑр ҫыпӑҫтарнӑ, хӗрлӗ ялав курӑнса тӑрать.

— Апла пулсан, ҫавӑ, ҫавӑ, орден!

— Анчах васкамалла, — терӗ Жиган, — часах тул ҫутӑлать… Бандитсем тупсанах вӗлереҫҫӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗлӗнмелле япала пуҫланса кайрӗ. Пурте чупма, телефонсемпе шанкӑртаттарма, лашасем тапӑртатма пуҫларӗҫ. Ҫак вӑхӑтра ывӑннӑ Жиган темиҫе хутчен те: «Паллах, арми!.. Вӑл!.. Реввоенсовет!» — тесе калакан сӑмахсене кӑна илтсе юлчӗ.

Темиҫе хутчен трубапа хыттӑн кӑшкӑртрӗҫ, лашасем тапӑртатнипе кантӑксем те чӗтренсе илчӗҫ.

— Ӑҫта? — тесе маузерпа шашка ҫакнӑ командир пырса кӗчӗ пӳрте. — Эсӗ илсе килтӗн-и, ачам?.. Васильченко, ачана хӑвпа пӗрле ил, хӑв умна ларт…

Жиган тавҫӑрса та илеймерӗ, тахӑшӗ вӑйлӑ алӑсемпе ӑна йӑтрӗ те лаша ҫине лартрӗ. Каллех труба кӑшкӑртса ячӗ.

— Хӑвӑртрах! — тесе кӑшкӑрчӗ пӗри пӳртумӗнчен. — Сирӗн вӑхӑтра ӗлкӗрмелле!

— Даешь! — тесе ответлерӗҫ ӑна ыттисем.

Унтан:
— А-аррш! — тесе команда пулчӗ.

Утлӑ отряд вырӑнтан тапранса самантрах тӗттӗмре ҫухалчӗ.

* * *

Палламан ҫынпа Димка чӑтаймасӑр кӗтсе ларчӗҫ; вӗсем йӗри-тавра мӗн тунине ҫивӗччӗн итлесе ларчӗҫ.

— Эсӗ луччӗ киле кай, — терӗ палламан ҫын темиҫе хутчен те Димкӑна.

Анчах Димка яхӑнне те каймарӗ.

— Ҫук, каймастӑп, — тесе ҫеҫ пуҫне силлерӗ вӑл. Шӑтӑкран тухса вӑл улӑма ҫавӑркаларӗ, унпа кӗмелли шӑтӑка витсе хучӗ те, хӑй каллех каялла хӗсӗнсе кӗчӗ.

Вӗсем чӗнмесӗр ларчӗҫ: тӗрӗссипе, калаҫма та вӑхӑт ҫук. Димка пӗрре ҫеҫ сӑмах хушрӗ, ҫитменнине тата калаҫас мар ҫӗртенех хушса хучӗ вӑл.

— Аннене эпӗ: тен, часах атте патне каятпӑр пулӗ, терӗм. Анне ҫиленсех ҫитрӗ те ятлаҫма тытӑнчӗ: «Эсӗ мӗн кирлӗ мар ҫинчен ҫеҫ палкатӑн!» тет.

— Каятӑп, каятӑп, Димка. Анчах та…

Анчах Димка ҫак «анчах та» текен сӑмах ҫав териех хӑрушшине лайӑх чухлать, ҫавӑнпа та вӑл улӑм патӗнче тем ҫинчен шухӑшласа шӑпланса ларчӗ.

Каҫ пула пуҫларӗ. Ҫӗрсе кайнӑ сарайӗн пусӑрӑннӑ кӗтесӗсем те пӗчӗккӗнех палӑрми пулчӗҫ. Кӗтессинчи ҫурӑксенчен хӗсӗнсе кӗрекен ҫутӑ пайӑркисем те ҫухалчӗҫ.

— Итле!

Димка чӗтресе илчӗ.

— Итлетӗп! — терӗ вӑл.

Палламан ҫын унӑн хулпуҫҫийӗсене ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗ.

— Камсем-ши кусем?

Ял хыҫӗнче, уйра, пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ. Ҫил вӗрнипе ҫак сасӑсем вылямалли тупӑсенчен пенӗ сасӑсем пек ҫеҫ туйӑнчӗҫ.

— Тен, хӗрлисем пулӗ?

— Ҫук, ҫук, Димка! Хӗрлисем халех ҫитес ҫук-ха!

Пурте шӑпланчӗҫ. Пӗр сехет иртсе кайрӗ. Унтан ялта илтӗнекен сасӑсемпе лашасем тапӑртатни тӑрӑх палламан ҫынпа Димка кунта такамсем ҫывхарса килни ҫинчен пӗлчӗҫ.

Сасӑсем пӗрре ҫывхараҫҫӗ, тепре аяккалла кайса ҫухалаҫҫӗ, акӑ вӗсем ҫывӑхрах илтӗнекен пулчӗҫ.

— Нӳхрепсене те? Арпа ӳплисене те шырарӑр-и? — тесе ыйтрӗ тахӑшӗ ҫивӗч сасапа.

— Пур ҫӗре те шырарӑмӑр, — тесе ответлерӗ тепри. — Анчах мана кунтах, ӑҫта та пулин ҫакӑнтах пек туйӑнать.

«Головень!» тесе шутларӗ Димка. Палламан ҫын аллине тӑсрӗ те, тӗттӗмре наган кӑштах ҫуталса илчӗ:

— Тӗттӗм, мур илесшӗ! Левка пиркиех мӗн чухлӗ аппалантӑмӑр.

— Тӗттӗм ҫав! — терӗ тахӑшӗ. — Кунта мӑя та пӑрса пӑрахма пулать. Эпӗ пӗр сарайне кӗрсе кайрӑм та, ман ҫине ҫӳлтен хӑмасем ӳкрӗҫ… Кӑштах пуҫ ҫине йӑтӑнса анатчӗҫ.

— Вырӑнӗ питӗ вырнаҫуллӑ вара. Тул ҫутӑличчен йӗри-тавра пӗр пилӗк ача тӑратса хӑварас мар-ши?

— Хӑварас пулӗ.

Каштах лӑпланчӗҫ, телей те ҫавӑрӑнса ҫитнӗ пекех туйӑнчӗ. Пӗр ҫурӑкӗ витӗр инҫетре те мар кӑвайт ҫути ялкӑшни курӑнса кайрӗ. Улӑмпа витсе хунӑ алӑк патнех лаша пырса тӑчӗ те ҫиес килмен ҫӗртенех улӑма чӑмлама пуҫларӗ.

Чылайччен шурӑмпуҫ килмерӗ. Юлашкинчен, ҫутӑлма тытӑнчӗ, ҫӑлтӑрсем тӗксӗммӗн кӑна палӑракан пулчӗҫ.

Халех ухтарма тытӑнӗҫ. Жиган ӗлкӗреймерӗ е пачах та ҫитеймерӗ пуль.

— Димка, — терӗ шӑппӑн палламан ҫын, — халех шырама пуҫлаҫҫӗ. Ҫавӑнта, алӑк йӑтӑнса аннӑ ҫӗрте, ҫӗр ҫумӗнче пысӑках мар шӑтӑк пур. Эсӗ пӗчӗккӗ, унтан тухса каятӑн… Упален ҫавӑнталла.

— Эсӗ?

— Эпӗ кунтах юлатӑп. Кирпӗчсем ӑҫтине пӗлетӗн вӗт эсӗ. Ҫавӑнта эпӗ сумкӑна, пичете тата сан ҫинчен ҫырнӑ хута пытартӑм. Хӑть хӑҫан килсен те ҫавсене хӗрлисене пар. Ну, упален хӑвӑртрах. — Ҫапла каларӗ те палламан ҫын, ҫитӗннӗ ҫынпа сывпуллашнӑ пекех, Димка аллине хытӑ тытса чӑмӑртарӗ, унтан ӑна ерипен айккинелле тӗртсе ячӗ.

Димкӑн куҫҫулӗсем тухас патнех ҫитрӗҫ. Палламан ҫынна пӗр-пӗччен хӑварма ӑна хӑрушӑ та хӗрхенмелле пек туйӑнса кайрӗ. Шӑлне ҫыртса, куҫҫулӗпе антӑхса, сапаланса выртакан кирпӗчсем ҫине такӑна-такӑна вӑл малалла упаленчӗ.

Тарах-та-тах! — тенӗ сасӑ сасартӑк сывлӑша ҫурса ячӗ. Тара-та-тах! Ба-бах!.. Тиу-у, тиу-у… — тесе шӑхӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ сарайсем тӑрринче.

Кӑшкӑрашнисем те, тапӑртатнисем те, пӑшалсемпе пенӗ сасӑсем те — ҫаксем пурте ирхи шӑплӑха кӗтмен ҫӗртен хускатса ячӗҫ, Димка хӑй те асӑрхаймарӗ, каллех палламан ҫын патне сиксе тухрӗ. Текех чӑтма вӑй ҫитейменнипе вӑл хыттӑн йӗрсе ячӗ.

— Мӗн эсӗ, айван? — тесе савӑнса ыйтрӗ лешӗ.

— Вӗсем килсе ҫитрӗҫ вӗт… — терӗ Димка, йӗнӗ ҫӗртрех кулса ярса.

Ял хыҫӗнче пеме лӑпланичченех тата таҫта кӑшкӑрашнисем чарӑничченех сарайсем ҫывӑхӗнче лашасем тапӑртатма пуҫларӗҫ. Унтан палланӑ та уҫӑ сасӑ янӑравлӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Кунта! Кун-та-алла!

Кӗлтесем айккинелле ывтӑнса кайрӗҫ. Ҫурӑкран ҫутӑ кӗчӗ. Тахӑшӗ васкаса ыйтрӗ:

— Эсир кунта-и, Сергеев юлташ?

Самантрах таҫтан ҫынсем пухӑнса тӑчӗҫ — командир та, комиссар та, красноармеецсем те, сумкӑллӑ фельдшер та пур. Савӑннипе вӗсем пурте кӑшкӑрашаҫҫӗ.

— Димка, — мухтаннипе чыхӑна-чыхӑна каласа пама васкарӗ Жиган. — Эпӗ ӗлкӗртӗм… Каялла лаша ҫинче вӗҫтерсе килтӗм… Симӗссисемпе те тытӑҫса илтӗмӗр… Вӗсем хушшинех кӗрсе кайрӑмӑр… Пӗрне пуҫӗнчен сулса ятӑм та, вӑл унтах кайса ӳкрӗ!

— Суятӑн эсӗ, Жиган. Тем тесен те суятӑн… Санӑн хӗҫӗ те ҫук вӗт, — терӗ те Димка, йӗнӗ хыҫҫӑн куҫҫулӗ типсе ҫитеймен пулсан та кулса ячӗ.

* * *

Ҫак кун кунӗпех хаваслӑ пулчӗ.

Димка пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрчӗ. Ачасем пурте тӗлӗнчӗҫ унтан, палламан ҫын ӑҫта пытанса пурӑннине ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе кая-кая курчӗҫ, ҫавна пула сарай патӗнчи улӑм купи пӗр кӗтӳ ӗне иртнӗ пекех таптанса пӗтрӗ.

Нумай пулмасть пытанса пурӑннӑ ҫын пысӑк начальник пулнӑ пулас, мӗншӗн тесен вӑл хушнине командирсем те, красноармеецсем те итлерӗҫ.

Вӑл Димкӑна тӗрлӗрен хутсем ҫырса пачӗ, хӑйне те, амӑшне те, Топа та Петрограда ҫитиччен чӑрмав ан пултӑр тесе, кашни хучӗ ҫинех пичет пусрӗ.

Жиган вара боецсем хушшинче шуйттан пек хӗвӗшсе ҫӳрерӗ, мӗнле кӑна юрӑсем юрламарӗ пуль вӑл, итлесе ҫеҫ лар. Ахӑлтатса кулчӗҫ красноармеецсем, тӗлӗнчӗҫ унӑн сассинчен.

— Жиган! Эсӗ ӑҫта каятӑн ӗнтӗ халь?

Пӗр минутлӑха чӗнмерӗ Жиган, унӑн пӗчӗк пит-куҫӗ тӗксӗмленнӗ пек пулчӗ, унтан харсӑррӑн пуҫне сулса илчӗ те:

— Эпӗ, ачам, шик ҫеҫ шӑхӑратӑп! Станцисем тӑрӑх, эшелонсем тӑрах ҫӳретӗп. Халь эпӗ вӗсенчен ҫӗнӗ юрӑ вӗрентӗм:

Лазарет ҫийӗпе ҫутатса
Килчӗ лӑпкӑн ҫурхи ӑшӑ ир.

Ҫут кунтан ӗмӗре уйрӑлса
Куҫ хупать ҫамрӑк ҫын — командир.

— Лайӑ-ӑх юрӑ! Эпӗ юрласа пӗтертӗм те — пӑхатӑп: Горпина карчӑкӑн куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхать. «Мӗн эсӗ, асанне?» тетӗп. «Вилчӗ вӗт-ха!» тет. «Эх, асанне, ку юрӑра ҫапла», тетӗп. «Юрӑра кӑна пулсан аванччӗ-ха, чӑн-чӑн пурнӑҫра мӗн чухлӗ», тет. Анчах эшелонра юлташсенчен хӑшпӗрисем шанмаҫҫӗ, — хушса хучӗ вӑл кӑштах калаҫма чарӑннӑ хыҫҫӑн. «Мур шӑтӑкне кай», теҫҫӗ. «Тен, эсӗ ҫапкаланчӑк вӑрӑ. Мӗн те пулсан ҫаклатса кайӑн», теҫҫӗ. Эх, манӑн та пулсан!

— Чӑнах та, ҫырса парӑр ӑна хут, — сӗнчӗ тахӑшӗ.

— Ҫырса парас, ҫырса парас.

Ҫырчӗҫ вара «Жиган вӑл, ҫапкаланчӑк та мар, вӑрӑ та мар, хӑйӗн революциллӗ ӗҫне ӗҫре кӑтартса панӑ элемент», ҫавӑнпа та «ӑна, Жигана, станцисенче, поэздсенче тата эшелонсенче совет юррисене юрлама чармалла мар», тесе ҫырса пачӗҫ.

Нумай ачасем алӑ пусрӗҫ ҫак хут ҫине, малтанхи страницӑн ҫуррине тата тепӗр енне те алӑ пусрӗҫ. Шатра питлӗ Пантюшкин та, леш, иртнӗ эрнере ҫеҫ ҫырма вӗреннӗскер, хӑй хушаматӗнчи пӗр саспаллине хӑвармасӑр алӑ пусрӗ.

Унтан комиссар патне пичет пустарма илсе кайрӗҫ. Комиссар вуласа тухрӗ.

— Ҫакӑн пек хут ҫине полк пичетне пусма юрамасть, — терӗ вӑл.

— Мӗншӗн юрамасть-ха? Мӗнех вара, уншӑн пичет пӗтет-и-мӗн? Тархасшӑн пусса парар. Ача ахальтен кӑна тӑрӑшмарӗ вӗт?

Йӑл кулчӗ комиссар:

— Сергеевпа пулни ҫак-и-ха вӑл?

— Ҫавӑ, мур илесшӗ.

— Апла-так, уншӑн тума юрать… — терӗ те вӑл хут ҫине пичет пусрӗ.

Часах хут ҫине РСФСР, ҫурлапа мӑлатук ӳкрӗ, — документ пулчӗ те.

Ял ҫыннисем нумайранпа астумаҫҫӗ ҫакӑн пек каҫ пулнине. Ҫӑлтӑрсем, кирпӗчпе тасатнӑ пек, йӑлтӑртатни ҫинчен тата уҫӑ ҫил таврана ҫеҫкене ларакан хуратул шӑрши сарни ҫинчен мӗн каламалли пур. Урамра мӗн пулса иртмерӗ пулӗ. Пурте урама чупса тухрӗҫ. Красноармеецсем хастаррӑн кулчӗҫ, хӗрсем янӑравлӑн ҫухӑрашрӗҫ. Лекарь помошникӗ Придорожнӑй митинг туса ирттерекен вырӑнта пӗрене купи патӗнче кӗпӗрленсе тӑракан халӑх хушшинче хут купӑсне шӑрантарчӗ.

Каҫхи тӗттӗм таврана хуллен хупларӗ, пӗр йӗркесӗр ларса тухнӑ пӳртсенче унта та кунта ҫутӑ ҫутрӗҫ. Ваттисемпе ача-пӑчасем килӗсене саланчӗҫ. Анчах ҫамрӑксем уйӑх ҫути ҫутатакан урамсенче чылайччен выляса кулчӗҫ. Чылайччен янӑрарӗ лекарь помощникӗн лайӑх хут купӑсӗ, чылайччен тупӑшса тавлашрӗҫ унпа кӳршӗри сулхӑн чӑтлӑхра юрӑ шӑрантаракан шӑпчӑксем.

Тепӗр кунне палламан ҫын тухса кайрӗ. Жиганпа Димка ӑна ӗне картисем патне ҫити ӑсатса ячӗҫ. Чалӑшса кайнӑ карта ҫумӗнче вӑл чарӑнса тӑчӗ. Унпа пӗрле мӗнпур отряд чарӑнчӗ. Палламан ҫын пӗтӗм салтак умӗнче ачасен аллисене тытса чӑмӑртарӗ.

— Тен, эпӗ сана хӑҫан та пулсан Петроградра курӑп, — терӗ вӑл Димкӑна. — Сана вара… — палламан ҫын пӑртак тытӑнса тӑчӗ.

— Тен, ӑҫта та пулсан, — иккӗленсе ответлерӗ Жиган.

Лӑпкӑ ҫил унӑн лӑпсӑркка пуҫне ерипен вӗлкӗштерет. Имшеркке аллисем карта вӗрлӗкне ҫирӗппӗн чӑмӑртаса тытнӑ, куҫӗсем малалла, инҫете тинкереҫҫӗ…

Ҫул ҫинчи отряд кӑштах палӑракан хура пӑнчӑ пек ҫеҫ курӑнать. Акӑ вӑл юлашки сӑрт урлӑ каҫса Никольски тип ҫырмине анса курӑнми пулчӗ… Сӑрт ҫинче лаша урисем айӗнчен ҫӗкленнӗ тусан пӗлӗчӗ анса ларчӗ. Сӑрт леш енчен хуратул пусси курӑнчӗ — урӑх никам та, нимӗн те курӑнмарӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех