Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсрӗ (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Криша йӗркеллӗ каччӑ пулса ӳсрӗ.

Гриша вырос порядочным парнем.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Ҫак тапхӑрта улталанипе (1-рен 4 ҫити), коррупци енӗпе (1-рен 2 ҫити), вӑрланипе ҫыхӑннӑ (0-рен 1 ҫити) тата обществӑлла вырӑнсенче (13-рен 17 ҫити) преступлени тӑвасси ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Ушкӑнпа преступлени тӑвасси ӳсрӗ (1-рен 6 ҫитрӗ).

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Аппаҫӑм, шӑллу ачаш ӳсрӗ тесессӗн, тархасшӑн, ан ӗнен.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Интернет-канал пек ӗҫленӗ чухнех асӑрханӑччӗ — куракансен йышӗ уйӑхсерен ӳсрӗ.

— Еще тогда, когда мы работали только как интернет канал, заметили - количество зрителей растет с каждым месяцем.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Завода хамӑр сутма тытӑнсан пирӗн чӗр-тавар пысӑк сортпа кайни палӑрчӗ, тупӑш та ӳсрӗ.

Когда сами начали продавать заводу, выяснилось, что наше сырье высокого сорта и прибыль увеличилась.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Амӑшӗ пепкине пӑхманнине ют хӗрарӑм пушшех тимлес ҫук. Эпӗ ватӑлса, халсӑрланса пыратӑп. Пӗтӗм шанӑҫӗ те ун ҫинче. Кӗлеткерен те Валерия ӳсрӗ, йӑтма йывӑр. Сӑмахран, хам тӗллӗн мунчана илсе тухаймастӑп ӑна», — чунне уҫрӗ Марье аппа.

Если мать не присматривала, то чужая женщина тем более не проявит инициативу. Я старею, ослабеваю. Вся надежда на него. Валерия выросла, поднимать трудно. Например, сама не могу ее в баню отнести", - открыла душу тетя Марья.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Хими таварӗсем туса кӑларасси –10,7 процент, электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийӗ туса кӑларасси – 6 процент чухлӗ ӳсрӗ.

Производство химической продукции выросло на 10,7 процента; электрооборудования, электронного и оптического оборудования – на 6 процентов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Юлашки пилӗк ҫулта массӑллӑ спорт разрядникӗсен, Раҫҫей спорт мастерӗсен тата тӗнче класлӑ спорт мастерӗсен шучӗ икӗ хута яхӑн ӳсрӗ.

За последние 5 лет почти вдвое увеличилось число спортсменов массовых разрядов, мастеров спорта России и мастеров спорта международного класса.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

2015 ҫулта ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени тӑвасси ӳсрӗ.

В 2015 году произошел рост подростковой преступности.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫак тӗллевсем валли кӑна 3 миллиард та 670 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ача садне ҫӳрекен пӗр ача пуҫне каякан бюджет тӑкакӗсен сумми, 2010 ҫулхипе танлаштарсан, 1,7 хут ытла ӳсрӗ!

Только на эти цели было направлено 3 млрд 670 млн рублей, сумма бюджетных расходов на одного воспитанника детского сада в сравнении с уровнем 2010 года выросла более чем в 1,7 раза!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӑрман варринче йӗлтӗрпе ҫӳресе ӳсрӗ те йывӑҫсене юратать.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

47. Халӗ ӗнтӗ куратӑп: ҫитес ӗмӗр сахаллӑшне ырӑлӑх парӗ, нумайӑшне асап парӗ, 48. мӗншӗн тесессӗн пирӗн ӑшра усал чӗре ӳсрӗ те пире Турӑран аяккалла илсе кайрӗ, пире пӑсӑклӑх патне, вилӗм ҫулӗ патне илсе ҫитерчӗ, пире пӗтмӗш сукмакӗсене кӑтартрӗ, пире пурӑнӑҫран аяккалла илсе кайрӗ, ҫитменнине тата сахаллӑшне мар, мӗн пултарнӑ этем пурте тенӗ пекех ҫапла пулчӗ, терӗм.

47. И теперь я вижу, что будущий век принесет сладости немногим, а мучения многим. 48. Ибо внутри нас выросло сердце злое, которое удалило нас от Него и привело нас к тлению и путям смерти, показало нам тропинки погибели и удалило нас от жизни, притом не малое количество, но почти всех, кто был сотворен.»

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Сана хир курӑкне ӗрчетнӗ пек ӗрчетрӗм; эсӗ ӳсрӗн, ҫитӗнтӗн, ытарма ҫук хӳхӗм пулса ҫитрӗн: кӑкӑру чӑмӑртанчӗ, ҫӳҫӳ ӳсрӗ, вӑрӑмланчӗ; анчах эсӗ ҫап-ҫараччӗ, тумтирсӗр ҫӳреттӗн.

7. Умножил тебя как полевые растения; ты выросла и стала большая, и достигла превосходной красоты: поднялись груди, и волоса у тебя выросли; но ты была нага и непокрыта.

Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иртнӗ ҫул спорт шкулӗсене ҫӳрекенсен йышӗ те самай ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Юлашки ҫулсенче архивсен пӗлтерӗшӗ палӑрмаллах ӳсрӗ.

И в последние годы значимость архивов заметно выросла.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Юлашки ҫулсенче архивсен пӗлтерӗшӗ палӑрмаллах ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

«Виҫӗмҫул тата пӗлтӗр пирӗн музей ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма килекенсен йышӗ икӗ хута яхӑнах ӳсрӗ», - кӑмӑллӑн пӗлтерчӗ музей директорӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Майоров.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Республикӑра вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсен шучӗ 2010 ҫултан пуҫласа 18,5 процент чухлӗ ӳсрӗ.

Количество долгожителей в республике с начала 2010 года увеличилось на 18,5%.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче техника специальноҫӗсем енӗпе палӑртнӑ бюджет вырӑнӗсен конкурсӗ пӗрре ҫурӑна яхӑн ӳсрӗ, вӗсенчен вӗренсе тухакансем пурте ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ.

Конкурс на бюджетные места по техническим специальностям в учебных заведениях среднего профессионального образования увеличился почти в полтора раза, все выпускники трудоустраиваются.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех